I
Амбар умĕнчи вырăн çине выртса, Кавĕрле çывăрса кайма пуçланăччĕ, анчах калитке шăлтăрт туса уçăлни ăна кансĕрлерĕ. Калитке сасси хăлхана кĕрсенех, Кавĕрле куçне уçса ячĕ. Калиткерен хура мĕлке пек çын кĕчĕ, тӳрех Кавĕрле патнелле пычĕ.
— Кавĕрле! — тесе чĕнчĕ кĕнĕ çын хуллен. Сассинчен Кавĕрле хăйсемпе юнашар Микулана палларĕ. Кавĕрле, пуçне çĕклесе, минтер çине чавсаланчĕ. «Мĕн шутпа çӳрет-ши вăл çĕр хута? Мĕн каласшăн-ши вăл?..» — шухăшларĕ Кавĕрле.
— Эсĕ çывăрмастăн-çке, — терĕ Микула ăшшăн, Кавĕрлен ури вĕçне пырса ларса.
— Çывăрсах каяйман-ха, — терĕ Кавĕрле, анасласа илсе.
— Итле-ха, эсĕ маншăн пĕр ĕç тума пултараймăн-ши? — терĕ Микула.
— Мĕнле ĕç?
— Кĕлтесем çухалкалама тытăннăранпа хир хуралне комсомолецсем черетпе тăма пуçланине пĕлетĕн вĕт-ха эсĕ?
— Пĕлетĕп, вара?
— Ман вырăна пĕр каçлăха хир хуралне каймастăн-ши тетĕп.
— Ху ăçта каятăн, ху мĕншĕн тăмастăн?
— Мана пусă хуралĕ тăма черет тивнĕ, вăл каç эпĕ килте пулаймастăп пулĕ. Йăлăма каю çулма каятăп: те килейретпĕр çав каç, те килейместпĕр. Çумăр пулсан, тен, килеймĕпĕр те, çавăнпа эпĕ сана, хам çитеймесен, ман вырăна хурала каймăн-ши тетĕп.
— Каятăп-çке, — терĕ Кавĕрле хавассăнах.
— Юрĕ, эпĕ сана уншăн пĕр çулталăклăха «Пионер сасси» çырăнса парăп, хам шăллăма, Хĕлипе, хурала пĕрле илсе кай. Пĕччен те хăрас çук эсĕ. Маттур пионер вĕт эсĕ. Сана Октябрь уявĕнче комсомола илетпĕр тесе сăмах та тапратнăччĕ-ха эпĕ пĕркун пирĕн комитетра.
— Çитĕ сире, мĕн çĕр варринче калаçса тăратăр? — илтĕнчĕ Кавĕрле ашшĕн сасси. Унччен те пулмарĕ, лупасайĕнче карăнса тăракан шăналăк ăшĕнчен Кавĕрле ашшĕ тухрĕ, анасласа Кавĕрлепе Микула патне пычĕ.
— Кавĕрлене сăмах каламалли пурччĕ... Хам вырăна хир хуралне ярас тетĕп те çавăнпа эпĕ çĕрлех килтĕм, — терĕ Микула.
— Илтетĕп те-ха эпĕ, — терĕ Кавĕрле ашшĕ, — пĕчĕкрех-ха вăл Кавĕрле, айвантарах. Хуралтан Хĕлиппе иккĕшĕ те çĕр варринчех тарса килĕç вĕсем.
— Çу-ук! Хăрамастăп эпĕ! — терĕ Кавĕрле. — Пĕччен те каятăп.
— Хăрамалли те çук унта: ялтан инçе мар.
— Юрĕ эппин. Ытах, урăх çĕре каймалли тупăнмасан, хам та тухса пăхкалăп е хамах тăрăп хуралне те, — килĕшрĕ Кавĕрле ашшĕ.
— Ырă каç пултăр, — терĕ те Микула, калитке патнелле утса кайрĕ.
