Пĕрремĕш хут Шупашкара хăçан килнĕччĕ-ха Микола? Çапла, шкулта вĕреннĕ вăхăтра, пĕрремĕш класа пĕтернĕччĕ ун чухне вăл. Ялта ĕне ферми тума тытăннă та, ашшĕ кунсерен хулана строительство материалĕсем турттарма чупатчĕ. «Кирпĕч заводне миçе хутланине манса та кайрăм ĕнтĕ», — текелет вăл киле каçа юлса çав териех ывăнса таврăнсан. Ыран ăçта каясси паллăччĕ ун, каллех — хулана. Шуçăмлах тăратчĕ те машинăпа трактор паркне уттаратчĕ. Завод хапхи уçăлнă çĕре çитсе тăма васкатчĕ. Каярах юлтăн — унта машина черечĕн вĕçĕ пушă хӳри пек таçтан тăсăлатчĕ. Ара, вăл вăхăтра ялсенче пысăк стройка пыратчĕ çав. Миколăсен колхозĕнче те фермăпа пĕрлех вăтам шкул çуртне çĕклетчĕç. Унта валли те стройматериал темĕн чухлех кирлĕ.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче ывăлĕ ĕçрен ывăнса таврăннă ашшĕне сăпса пек сырăнса ыйтса йăлăнтарнă хыççăн Петĕр пичче мăшăрĕ çине тинкерчĕ.
— Хăпмасть вĕт çак ача манран, — терĕ вăл çывăрас умĕн хаçат вулас тесе алкум картлашки çине вырнаçса. — Эс мĕн шутлатăн, ыран хампа пĕрле илсе кайса ывăнтарса килес пуль.
— Ара, ачи Шупашкара илсе кай-ха тесе ыйтса ывăнчĕ пуль, — Миколăна шурă пуçĕнчен ачашларĕ амăшĕ. — Килĕш ĕнтĕ, ан тархаслаттар ачана, курса çӳретĕр. Пире хамăра никам тĕнче кăтартман та, çавăнпа ялтах юлтăмăр ак.
Микола амăшĕ Петĕре качча тухсан пурăнма хулана куçса кайма тем пекех йăлăннă. Те хăйсем ялта начартарах пурăннăран, те çынсем хулари илĕртӳллĕ пурнăç пирки каласа панипе хăпартланса, хула пурнăçĕ ăна хытах илĕртнĕ. Анчах та çемьере чи кĕçĕнни Петĕр ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне пăрахас темен ĕнтĕ. Ялтах тĕпленсе вăй хурса лайăх пурнăç тумашкăн тăрăшма тытăннă вара çамрăк çемье.
Пĕрремĕш ачи, Микола, çуралсан амăшĕ хăйĕн тахçанхи вăрттăн ĕмĕтне кăштах та пулин пурнăçа кĕртме май пуррине чухланă. Хăйсем пулмасан та, ачисем хăть çитĕнсен хула пурнăçĕпе киленччĕр! Çавăнпа ывăлĕ ашшĕне хула кăтарма тархасласан-тархасласан мăшăрĕн кăмăлĕ çаврăннишĕн питех те хĕпĕртерĕ. Пĕрре кайса курсан вăхăт кăтартĕ мĕн пуласса.
Кирпĕч завочĕ Шупашкар хĕрринерех вырнаçнăччĕ. Унта çитме икĕ сехете яхăн каймалла пулин те Микола ларса та, груз турттармалли машина чӳречинчен вĕлтлетсе юлакан тавралăха мăйĕ ыратиччен пăркаласа пăхса пырсан та ывăнмарĕ. Паян ашшĕпе тухни уншăн — нимĕнпе виçейми телей. Мĕн чухлĕ илтнĕ вăл Шупашкар пирки! Шкула кайиччен те, халĕ вĕрентекенрен те. Ытла та юмахри пекех каласа параççĕ ун çинчен. Завод хапхи патĕнче вара амăшĕн аппăшне курсан чунĕ çунатланса вĕçме хатĕрччĕ. Халех ашшĕпе каялла ларса каймасса ăнланчĕ пĕчĕк чун, аппăшĕ ăна хăйпе хула кăтартса çӳрĕ.
— Каçхине юлашки рейспа илсе кайăп ăна, — терĕ ашшĕ. — Çак вырăнах килме тăрăшăр вара. Кăштах хулара уçăлтарса çӳре.
Ун чухне ăçта кăна çитмерĕç пуль вĕсем. «Ывăнтăн та пуль, ачам, ман пата таврăнса канар», — темиçе хут та калакаларĕ аппăшĕ. Анчах Атăл хĕрне пĕрре килсе лекнĕ сакăр çулхи ачана шыва кĕртмесĕр кунтан хăптарăн-и? Чăмса курмасан та, урисене йĕпетсе илни те мĕне тăрать! Паянах кун пирки ялти тантăшĕсем пĕлĕç те ăмсаннипе хăмпă пекех хăпарса кайĕç ĕнтĕ. Атăл тăрăх килекен шурă пăрахучĕ тата мĕнле-ши? Ун çине пăхса тăнипе Миколăн çăварĕ хăйне хăех карăлнă иккен, хупма та маннă. Аппăшĕ кула-кулах ача çăварне аллипе хупларĕ.
— Асту, ытла ун пекех ан кар-ха, сисместĕн те, пăрахучĕ кĕрсе кайĕ тата, — ача тĕлĕннипе тата савăннипе киленчĕ вăл.
Çаксем пурте, пурте тахçан пулнăскерсем. Ун чухне хули питех пысăк та марччĕ пек. Çавăн хыççăн тата темиçе пулнă вăл кунта, анчах ашшĕпе амăшĕ парнеленĕ çав ачалăхри пĕрремĕш пылак куна асран кăлараймасть. Ĕнер, çук, паян кăна, анчахрах пулса иртнĕн туйăнать хăш чухне. Акă вăл Атăл хĕрринче, аппăшне аллинчен тытнă та таçталла тинкерет. Çăварĕ карăлнă, куçĕ пĕр мăчлатмасăр пăхать те пăхать. Халиччен курман кайăксем вĕçеççĕ, сасартăках шыва чăмса илеççĕ те пулă йăтса çӳлелле чу! хăпарса каяççĕ. Пуç çийĕн тата самолетсем пек вирхĕнсе иртеççĕ вĕсем. «Чарлансем», — терĕ аппăшĕ вĕсене. Ялти кураксемпе çерçисем пек мар вара — шурă, тĕлĕнмелле ярăнса вĕçеççĕ. Тытса курасчĕ пĕрне!
Хула урамĕсемпе утса тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш курчĕ ун чух пĕчĕк Микола. Халĕ акă, çав урамсемпе çĕр-çĕр хут та иртсе çӳренĕрен-ши, нимĕнпех те илĕртмеççĕ пек туйăнать. Хăнăхнă. Ун чухнехи пек те мар ĕнтĕ, çĕнелнĕ, хитреленнĕ, капмар çуртсем ӳсе-ӳсе ларнă. Çартан таврăнсанах кунта ĕçе вырнаçсан, астăвать-ха, халĕ нумай хутлă çуртсем ларакан вырăнсенче комбайнсем тырă выратчĕç. Тем вăхăтра пурăнмалли çуртсем туса хута ячĕç. Шупашкара ĕçлеме вырнаçатăп тесе сăмах кăларсан амăшĕ ăна пил панă пекех çапла каларĕ:
— Аппу каланă тăрăх, Шупашкар халĕ хăвăрт ӳсет. Пире пырса курмалăх пĕр-пĕр çĕнĕ çуртĕнче хваттер туянмаллах, Микола, — ун куçĕнче каллех тахçан Микола ача чухнех астăвакан тунсăх çути палăрчĕ. — Пире ялтах пурăнма тиврĕ, эсир те пулсан хула пурнăçне курăр.
Мĕншĕн ăна ялта килĕшмест, мĕншĕн вăл çаплах хулана туртăнать — амăшĕ нихăçан та каламан. Тен, аппăшĕн сăмахĕ-юмахĕ чĕрине тыткăнланă, тен, унăн пĕр-пĕр заводра вăй хурас кăмăлĕ пысăк пулнă. Ачаранпах, шкулта вĕреннĕ вăхăтрах Микола амăшĕ артиска пулма ĕмĕтленнĕ теççĕ. Качча кайиччен те, кайсан та çак ĕмĕтпех пурăннă иккен вăл. Ывăлĕ çакна çитĕнсен кăна пĕлчĕ. Телейĕ çапла килнĕ ĕнтĕ ун, пĕр театр училищине те вĕренме кĕреймен. Ăнсăртран кӳршĕ ялти Петĕрпе паллашнă та ирĕлсе каймалла юратса пăрахнă. Çакăнпа пĕтĕм ĕмĕчĕ хупланнă та темелле. Юратсан пур ĕмĕтленнĕ ĕмĕте те вĕçне çитерме пулать теççĕ те, вăл вара урăхларах çулпа кайнă ав. Паллашсан çур çултанах качча тухнă. Кăштах тăхтасан ун Петĕрне такам çавăрса ярасран хăранă евĕрех. Петĕрĕ те, ăна пĕрре курнипех çулăмланса кайнăскер, урăх никам пирки те шутлайман.
Çапла вĕçленнĕ ĕмĕт, ялти колхоз уй-хирĕпе ферминче ырми-канми тăрăшсах ывăл та, хĕр те çитĕнтерчĕ хĕрарăм. Анчах çаплах теме шанчĕ, ĕненчĕ, кĕтрĕ. Тен, ачисенчен хăшĕ те пулсан ун вăрттăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртĕ терĕ-ши? Ун чухне мăнукĕсене пăхма хулана кайса пурăнса куратăпах тет-ши?
* * *
Аслă çултан пăрăнсан умри айлăмра сип-симĕссĕн ешерекен вăрман курăнчĕ. Кунти вырăнсенче халиччен çӳресех кайманскер, Микола тӳрем вĕçленсе айлăм пуçлансанах машинине чарчĕ. Малалла темĕнле çул-ха унта, кам пĕлет? Тĕрĕссипе ун çак умри вăрман витĕр выртакан çулпа каймалла марччĕ асфальт сарнипех малалла вĕçтермеллеччĕ. Анчах вăл хăйне хăй тытса чараймарĕ. Унăн пĕр-пĕр улах вырăн тупса кĕске юбка айĕнчен илĕртӳллĕ курăнакан йăрăс ураллă хыçри ларкăч çинче ларакан хĕрпе ăшшăн калаçас килчĕ. Аслă çулпа пынă чухне те вăл тин кăна çуса иртнĕ çумăрпа йĕпеннĕ çап-çутă асфальт çине пăхса пыман пекех вĕçтерчĕ. Урисене салонри куç кĕски витĕр шăпах курăнмалла вырнаçтармă хĕр çинчен куçне илеймерĕ те тейĕн. Машина вара, хуçи кăмăлне ăнланнă пекех, пĕр тикĕссĕн малалла кустарчĕ. Калăн, вăл хăйне хăех тытса пырать. Хуçи çук та тейĕн. Çак кукăра çитсен вара Микола малалла капла кайма хăват çитереймерĕ, хăвăртлăха чакарса хĕр сисиччен руле сулахаялла пăрчĕ, ахаль çул çине тухрĕ. Çакна тарăн шухăша путнăран куçĕсене хупнă хĕр туймарĕ. Сасартăк пăрăннă машина ăна кăштах сулăнтарчĕ, çавна май вăл куçне уçрĕ. Микола кирлĕ мар вырăнта пăрăннине курчĕ вăл, анчах нимĕн те шарламарĕ. Урисене те хускатмарĕ, лакăм-тĕкĕм вырăнсенче кăна кăштах кисренкелесе илчĕ. Оисрĕ ĕнтĕ хĕр: руль умĕнчи çамрăка килĕшеççĕ вĕсем. Тен, хăй çапла илĕртме пултарнăшăн савăнчĕ те-и?
Микола салонран тухрĕ. Тӳпемрен айлăм çав тери илемлĕн курăнать. Вăрмана çитме инçех те мар иккен. Çухрăма яхăн пуль. Халь кăна кунта илсе çитернĕ çул малалла та хăй еккипех кукăр-макăрланса каять, унтан чăрăшлăха кĕрсе çухалать. Эппин, кайма çул пур. Каччă пĕр самант аптăраса тăчĕ. Хускалмалла-ши е каялла çаврăнса хĕр ыйтнă çĕре аслă çулпах вĕçтермелле? Тата мĕншĕн кунта пăтрашăнса кĕрсе кайрĕ-ха? Хăй те сисмен. Машинăна çапла чипер ураллă хĕрсем ларсан хăнăхнă аллисемпе урисем хăйсемех пĕлеççĕ иккен ăна ăçта илсе каймаллине. Хальччен кун пекки пулманччĕ вĕт-ха? Çук, пулман. Ку хĕрĕ ытла çамрăк
курăнать. Чи нумаййи те пĕр вун ултă çулта пуль. Тата пули-пулми кукăрсенче палламан яшсемпе курнăçланса çӳрекенскер пек те мар. Пăхма, паллах, чипер. Вокзалта клиентсене кĕтсе ларнă чухне пырса шаккарĕ вăл машина кантăкĕнчен. Хула хĕрринчи пĕр яла леçме ыйтрĕ.
