Пушово ялĕнче ĕнер нимĕçсем пулнă. Паян вăл пирĕн алла куçрĕ. Мĕнле каламалла: халĕ ĕнтĕ вăл ял мар, ялăн вырăнĕ çеç тăрса юлнă. Çурт-йĕрĕсем çунса пĕтнĕ, кăмака мăрйисем çеç (ишĕлсе анайманнисем) тăрна мăйĕсем пек вăрăммăн курăнса лараççĕ, çунса пĕтеймен пĕренесем тĕтĕм кăларса выртаççĕ. Кашни колхозникăн панулми сачĕ пулнă, вĕсем те çунса пĕтнĕ. Ялта пĕр выльăх-чĕрлĕх чĕрни те юлман, пурне те нимĕç оккупанчĕсем пуçтарса хуса кайнă.
Çынсем те курăнмаççĕ. Ăçта саланса пĕтнĕ-ши вĕсем? Тен, çынсене те нимĕçсем хăйсемпе пĕрле илсе кайнă-ши? Тен, вĕлерсе пĕтернĕ пуль? Апла тесен, виллисем курăнĕччĕç.
Пăхатпăр, çунса пĕтеймен пĕренесем хушшинчен пĕр хĕрарăм пуçне çĕклесе пăхрĕ.
— Вырăссем-им эсир? — тесе хурлăхлă сасăла ыйтрĕ вăл пирĕнтен.
Эпир хĕрарăма курсан ун патне пытăмăр. Унăн пичĕ-куçĕ чĕп-чĕрĕ юн, çийĕнчи кĕпи çуркаланса пĕтнĕ.
— Вырăссем. Красноармеецсем эпир, — тет командир. Хĕрарăм савăннипе кулса илчĕ.
— Эпĕ ĕнтĕ эсир килместĕр пулĕ, çаплипех вилме тивет тесе пĕтĕм шанчăкăма çухатнăччĕ. Тавтапуçах сире! — тесе ури çине тăчĕ хĕрарăм. Вăл темшĕн аллисемпе сывлăша хыпалать.
— Мĕн пулнă сана, инке? — тесе ыйтатпăр.
Хĕрарăм аллисемпе хăлаçланса пирĕн патăлла утма тăчĕ, анчах пĕрене çине такăнса йăванса кайрĕ.
— Ах, куçăмсем курмаççĕ çав ĕнтĕ манăн. Ылханлă фашистсем мана сĕм суккăр туса хăварчĕç. Сассăра илтетĕп те хăвăра курмастăп-çке.
Эпир ăна аллинчен тытса çĕклесе тăратрăмăр. Чăнах, хĕрарăмăн икĕ куçĕ те шăтса юхнă. Куç шăрçи вырăнĕсем пушă. Куç хупанкисене çĕклесе пăхать пулин те, нимĕн те курмасть. Çутă тĕнче уншăн пĕтĕмпех тĕттĕмленнĕ. Унăн куçĕсем ĕнтĕ нихçан та юсанас çук, çутă хĕвел те уншăн сĕм тĕттĕм. Вăл хăй пĕчĕк ача пек ĕсĕклесе йĕрет, анчах унăн куççулĕ тухмасть. Чĕри патĕнчен тарăхса тухакан сасси çеç вăл йĕнине пĕлтерет тата вĕри сывлăшпа типнĕ тутисем çавна калаççĕ.
Кам-ха çак хĕрарăм? Мĕншĕн ăна фашист палачĕсем ĕмĕр-ĕмĕр асапланмалла туса хăварнă?
— Эпĕ хамăр ялта колхоз председателĕ пулса ĕçлеттĕм. Манăн икĕ ывăлăм тата упăшкам Хĕрлĕ Çара кайрĕç. Эпĕ пĕчченех тăрса юлтăм... Мана халăх суйласа лартнă, халăх мана шаннă. Колхоз калама та çук пуянччĕ пирĕн. Иртнĕ çул ĕçкунĕ пуçне вуншар килограмм тĕш-тырă, пилĕкшер тенкĕ укçа валеçсе патăмăр. Колхозниксем пуян та культурăллă пурăнма пуçланăччĕ, фашист оккупанчĕсем килсе пĕтĕмпех пĕтерчĕç. Хама суккăр туса хăварчĕç, — тесе пуçларĕ хĕрарăм хăйĕн сăмахне.
Вăл хĕрарăмăн хушамачĕ — Губанова, ячĕ — Елизавета. Ăна колхозниксем Лизавета Егоровна тесе чĕннĕ. Вăл çав тери хастарлă та тӳрĕ хĕрарăм пулнă. Ăна пурте юратнă. Вăл хушнине итленĕ.