— Чипер кай, — терĕ Кавĕрле ашшĕ, хăй вырăнĕ патнелле хуллен утса.
— Эсĕ мĕн, Тяпук пичче, кунта ларатăн? — илтĕнчĕ Микула сасси, калитке хупăнсанах.
— Ахалех, чĕлĕм туртса ларатăп-ха. Хăяр пахчине кайса пăхрăм та иртсе килнĕ чух кунта чĕлĕм чĕртме лартăм, — илтĕнчĕ урамран Тяпук сасси.
Çын утса кайни илтĕнчĕ. Кăшт тăрсан, Микуласен хапхи шăнкăлт турĕ. Такамсем калаçса илчĕç. Колхоз картишĕ енчен тиха кĕçенни илтĕнчĕ.
Кавĕрле хир хуралне каясси çинчен шухăшласа кăшт выртрĕ те, урам шăпланса çитсен, çăлтăрлă кăвак пĕлĕте пăхса çывăрса кайрĕ.
II
Кавĕрле ашшĕ кĕптĕркке аттине сапласа ларать. Вăл бригадăра капан тăваканни. Уяр пулнă пулсан, колхозниксем вырса пăрахнă тулла турттарсан, Кавĕрле ашшĕ хирте капансем туса та лартатчĕ, тулă та типĕлле капана кĕретчĕ. Халĕ суратри кĕлтене те шыв каяс пур, те вăрăсем турттарса каяс пур. Ав, Лешкас колхозăнне пĕр çĕртех сакăр урапа тулă турттарса кайнă теççĕ. Вăррисене шыранă — тупайман.
Кĕçĕр, сакăр сехетрен пуçласа вуник сехетчен, Кавĕрлен хире кĕлте хураллама каймалла.
— Санăн, ывăлăм, халĕ кăнтăрла çывăрмаллаччĕ. Çĕрле, асту, хуралта çывăрса ан кай, — терĕ Кавĕрле ашшĕ, ывăлĕ çине пăхса.
— Çу-ук! Эпĕ хуралта ыйхăламастăп.
— Эсир, вышка çинчен анса, час-часах Кĕтеснер çырми пуçнелле кайса çаврăнса килĕр. Çав Кĕтеснер çырми тăрăх кĕлтесене турттарса кайма пултараççĕ, — тет татах ашшĕ.
— Эпир хуралта вышка çинчех ларса ирттерместпĕр ĕнтĕ, темиçе хутчен те кирлĕ вырăнсене кайса пăхса çӳретпĕр, — тесе Кавĕрле хаçатне сĕтел çине хучĕ те, ура çине тăрса, чӳречерен пăхрĕ.
Кавĕрле — вунпилĕк çулхи ача, çӳллĕ, тĕреклĕ ӳт-пӳллĕ. Унăн пĕвне пăхсан, вунçичĕ çулта темелле, анчах çаврака пит-куçĕ çамрăк, ачалла пăхать. Кавĕрле халĕ çиччĕмĕш класра вĕренет. Вăл кăвак блуза тăхăннă, ун çинчен чĕн пиçиххи çыхнă, блуза тĕслĕ кăвак йĕмне атă кунчи ăшне кĕртсе янă.
Кавĕрле чӳречерен пăхса тăчĕ те, хура çӳçне аллипе шăлса илсе, хăй вырăнне ларчĕ.
— Чарăнмасть пулĕ ку çумăр паян та, каллех хура пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç, — терĕ вăл.
— Кĕçĕр çумăр çусан та хурала каятăн-и? — терĕ амăшĕ, хăй саплакан миххине чӳрече патнерех илсе пырса, шăтăксем тата çук-ши, тесе пăхкаласа.
— Каятăп, — терĕ Кавĕрле хăюллăн.
— Каясса кай та, ан шăн, — терĕ амăшĕ.
— Каймалла çав, — терĕ ашшĕ, ывăлĕпе арăмĕ çине пăхса. — Хуралне хамах тăраттăм та-ха, ир çинче ирех района кайса килмелле.