Микола ун чухне пĕр шухăшсăр тӳрех персе ячĕ: «Мĕн чухлĕ тӳлетĕн?» Малтанах хĕрĕ ăçта каяссине те тăнламарĕ. Укçа çапма тесе мар, хула тăрăх кăштах уçăлса çӳреме кăна тухнăччĕ вăл. Укçи пулсан та пăсмасть. Авланиччен хваттер туянас кăмăлĕ пысăк ун. Тата паян пушă вăхăт та пур. Тен, Алик калашле, приключенисем те килсе тухĕç? Тăрсан-тăрсан пулкалать ун пекки. Хальхинче те инçете каяс килмерĕ. Пĕр-ик клиента лартса çитеретĕп те киле таврăнса упа пек çывăрăп-ха терĕ. «Мĕн чухлĕ ыйтатăн, çавăн чухлĕ тӳлĕп, мĕншĕн тесен ман васкамалла», — илтрĕ вăл хĕрĕн шăнкăрав сассине. Вара пуçне ялтах çĕклерĕ. Тимлесерех пăхрĕ те — умĕнче яштака та куçа шартарса яракан чипер сăн-питлĕ хĕр тăрать иккен. «Ăçта? — ăс-тăнне темĕнле вăрттăн шухăш пырса çапрĕ унăнне. — Эп илтсех юлаймарăм, тепĕр хут калăр-ха». «Кунтан инçех мар, çирĕм çухрăмсем-и? Ăсатса яраймăр-ши, кӳрентермĕп», — куçĕсенчен йăлăнчăк хĕлхемĕ кăна мар, темле вăрттăн илĕртӳлĕх сирпĕтсе калаçрĕ хĕр. Ытла хаклă япала ыйтнăнах тинкереççĕ тата вĕсем. «Маршрутлă автобуспа кай», — тесе чутах персе яратчĕ Микола. Çук, чĕлхи çаврăнмарĕ. Паян темле пысăк савăнăç пуласса сиснĕн хыçалти алăка карăнса уçрĕ те хĕре ларма сĕнчĕ.
Хуларан тухиччен питех сăнамарĕ ăна каччă. Калаçмарĕ те. Кунта машина нумай чупать — тимлĕрех пулмалла. Анчах хăвпа юнашар кам ларнине пĕлесех килет çав çыннăн, çавăн пек туртăмпа çуратнă ăна çут çанталăк. Тата кам ларать-ха унта! Ăх, пĕрре хĕве хупса курасчĕ çавăн пеккине!
Хĕр нимĕн те шарламасăр пычĕ. Микола вара хуларан тухсан салона умри кантăк тăррине хыçалтине курма тесе çакнă куç кĕски витĕр сăнама пуçларĕ ăна. Хăйне систермесĕр, вăрттăн. Çапла хĕр илемĕпе каçăхса кайсах чунне ыраттарса-çунтарса çак пăрăнчăка сирпĕнсе кĕчĕ те ĕнтĕ. Унта çак хĕрпе темĕнле уяв кĕтет тейĕн ăна.
Тавралăхри илемпе киленсе ăшне путса хăйпе хăй анраса тăракан Микола машина алăкĕ уçăлса хупăннипе тăна кĕчĕ. Вăл вартах çаврăнчĕ те хĕр утса килнине курчĕ.
— Малалла каймăпăр-им? Кунта çулĕ питĕ лайăх вĕт, — чĕрене тивмелле сасăпа каларĕ вăл.
— Эпĕ, темĕн, йăнăш пăрăнса кĕтĕм пулас, каçарăр. Халех каялла тухăпăр, — аптăранăран персе ячĕ Микола.
— Тĕрĕсех пăрăннă, çакăнтан кайсан тӳрĕрех пулать мана. Эп паçăр сире калама маннă. Кунтан виçĕ çухрăм ьггларах кăна. Анчах йĕпе-сапара машинăсем çăрса хăвараççĕ çула, çавăнпа сирĕнни пек çăмăл машинăпа иртме çук, — те чăнласах, те суйса калаçать пике — çав урасем халĕ те куç умĕнчен каймаççĕ. Акă вăл тăрать, чипер те кĕмĕл кашăкпа çăтса ямаллискер.
— Тавралла кайсан — тепĕр вунă çухрăм. Унтан яла асфальт кĕрет.,. Хĕр тата темĕн каласшăнччĕ пулас, анчах Микола ун çине шăтарасла тинкернипе вăтанса-ши шăпланчĕ. Сумкине мелсĕррĕи кăкăр умне тытрĕ те уçма хăтланчĕ. Çак самантра Микола хĕрĕн сылтăм аллинчи пӳрнинче çĕрĕ пуррине асăрхарĕ. «Качча кайнă», — вĕçрĕ пуçра шухăш. Хĕр Микола çĕрĕ çине пăхнине асăрхаса /ăçтан сисеççĕ ăна тульĕк хĕрсем! Качча кайнипе кайманнине тĕрĕслес пек самантра пăхса илетĕн — вăл çакна асăрхать те/ васкасах сумкине уçрĕ, пĕчĕкçĕ енчĕк туртса кăларчĕ. Темиçе хут укçа шутласа илчĕ те хăвăрт ун енне тăсрĕ. «Тархасшăн, ку — илсе çитернĕшĕн. Çитет-и, тен, хушмалла?» — каллех тунсăхлă та тем ыйтма хатĕр куçĕсемпе йăлăнса пăхрĕ вăл. Çакă Микола чунне аçа çапнăн çавăрса хучĕ.
— Кунтах анса юлсан вара мĕнле çитĕр-ха килĕре? — ыйтрĕ Микола. Хĕре ытла хăвăрт вĕçертес килмерĕ унăн.
— Каç пулман вĕт, инçе те мар терĕм-иç, — хальхинче чăнахах каларĕ пулас пике. — Вăрман витĕр тухасси кăна-ха, вара чиперех çитĕп. Юрĕ, сирĕн вăхăтăр çук пулас, тытса тăмăп. Эпĕ кайрăм.
Хĕр укçине Микола аллинчен хăвăрт тыттарчĕ те çулпа малалла утрĕ. Каччă пĕр самант аптăраса малалла мĕн пуласса шутламасăр хĕр хыççăн пăхса юлчĕ. Акă вăл вăрмана кĕрсе çухалчĕ. Унăн кĕске юбки пытарма пултарайман урасем курăнмаççĕ ĕнтĕ. «Кайрĕ, — пуçне тăн! пырса çапрĕ шухăш. — Кӳрентертĕм ăна çитес çĕре çитермесĕр. Эх, мĕншĕн таврари çулпа илсе каймарăм-ши? Хăш ялта тата хăш çуртра пурăннине пĕлĕттĕм». Хĕр машинăра ларса пынă чухне пуçĕнче тĕвĕленнĕ шухăшĕ те тухса ӳкрĕ ĕнтĕ. Вăл кайнă енне мĕскĕннĕн тепре тинкерчĕ те «Жигулийĕ» патне таврăнчĕ. Кабинăна лариччен малти кустăрмине тарăхса тапкаласа илчĕ. «Эсех пĕтеретĕн мана, эс пулмасан çапла намăс курас çукчĕ. Ыранах сутса яратăп. Санăн руль умне ларсан пуçа темĕнле усал шухăш та пырса кĕрет», — мăкăртатрĕ вăл. Хальччен ун пекки пулманччĕ, анчах халь темшĕн çапла пулса тухрĕ. Чунра темскер пур. Мĕн-ши? Нумай шухăшласа тăмарĕ, руль умне ларса зажигани уççине çиллессĕн пăрчĕ те аслă çул еннелле вĕçтерчĕ...
Киле пăсăк кăмăлпа таврăнчĕ пулин та вырăн çине лаплатса ӳкмерĕ вăл. /Чун тăвăлса килсен яланах çапла тăваканччĕ./ Çăвăнчĕ, апат çирĕ, унтан телевизор курма ларчĕ. Пур канала та пăхса тухрĕ. Анчах тем кăтартаççĕ вĕсенче, пĕри те пуçа кĕмест. Паян ăнсăртран пырса лекнĕ хĕре çапла кӳрентернĕшĕн хăйне хăй ятларĕ çеç. Çывăрас килмест. Чунĕпе туйрĕ: ку хĕрпе татах курнăçĕ-ха. Анчах ăçта, хăçан? Тĕл пулĕç-ха, мĕншĕн тесен пике ун чунне темĕн пăрахса хăварчĕ. Мĕн вăл? Вут... Чĕрĕ вут. Ăна чĕртмелле. Мĕнле? Эппин, курнăçмаллах унпа. Микола ăна шыраса тупĕ. Сăнне астуса юлчĕ, тен, тепрехинче те çав вырăнах такси шырама пырĕ? Хăш яла кайнине те кăшт тĕшмĕртет. Хăйĕн тăван ялĕ-ши е упăшкин? Пур пĕрех мар-и? Пĕрре курсах куç умĕнчен кайма пĕлмест те — кунта темскер пурах. Хăçан çитĕ-ши тепĕр тĕл пулу саманчĕ? Ун чухне хĕрпе хăйне кун пек тытмĕччĕ...
* * *
Ленăн ачаранах ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Акă вăл диплом илчĕ. Текех ахаль çын мар ĕнтĕ, актриса! Хĕр вĕçсе каяс пек çӳрерĕ, чунĕ çичĕ пĕлĕт çинчех, çăтмахри пек савăнăçне пĕтĕм тĕнчене каласа парас килчĕ. Мĕн тери лайăх иккен шухăшланă ĕмĕт çитсе пыни! Умри çул такăр та тикĕс, пĕр чăрмавсăр пырас пек туйăнать. Ара, професси пур, мĕн кирлĕ тата урăх! Ыттине куç курĕ, ĕçлесси вĕренесси мар, пĕлӳ илсен ĕçлеме те пулĕ тесе хавхаланса çунатланчĕ çамрăк хĕр чунĕ. Пурнăçăн сулнăкĕсенчен пĕр çын та пăрăнса иртейменни çинчен кам шутлатăр ĕнтĕ çамрăк чух? Пурне те çĕнтерес пек туйăнать çав... Çамрăк, вăй-хăват пур...
Пулас мăшăрĕпе те ĕçре паллашрĕ Лена. Пĕр спектакльти телейлĕ çамрăк çемье пурнăçне сцена çине кăларнăччĕ Кольăпа. Театрта аншлаг хыççăн аншлаг пулса пынăран вĕсен ячĕ-сумĕ те халăх хушшинче самаях сарăлчĕ. Сезон вĕçленсен вара гастроле кайрĕç. Çу каçипе ăçта кăна çитмерĕç пулĕ. Репертуарта ку спектакль кăна марччĕ-ха, анчах куракансем ăна пуринчен те ытларах кăмăлласа йышăнатчĕç, Ленăна хăйне те питĕ килĕшетчĕ вăл. Ара, савнă çынпа пĕрле юратакан çамрăк çынсен сăнарне калăпламалла-çке. Чунне парса вылярĕ вăл роле. Пурнăçри пекех... Хăш чухне Коля ăна сцена çинче ăшшăн ыталанă пек те туйăнмастчĕ. Таçта, вăрттăн та улах вырăнта пĕтĕм хĕрӳлĕхĕсене парнелесе ыталанатчĕç, чуп тăватчĕç пек. Ун чухне вара Лена хăй сцена çинчине манса та каятчĕ. Куракан вара çакна сисмет те пуль çав, тăвăллăн алă çупатчĕ. Каччă ытамĕнче ăсне çухатнă артистка вара сцена çинчи пурнăçа аран-аран таврăнатчĕ. Мĕн тери йывăр та çав вăхăтрах мĕн тери çăмăл иккен юратнă çынпа савакан мăшăр рольне калăплама!