— Лизавета Егоровна колхоз председателĕ çеç мар, вăл пирĕн питĕ те çывăх çын. Эпир вăл ертсе пынипе çапла ырлахлă пурăнатпăр, — тесе мухтаннă колхозниксем. Вĕсем çак хĕрарăмшăн вутра çунма, шывра путма хатĕр пулнă. Анчах ялта Лизавета Егоровнăна курайман çын та пулнă. Çав çын ăна фашистсене сутнă. Çав тăшман пирки вăл халĕ çутă тĕнчене çухатнă, ĕмĕрлĕхех суккăр пулса юлнă. Мĕн каласан та, кашни çыннăн хăйне кура тусĕсем пур, çавăнтах тăшманĕ те çапкаланса çӳрет. Анчах вăл тăшман вăхăт çитиччен тискер кайăк пек пытанса пурăнать. Вăл хăй сурăх пек йăваш курăнсан та, вăхăт çитсен сурăх тирне хывса пăрахать те, кашкăр тирне тăхăнса, асав шăлĕсемпе хире-хирĕç шаккаса, хăйĕн тискер ĕçне тума тытăнать.
Июнь уйăхĕн вĕçĕнче, пĕр ирхине, Пушово ялне фашистсен карательнăй отрячĕ пырса çитет. Отряд начальникĕ — офицер, вырăсла таса калаçма пĕлекенскер, тӳрех колхоз правленине пырса кĕрет.
— Калăр-ха, кам кунта сирĕн колхозра председатель пулнă? — тесе ыйтать вăл.
Правленинче Лизавета Егоровнăран пуçне тата икĕ колхозник лараççĕ. Пĕри — Сырцов Павел, тепри — Воронцов Сидор.
— Ара, ку нимĕç мар-çке, вырăс, — хăйсем хушшинче калаçса илеççĕ Сырцовпа Воронцов.
Лизавета Егоровна хăй председательне пытармасть:
— Эпĕ пулатăп председатель.
Офицер ун çине урлă та тăрăх пăхса илет:
— Аван. Халех колхозниксене пуçтар. Манăн вĕсемпе калаçмалли пур.
— Мĕн çинчен калаçасшăн апла?
— Вăл сан ĕç мар. Каланă сана пĕрре колхозниксене пуçтар тесе. Пуçтар! — кăшкăрса тăкать офицер сасартăк.
Лизавета Егоровна колхозниксене пуçтарма канцеляринчен тухса каять. Офицер Воронцова палласа илет:
— Сидор, эсĕ вĕт ку?
— Эпĕ, паллаймарăм-çке... Эпĕ сана нимĕç офицерĕ пулĕ тесе.
— Чăн, нимĕç офицерĕ. Анчах эпĕ нимĕç мар, вырăс. Астăватăн-и Брянцев улпута?
— Астумасăр! Епле астăвас мар хамăр хуçана? Ун патĕнче атте приказчикре пурăнатчĕ, — тесе тавăрать Воронцов.
— Эпĕ унăн ывăлĕ Сергей. Мантăн-им, пĕрле выляттăмăр? Эпĕ сана час-часах хĕнеттĕм. Вăрах вăхăт иртнĕ çав ĕнтĕ. Çирĕм çул ытла вĕт... Эпĕ сана акă пирвай курсах палларăм, — тесе тутисене саркалать офицер.
— Сергей Васильевич! Вашбродь! Пăх-ха, ăçта тĕл пултăмăр! Вăт савăнăç, — хĕпĕртет Сидор.
Офицерпа Воронцов пĕрне-пĕри алă парса паллашаççĕ.
— Сирĕн яла фюрер мана пачĕ. Халĕ ĕнтĕ эсир пурсăр та манăн пулатăр. Ан хăра, эпĕ сана, Сидор, ялта староста тăвăп. Эсĕ мана халăха ĕçлеттерме пулăшăн. Килĕшетĕн пулĕ? — тет офицер. Воронцов шухăшласа тăмасть.
— Тавтапуç сана, вашбродь, мана пысăк ĕç шанса панăшăн, — тесе тав тăвать.
Сырцов Воронцовпа офицер калаçнине итлесе тăма пултараймасть, тухса шăвать.
Вĕсем иккĕн çеç юлса нумайччен калаçаççĕ. Малашне мĕн-мĕн тăвасси çинчен сăмах пĕтереççĕ.
Колхозниксем часах пуçтарăнман. Вĕсем пĕрерĕн-пĕрерĕн çеç пынă.