«Аван манăн атте-анне», — тесе шухăшларĕ хăй ăшĕнче Кавĕрле. Унăн ашшĕне кăçал çуркунне парти членĕн кандидатне йышăннине аса илсен, вăл ашшĕшĕн хĕпĕртесе савăнчĕ.
Çапла калаçкаласа ларнă хушăра Тяпук пичче пырса кĕчĕ. Тяпук лаптак питлĕ, лапчăк сăмсаллă, пиçĕкрех куçлă, хĕрĕх çулхи çын. Хура сухалĕ унăн, качака сухалĕ пек, малалла кăнтарса тăрать. Тяпук пĕрмаях чĕлĕмне хыпса çӳрет. Пĕркенсе килнĕ шăтăк сăхманне йăрхахран çакса ячĕ. Çара урипе хур пек лапкан пусса, алăк патĕнчен Кавĕрле ашшĕ çывăхнерех иртрĕ, сак çине пырса ларчĕ.
— Ну, юхтарать çумăр, ну юхтара-ать. Çанталăкăн çумăр пăкăласа тăракан пăкки тухса ӳкнĕ пулĕ. Пăккине тупса, çумăр юхакан шăтăка пăкăласа лартасчĕ, — терĕ Тяпук.
— Ан та кала ку çумăра, чистах йăлăхтарса çитерчĕ. Кĕлте кӳрсе пăрахаймарăмăр, — терĕ Кавĕрле ашшĕ, сапласа пĕтернĕ хăрах аттине çавăркаласа пăхса.
— Эй-эй-эй, çумăрĕ те çав мăшкăлланă пек хăтланать. Колхоза сăтăр тунăнах туйăнать, — терĕ Тяпук, кулкаласа, тутине такама тăрăхланă пек туса илсе.
Тяпук Кавĕрлесемпе хире-хирĕçех, пĕр кӳршĕре пурăнать. Кавĕрле ăна килĕштермест. Пĕррехинче Тяпук Кавĕрлене хаçат сарса çӳренĕ чух вăрçсах кăларса янă.
— Эсĕ ан ятлаç, эпĕ ирĕксĕр çырăнтармастăп, — терĕ Кавĕрле. Тяпук йĕркесĕр кăшкăрса пăрахнинчен тĕлĕнсе.
— Калаçса тăратăн тата! Ак тапса сиктеретĕп те, калаçăн вара! — терĕ Тяпук, пушшех чăрсăрланса.
Комсомолецсемпе пионерсем ваттисене колхоз çинчен ăнлантарнă чухне Тяпук çапла каларĕ тет:
— Кĕрĕрех, колхозу пулин, хăвăрах. Манпа колхоз çинчен калаçса çăвар пылакне те ан ярăр.
Ку ĕç виç-тăват çул каялла пулнă. Халĕ те Тяпук колхоза кĕресшĕн мар, хăш чухне колхоз çинчен тăрăхласа калаçать.
— Колхоз туллийĕ, ахаль те шултăраскер, çумăрпа шӳсе тата шултăраланать пулĕ, хе-хе-хе... Çанталăк... тĕнче... хе-хе-хе, ним тума та çук... — шăлне йĕрет Тяпук.
— Суратсене шанчăклă çынсем тунă. Шыв кайман терĕç паян ирхине правленире, — терĕ Кавĕрле ашшĕ, Тяпука пӳлсе. Тяпук, сӳннĕ чĕлĕмне çăварĕнчен кăларса, тепĕр хут табакне тултарса чĕртме тытăнчĕ. Чĕлĕмпе аппаланнă май сăмаха урăх япала çинчен тапратса ячĕ.
— Вот, иртнĕ юнкун каç эпĕ питĕ хăрарăм. Çуралнăранпа та эпĕ ун пек хăраман. Ну, пулать вĕт япала. Çанçурăм сăрлатса кайрĕ, çӳçпуç вирелле тăчĕ. Чутах чун тухса каятчĕ, — терĕ Тяпук, пӳртри çынсем çине пăхса.