Труппăри артистсем тата режиссер Кольăпа Лена хушшинче сцена çинче мĕн пулса иртнине ăнланатчĕç ĕнтĕ. Спектакль çеç мар çакă, пурнăçах тĕвĕленет пуль терĕç вĕсем пăшăл пăтти час-часах пĕçернĕ май. Гастроль вĕçленнĕ ятпа йĕркеленĕ уяв каçĕнче вара пĕрле ĕçлекенсем вĕсене шӳтле-шӳтлех сцена çинче кăна мар, пурнăçра та пĕрлештерчĕç. Ĕмĕтленнĕччĕ-и вăл Кольăпа пĕрле пулма? Юрату сценисене вылянă чухне Лена пĕтĕмпех манса кайни, çук, сцена çинче мар вăл, чăн пурнăçра унпа çапла пулса иртет тесе шутлани... Чун-чĕререн савнă Коля акă ăна ыталать, халиччен илтмен, пуçа çавăрса ямалла сăмахсем калать. Те хăй чунĕнчен тухакан сăмахсемех, те драматург çырнине çапла чĕрене витермелле хĕрӳпе калать? Çакăн пек чухне Лена хăйне сцена çинче малалла мĕнле тытмаллине самантлăха мансан та ăс-пуçа çухатса куракан умĕнче намăс курмалла марри артист профессийĕнче тĕп шăнăр, пĕрремĕш вырăнта тăнине чун-чĕре хăех йĕркелесе тăрать иккен. Пĕтĕмпех манса Кольăн ăшă сăмахĕсене итлес, ыталаттарас килет. Анчах спектаклĕн Ленăн пурнăçĕпе чарăнса лармалла мар, малалла пымалла. Эх, мĕн тери телейлĕччĕ ун чухне Лена! Хăй шутланă пекех кун-çул тикĕс пырать иккен. Нимĕнле чăрмав çук, малашне те çаплах килĕ вăл. Мĕншĕн тесен малашне çумра упăшка, килте те, ĕçре те пĕрле. Чунтан парăнса вăй хумалли професси пур. Тата мĕн кирлĕ телее ытама илме? Эх, çамрăк та айван хĕр упраç! Телей авăрĕнче çаврăнакан ăс-тăн çав вăхăтра хăйсем тавралла хура вăйсем те пуррине мĕншĕн шутламасть-ши? Вĕсем хăйсен наркăмăшлă сăннине ытла та ăнăçлă çул-йĕрпе пыракан çын кун-çулĕ урлă халь-халь хума хатĕр те ĕнтĕ...
Спектакль куракансене килĕшни ун пуласлăхĕ пысăккине палăртрĕ. Çакăнта ăна сцена çине кăларакан труппăна ăнăçлă артистсем пуçтарăнни те, режиссер ăсталăхĕ пысăк пулни те витĕм кӳчĕ паллах. Гастроль вĕçленсен театрăн аслă режиссерĕ Иван Николаевич пурне те тав турĕ, çĕнĕ сезонта татах та ăнăçлăрах ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Труппăн тата тепĕр спектакль, кунтан та вăйлăраххи, классикăллине хатĕрлеме пуçламаллине пĕлтерчĕ. Халĕ вара канса вăй илме, çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлеме пуçлама сунса пурне те вăхăтлăх отпуска ячĕ.
Гастрольтен таврăнсан Лена питĕ хытă чирлесе ӳкрĕ. Больницăнах вырттарчĕç ăна. Çапла вара отпуск та иртсе кайрĕ. Театрта çĕнĕ сезон уçăлсан кăштахран кăна сывалса тухма май килчĕ çамрăк хĕрарăмăн. Çак хушăра театрта вĕсен спектаклĕ тепĕр хут кĕрлеме тытăннăччĕ. Лена вырăнне ун рольне тепĕр актриса вылятчĕ. Мĕншĕн çак роле шăпах ăна панине Лена кăштах чухлатчĕ те: театрти шăпăр почти пĕлтернĕ тăрăх, вăл малтанах, Ленăна партармасăр илесшăн пулнă иккен ăна. Анчах Иван Николаевич Коля сĕннипе ăна тăхтама ыйтрĕ, ытла та çамрăк, халех ун пек роле «пĕçерсе» пĕтерейместĕн пуль тесех каларĕ. Ун чухне ытти артистсем те пурччĕ. Вĕсем те илтрĕç ĕнтĕ режиссер çирĕпреххĕн тата сиввĕнреххĕн каланă сăмахсене. Анчах хĕр çине тăнипех те пуль, ăнсăртран кĕмсĕрт пуласран асăрханма тесе çав хĕре роле вĕренме сĕнчĕ, дублер пулăн тесе шантарчĕ. Акă халĕ çав ăнсăртран кĕмсĕрт çиеле тухрĕ те, шăпах ун йышăнма тиврĕ Лена вырăнне. Вăл вара шаннă Тивĕçе сцена çинче кăна мар, пурнăçра та чăна кăларма шутланă иккен. Вылятчĕ вăл, эх вылятчĕ!.. Вылятчĕ çав, сцена çинче кăна мар, чăнахах та шутланă пекех пурнăçра та вылянă иккен вăл. Лена çакна ĕçри юлташĕсем вăрттăн пăшăл-пăшăл калаçнинчен татах та çирĕпрех ăнланчĕ. Спектакль хыççăн гримеркăра Кольăпа иккĕшĕ кăна питĕрĕнсе ларасси те пулать иккен вĕсен. Пĕлмест ăна Лена, хăй курман. Анчах çынсем ахаль калаçманни, сăмах-юмах сăлтавсăрах саланманни куç кĕретех. Сиснĕччĕ-ха вăл юлашки вăхăтра мăшăрĕ улшăннине. Хĕрарăм чунне улталама питех те йывăр çав. Туять вăл, темле вăй-хăватпа çумри чи хаклă çын хăйне суйса пурăннине сисет. Чирличчен театрта ĕçсем пĕтсенех киле пĕрле таврăнатчĕç вĕсем. Хăш чухне тытăнкаласа тăни пулкаланă ĕнтĕ, премьера хыççăн ăнăçлă кăларăма «çуса» илмелле. Е камăн та пулсан уяв тата темле сăлтав та тупăнать. Анчах ытти чухне вăл чирлĕ вăхăтри пек упăшки киле çур çĕрте е ир енне таврăнни пулман. Çавăнпа та сас-хурана пула шĕкĕ кăшлама пуçланă чунне лăплантарас тесе Лена пĕр каç чире пăхмасăрах вăй çитерсе спектакль курма кайрĕ. Кун пирки упăшкине те каламарĕ, театрта пĕрле ĕçлекенсем те пĕлмерĕç. Ахаль куракан пек кĕчĕ те зала аякри вырăна кайса ларчĕ. Пурте куç умне килчĕ вара: çук, сцена çинче кăна кун пек вылямаççĕ, упăшки унпа чух çакăн пек калăпламан юратнă çын сăнарне. Лена чăтаймарĕ, спектакль вĕçленессе кĕтмесĕрех килне тухса кайрĕ. Çĕрĕпе кĕтрĕ вăл мăшăрне, чунтан калаçса илесшĕнччĕ унпа, анчах кăлăхах. Таврăнмарĕ упăшки çав каç. Йĕрсе те пăхрĕ çамрăк хĕрарăм, анчах мĕн тăвăн, куççульпе çăвăнса çухатнă телее тавăраймăн...
Ирхине Лена театра çул тытрĕ. Кунта халĕ ун çине яланхиллех ăшшăн пăхман пек туйрĕ вăл. Тахăшĕ шелленĕ пек, тепри вара йĕкĕлтесе, виççĕмĕшĕ курайманлăхпа тулнă куçĕсене çиçтерсе тĕллет ун çине. Ĕнерхи каç Лена никама систермесĕр тесе зала килсе ларни — хĕрарăм хăйне улталани кăна иккен. Ăна курнă. Сцена çинче вылянă чухне хăшпĕр актер залри çынсене асăрхамасть теççĕ, теприсем вара пĕтĕмпех кураççĕ. Ăна вара шăпах мăшăрĕн партнерши асăрханă та. Кун пирки ăна режиссер хăй патне кĕрсен каларĕ.
— Лена, куракан пек пулса никама пĕлтермесĕр спектакль пăхма килни аван паллах, — терĕ вăл кăмăлсăртараххăн. — Хăв роле тепри мĕнле калăпланине залран пăхса хакланине ним те çитес çук. Анчах тăван коллектива хисеплемен пекрех туйăнмасть-и сире ку?
— Ман ун пек тума та ирĕк çук тесшĕн мар-и эсир? — тулса çитнĕ чунне халь-халь тăкса ярас мар тесе аран-аран чăтрĕ улталаннă хĕрарăм. — Тепĕр тесен, мĕншĕн ун пек тунине эсир пĕлме тивĕç.
— Илтнĕ, халăх шавлать кун пирки, анчах эпир мĕн тăвайăпăр? Режиссерпа хăй мăшăрĕ пĕр çăвартан пурăннине Лена кăна мар, пĕтĕм коллектив чухлать. Май килнĕ чухне хăй çав тери талантлă артист тесе шутлакан Кольăна Иван Николаевич яланах сумлă рольсем парать. Тен, тепĕр чухне Коля çав сăнара кĕлетки-çурăмĕпе кăна мар, характерĕпе, хăйне тытнипе, ун япăх е лайăх енĕсене туллин кăтартса парайманнине пĕле тăркачах сĕтĕрет те сĕтĕрет. Çавăнпа вăл ăна «çисе яма» памастех ĕнтĕ. Халĕ унпа кăмăлсăртараххăн та сиввĕнреххĕн калаçни Ленăн кунти сцена çинчи пурнăçĕ малалла тăсăласси пирки иккĕленни мар-ши? Мĕнле ертӳçĕн коллективра вăрçă-харкашу тăвас килтĕр? Ĕç-пуç капла çаврăнса тухни, упăшки тепринпе ерсе кайни çакăн патне илсе çитерет те. Паллах, Лена çаврăнса та пăхмĕччĕ çакăн çине, анчах çывăх пулнă çынна кунсерен тепринпе курни, каçсерен вăл киле таврăнманни, хăвпа юнашар ларса пурнăç, пултарулăх пирки чунтан калаçманни, вăл теприн ытамĕнче савнă çыннинв сутни — ытла та ытлашши. Малашне мĕнле ĕçлемелле, мĕнле вăйпа илемлĕ сăнарсем кăлармалла халăх умне?
Кашни утăмрах ура хурса пыма пуçлĕç, кун пирки пĕртте иккĕленмест вăл. Еркĕн ятне илтнĕ хĕр ун мăшăрне хăйĕн тăвас тесе çакăн чухлĕ вăй хучĕ пулсан вĕсене тĕппипех уйăрса ямасăр та лăпланмасть. Тем те кĕтсе илĕн малашне. Çавăнпа вăл çĕрĕпе çывăраймасăр шухăшланă хыççăн çирĕп тĕллев тытрĕ: ĕçрен хăтарма ыйтса заявлени çырмалла. Малашлăх мĕн кăларса тăратасси пирки шутлама-и чун-чĕре çавăн пек çуннă чухне?
Кун пек лару-тăру сиксе тухнăран ыйтăва турткаланмасăрах тивĕçтерĕç тесе шутланăччĕ Лена. Малашлăх çул-йĕрĕ тикĕссĕн чупмĕ ĕнтĕ, хирĕçӳ-ятлаçура пултарулăха аталантарасси пирки шутлаятăн-и çакăн пек чухне? Хăйĕн малалла ĕçлеме май çукки çеç мар, йĕркеллĕ ĕçлеттермесен те пултарасса ăнланма текех пĕчĕк ача мар ĕнтĕ. Аслă режиссерпа халиччен хирĕçӳ-ятлаçу сиксе тухманччĕ вĕсен. Анчах упăшкин тепĕр артисткăпа туслă çыхăнусем çеç мар, тата çывăхараххи те пулни, çав хĕре аслă режиссер ун рольне выляма сĕнни тата ун ĕçĕ ăна питĕ килĕшни те çак утăма тума хистет. Çавăнпа хăть мĕн сиксе тухтăр тесе заявлени парсан документсене илме чĕнмесĕр те театра килсе курмастăп тесе тухса кайрĕ.
Нумаях кĕтме тивмерĕ. Икĕ эрне ĕнтĕ Лена пĕрре вутри пек, тепре пăрлă шывра ларнă пек пурăнчĕ. Çак вăхăтра килтен те тухманччĕ. Уçă сывлăш курман кĕлетке-çурăм, ултавпа асапланакан чун-чĕре хăй ĕçнех турĕ: Лена сăнран та чакрĕ, кĕлеткерен те йăшрĕ. Хваттере шăнкăрав парсан алăка пырса уçрĕ те диван çине кайса ларса аллине кĕнеке тытрĕ. Кĕрекен çынна куричченех, чунĕпе сисрĕ вăл кам килнине: Коля. Алăк урлă каçнă упăшкине ун япалисене тултарнă сумкăсем çине кăтартрĕ вăл. Сăмах чĕнмерĕ, кĕнекене малалла вулам пекки турĕ. Анчах пĕр сас палли куçа курăнмарĕ, мĕн çырнине те тĕшмĕртеймерĕ.