— Колхозниксем нумайăшĕ килте çук, уйра ĕçлеççĕ, — пĕлтернĕ Лизавета Егоровна.
— Аван, мĕн пуçтарăннипе çитĕ мана, ĕçлекенсем ĕçлеччĕр, — тет офицер.
Пуринчен ытла ватă стариксемпе карчăксем пуçтарăннă. Çамрăксенчен пĕр-икĕ çын анчах.
— Çамрăксем ăçта? — ыйтнă офицер, Лизавета Егоровна çине пăхса.
— Паллă ĕнтĕ, вĕсем пурте вăрçа кайса пĕтнĕ, — кĕскен ответленĕ Лизавета Егоровна.
Офицер колхозниксем умне тухса тăнă та сăмах калама пуçланă:
— Эсир мана паллаймастăр пулас-ха. Паллаттарас. Эпĕ Брянцев улпут ывăлĕ пулатăп, — Сергей Васильевич. Астăватăр-и?
— Чăнах та çавă, ашшĕ сăнлах. Каллех эпир вĕсен аллине çитсе лекрĕмĕр пулать-и? Пирĕн пĕтĕм пурлăх ăна пулать! — хăйсем хушшинче калаçса илнĕ колхозниксем.
— Вырăс çынни, епле-ха вăл нимĕç офицерĕ пулнă? — тесе хуллен ыйтнă пĕр ватă колхозница Лизавета Егоровнăран.
— Улпутсем вĕсем пурте фашистсем майлă, — ăнлантарнă лешĕ ăна.
— Малашне ĕнтĕ колхоз, совет тенĕ япаласем пĕтеççĕ. Паянтан пирĕн нимĕçсен влаçĕ пуçланчĕ. Колхоз пурлăхĕ пĕтĕмпех манăн алла куçать. Эсир ĕçлетĕр, эпĕ уншăн сире тăрантарăп. Ăнлантăр-и? — тесе ыйтнă офицер.
Ăнланмасăр, пурте лайăх ăнланнă. Анчах ирĕк пурăнма вĕреннĕ çынсен пĕртте чура пулас килмен. Çапах та ăна вĕсем улпут умĕнче уçса каламаççĕ. Пĕр Лизавета Егоровна çеç хăраман. Вăл сиксе тăнă та:
— Пĕтĕм колхоз пурлăхĕ сана пулать-и? А пире — хресченсене — мĕскер? — офицер куçĕнчен тинкерсе пăхса ыйтнă вăл.
Офицер аллисене хире-хирĕç тытса йăваланă:
— Сире, хресченсене, нимĕн те кирлĕ мар. Эсир ĕçлетĕр. Эпĕ сире тăрантарăп. Ăнланмалла пек.
— Ăнланмалла та, пĕтĕмпех мар, — пӳлнĕ офицера Лизавета Егоровна.
Офицер урăх нимĕн те каламан, ун вырăнне Воронцов тухса тăнă:
— Мĕн ăнланмалла марри пур вара кунта?
Лизавета Егоровна Воронцов куçĕнчен пăхса илнĕ:
— Ара, эсĕ, Воронцов юлташ, часах урăх май кайса ӳкнĕ-çке.
— Вăл сирĕншĕн текех юлташ мар ĕнтĕ — господин староста. Вăл хушнине итлес пулать. Унăн сăмахĕ сирĕншĕн — закон. Ку та ăнланмалла пек, — тенĕ офицер.
Çакна илтсен, пурте тĕлĕнсе кайнă. Воронцов çине чалăшăн-чалăшăн пăхса илнĕ. «Сутăннă» — тесе шухăшланă вĕсем.
Офицер урăх нумай калаçса тăман. Халăха саланма хушнă.
— Кам та кам мана хирĕç тăрать, уншăн ĕç начар пулĕ, — тенĕ вăл юлашкинчен.
Колхоз канцеляринчен офицерпа Воронцов юнашар утса тухнă.
— Вăл хĕрарăма пăхăнтарас çук. Совет влаçĕшĕн çирĕп тăраканскер вăл, — тесе пĕлтернĕ Воронцов Лизавета Егоровна çинчен.
— Пăхăнтарăпăр. Пит пăхăнмасан мĕн тăвасси паллă, — тенĕ офицер.
Лизавета Егоровна хăраса ӳкмен. Вăл Хĕрлĕ Çар çĕнтерессе çирĕппĕн шанса тăнă.