— Мĕнтен хăранă вара эсĕ апла? — ыйтрĕ Кавĕрле амăшĕ.
— Эпĕ вăл каç Хиркассине хăяр катки кайса леçрĕм. Каткин икĕ кăшăлĕ те татăлса кайнăччĕ те, кăшăл кайса çаптарам Катка Михалине терĕм. Каткана парса хăварса, киле килме çĕрле тухрăм. Хурал чанĕ вунпĕр çапрĕ. Çĕр тĕттĕм, куçран тĕртсен те курăнмасть. Кăшт çумăр пĕрĕхкелет. Утса пыратăп çулпала, Кĕтеснер çырми тĕлнелле çитетĕп. Сасартăк такам ши-ши-и! шăхăрчĕ. Эпĕ çаплах утатăп. Тата хытăрах шăхăрчĕ, хăлха патĕнче шăхăрнăнах туйăнать. Эпĕ хытăрах утма тытăнтăм. Унччен те пулмарĕ, çавраçил пĕтĕрĕнсе килчĕ. Мана ураран ӳкерес пек çил туллать. Эпĕ, утайми пулса, çул хĕррине лапчăнса лартăм та пите хупласа ларатăп. Сасартăк мана такам алăран кант! тытрĕ. Эпĕ пите уçрăм: ах, турă! ман çумра вут куçлă, мăйракаллă, качака сухаллă арçури ĕне чĕрни пек чĕрнисене шакăлтаттарса ташласа тăра парать. Ташларĕ-ташларĕ те, лапсака çăмлăскер, хĕрлĕ, вут-кăварлă чĕлхине çĕре çитиччен тăсса кăларса, ахăрса ячĕ. Эпĕ вилес пек хăрарăм.
— Çиетĕп сана, халь çисе яратăп, — тесе, мана чĕрнисемпе пуçран кукалеме тапратрĕ. Чун тухас патнех çитрĕ, аран чĕре анине тытма ĕлкĕртĕм. Тата пăртак тăнă пулсанах вилсе каяттăм пулĕ те, анчах Лешкасра автан авăтса ячĕ. Автан сасси илтĕнсенех, хайхи темскер пачах куçран çухалчĕ. Пăхатăп: чăнкă çыран хĕррине пынă та, тĕпсĕр çырмана йăванса каяс пек тăратăп. Урана пĕрре ярса пуссанах, пĕтетчĕ пуç. Арçури, мана аташтарса, Кĕтеснер çырмин икĕ юппине илсе пынă. Çав тĕпсĕр çырмана сиктерсе, арçури мана вĕлересшĕн пулнă та, анчах автан авăтса ячĕ. Вилĕм çитмен-ха манăн, телей пур çапах. Аран-аран тăна кĕтĕм. Турра асăнса, сăхсăхса, аранах киле каймалли сукмак çине тухкаларăм та вара чиперех киле çитрĕм.
— Суятăн пулĕ, Кĕтеснер çырми таврашĕнче арçури пур тенине илтмен-çке эпĕ, — терĕ Кавĕрле ашшĕ.
— Суйса мар, ара, хам куçпа хам куртăм, — терĕ Тяпук ĕнентерсе. Каллех чĕлĕмне паклаттарса, хăй йĕри-тавра чĕлĕм тĕтĕмĕ сарса, Тяпук çаплах пакăлтатать.
— Арçури çук, теççĕ. Эпĕ хам та, çакна куриччен, çук теттĕм. Хăраса чутах вилмерĕм. Кĕтеснер çырми таврашĕнче арçури курăнкаланине яланах калакалаççĕ. Ĕлĕк-авал Çĕрпӳ тимĕрçи кайса вилнĕ, тет, çав çырмана, вăл халĕ те хăратать. Пуринчен ытла юнкун каç çумăр пулсан, пит алхасса çӳрет. Хăш чух çырмари чулсене мăлатукпа персе çӳрет, тет, — палкать Тяпук.