Коля алăк патĕнче нумай аптăраса тăмарĕ.
— Сана ыран тĕп режиссер хăй патне чĕнет, — терĕ вăл кунта пĕрремĕш хут килнĕрен çухалса кайнăн аран тухакан сассипе. — Эсĕ икĕ эрне ĕçе тухман, прогул тунă тет.
Вăл тухса кайма хатĕрленев алăк еннелле çаврăнчĕ.
Лена кĕнекине çумне хучĕ. Çак самантра ăна тем каласа тăкас килнĕ кăмăлĕ çил вĕрсе сӳнтернĕ вăйсăр çулăм пек пăчланчĕ. Мĕн усси халĕ сăмах тăкнинчен?
— Пыратăп. Мĕншĕн ĕçе тухманнин сăлтавне эсĕ пĕлетĕн, çапах прогул тунă тесе калатăн, — терĕ вăл йӳçеккĕн.
Упăшки сасартăк ун еннелле темиçе утăм турĕ, аллисене шăлавар кĕсйине чикрĕ.
— Эп сана юратса качча илмен, — сăн-пичĕ хаярланчĕ ун. — Пире гастрольте выляса-кулса кăна пĕрлештерчĕç вĕт. Эс вара çавна чăна хурса ĕненсе лартнă. Ман сан пата нимĕнле ыйту та çук, сан та çаплах пуль тетĕп, — сылтăм аллине кĕсьерен кăларса çине тĕллерĕ вăл. — Кусене хальлĕхе илсе каймастăп. Кăшт каярах. Кансĕрлеççĕ пулсан та чăт ĕнтĕ.
— Кансĕрлемеççĕ, — пĕрре çĕтнĕ сăмахĕсем каялла килме пуçларĕç Ленăн. — Каярах юлса ăнлантăм эсĕ ялан гастрольте çӳренине. Çемье пурнăçĕ те санăн гастроль пек кăна иккен. Чăн пурнăçа та ялан спектакль выляса ирттерес тетĕн эппин? Урăхларах çын тенĕччĕ сан пирки. Йăнăшрăм, пĕрремĕш хут йăнăшрăм.
— Эппин, пĕрремĕш хут кăна йăнăшрăн пулсан тӳрлетме çăмăл, — Коля çаврăнчĕ те алăк патнелле утрĕ. — Сывă пул, сана халăх артистки пулма сунатăп, — терĕ те тухса кайрĕ.
— Эсĕ халех халăх артистчĕ пулса та тăтăн ĕнтĕ! — çак сăмахсене мĕншĕн кăшкăрчĕ ăна хыçран? Анчах чунра кăштах çăмăллине туйрĕ...
Тĕп режиссер унпа нумай сăмахламарĕ. «Санăн икĕ эрне каяллах ĕçе тухмаллаччĕ. Эп больницăна шăнкăравларăм та сан сиплев хутне ун чухнех хупнă иккен. Эппин, прогул турăн. Ĕçрен хăв ыйтнă пекех хăтарма тивет», — терĕ ун çине шăтарас пек пăхрĕ.
Лена кунта ĕçлеме пуçланă чухне Иван Николаевич çав тери ырă, тӳрĕ кăмăллă çын тесе шутланăччĕ. Таланчĕ тулса тăкăнас пек курăнатчĕ тата. Халĕ акă, çын шăпине çапла хăй май кукăртса татса панине курсан, унра пушă чун çеç курчĕ. Çын шăпине, пурнăçне, кун-çулне халăх чунне витермелле сцена çине кăларма çапла пулмалла-и режиссерăн? Спектакльти сăнарсен кулленхи лару-тăрăвне хакласа куракана килĕшмелле тума пултарни чăн пурнăçра çынна ăнланма, йывăр вăхăтра пулăшма пĕлнине пĕлтермест иккен. Эппин, театрта икĕ пит пулмалла: пĕри хăвăн, тепри маска. Кун пек пурăнаять-и Лена? Çук. Эппин мĕншĕн артистка профессине суйларĕ? Ун чухне кун-çул мĕнле килессине кам пĕлнĕ, шутланă? Спектакльсем куратчĕ те, артисчĕсем вылянине халăх мĕнле йышăннине туятчĕ те — ниçта кайса кĕрейми туртатчĕ çак професси ăна. Ăçтан пĕлме пултарăн-ха вун çич çулта чухне пулас ĕç коллективĕн шалти тытăмне, çыннисен кăмăлсипетне, вĕсем сан пирки кашни самантрах! тем те пĕр пăшăл-пăшăл туса ырри-усаллине калаçассине? Культура анинче тăрăшакансен пĕр-пĕрне курайманни, çиелтен кăна хисеплесси, хăй кăна яланах пултаруллă тесе хакласси, ыттисен тăрăшуллă ĕçне-хĕлне ним вырăнне те хуманни пуç пулса тăнине кайран тин, искусство авăрне пĕтĕрĕнсе кĕрсе кайсан кăна ăнланчĕ çав вăл. Пьесăри рольсене валеçнĕ чухне труппăри артистсем хушшинче хура чатăр карнă пекех туйăнатчĕ тата хăш чухне. Кам та пулсан кăмăллă юлнă-ши хăйсене тивекен рольпе? Пулнă ĕнтĕ, анчах пурте мар. Кашнин чунĕнчех шĕкĕ кăшланă: мĕншĕн мана мар, ăна? Эп тата лайăхрах кăларма пултарăттăм мар-и вара роле? Çакăн пек шухăшсем нумайăшĕн чунĕнче çуралнине гримеркăри калаçусенчен, театрти уйрăм ушкăна чăмăртаннă çынсенчен сахал мар илтнĕ. Лена пек çамрăксем вара тăр ухмахсем пек тăрса юлатчĕç. Ара, вĕсем пурăнма та пуçламан вĕт-ха! Хăшне-пĕрне вара сулмаклă ĕç хушсан-и? Çамрăксене тепĕр чухне куçран каламанни анчах.
...Пурнăçĕ кăна мар, профессийĕ те ăнманран ĕсĕклесе йĕрекен чунне таçта шала хĕстерсе тухрĕ вăл театртан. Çĕнĕ спектакль премьерине хатĕрлекен гримланнă ĕçтешĕсем ăна курнине курмăш пулса иртрĕç. Çапла тепĕр çын шăпине тӳнтерле татса панине шутламарĕç те ĕнтĕ. Пулнă — пулнă, пĕри такăнса ӳксе пăрахса кайни пысăк çухатăвах пĕлтермест теççĕ ĕнтĕ. Ырă вырăн пушă мар, уйрăмах театрта, талант вырăнне талант тупасси чăрт сурмалăх кăна теççĕ-ши? Ара, кунти кашни артист хăйне виçесĕр талант тесе шутлать пуль те... Алăк патĕнче ларакан Клавди аппа дежурнăй çеç Лена яланхи хавас та чипер, шăкăл-шăкăл калаçакан Лена маррине асăрхаса ăна чарчĕ: «Хĕрĕм, ан кулян, пурнăçра тем те пулать. Пурне те чуна илсен час хуçăлса ӳкĕн. Пĕр турат çине нумай-нумай кайăк ларсан вăл хуçăлса ӳкме пултарать. Çавăнпа ытла нумай йывăр чулпа ан пусар чунна», — терĕ лăплантарса.
Лена кулам пекки турĕ.
Киле таврăнсан хăй кунта малашне пĕр минут та тытăнса тăраймассине туйрĕ. Çак икĕ эрне хушшинче тата паян алла ĕç кĕнекине илсен кунта пĕтĕмпех ют пулса тăнă. Чӳрече янахĕ çинче ларакан вăрлăхран юратса çитĕнтернĕ чечек те халĕ уншăн сивĕ, ют пек туйăнчĕ. Ларас кăмăл та çук, тăрас та килмест. Часрах тухса каймалла. Япалисене пуçтарма тытăнсан алăк патĕнче Коля сумкисенчен пĕрре мар такăнчĕ вăл. «Хăй кăна мар, япалисем те çул памаççĕ вĕт», — тарăхса кĕтесе чышса лартрĕ вĕсене Лена. Аран-аран пуçтарăнса пĕтсе такси чĕнтерчĕ, Хăй ăçта каяссине те пĕлмесĕрех ăна аэропорта çитерме ыйтрĕ, Пӳлĕмне питĕрсе çăра уççине кӳршĕ ачине тыттарчĕ, упăшки таврăнсан пама ыйтрĕ.
Çапла çамрăклах телей курмасăр Шупашкара илсе çитерчĕ ăна пурнăç çулĕ. Малтанах кунти театра ĕçлеме кĕрес тесе тăрăшса пăхас шухăш та пурччĕ ун, анчах шикленчĕ. Ытла çăмăллăн пулса пынă кун-çулĕ ăна сасартăк çакăн пек йывăрлăх умне тăратсан малашлăха тĕпрен улăштарма хистерĕ. Коля хăтланăвĕшĕн пĕрле ĕçлекенсем умĕнче кăна мар, куракансем умĕнче те çав тери пысăк намăс курнăн туйрĕ хăйне хĕрарăм. Ун пирки пурте пĕлеççĕ тейĕн. Театра вырнаçас шухăш çуралсан артистка профессийĕ çăмăллăнах хăйне парăннине, çав профессиех çавăн пекех çăмăллăнах пурнăçне çапса хуçнине аса илчĕ те... Сцена, театр, куракансем... Çук, текех кирлĕ мар ăна вĕсем. Урăх ĕç, урăх çынсем пулччăр. Куракансемсĕр, çын кун-çулне, пурнăçне тепĕр çын сцена çинче искусствăлла майпа сăнарласа памасăр...
Шупашкарта ĕç шыраса чылай çӳренĕ хыççăн ăна пĕр фирмăна вырнаçма май килчĕ. Артист дипломĕпе ниçта та вăр-варах ĕç тупма çук иккен. Вĕсем çине сцена çинче вылянă чухне кăна савăнса е хĕрхенсе, хурланса пăхаççĕ, чăн пурнăçра вара пачах апла мар. Кунта та ăна професси пуррипе çуккине кура мар, пĕтĕмпех сăн-пит илемĕшĕн çеç илчĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Лена çакна хăй те туйрĕ. Фирма директорĕн çуллă куçĕсем хăйне епле сăнани, унпа чылайччен сăнавлăн, тем тĕрлĕ вăлтса калаçни, ăнсăртран тенĕ пек аллипе перĕнсе илни... Вăл кунта вырнаçиччен миçе хĕрарăм юбки-кĕпине çĕклесе çакăн пек çуллă куçсемпе сăнаман-ши? Пулать те вĕт! Арçын хĕр-хĕрарăмпа çыхлансан унăн бизнес текен япала пачах та ăнмасть, пĕтĕм пуянлăхне салатать теççĕ те, ку апла мар-шим? Халь те ак Ленăпа ĕç пирки мар, пули-пулми япаласем пирки калаçкаласа-ыйткаласа ларнă чухнех пуçĕмче вун-вун тĕрлĕ шухăш явăнать пуль-ха.
— Эсир качча кайнă-и вара? — ыйтрĕ вăл чылайран тин кукши çине тапса тухнă тарне сăмса тутрипе типĕтсе. Те çак ыйтăва пама çăмăл мар ăна, те качча кайнă та мĕн те пулсан сиксе тухсан упăшки килсе хăйне ăвăс шалçи çине лартса хăварасран сехĕрленет ĕнтĕ — ыйту хыççăн хăйĕн куçса çӳрекен тенкелĕн çӳллĕ хыçĕ çине таянчĕ те сисмеллех вăрăммăн сывласа ячĕ. — Кайнă пулсан ан пытарăр. Атту сирĕн пеккисен темĕн тĕрлĕ пурнăç ыйтăвĕ те сиксе тухать: шалу пĕчĕк, ача йĕрет е чирлет те вăл е ку ĕçе тăваймастăп тесе минрешетĕр. Час тата хваттер илсе памалла сире. Хăвăр хака пĕлмесĕрех тем те ыйтатăр эсир, -пуçĕнче паçăрах пăралакан сăмахĕсене пĕр çаврăмпа кăларса ячĕ кукша.
— Кайнă, анчах халĕ уйрăлнă, пĕчченех, — ним шиксĕр-мĕнсĕр хуравларĕ Лена. Туять вăл: пуçлăха качча кайман хĕрсем мар, качча кайса уйрăлнисем çывăхрах. Вĕсемпе хăть мĕнле ĕçе те кăларма пулать тесе хĕпĕртет ĕнтĕ. Тен, вăрттăн-кĕрттĕн тĕл пулма та чару çук тейĕ? Ленăн вара хальлĕхе вăл каланă майсемпе килĕшмех тивĕ — ĕçе кĕмелле хăвăртрах, коллектива таврăнса мĕн пулса-иртнине манас та малалла çавра çил пек пурнăçпа туллин пурăнас. — Мана халĕ никам та, нимĕнпе те чарса тăракан çук. Ирĕклĕ, — хуçан пуçне çавăрас, ăна ĕçе илтерес тесе юриех вĕçкĕнленсе каларĕ Лена. Сцена çинче темиçе çул ахаль вылянă-и вăл?
