Эпĕ улттăра-çиччĕре чухне пĕрре аттепе улăхран утă турттарса килетпĕр. Манăн утă лавĕ çине улăхса ларас килет, анчах атте мана лартмасть, лашана йывăр тет. Утă урапи чăн та пысăк, тӳрем çул çинче те лаша урапана аран-аран туртать. Эпĕ лав хыççăн утса пыратăп. Манпа пĕрле хамăрăн тиха утса пырать. Хутран-ситрен эпĕ ăна ачашласа унăн кукăр илемлĕ мăйне хыçатăп. Тиха, мăйне хыçсан, чарăнсах тăрать, хыçма пăрахсанах, хушка пуçне каçăртса, амăшĕ патнелле чупать.
Яла кĕрсен, зпĕ хамăра хирĕç пĕр лав пынине куртăм. Пысăк тимĕр кăвак лаша пуçне ухса утать. Рессорлă тăрантас ураписем шăлтăр-шăлтăр туса çăмăллăн кусаççĕ. Тăрантас çинче хура пустав тумлă çамрăк çын ларса пырать. Вăл, чĕн тилхепине карăнтарса, лашине çул хĕрнелле тытрĕ.
— Эй, пичей, тихана сутмастăн-и? — ыйтрĕ çын. Пирĕн тихана курсан, лашине тăратрĕ.
— Сутас-çке, сутмалла... Урапа илме укçа кирлĕ, — терĕ атте, вăл та лашине тăратрĕ.
— Сут, эпĕ илетĕп. Халех Микула пичче патне кĕртсе хăваратăп.
Тихана Микула пичче патне кĕртетĕп тенине илтсен, эпĕ шартах сикрĕм. Микула выльăх пусса какайпа сутă тăвать, ку çын тихана пусма илет пуль терĕм.
— Ил, ара, — терĕ атте, — кам пулатăн-ха эсĕ?
— Эпĕ малъенсем, Чашлама ялĕ.
— Селиван хуçа таврашĕ мар-и?
— Çавсен.
Атте тихана сутас тенине илтсен, ман йĕрсе ярас килчĕ. Тиха çав вăхăтра пуçне турта урлă амăшĕ айнелле чикнĕ те çемçе тутипе амăшĕн чĕччине ĕмсе тăрать.
Хуçа ывăлĕ тăрантас çинчен çăмăллăн сиксе анчĕ, тиха патне пычĕ, шурă аллипе тихана çурăмĕнчен сăтăркаласа пăхрĕ.
— Миçе тенкĕ ыйтатăн?
— Пилĕк тенкĕ паратăн пулĕ.
— Пиллĕк хаклă, ме виççĕ.
— Виççĕ мар, тăваттă çурă пултăр.
Тата калаçкаласан, аттепе Селиван ывăлĕ алă çупса килĕшрĕç. Виçĕ тенкĕ те вăтăр пуса атте тихана сутса ячĕ. Амăшне ĕмсе тăракан тихана хуçа ывăлĕ йăтрĕ те çӳлти урамалла хăвăрт хăпара пуçларĕ. Лаша тихине ют çын йăтнине курсанах хытă кĕçенсе ячĕ. Ăна хирĕç кĕмĕл шăнкăрав саслă тиха кĕçенсе илчĕ, çын аллинчен вĕçерĕнесшĕн урисемпе тапкалашрĕ, çăлкалашрĕ. Сасартăк лаша утă урапине тапратса Селиван ывăлĕ хыççăн сăрталла хăпара пуçларĕ. Атте лашине чарасшăн пуçĕнчен пырса тытрĕ, чăпăрккапа хăмсарчĕ, лашана чараймарĕ. Лаша, кĕçене-кĕçене, чун хавалĕпе çӳлелле тапаланать, тепĕр самантран вăл чупма тытăнчĕ. Утă урапи силленкелесе кăна пырать.