— Юмах юптаратăн эсĕ, Тяпук, — терĕ Кавĕрле ашшĕ.
— Кĕçĕр хуралтан арçури тытса кил, — терĕ амăшĕ, — курар арçурине, мĕнле тĕслĕ-ши вăл.
— Кăмака çинче ларакан сӳтĕлнĕ карчăксен юмаххипех хăрас мар-ха, — терĕ Кавĕрле.
— Эпĕ хам нихăçан та курман çав арçури таврашне, курман япалана çуках тетĕп. Кĕтеснер çырми хĕррине, колхоза кĕриччен, çĕрле пĕр-пĕчченех лаша çитерме каяттăм, нихăçан та нимĕн те курман, — терĕ Кавĕрле ашшĕ, юсаса пĕтернĕ тепĕр аттине сак айне лартса. Вара Тяпук çине пăхрĕ те:
— Кала чăннипе, мĕн пустуй сăмахласа ларатăн, арçури куртăм тесе, — терĕ.
— Пустуй пулсан, пустуй пултăр. Эпĕ арçурине эсĕ курнă тесе каламастăп вĕт, хам курнă та хам калатăп, — терĕ Тяпук.
Кăшт калаçкаласа ларсан, Тяпук сăхманне пĕркенсе, тухса кайрĕ.
Кавĕрле каллех хаçат вулама тытăнчĕ. Ашшĕ чӳречерен пăхса илчĕ.
— Э-э-э, çуталса килет! Иртет ĕнтĕ çумăр, — терĕ вăл кăмăллăн.
Чăн та, кăшт тăрсан, çумăр чарăнчĕ. Хĕвеланăçĕ енчен хура пĕлĕтсем сирĕле пуçларĕç. Пĕлĕт хĕрри çуттăн курăнчĕ, уяртать. Ав, хĕвел те, пĕлĕт таткисене сирсе, Кавĕрлесен картишĕнчи чӳречинчен пăхать.
Çанталăк уяртни Кавĕрле ашшĕн ĕçлес килнине хăпартрĕ. Хăвăртрах района кайса килес те ыран ирех капан тума тытăнас тесе, сапласа пĕтернĕ аттисене тăхăнса, колхоз правленийĕ еннелле тухса утрĕ. Кавĕрле амăшĕ каçхи апат пĕçерме тытăнчĕ. Кавĕрле урама тухрĕ. Унта, çерем çинче, çумăр хыççăн ачасем пухăннă та лапталла выляççĕ.
III
Хĕвел анса лариччен чылай малтан Кавĕрле, каçхи апат çисе, хурала кайрĕ. Амăшĕ, алкум вĕçне тухса: «Ан хăра, ывăлăм, астусарах çӳре», — тесе юлчĕ.
Колхоз вышкийĕ тĕреклĕ, аван. Тăррине хăма витнĕ те, хĕвелтен те çумăртан та хӳтлĕх пур. Пĕр урлă кашта çине чан çакнă. Чанпа юнашар фонарь çакăнса тăрать.
Кавĕрле, вышка çине хăпарса, йĕри-тавра пăхкаласа тăма юратать. Вышка çинчен питĕ инçе курăнать. Ав, Атăл хĕрри халĕ кăваккăн, уççăн курăнать. Анаталла каякан пăрахут шап-шурă, ача тетти пек туйăнать. Хĕвеланăçĕ хĕп-хĕрлĕ. Хĕвел вакă пĕлĕтсем хыçне анса ларать, вĕсене вут хыпнă пек хĕрлĕ çутăпа хĕретет.
Çанталăк тӳлек. Таçтарах курак сасси илтĕнет. Вышка çинчен пĕтĕм колхоз хирĕ, çаранĕ, пахчисем, ферми, колхозăн йышлă капанĕсем те ывăç тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ. Ферма хĕррипе юханшыв, авăнкаласа, хĕвеланăç çуттинче хĕрелсе, юхса выртать.