Эх, мăнтарăн арçыннисем! Кукшаланнă ĕнтĕ, пуç çинче пит кăна курăнать, çаплах хĕрсене куçпа та пулин хывăнтарса пăхасшăн. Вырăн çинче хăйĕнчен нимĕн те пиçмĕ ĕнтĕ, анчах тем шухăшпа çавăрттарать куçĕсене. Халиччен курман-илтмен чухлĕ ĕç укçи сĕнет. Чухлать Лена, унпа пĕр каçлăха иккĕн кăна юлсан укçи те пулĕ, хваттерне те туянса парĕ тата ытти те. Анчах чуна сутмалла-çке ун пек? Пултараймасть вăл, чунĕ чăн-чăн юрату ыйтать, çак кукша пуçран ăна илейменни вара паллă. Анчах хальлĕхе ун чее те намăссăрла пăхакан куçĕсемпе килĕшмех тивĕ, мĕншĕн тесен ăна ĕç кирлĕ. Пурнăçа çĕнĕрен пуçлама...
Кукша пуç вăл якăлтатса калаçнине шута илчĕ курăнать, ун ĕç кĕнекине çавăркаласа пăхкаланă хыççăн /ахăртнех, артистка пулни те кăмăлне кайрĕ ĕнтĕ. Вĕсемпе хăть мĕнле ĕç те кăларма пулать терĕ ахăр/ сĕтел айккинче ларакан сейфа уçрĕ те ăна унта хучĕ.
— Хальлĕхе унта вырттăр-ха, — терĕ вăл хăй кăмăллă юлнине палăртса. — Пурăнсан курăпăр унта мĕн çырмаллине. Малтанлăха ман йышăну пӳлĕмĕнче тĕрлĕ хутпа ĕçлеме тивет сирĕн. Кайран вара, хăвăртан килет паллах, малашлăх пирки те шутласа пăхăпăр-и, тен?.. — ыйтуллă куçĕсенче вăлтни те, хăвна чипер тытсан пурте пулĕ текен вылянчăк шухăш та палăрчĕ ун. — Ыран ирпе сакăр сехет тĕлне кĕтетпĕр сире.
Ун ĕç пӳлĕмĕнчен тухсан урамри сывлăш евĕр таса япала урăх çук пекех туйăнчĕ Ленăна. Шанмасăр хăй тăрăх та пăхса илчĕ: ăнсăртран темĕнле пылчăкпа вараланман-ши çав пӳлĕмре? Хăй çине чăтма пултарайман çуллă куçсем ун патĕнче ларнă хушăра нихăçан тасалса пĕтерейми тикĕт-пылчăк пуç тӳпинчен тытăнса ура тупанĕ таранах тăкнă пек туйрĕ. Пулать вĕт çын! Каллех ăнмасть-ши вара? Хальхинче чуна усрамалăх та пулсан ĕçлесе илес тесе чун-чĕрене пĕр чĕптĕм те вырнаçман-килĕшмен çын патĕнче вăй хумалла-ши? Пĕрре хĕллехи кунра çара кĕлетке тăрăх сив шывпа сапнă пек пулса иртнĕ пурнăç саманчĕ хыççăн халĕ малашне кун пекки тăсăлĕ-ши? Шупашкар чипер урамĕпе шухăша путса утрĕ те утрĕ Лена, вăхăтлăха пурăнма вырнаçнă хăна çурчĕ умĕнчен иртсе кайнине те сисмерĕ вăл. Кăштахран кăна урам сулахаялла пăрăннине асăрхасан тăна кĕчĕ: ăçта утать вăл, татах анрашма пуçланă иккеи. Çук, юрамасть капла, ыранах çĕнĕ пурнăç пуçлас тесен халех чуна хытармалла та вăйпах талпăнмалла. Хăть мĕнле чуна пыман çын пултăр, анчах хальлĕхе чăтмалла. Вăл та тупĕ-ха ырă кăмăллă çын, унăн та сар кайăк вĕçтермелли вăхăтсем çитĕç...
Чăн та, пĕрремĕш ĕç укçине алла тытсан çамрăк хĕрарăмăн куçĕсем чарăлсах кайрĕç. Кун чухлĕ вăл театрта çур çул сцена çинчен анмасăр тар тăксан та илеймĕ. Халиччен йӳнĕ гостиницăра выртса тăнăскер, Лена нумай шутласа тăмарĕ, пĕлтерӳсем тăрăх пăхрĕ те пĕрремĕш лекнĕ çын патне шăнкăравларĕ. Виçĕ пӳлĕмлĕ хваттере пурăнма ярать иккен. Икĕ çемьене парасшăн-ха иккен. Анчах Лена хваттершĕн уйăхра икĕ çемьен мĕн чухлĕ тӳлемеллине пĕлсен пĕчченех кайма килĕшрĕ, ун чухлĕ хамах парса тăрăп сире терĕ. Çынпа пурăниччен! Тепĕр куннех вара унта пурăнма куçрĕ. Хаклă ыйтрĕç-ха та, пирвайхи ĕç укçине пăхсан вара вăл хăйне кун пек апартаментсем те парнелеме ирĕккĕнех пултарать-çке. Малашне те кун пекех шалу илсен вăл хăйне çакăн пек тăкаксем кӳме пултарасса шанчĕ. Пĕрре çын пек пурăнса курас-ха терĕ тата. Ют çын хваттерĕ те-ха, çапах лери пек общежитире хĕсĕнкелесе тертленнипе танлаштараймăн. Лери пек тенĕрен, пĕртте аса илес килмерĕ халĕ ăна. Тата упăшкишĕн те вăл пуррипе çукки икĕ айкки те тăвайкки — çак хушăра пĕрре те кăсăкланмарĕ унпа. Ун пурнăçĕнче Лена нихăçан та пурăнман пекех хăтланать. Паллах, иккĕшĕ çырăнман, паспорт çинче штамп çук, мĕн çыхса тăрать вĕсене? Нимĕн те. Манмалла кăна ку ăнăçман спектакльте тĕп сăнара вылянă çынна...
Пуçĕ-мĕнĕпех ĕçе путрĕ Лена. Фирмăра канма вăхăт çукпа пĕрех, яланах таçта каймалла, тем тумалла. Хуçан йышăну пӳлĕмĕнче иккĕн ларатчĕç вĕсем. Хĕрĕх урлă каçнă чĕмсĕр Венера Ивановнăпа. Лена ĕçлеме пуçласан икĕ-виçĕ уйăхран хайхискер çухалчĕ, ĕçе килме пăрахрĕ. «Кăларса янă», — терĕç ун пирки сотрудниксем. Лена сăлтавне ăнланчĕ — кукша пуç унпа кăна юласшăн. «Юрĕ, курăпăр унта, мĕнле кушак аçи эс. Эпир те маххă параканни мар, пĕрре кăна çывăха пыма хăтлан — çап-çара тăрса юлăн, лĕпкӳ пек», — тарăхса шутларĕ çамрăк та чипер хĕрарăм ертӳçĕ пӳлĕмĕнчи сăран диван çине пĕрре мар сиввĕн пăхса. Унпа хăйне мĕнле тытмаллине фирмăри ытти сотрудникран ыйтмасăрах лайăх чухларĕ чиперкке. Мĕнле салам ярать, çавăн пек салампа хирĕç хуравламалла. Ирĕке ярсан, çывăхрах пыма сăлтав парсан капкăн хупăнасси часах. Ку кукша ун пек капкăнсене ларткаланă та пуль-ха, сăлтавсăрах çĕнĕ чипер сотрудник çине ялан пуш уйăхĕнчи кушак аçилле пăхас çук.
Ĕçри çынсемпе хуллен паллашса туслашрĕ вăл. Анчах çывăх мар, ĕçри пек. Коллектива пырса кĕрсен хăв пĕччен читлĕхре пурăнаймăн, çавăнпа халăх хушшинче, уйрăмах пĕрре терт-асап витĕр тухнă Ленăн, путса çухалмалла та çавăрттармалла кăна кун йĕркине. Хăв пуçаруллă пулмасан хăвна пуçтарса пĕтĕрсе чикĕç, бизнесри ĕç-пуç мĕнлерех çулпа чуптарнине малтанхи кунсенчех йăл илме тытăнчĕ Лена. Пĕринпе пĕр тĕрлĕ калаçмалла иккен, тепринпе вара халиччен те хăпартса курман сасса шыраса тупса сăмахламалла. Кунта та хăйне май артистка рольне вылямалла иккен. Пăх-ха, пурнăç хăй театр тени чăнах та вырăнлă килсе тухать. Актерĕсем вара пурăнакан çынсем, вĕсем кăна, пĕр вĕсем çеç пур спектакле те малтанах драматург пьесăра сăнарсемпе хайламасăрах пурнăç сцени çинче ăнăçлă кăтартса пама пултараççĕ. Ăнăçлă çамрăклăх, вăтам çулсем тата ватлăх пирвайхи утăмсене мĕнле пуснинчен чылай килет иккен. Пĕрремĕш утăмсем килпетсĕр сиксе тухрĕç-ха Ленăн, анчах театрти дежурнăй аппа калашле, малашне татах та йывăртарах çаврăнса килме пултарĕ. Чăтмалла, хăть мĕнле килсен те сукмака хăвăн кăна тăрăшсах такăрлатмалла. Çывăх тус, ăнланакан çын, пулăшма пултаракан тупăнсан питех те аван та. Анчах ăçта-ши вăл? Ăна нумай кĕтмелле те пулмарĕ-мĕн.
Пĕррехинче, фирмăн ĕç хучĕсене леçме кайсан тавар курттăмăн сутакан çĕрте вăл Наташăпа паллашрĕ. Сăмахшăн кивçене кайман пике тӳрех килĕшрĕ ăна, ку хулара çывăх çын пулманран унпа туслашма тĕв турĕ. Çавăн хыççăн пушă вăхăт тупăнсанах пĕрле кафесене кайса ларчĕç, Атăл хĕрринче уçăлса çӳрерĕç. Наташа ăна каччипе, Аликпа, паллаштарчĕ.
— Сан каччă çук-и вара? — пĕрремĕш хут курсанах ыйтрĕ Алик. — Эй, Турă, ирĕк пар мана çак тĕнчере çук илемлĕ хĕр çине çылăхне каçарттармалли хĕрес хума! Халь атом бомби ӳкет тесен ĕненĕттĕм, анчах сан варли çук тенине вара... — Алик чăнах та питĕ тĕлĕнчĕ пулас Лена çапла каланипе. Ара, кам ĕнентĕр-ха пукане пек чиперккен те савни çук тенине? Шупашкарта çулталăк пурăнсан та ун пеккисем каччă тупаймасан... Каччисем асăрхайман-ши вара ăна çак хушăра? Ытла пытансах пурăнман пуль-ха Лена. Алик тем парсан та ĕненес çук. Май килсен хăй те çавăрттарса яма хатĕр те çав... Çумра Наташăн вут-хĕм сапакан куçĕсем ăна çийĕнчех çут тĕнчене антарса тăратрĕç. — Тупнă проблема! Самантрах татса паратпăр эпир ку ыйтăва. Сирĕн пеккисем çумĕнче ун пек çитменлĕхсем пулмалла мар. Ман çав тери чаплă юлташ пур. Санран инçех мар пурăнать вăл. Шурă «Волгăпа» ĕçлет, хăйĕн вара хĕрлĕ «Жигуль» те пур.