— Ах, ăçтан тухрĕ ку лаша вăйĕ? — тĕлĕнчĕ атте. Тарлă çамкине кĕпе çаннипе шăлкаласа, вăл лаша хыççăн талкăшрĕ.
Селиван ывăлĕ Микула пиччесен тĕлне çитрĕ те хапхана уçса тихана килкартине кĕртсе ячĕ. Лаша чупса хапха умнех çитрĕ. Хăй хашкаса сывлать, тихине чĕнсе кĕçенни ытла хурлăхлă туйăнать. Килкартинче тиха тапăртатса кĕçенсе çӳрет.
Атте талкăшса çитрĕ, лапчăк карттусне хыçалалла лартса каларĕ:
— Нăчăр-нăчăр урапапах пурăнам, сутмастăп тихана.
— Хăвăнне ху пĕлетĕн, — терĕ, кăмăлсăрланса, хуçа ывăлĕ, — тен, хак хушсан, сутсах пăрахăн.
— Çук, хуйхă тăвас мар хам лашана. Савăнса ӳстертĕр тихине. Халĕ акă кĕлте кӳмелле пулать, ыраш акмалла... лашана йывăр лекет.
— Ме эппин пилĕк тенкĕ.
— Çук, сутмастăп. Лаша тихи хыççăн йывăр утă урапипе сăрталла хăпара пуçласан, хамăн чун çӳçенсе кайрĕ.
— Ну вунă тенкĕ парам эппин. Икĕ урапа станĕ илме çитет!
— Кирлĕ мар санăн укçу, сутмастăп!
— Ухмах чăваш эсĕ! Укçа алла кĕнĕ чух укçа илме пĕлместĕн! Пуйса кайрăн-и-мĕн?
— Чухăн пулсан та, укçашăн çунмастăп! Мĕнле каларăм — çапла пултăр! Сутмастăп тенĕ сана!
Селиван ывăлĕ тăрăхларах хура куçĕпе атте çине витлес-путарас кăмăлпа пăхса илчĕ.
— Сутрăн вĕт эсĕ тихуна... Эпĕ илтĕм... Пĕр илнĕ япалана эпĕ каялла памастăп, — терĕ вăл ним пулман пек.
— Эпĕ санран укçа илмен! Сутман! Уç хапхана! Кăларса яр тихана!
Селиван ывăлĕ хапхана уçмарĕ. Ахăлтатса кулса вăл аттене хапха патĕнчен тĕртсе яма пикенчĕ: кĕçенсе, çĕре кукалесе тăракан лашана чакарасшăн шĕвĕр пуçлă аттипе пĕтĕм вăйран тапрĕ. Лаша шуйланса хапха çине турта пуçĕпе çапăнчĕ. Хапха яр уçăлса кайрĕ. Тиха савăнăçлăн кĕçенсе амăшĕ патне сиксе тухрĕ. Селиван ывăлĕ нимĕн те тăваймарĕ, пăхкаласа юлчĕ.
— Вăт сана! Куртăн-и?! — терĕ атте, савăнса. Вăл лашана çавăтрĕ те анаталла уттара пачĕ. Тиха амăшĕ çумĕнче пуçне турта урлă чикесшĕн хăлхине вырттарса, мăйне тăскаласа пырать. Тиха вилĕмрен хăтăлса юлнăшăн эпĕ калама çук савăнтăм.
Каçхине, килте яшка çинĕ чух, эпĕ хам çиес çăкăр татăкне хĕве чикрĕм, яшкана çăкăрсăрах çирĕм. Сĕтел хушшинчен тухсанах килкартине лаша патне вĕçтертĕм. Лаша урапа çинчи вакă утта кăмăртаттарса тăрать, тихи амăшĕ çывăхĕнче выртать. Эпĕ лашана çăкăр патăм.
Ватă кĕсре тихи хыççăн йывăр çăкпа сăрталла чупни манăн куç умĕнчен нихçан та каяс çук.