— Пирĕн колхоз пурлăхĕ улпута ан пултăр тесен, ăна пĕтерес пулать. Кĕçĕр кам мĕн чухлĕ ĕлкĕрет — выльăх-чĕрлĕхсене ăсатăр, тырă-пулăсене пытарăр, — тесе пĕлтернĕ председатель колхозниксене.
Колхозниксем хăйсене ертсе пыракан хĕрарăма ĕненнĕ, ăна шаннă, вăл мĕн хушнине пурнăçланă: пĕр каçрах колхоз выльăхĕсенчен темиçе пуç çухалать, тырă та çаплах çĕр айне пытанать.
Тепĕр кунне офицер Лизавета Егоровнăна хăй патне чĕнтернĕ:
— Колхоз выльăхĕсемпе тырри ăçта кайнă?
— Пĕлместĕп. Халĕ ĕнтĕ эпĕ мар, эсĕ хуçа. Хăвна кирлĕ пулсан — сыхла, — тесе ответленĕ Лизавета Егоровна.
— Эпĕ — хуçа, эсĕ — манăн тарçă! — кăшкăрнă офицер. — Ман сăмаха итлемесен...
— Çук, эпĕ саншăн тарçă мар! — çирĕппĕн тавăрнă хĕрарăм.
Офицер хăйĕн салтакĕсене чĕнтернĕ.
— Ан вĕлерĕр. Пăхăнтарăр, çухалнă выльăхсене, тырăсене туптарăр, — тенĕ вăл.
Нимĕç салтакĕсем Лизавета Егоровнăна темиçе сехет хушши асаплантарнă. Лешĕ шăлне çыртса тӳсне. Выльăхсем ăçтине те, тырăсене пытарнине те пĕр сăмах та каламан.
— Лизавета Егоровна, кала, хăвнах çăмăл пулĕ, — пырса ӳкĕтленĕ ăна Воронцов.
— Çук, эпĕ нимĕçсен тарçи пулмастăп. Эсĕ вĕсене сутăннă йытă, — ответленĕ лешĕ.
Нимĕç оккупанчĕсем Лизавета Егоровнăна вĕлермен, унăн икĕ куçне те хĕртнĕ пăшатанпа тĕксе шăтарнă.
— Халĕ ĕнтĕ кăларса ярăр. Ыттисем курччăр ăна. Эпĕ вĕсене пăхăнма вĕрентем, — тенĕ офицер. Куçсăрланнă Лизавета Егоровна аллисемпе хыпашласа, урисемпе такăна-такăна урама тухнă.
— Колхозник юлташсем! Пуçтарăнăр ман патăма. Пăхăр ман çине. Мĕн турĕ мана «çĕн хуçа!» — тесе кăшкăрнă вăл.
Колхозниксем хăйсен председательне курсан тĕлĕнсе каяççĕ. Ăна ытала-ытала чуптăваççĕ.
— Пирĕн тар кăларса пуçтарнă пурлăх çав ирсĕре ан пултăр! Колхоз витисене, кĕлечĕсене, сарайĕсене вут тăртĕр. «Çĕнĕ хуçана» кĕл çеç юлтăр! — тенĕ Лизавета Егоровна.
Çав каçхине вара пĕлĕт çине хĕрлĕ шевле ӳкнĕ. Колхоз ялĕнчен «çĕнĕ хуçа» валли кĕл тата çунса пĕтеймен вутпуççисем çеç тăрса юлнă.
— Лизавета Егоровна, ытти колхозниксем ăçта? — тесе ыйтатпăр эпир куçсăр хĕрарăмран.
— Вĕсем пурте вăрмана тарса пытаннă, — тесе пĕлтерчĕ вăл пире.
Тепĕр çур сехетрен вăрмана тарса пытаннă колхозниксем пурте пирĕн пата пуçтарăнчĕç. Вĕсем, нимĕнсĕр тăрса юлнă пулсан та, Хĕрлĕ Çар çĕнтерсе килнишĕн çав тери савăнаççĕ.
— Ан кулянăр, юлташсем! Хамăр тара тăкса пуçтарнă пурлăха хамăр алăпа пĕтертĕмĕр. Нимĕç оккупанчĕсене нимех те лекмерĕ. Совет влаçĕ сывă пултăр! Пурлăха ăна каллех тăвăпăр. Кивĕ ял вырăнне çĕнĕ ял шăтса тухĕ, — тесе ĕнентерет колхоз председателĕ Лизавета Егоровна. Вăл, нимĕç оккупанчĕсемпе кĕрешсе суккăрланнă пулсан та, шанчăкне çухатмасть. Кирлĕ пулсан, вилсе çĕр айне кĕричченех тăшманпа кĕрешме хатĕр.