Аликпа паллашнă кунах вăл шӳтлеме, хуллен май килтерсе, шутарса пырса калаçса йывăр чуна та çăмăллатма пултарнине чухласа илнĕччĕ Лена. Наташăна çакăншăн кăштах ăмсаннă пекчĕ те. Анчах нумай чухне кирлĕ-кирлĕ мар чухнех сăмаха вакласах кĕрсе кайнăран каччă ăна вăрттăнлăха тытайман çын пек те туйăнчĕ. Ытлашширех сӳпĕлтетмест-ши вăл е палламан çынсен чунĕсене хăвăртрах уçас, кăмăлĕсене çавăрас тесе çапла чарăнми пакăлтатать-ши? Унра тем пурах: ĕçрен ывăнса, тепĕр чухне ним çинчен калаçас кăна мар, шутлас та килмен чухне те Аликпа курнăçсан çĕнĕрен вăй кĕнĕн туйăнать. Темле шалта пытарăнса тăракан вăй тапса тăрать тейĕн унра. Пулать те иккен çын. Çавăнпа Наташа нихăçан та сӳрĕк куçсемпе çӳренине курман Лена. Кашии утăмрах ун чунне çу сĕрсе тăрать пуль çав Алик. Халĕ те вăл хăй сăмахне хăçан вĕçлĕ-ши тесе шутласа тăрсан-тăрсан Лена аса илчĕ. Пĕлет те пуль Алик калакан качча. Вĕсен урамĕнчи общежити умĕнче час-часах курать çав «Жигулие» е «Волгăна». Хуфи çӳллĕ те йăрăс пӳллĕскер, кĕскен кастарнă çырă çӳçлĕ каччă. Тен, арçын? Алик калаканниех пулсан пырать тата...— Чун-чĕререн ăмсанса пăхса ăсатать ăна курнă чухне. «Эх, ман пулсанччĕ çакăн пек арçын!» — миçе хутчен çапла вăрттăн шутламан-ши? Халь ак, Аликпа Наташа пĕлтернĕ тăрăх, вăл тата авланманскер тет. Талăкри пĕтĕм вăхăта ĕçре ирттерекенскер. Пурнăç çынни иккен. Ялта çуралса ӳснĕ, çартан таврăнсан хулана ĕçлеме килнĕ те халĕ тăрăшсах кунта хăй вырăнне тупасшăн ăшталанать иккен. Алика ĕненес пулсан вара вăл ниçтах та тухса çӳремест, каçхи клубсемпе ташă каçĕсем, çамрăксем час-часах пухăнса ларакан кафесем те уншăн ют иккен. Çакă татах шанăç кӳчĕ. Пĕрре ăнсăртран гастрономра тăя пулнăччĕ иккĕшĕ. Тĕрĕссипе Лена кăна курчĕ ăна. Çамрăк хĕрарăм лавккана кĕчĕ те каччă касса патĕнче тăнине асăрхарĕ. Тем туянса тӳлерĕ пулас та урамалла утрĕ. Лена кунта мĕншĕн кĕнине мансах ун хыççăн тухрĕ. Каччă вара машинине ларчĕ те ним туймасăр-сисмесĕр тапранса кайрĕ. Ун чухнех Ленăн чĕрине вут-хĕлхем ӳксе юлчĕ. Хăват çитерсе мĕн пулать те мĕн килет тесе хăй пырса калаçасшăнччĕ, анчах вăл мĕн шутлĕ? Çапла таранах намăосăрланма чысран тухман-ха Лена. Тен, лавккана кăшт маларах кĕнĕ пулсан калаçма май килтеретчех пулĕ-ха Лена, мĕнле те пулсан сăлтав тупатчĕ те-и? Алик ун пирки каличченех асăрханă ăна вăл, халь вара, каччă пирки кăштах пĕлсен, унпа паллашас кăмăл татах та çĕкленчĕ. Çавăнпа Аликпа Наташа пĕррехинче "генеральнăй план" пирки систерсенех ăна пурнăçа кĕртсен хăй ăнăçлă утăм тăвасса шанчĕ Лена.
Тусем-сăртсем тĕл пулаймаççĕ теççĕ те, çынсем хăçан та пулсан курнăçаççех иккен. Уйрăмах чĕрин пĕр пайне вăрттăн та пулсан тахçанах теприне парнелесен. Тĕл пуласса-качки, Лена хăй ĕмĕрне те Миколăпа пырса калаçас çук ĕнтĕ, анчах çав Аликпа Наташăн компьютер пек ĕçлекен пуçĕсем пурри тĕнчене çăлать. «Генеральнăй петан пур пирĕн, -терĕ пĕррехинче кафере мороженăй çисе ларнă чухне Алик. — Ăна сана тĕплĕнрех ăнлантарса параяс çук. Наташăран ыйт, вăл веçех йĕркелет. Вăл шутласа кăларнă, эппин, вăлах ăна вĕçне çитертĕр»
Каларĕ Наташа. Микола сайра-хутра пĕрре, пушăрах вăхăт тупăнсан чукун çул вокзалйнче хăй машинипе такси пек ĕçлекелет иккен. Халĕ, çулла, ăна унта пушшех те час-часах курма май килет. Вăт Ленăн унпа паллашас тесен пассажир пулмалла. Ăçта çитиччен каймалла? Наташăсен ялне, хуларан пĕр çирĕм çухрăм анчах. Çул çинче куç курĕ.
Çапла пĕрремĕш каяаçу, тĕл пулу пулчĕ вĕсен. Ун чухне Микола хăй çине мĕнле пăхнинчен, тыткаланинченех туйрĕ Лена: качча килĕшрĕ вăл. Çавăнпа-ши е чунĕ çав таранчченех хытса çитрĕ — канмалли кун хыççăн ĕçе тухрĕ те кукша пуç ăнсăртран сĕртĕнсе иртсен шăнсах кайрĕ. Уй-уй, епле лайăх мар иккен хăвна килĕштерекен çын пуррине, хăв та ăна савнине туйса тăнă çĕртех çакăн пек çынпа перĕнсе иртме те! Çав кунран кураймиех пулса çитрĕ Лена хуçине. Тата, юриех пырса перĕнсе çӳренĕ пек туйăнать, куçĕсемпе ытти чухнехинчен те чеерех пăхать. Ĕç вĕçленсе ытти сотрудниксем тухса кайсан та вăл çав каç Ленăна юлса ĕçлеме ыйтрĕ. Хăвăрт тумалли ĕç пур иккен. Унтан кофе пĕçерсе пама сĕнчĕ. Пӳлĕмне кĕрсен вара сейф уçрĕ те... сĕтел çине коньяк кăларса лартрĕ. Мĕн ку? Ахаль марри паллă. Юрать телефон шăнкăртатрĕ. Наташа иккен. Аликпа иккĕшĕ тепĕр генеральнăй план пирки калаçма ун патне ĕçех килнĕ. Урамра кĕтеççĕ. Кун пирки пĕлсен кукша пуç кăвакарса кайрĕ, ним калама аптăранипе аялти тути усăнса анса чĕтреме пуçларĕ. Лена вара сăмах хушмасăрах тухрĕ те утрĕ. Кукша пуç хăйне ыран ĕçрен кăларса çапасси те хăратмарĕ ăна. Хăтланса пăхтăр кăна! Халĕ вăл пĕччен мар, ун тусĕсем пур. Вĕсем ăна нимĕнле йывăрлăхра та пăрахмасса чĕререн шанать. Алик каланăччĕ пĕрре ăна мен те пулсан сиксе тухсан тӳрех вĕсем патне шăнкăравлама. Çак кукша пуçа пĕлкелет иккен вăл. Ун хăтланăвĕсем пирки пĕрре кăна мар илтнĕ. Унран тем те кĕтсе илме пултарни пирки те систернĕччĕ. Ун чухне Лена каччă! сăмахĕсене шута илмерĕ. Кунсем иртнĕçемĕн вара Алик тĕрĕсех каланине сисме тытăнчĕ. Миколăпа тĕл пулса ун куçĕсенче ăшăлăх пуррине туйсан, каччă унпа хăйне мĕнле тытнине туйсан вара çамрăк хĕрарăм чĕринче харсăрлăх туйăмĕ çĕкленме тытăнчĕ. Хăтланса пăхтăр-ха кукша пуç вăрттăн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме! Халиччен хăть мĕнле йывăрлăхра та никамран та пулăшу ыйтман Лена малашне пурнăçра сиксе тухакан ăнăçсăрлăхсемпе пĕчченех кĕрешме май çуккине ăнланчĕ. Пулăшас текен туссем пур чухне мĕншĕн пĕччен асапланас? Вĕсем ырă сунса аллисене параççĕ вĕт! Тата... çĕнĕ туйăм çуратнă вăрттăн савнийĕ те инçех мар çӳрет. Тен, вăл та Ленăна курасшăн çунать пуль. Темле çав. Питех курасах тесен тупатех ăна.
* * *
Ирхине яланхи пекех ултă сехетре вăранчĕ Микола. Çиччĕ валли ĕçе çитмелле. Предприяти директорĕн çумне çăмăл машинăпа турттарать вăл, минут кăна кая юлса пăх — чĕрĕллех çисе ярать. Паян тата вĕсен инçе çула тухмалла: кӳршĕ республика тĕп хулине çитмелле. Мĕн сăлтавпа —Микола ăна пĕлмест. Кирлĕ те мар. Уншăн машина ураписем такăнмасăр чупчăр. Хуçа часах таврăнаймасса пĕлтерчĕ тата. Çапла пулмасăр, хăçан ĕçе каçхине пиллĕкре вĕçленĕ-ши? Куçне уçнă-уçманах каçхине ĕç пĕтсен ĕнер хĕр анса юлнă вырăна çаврăнса килесшĕнччĕ вăл. Хуçи паян инçе çула тухмаллине каланине аса илчĕ те лăпланчĕ. Паян часах килеймеççĕ. Юрĕ, кун паян кăна мар. Ыран та пур, тепĕр кун та. Тупатăп тенĕ, апла пулсан тупатех. Мĕншĕн тесен çав тери айăплă туйрĕ Микола хăйне хĕр умĕнче. Лакăм-тĕкĕмлĕ çул çинче, вăрман умĕнче пĕр намăса пĕлмесĕр антарса хăварчĕ вĕт! Хальхи пурнăçра таçтан тем сиксе тухасса кĕтсех тăр. Вăрман витĕр утнă чух çын тем тухса хăратмасан та, тискер чĕр чун тупăнсан вара! Арçын пулать-и çакăн хыççăн Микола? Çук паллах, тунката йăранĕ кăна. Амăшĕ тарăхнă вăхăтра персе янă пек.
Каланă пекех каçа юлса çитрĕç вĕсем. Ытла нумай чупнăран пулас, Микола хăй питĕ ывăннине туйрĕ. Хăвăртрах çемçе вырăн çине тӳнес килчĕ. Машинине çуса гаража лартрĕ те хăйĕнни патне кĕрсе тухрĕ: чиперех-и ун «Жигулийĕ?» Йĕркеллех. Лăпкăнах килте ыйхă туртма юрать.
Кун хыççăн кун вĕлтлетсе иртрĕ. Микола яланхи пекех кашни ир ĕçе çӳрерĕ, таврăнчĕ. Юлашки вăхăтра канмалли кун пулманпа пĕрех. Ялан таçта каймалла, тем ĕçпе чупмалла. Хуçин тăван ялне пĕр вуннă та çитсе килчĕ пуль. Ытла нумай чупрĕ çак юлашки кунсенче. Çывăрса тăранма май çук. Хĕр анса юлнă çул пăрăнчăкне тем пек çаврăнса килесшĕнччĕ вăхăт çитереймерĕ. Тепĕр тесен, ăнах тупатчĕ пулĕ-ха, анчах ăшри вăрттăн чару хумĕ вăшăлтатма тытăнать те, каллех вара тăхтаса пăхма шутлать. Ыран терĕ пĕрре, ыран çитсен тепĕр кун терĕ. Çапла кунран кун хăварса тахçан шутланă шухăшне пурнăçа кĕртеймерĕ. Майĕпен вара çав хĕре сайра аса илчĕ, кăштахран ун сăнарĕ куç умне тăрсан-тăрсан кăна килсе курăнма тытăнчĕ.