Çаран çинче, шыв хĕрринче, хур-кăвакал ушкăнĕсем курăнаççĕ. Пĕр хурне тем пулнă, хытă какăлтатса çухă рать. Хур сасси, уççăн янăраса, аякка илтĕнет. Çур тырри пуссинче колхозăн сурачĕсем пит çăра курăнаççĕ. Ав, тулă сурачĕсем... миçе вĕсем? Куитан суса тухма çук, анчах Кавĕрле пĕлет: пусăра пурĕ сакăрçĕр аллă икĕ сурат.
Ав, Кĕтеснер çырми те кунтах. Тулă пусси лăп Кĕтеснер çырмине перĕнет. Тискер Кĕтеснер çырми, — пысăк, темиçе юплĕ, хĕрлĕ çыранлă. Çыранĕ унăн юнлă аш пек, такам çĕр кăкрине пысăк, улăпла çĕçĕпе касса суранлантарнă пек туйăнать. Çырма варрипе кукăрланса çул каять, пĕчĕк çул аран-аран палăрать. Ку çулпа чул кăларма çӳрекелеççĕ. Çав çула пăхса, Кавĕрле ашшĕ сăмахне: «Кĕтеснер çырми тăрăх кĕлтесене турттарса кайма пултараççĕ» — тенине аса илчĕ. Тяпук пичче арçури çинчен темĕн те пĕр каласа кăтартнине те аса илчĕ Кавĕрле.
Хĕвел хуллен анса ларчĕ. Хĕрлĕ хĕмлĕ хĕвеланăç майĕпен шупкалчĕ, сӳнчĕ. Тавралăх сисĕнкĕсĕр тĕттĕмленет. Сапаланчăк, унта-кунта таткаланса юлнă çумăр пĕлĕт татăкĕсем мал еннелле шăваççĕ, хăйсен ушкăнне хăваласа çитесшĕн васкаса чупнă пек туйăнаççĕ. Хура пĕлĕт таткисем хушшинчен янкăр кăвак пĕлĕт уçăлса юлать те, çутă çăлтăрсем курăнма тытăнаççĕ.
Кавĕрле вышка çинчен унталла-кунталла пăхкаларĕ, вышка çинче фонарь çунать, анчах çутти аякка ӳкеймест, пĕр ункă çутă анчах курăнать. Халĕ пушшех тĕттĕм курăнать. Кичем пĕччен юлсан. Хунар çутинче çĕрлехи лĕпĕшсем вĕçкелесе çӳреççĕ. Ниçта ним сасă-чĕве илтĕнмест.
Кавĕрле вышка çинче кăшт ларчĕ те йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Вара, юман чукмарне хулпуççи çине хурса, хуллен вышка çинчен анчĕ. Кăшт итлесе тăчĕ те утрĕ. Никам та çук. Пĕр-пĕччен. Ялта хурал чанĕ вуннă çапрĕ. Пусăра шăпăрт.
Çав вăхăтра Кĕтеснер çырминчен пĕр çын хура мĕлкен тухрĕ те хуллен куккук пек авăтса илчĕ. Ана хирĕç часах тепĕр сасă çавнашкалах илтĕнчĕ. Пусă енчен çырмаран тухнă çын патне тепĕр çын пычĕ.
— Килтĕр-и эсир? Миçен? — терĕ пусăран пыни.
— Ултă лавпа килтĕмĕр, — терĕ çырмаран тухнă мĕлке.
— Çур çĕрччен икшер хутлама ĕлкĕрес пулать. Хурала килмелли ачана Кĕтеснер çырми таврашĕнче арçури пур тесе каласа хăратрăм. Ачи вара хăлхисене тăратсах итлесе ларчĕ. Паян ĕç тухать. Эсир тийĕр, эпĕ вышка патнерех кайса сыхлам. Ача киле пуçласанах эпĕ, арçури пек пулса, хăрататăп ăна. Нумай кирлĕ мар ача-пăчана: килне каймасан та, вышка çинче ларса ирттерĕ. Ашшĕ килте çук, района тухса кайрĕ пулас.
