Ир-ирех тăратăп
Эп шкула кайма.
Савăнса утатăп
Аслă урампа.
Ян! Шăнкрав янрарĕ
Урока чĕнсе.
Шăпланса ларатпăр
Парта хушшине.
Ак учитель кĕчĕ
Çутă класалла.
Сăмахне пуçларĕ
Ăшшăн йăл кулса.
Тимлесе итлетпĕр
Унăн сăмахне.
Ăслă çын пулатпăр
Вăл тăрăшнипе.