Пĕррехинче темле майлаштарса ĕçрен иртерех пушанса машинине лартрĕ те хăйĕнни патне кайма пуçтарăнчĕ. Алик вăл иртерех ирĕкленнине ăçтан пĕлсе тăрать-ши тата? Гараж алăкне хупса пĕтереймерĕ - телефон сасси янăраса та кайрĕ. Пĕр тăхтаса тăмасăрах таçта кайса килмелли пур тесе самаях вăлтрĕ Миколăна. Тĕнче пысăкăш ĕç тумалла иккен паян вĕсен. Енчен те çакна кая хăварсан ун пекки нихăçан та пулас çук, «Питĕ вăйлă хĕрпе паллаштаратăп сана, — шăл йĕрчĕ вăл. Ыран шăмат кун. Канмалли кун. Паян кăштах уçăлса çӳреме те юрать. Атту эс укçа çапса хĕрсемпе йăпанмаллине те манса кайрăн. Йӳтесе кайса туя çине тăрсан тин мĕн тума кирлĕ сана хĕр!» Вăт, мĕн тăвăн-ха çав эсремете? Ун шăл йĕрсе пултăр. Хваттерлĕ, аякриех мар тăванĕ ăна пĕр пӳлĕмлĕ хваттер çырса парса хăварать тет иккен. Уншăн чăххи çичĕ çăмарта харăс тунăшăн хĕпĕртекен автан пекех савăнать ача. Шельмă, ăнать пурнăçра çынсене. Укçи-тенкине кĕреçепе хырать теççĕ. Хăй вара кун пирки халь çапса пăрахатăп тесен те каламасть. Миколăн вара çич хут тар тапса тухиччен тăрăшмасăр кĕсьере пĕр тенкĕ те шăнкăртатмасть. Шупашкарта тăванĕ-пĕтенĕ те çук та ун, ăçта унта хваттер парнелекен! Общежитире пурăнса йăлăхрĕ ĕнтĕ, хăйне валли уйрăм хваттер илес тесе тем пекех мекеçленет пулин те хальлĕхе ниепле те алли-урине çавăрса илеймест. Пĕрре шутласа хунă вăрттăн шухăшсене пурнăçа кĕртме вăй çитнĕ таран тăрăшать-ха вăл, хăçан та пулсан кил-çурт çавăратех хулара. Амăшĕн вăрттăн шухăшĕ те ăна тахçантанпах канăç памасть тата. Хулара йăва çавăрмалла тенĕччĕ вĕт-ха. Халĕ вĕсен вăхă-тĕнчи пек хăв ĕçлекен организацинче черете тăрса патшалăхран тӳлевсĕр хваттер илме çук. Иртрĕç çав ылтăн вăхăтсем. Ĕçлесе туянмалла е май килнĕ чухне улталаса е çаратса укçа çапса хваттерлĕ пулмалла. Ун пек хăтланакан çынсем пирки сахал мар илтнĕ Микола. Хăть мĕн хăтланччăр ара, хăйсенне хăйсем пĕлĕç. Улталани-çаратни пачах та лайăх мар япала та-ха. Микола ун пек хăтланма пĕлмест, ашшĕ-амăшĕ ăна тӳрĕ чунлă пулма воспитани панă çав. Çавăнпа ĕçрех вăйпа тăрăшать те ĕнтĕ. Унăн ашшĕ-амăшне, йăмăкне хăйĕн хулари хваттерне илсе килсе кăштах та пулсан пурăнтарса пăхас килет. Уйрăмах амăшне. Мĕн тери пысăк ĕмĕт пулнă вĕт-ха ун хулара тĕпленсе кун-çула ирттересси. Ашшĕ сăмахĕнчен иртеймен ĕнтĕ. Тату та пĕр сăмахран пурăнакан çемьере пĕр-пĕрин сăмахне яланах итлеççĕ çав. Ялтах юлнăран кăмăлĕ питех те пăсăлнă пулин те амăшĕ нихăçан та çакăншăн ашшĕне ӳпкелесе калаçнине илтмен вăл. Тата хăçан та пулсан хирĕçнĕччĕ-ши вĕсем? Каллех илтмен. Тен, вăл салтакра чухне тĕркĕшкелесе илнĕ? Çук пуль, килте тем сиксе тухнă тăк, йăмăкĕ çырса пĕлтеретчех ăна кун пирки.
Алик сĕнĕвĕпе килĕшрĕ Микола. Ĕçе пуçĕ-кучĕпех тăрăннипе пурнăçа ирттерме çуккине тăнласа хăйĕн те хĕрсемпе кăштах айкашса-якăлтатса çӳрес килчĕ. Хирĕçлесен хыт кукар тесе сĕмрен кăларать тата Алик.
— Чиперккесемшĕн укçуна хĕрхенетĕн, конешно, нихăçан та авланма кăна мар, кăшт ларса калаçмалăх хĕр те тупаймастăн ак, — ятлаçам пекки те тунă ăна тусĕ. — Пуçу тавралла шутласа пăх-ха: мĕн интереспа пурăнатăн эсĕ? Укçа хутаççи пуласшăн-и? Миллионера тухас тетĕн-и? Пулмасть сан пеккинчен. Миллионера тухас пулсан малтан çынна улталама вĕренмелле хальхи пурнăçра е çӳлте ларакансем хушшинче «батька» тупмалла. Вĕсем хăйсене эсĕ кирлине туйса илсен сĕтĕрсе кăларма пултараççĕ çын çине. Çук пулсан вара — таптаса хăварма та именмеççĕ, Мекĕрлемсе пурăннипе пурнăç сакки сараймăн, — тенĕччĕ пĕрре ăна Алик чи ăслă философ пек сăмахне çавăрса хурса.
— Пурте сан пек мар-çке, мана никам та парне паракан çук, хам тумасан кама шанас? — тусне капла каласа кӳрентерессе те шутларĕ вăл, анчах Алика вăр-варах сăмахпа ӳпне хураймăн.
— Сан уншăн кĕвĕçмелле мар, савăнмалла кăна тусна çавăн пек шăпа парнеленĕшĕн. Май килсен эп те сана ура çинчех йĕркеллĕ утса çӳреме пулăшатăп-çке.
— Тав сана, эс пулмасан хальччен саплăксăр тум та тăхăнаяс çук ĕнтĕ эп, — шӳтлерĕ Микола.
— Тумне туянăн-ха, анчах авланайманни вара паллă! Атя, лăпăртатса ан тăр, кайрăмăр! — Вăл пулас тĕл пулу адресне каларĕ.
Хула тепĕр вĕçне кĕрлеттерчĕ икĕ çамрăк. Пĕр тăхăр хутлă çурт умĕнче Алик чарăнма ыйтрĕ.
— Çакăнта кĕтсе тăр, çиччас илсе тухатăп вĕсене, — тесе вăр-варскер çурт подьездĕнче çухалчĕ.
Нумаях ларма тивмерĕ Миколăн. Кĕçех Алик хĕрпе тухрĕ. Пĕрремĕш хут курать ăна Микола. Юлташĕ тахçан темиçе хĕрпе те паллаштарнăччĕ, анчах ку вĕсенчен пĕри пулмарĕ. Çамрăкскер тата, çирĕм çулсене çитнех пуль. «Вăт парать Алик, — вĕчĕрхеннĕн шутларĕ Микола хăй çумĕнче çакăн пек чиперкке çуккипе юлташне кĕвĕçнĕн. — Эй, иртнинче курнă чухне урăххипеччĕ, вăл та аптăрамасть пекчĕ-çке. Халĕ теприне хĕстерме те ĕлкĕрнĕ».
— Ку ман тус, Микола ятлă. Шутсăр тирпейлĕ те асаплă çын, — терĕ Алик хĕре ун умне çавăтса пырса. — Халиччен хĕр мĕнне тĕлĕкре те курманскер. Уншăн хĕрпе арăм ак çак, — машина капотне аллипе лап-лап тутарчĕ вăл. — Ку вара Наташа — эп уншăн çак самантрах вилме хатĕррине яланах пĕлсе тăракан пике, — хыçалти алăка яриех уçрĕ те сылтăм аллине малалла тăсрĕ. — Ларма пултаратăр, чиперккем. — Хăй те салона кĕрсе вырнаçсан сăмахне татах малалла тăсрĕ вăл. — Халĕ вара Микола валли хĕр шырама каятпăр. Юрать-и, Наташа? Ун патĕнче пире кĕтсе ларма сăмах панăччĕ пĕри, темшĕн килеймен тата, — чарăнмасăр пакăлтатрĕ Алик. Ăçтан сăмахне тупать-ши, калама сывлăшне çитерет-ши? — Юрĕ, темех мар, Наташа вăл ăçта пурăннине пĕлет. Атя, вĕçтерер.
Чипер хĕр икĕ рет шап-шурă шăлĕсене кăтартса йăл-йăл! кулчĕ те адрес каларĕ. Ак тата, Микола пурăнакан урамрах иккен ун пулас «савнийĕ»? Вăл пурăнакан çуртран инçе те мар! Ăна урисене сĕтĕрейми лачкам ӳсĕр чухне те шыраса тупать. Тьфу-тьфу, мĕскер эрех пирки аса илчĕ вара вăл, халиччен кĕленче пăккине уçса шăршлаканччĕ çеç-çке? Алик теме сйстерсе йăл! та йăл! çиçет тата. Çак ачан чее пуçĕнче кашни çеккунтрах плансем çуралаççĕ те, вăл мĕншĕн çиçнине ăнланса пĕтерме те çук.
— Ну, пулать те паян кану каçĕ! Вара хĕрĕ килтех тĕк ăçта кайăпăр-ха? — канăçне йăлт çухатнă ĕнтĕ вăл, пĕр самант шăп ларсан та уншăн хăрушă трагеди сиксе тухĕ. Хăех калатчĕ мар-и тата тахçан хĕрсемпе юнашар чухне чĕмсĕрленме юрамасть тесе? Калаçсан-калаçсан çавах сăмах вĕçне тухма май пур тет вăл. Анчах ытлашширех сӳпĕлтетсен çупкă çиесси те инçе мар. «Фу-у, санпа!» — тесе тутисене пăрса сивлемен пуль-ха ăна халиччен.
— Пĕлместĕп. Сан плансем мĕнле, ман нимĕнли те çук, — хуравларĕ
Микола.
— Манне кайран пĕлĕр, халĕ Наташа каланине итле эс, — çавăрса хучĕ Алик.
— Эпир сирĕнпе кĕçĕр пĕр пĕчĕк вечеринка ирттересшĕн, хирĕç мар пулĕ? — чĕлхи салтăнма пуçларĕ курăнать хĕрĕн. Тусăма кĕрсе илĕпĕр те çут çанталăкпа киленме кайăпăр. Пĕр-пĕр хваттерте ларсан та пăсмасть пуль.
«Охо! — тăн! пырса çапрĕ Микола пуçне шухăш. — Харсăрлăхне Турă панă кăна. Тем, путлĕ хĕрех çаклатман эс, Алик. Çулне кура мар çавăн пекрех туйăнать. Юрĕ, пурăнсан курăпăр-ха унта мĕнле кайăк эс: çунатна хуçнă-и е халĕ те сывлăшрах ярăнса çӳретĕн».
Наташа сăмаха тӳрех вечеринка пирки тапратнăран Микола иккĕленме тытăнчĕ. Мĕнле хĕр-ха вăл, паллашса пĕтеймен — уйрăм хваттерте ларасси пирки уççăнах пĕлтерет. Ун пек улах вырăнсене кайсан сĕтел çине хаяр шĕвек лартмасăр та пулмасть-ха, вара киккирики хĕрсен çемçе вырăна тӳнесси кăна юлать. Кайран?.. Темĕн, темĕн, ытла та çăмăлттай мар-ши эс, сарă çӳçе çивĕт пекки туса янă чиперукăм? Ун пек йăлтти-ялтти хĕрсемпе çыхланасах килмест Миколăн. Вĕсем улахра ларнинчен ытла кĕсье тĕпне самаях çутатаççĕ. Ун вара кун пек тĕллевсемех çук-ха. Вăл та темех мар-ха, укçине ĕçлесе илме пулĕ, виç сăмах хушичченех эрех-сăра лĕрккесе лартса вырăн еннелле сĕтĕрекен хĕрсене чăтма пултараймасть Микола. Çакăн пек хăтланасси халĕ модăна кĕчĕ-ши — камран кăна илтмест пулĕ ĕнтĕ вăл çакăн йышши вечеринкăсем ирттерни пирки. Лешĕ тата мĕнле тĕнче кĕрчĕ-ши? Ку çапласкер те, тусĕ те аптăрасах каймасть, ӳксех юлман пуль. Эс хăв камне кала та, тусу кам иккенне вара эп калăп... Тĕрĕсех шутлаççĕ пуль çав ăслă çынсем. Пĕри тепринчен ирттермесен юрать-ха. Пĕтрĕ вара Микола, ĕмĕр асăнмалăх каç пулать вĕт! Тата лешне ăна валли çураçасси паллă ĕнтĕ. Кăмăлне аçа çапса кайсан та Миколăн ун чун ыйтнине тивĕçтермелле-и? Темле икĕ ураллă упăте сиксе тухать ĕнтĕ умне, Килĕшмест ку, ай, килĕшмест! Халех кăмăл ун пек çаврăнчĕ те, каç мĕнле иртĕ? Наташи çумра пулмасан Алика урапа айне те хума хатĕрччĕ çак самантра Микола. Вăл ун пек çын маррине пĕлсе тăрсах йĕкĕлтет вĕт-ха ача!
Машина проспекта шуса тухса палланă урама хăй тĕллĕнех тенĕ пек вĕçтерчĕ. Светофорăн хĕрлĕ çутисем те чăрмантармаççĕ тейĕн. Акă Наташа каланă çурт, подьезд.
— Наташа, тусна кĕрсе чĕнсем, — ачашшăн сĕнчĕ Алик хĕре паçăрах аллинчен тытса пыраканскер.
— Çук, эпĕ мар, Микола чĕнтĕр. Хваттер номерне калăп та.