— Ну, илсе килĕр лавсене, тийĕр. Эсир ĕçлĕр, эпĕ ташлам, — терĕ те пусăран килнĕ çын, шăппăн кулса илчĕ.
Çапла калаçса татăлса, икĕ çын уйăрăлчĕç. Пĕри кайрĕ çырма тĕпĕпе, тепри, сыхланса, суратсем хыçĕпе вышка еннелле сулăнчĕ.
Çав вăхăтра Кавĕрле вышка патĕнчен Кĕтеснер çырми патнелле пĕр-пĕччен утать. Çанталăк паçăрхинчен ытларах уяртнă, сивĕрех пек. Пĕлĕт çинче çăлтăрсем халĕ йышлăрах, шултăрарах курăнаççĕ, халĕ суратсем те лайăххăнах курăнаççĕ.
Сасартăк, тулă сурачĕсем хыçĕпе темĕн мĕкĕлтетсе, Кавĕрлене хирĕç пыни курăнчĕ.
— Мĕн-ши ку? — тесе, Кавĕрле шартах сикрĕ.
Çав самантрах хăйне хăй: «Йытă пулĕ вăл, — тесе йăпатрĕ. — Павăл пиччесен пысăк, лапсака çăмлă хура йытă пур, çавă пулĕ», — тесе шутларĕ. Кавĕрле ăна шăхăрса чĕнчĕ. Ним сас-чĕвĕ те пулмарĕ. Хура мĕлке таçта суратсем хыçнелле пулчĕ. Кавĕрле чарăнса пăхса тăчĕ. Аллинчи йывăр чукмарĕпе пеме хатĕрленсе чукмарне икĕ аллипе хытă тытрĕ.
— Ши-и-ши! Ши-и-ук! — шăхăрни инçе те мар илтĕнчĕ.
— Кам вăл? — терĕ Кавĕрле хыттăн, çĕрлехи шăплăхра сассине янратса. Унччен те пулмарĕ, пысăк хура мĕлке, сурат хыçĕнчен Кавĕрле патне сиксе тухса, мĕкĕлтетсе пыма пуçларĕ... Урисемпе тапăрт-тапăрт тутарса, сиккелесе илет. Пуçĕ çинче мăйрака пекки лăс-лăс тăвать. Кавĕрле патнелле сиксе пырать. Кавĕрле хăранипе пĕтĕм вăйран мĕлкене чукмарпа яра пачĕ.
— Ай-ай-ай! — тесе хаяррăн йынăшса ячĕ çын сасси. Çавăнтах мĕлке кайса ӳкрĕ. Кавĕрле, вĕриленсе кайса, шăла çыртса мĕлкене тата темиçе хут чукмарпа çапса илчĕ. Хашкать, чăрсăрланса кайнă...
— Ай, урана хуçрăн! Ай, ан хĕне, тархасшăн, эпĕ ахаль вĕт, — терĕ Тяпук хăй сассипех.
— Мĕншĕн килтĕн эсĕ кунта? — терĕ Кавĕрле, çилленсе, хыттăн, сывлăш çавăрса яраймасăр хашкаса.
— Ахаль, эпĕ сана хăратса пăхас терĕм. Ай-ай-ай, зсĕ ман урана амантрăн! Ой, утма çук, — терĕ йынăшса Тяпук. Ури çине тăма хăтланчĕ, тăраймарĕ, йăванса ӳкрĕ.
— Ой, пĕтрĕм, пĕтрĕм! Ахалех чăрсăрланса кӳсекпе петĕн эсĕ мана. Ой, ыратать! — йынăшать Тяпук.
Çав вăхăтра Кĕтеснер çырми енчен тепĕр мĕлке килнине курчĕ Кавĕрле. Сăнаса лăпчăнса пăхрĕ те вăл çул-сăр çĕртенех лавсем пуссалла кĕнине курах кайрĕ. «Кĕлте вăрлама килеççĕ», — тавçăрса илчĕ вăл. Тяпука ним шарламасăр суратсем хыçĕпе йăпшăнса, Кавĕрле лавсем çывăхнелле пырать. Пăхать: лавсем чарăнчĕç. Ултă лав, Çыннисене паллама çук. Çынсем хăвăрт тулă сурачĕсене тиеме тытăнчĕç. Кавĕрле те васкаса вышка патнелле чупрĕ. Чупса çитрĕ те, вышка çине хăпарса, чан çапса ячĕ.
Тан! тан! тан! вĕçĕмсĕр, пушар чанĕ пек вышка çинчен чан сасси илтĕнет. Ялтан та сасăсем илтĕнчĕç, йытăсем вĕрме пуçларĕç.
Кăшт тăрсан, колхозран виçĕ юланутлă çын тата милиционер чуптарса çитрĕç.
— Вăрăсем-и?
— Ăçта? — тесе кăшкăрашса ыйтаççĕ.
— Вăрăсем... Ултă лав, Кĕтеснер енче! — терĕ Кавĕрле вышка çинчен çĕрелле пăхса.
Юланутсем Кĕтеснер çырми еннелле çил пек вĕçтерчĕç.
Часах ялтан çуран çынсем те чупса киле пуçларĕç. Çынсем пухăннăçемĕн пухăнаççĕ. Пурте Кĕтеснер çырми еннелле чупаççĕ. Çăри-çари! Шăй-шай! Такам пăшал персе ячĕ. Кăшт тăрсан, çынсем кăшкăрашни аякра илтĕнчĕ.
— Кунта! Кунта! — илтĕнчĕ ферма хуралçин сасси.
— Тытăр! Тытăр! Пӳлсе илĕр! — тет такам, хытă кăшкăрса. Такам такама хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ. Çăри-çари! турĕç. Вара сасăсем тата аяккарах кайрĕç, хуллентерех илтĕнме пуçларĕç, каярах илтĕнми те пулчĕç.
Çур çĕр иртсен, вăрăсене тытса таврăнчĕç. Икĕ çынна çеç тытма ĕлкĕрнĕ, ыттисем тарнă. Вышка патне колхозниксем нумай пухăннă. Тяпука та унта илсе пырса вырттарнă.
— Ну, Тяпук, паллатăн-и юлташусене? — терĕ милиционер.
— Çук, палламастăп, — терĕ Тяпук, тарăхса.
— Пире Тяпук вĕт... Икĕ хутчен пычĕ пирĕн яла, кĕлте тиеме йыхăрчĕ, — терĕ тытса килнĕ çынсенчен пĕри. Хăйĕн сăхманĕ хулпуççи çинче çурăлнă, шурă кĕпи курăнать, куçĕ-пуçĕ саланса кайнă; хăравçăллăн пăхкалать. Хунар çутинче пичĕ кĕл пек шурă туйăнать. Унăн çамки урлă юнлă йĕр выртать, çара пуçăн, калаçнă чух сасси чĕтрет. Тяпука тата икĕ ют çынна милиционерпа колхозниксем ял Советне илсе кайрĕç.
Тепĕр икĕ кунтан пионерсем хăйсен отрядĕнче тухакан стена хаçатĕнче «Мухтав Кавĕрлене!» ятлă статья кăларнă. Статьяра кĕлте вăррисене тытни çинчен, вĕсене суда пани пирки тĕплĕн çутатса кăтартнă. Кавĕрлене вăрăсене курса тыттарнăшăн ырланă. Статья çак сăмахсемпе пĕтнĕ: «...хăй ĕçне тĕплĕ, вĕçне çитичченех тĕрĕс тунăшăн, колхоз пурлăхне çаратакансене курса тыттарнăшăн тав туса, колхоз правленийĕ маттур Кавĕрлене велосипед илсе пама йышăнчĕ».