— Палламан çынсен алăкне мĕнле шаккăп-ха? — тĕлĕнчĕ Микола. -Картлашкасемпе кустарса антарсан?
— Сана унта никам та кустарас çук, — сисмесĕрех «сана» çине куçрĕ Наташа. — Лена пĕчченех. Ман шутпа, эсĕ кĕрсе чĕнсен аванрах пек туйăнать.
— Мĕн кутăнланса ларатăн эс какая каяс вăкăр пек? — Алик айне хурт ернĕ тейĕн, канăçсăррăн йăшăлтатать кăна ларкăч çинче. И Каланă -итле. Паян хĕрсем командирсем, эпир — итлекенсем.
— Кала эппин хваттер номерне, — аллине лашт! сулчĕ Микола. Таçта шалта, чун тĕпĕнче, тепĕр самантран тем пуласса систернĕн тахăш нерв çиппи кăрнт! туса туртăнчĕ. Мĕне хирĕç каять вăл, ăçта хăвалаççĕ ăна çаксем — йăлт арăш-пирĕшленчĕ. Çак самантра Микола пукане театрĕнчи пукане пекех туйрĕ хăйне. Унпа выляççĕ, ăна вăйпа калаçтараççĕ, темĕн тутараççĕ.
Наташа каланă хваттер улттăмĕш хутра-мĕн. Лифтран тухсан сылтăмалла пăрăнмалла. Икĕ хваттер пулмалла кунта, пĕри виçĕ пӳлĕмлĕ, тепри иккĕллĕ. Каланă номере шыраса тупса Микола виçĕ пӳлĕмлин шăнкăравĕ çине пусрĕ. Темле кайăк сассипе илемлĕн янăраса илчĕ шăнкăрав. Шалта сас-чӳ илтĕнмерĕ. Татах тепре, хальхинче нумайрах пусса тăчĕ.
Кăштахран, «кайăк» юрласа пĕтерсен, хваттерте ура сасси илтĕннĕ пек туйăнчĕ. Унтан çăра шаклатрĕ. Алăк яри уçăлчĕ те Микола умне чечеклĕ халат тăхăннă йăрăс пӳллĕ хĕр тухса тăчĕ. Пĕтрĕ! Каччă ют планета çинчи çынна курнăн хытса тăчĕ, çăварĕ тем самантра типсе ларчĕ. Çавă, вăрман патне антарса хăварнă пирĕшти! Çĕр çăттăр, ăçтан тупăнчĕ, çакăнтах çапса пăрахатăп тесен те Микола кунта курас тесе сунман çын! Наташа тусĕ? Паян каç Аликпа пĕрле вечеринка тума хатĕрленнĕскерсем? Мĕншĕн çĕр çаврăнать-ши пĕрех хут! Наташа каланă ĕнтĕ ăна паян икĕ каччă уяв каçне пĕрле ирттерме хатĕррине. Улахра, никам курман çĕрте. Тен, ун хваттерĕнче? Ахальтен-им паçăр пĕр-пĕр хваттерте тесе систерчĕ Наташа? Мĕн тумалла кун пек чух? Пĕртен-пĕр çăлăнăç: тармалла. Йăнăш лекрĕм тесе палламан пек пулса каçару ыйтмалла та шăлмалла намăс курса пĕтиччен. Микола нихăçан та шутлайман çак хĕр каччăсемпе вечеринкăсем тума кайма пултарасса. Этем пуçĕ хăйне килĕшекен сăнара яланах тирпейлĕ те хитре, пуринчен лайăххи тесе сăнарлать те, анчах чăн пурнăçра яланах шухăшлани пек мар иккен. Вара çак хĕр те /тен, арăм? Аллинче çĕрĕ пурччĕ мар-и?/ ют каччăсемпе янкăлтатса çӳрет-и? Эх, таса сăнарччĕ, урăхла шутланă пулсан çав вăрмана çитсе ун чухнех улах тăвĕччĕ-и Микола унпа? Кĕске юбка тăхăннă хĕр каçа хирĕç инçе çула шоферпа пĕччен ларса тухать-и?..
— Каçарăр... Эп йăнăшрăм пулас, мана 101-мĕш хваттер кирлĕччĕ, -хĕр пичĕ çинче çиçекен йăлтăр кулă ирĕлтернĕрен-и е нумай анраса тăни хăйне сутни пулниех пулнине ăнланни-ши Микола чĕлхине хус-катрĕ. Вартах çаврăнчĕ те картлашкасемпе анма тăчĕ. Анчах хĕр ăна палларĕ:
— Çук-çук, ун пек хăтланма кирлĕ мар, эсир тĕрĕсех килнĕ, — терĕ малалла иртсе. — Сире эпĕ кирлĕччĕ-и?
— Пĕлместĕп, такама чĕнме кĕртсе ячĕç, хваттерсене арпаштартăм... -чарăнса тăчĕ Микола.
— Ăнланатăп, ун пекех пăлханма кирлĕ мар. Тата, пĕр-пĕрне пĕрремĕш хут курмастпăр пулас эпир. Сире Наташăпа Алик янă, çапла-и? Эппин, тĕрĕсех.
Пĕтрĕ пуç! Наташи тарам-ха, анчах Аликне тата ăçтан паллать-ха ку? Тен, Микола пирки те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлет? Алик каласа панă пуль те. Алик... Алик... Хĕрсемпе каятпăр тенĕ чухне ахальтен йĕлпĕртетрĕ-и вăл? Вăт концерт та спектакль. Вĕсем режиссерĕсем, Микола вара артист, сцена çинче выляканни? Мĕнле роль суйласа панă ăна паян? Лекет санă Алик, ах, лекет те! Рольне маларах вĕрентмеллеччĕ! Куракан умĕнче намăс кăтартас терĕн-им?
— Сире паллатăп, — терĕ хĕр. - Тĕрĕссипе каласан, лайăхах мар ĕнтĕ, анчах машинăпа иртсе кайнине пĕрре мар курнă. Эсир çул çине тухсан тавралла пăхмастăр курăнать. Çак çурт урлă общежитире пурăнатăр. Мана пĕрре яла та леçнĕччĕ. Халь те паллаймарăр-и вара?
— Халь аса илтĕм, — ăнсăртран пуçран çапса анратнă хур аçи пек минресе тăнипе ним усси çуккине туйса хăйне алла илчĕ Микола. — Анчах сире темиçе хут курман. Яла леçнĕ чухнехине кăна астăватăп.
— Çапла çав эсир, арçынсем, — хаш! сывларĕ хĕр. — Сирĕн куçсем çиччас теприн çине сиксе ӳкеççĕ те малтанхи пирки вара мансах каятăр.
— Сирĕнпе асра тытмалли нимĕн те пулман та, — йĕкĕлтешсе теме систерсе илес терĕ Микола.
— Паллах, иккĕн юлса вăрттăн юрату тусан кăна асра хăваратăр çав пире е ун хыççăн та манса каятăр, — самантрах хĕп-хĕрлĕ сăн çапрĕ питне. «Вăтанма та пĕлет иккен», асăрхама ĕлкĕрчĕ Микола. — Наташăпа тата Аликпа ман пата эсир килессе пĕлетĕп. Кĕтнĕччĕ... — сасартăк алăка шалт! хупса çухалчĕ хĕр.
Микола хытсах кайрĕ. Ак тамаша! Туртисене сăлтавсăрах пăрма, мăртлатма та пултарать иккен ку чиперкке! Халь мĕн, Миколăн ун умне чĕркуçленмеллеччĕ-и? Тупăннă суперфрау, чăлт! сурать те ак Микола, çиелтен хваттер алăкне урипе тăрслаттарса хăварса килне тухса вĕçтерет. Наташăпа Алик? Мĕн вара? Пĕр-пĕр кафере антарса хăварĕ. Эсремет хĕрĕ, пăхăнтаратăп терĕ пуль! Шиш! тенине илтмен пуль-ха эс!
Микола картлашкасем тăрăх чупсах анса кайрĕ. Виççĕмĕшне çитсен урисем сасартăках тăлланчĕç, пуçне шухăш çапрĕ: «Мĕн тăватăп-ха? Çапла кӳрентерме юрать-и вара?» Тен, хĕр юриех ăна кĕтсе килтех ларнă? Каларĕ вĕт. Çук, Микола ун пек çын мар. Хĕрсемпе ытлах çепĕçех калаçсах каймасть те, хальхинче вара чун-чĕри урăхла хушать. Пĕрре хăлха чикки те çитернĕччĕ вăл тахăшне. Лешĕ ытлашши пуçне каçăртса ăна тем те пĕр каласа пĕтерчĕ. Тытрĕ те янклаттарчĕ. Тӳррĕн, водительсем пек. Кунпа ун пек пулмалла мар. Урăхла çын, чĕрере ăшă хум вĕлкĕштерекенскер...
Çаврăнчĕ те темиçешер картлашка урлă сиксе тем самантра хайхи хваттер алăкĕ умне çитрĕ. Шăнкăрава пусмарĕ, алăка çине-çинех чышки-пе хуллен тăнклаттарчĕ. Ăна питĕрмен те иккен! Хуллен чĕриклетсе уçăлса кайрĕ. Вăт самана, хĕр ăна кĕтнĕ-им, хыççăн пырасса шаннă-им? Тин кăна тутине тăсса кĕрсе каймарĕ-и вара? Микола хуллен хваттере иртрĕ. Шăп, калăн, кунта никам та çук. Таçта шалта кĕвĕ илтĕнет. Кăшт маларах утрĕ те чарăнса тăчĕ. «Пăрахса каяс темерĕр-им?» — шартах сиктерчĕ ăна хĕр сасси. Микола пĕр вырăнтах çĕр сакăр вун градус çаврăнчĕ те ăна курчĕ. Кухньăран тухнă иккен. Çав халатпах, тирпейлĕ пуçтарнă çӳç, çăтса ямалла илемлĕ пит-куç. Халь тесен халь ыталаса илсе хăй çумне нихçан уйăрмалла мар çыпăçтарса хурас килчĕ Миколăн ăна. «Çакă вăл, çакă, сан иккĕмĕш пайĕ», — тенĕнех тăлтлатса тапрĕ чĕри. Мĕнле-ха капла, иккĕмĕш хут кăна курать вĕт, чунра вара тĕнче пысăкăш çулăм ялкăшать. Тӳнет, кĕçех тӳнет те Микола çак хваттертех юлать. Çăва тĕпне кайччăр Аликпа Наташа, машину-пуçу та кирлĕ мар. Мĕн вечеринки унта, акă вăл тăрать, хваттерте никам та çук пуль урăх? Халех, çак самантрах калас ăна курнăранпа чунра мĕн çуннине. Манса кайнă пек туйăннăччĕ ун сăнарне, анчах чун-чĕрепе ăс-пуç ăна вăхăтлăха, тепре тĕл пуличчен çеç шаларах пытарса усранă иккен. Ак халĕ, вăхăт çитрĕ-ши, каллех вут-кăвар сирпĕнтерме тытăнчĕ. Çаврăнсан-çаврăнсан хăçан та пулсан каллех пуçланă тĕле тепĕр хут пырса тухатăн теççĕ те, Микола шăпи çапла çулпа йĕрлесе чуптарчĕ-ши?
— Ăнлантăм, нимĕн те калама кирлĕ мар... Витĕр куракан çын мар пуль те ку хĕр. — Эп часах тухатăп. Кăмăлăр пулсан кунтах кĕтĕр е анăр. Çухалса каясран ан хăрăр, сирĕн машинăра паллатăп. Эсир унпа пуль? — Микола сăмах хушса ĕлкĕриччен пысăк пӳлĕме кĕрсе çухалчĕ.
— Машинăпа çеç мар, унта Алик, Наташа пур, — каччă халат аркисем вĕлкĕшнине кăна курса юлчĕ.
Вăт пурнăç! Ăçта пырса çакланчĕ вăл камсем патне? Мĕн кирлĕ вĕсене Миколăран? Аликне пĕлет-ха, вăл пули-пулми хĕрсемпе çапкалансах çӳрекен мар пекчĕ тахçан. Тахçан кăна çав. Тен, ун Микола пĕлмен енсем те пур? Çын хăй пĕр тĕнче. Лайăх хĕрсемпе çӳресен-çӳресен япăххисем патнелле те чун туртать теççĕ теприсем. Ялан тутлине çисен хушăран йӳççине те ас тивсе пăхма хистет организм. Çапла мар-ши? Авланмалла тесе çӳрекелетчĕ-ха вăл. Вара çапла хĕр шыраса пăтранчĕ-ши? Наташа калаçнине, тыткаланине курсан паçăр ку хĕр пирки темле усалрах шухăшсем капланчĕç те. Йăнăшмарĕ-ши ун чух? Ку пике пирки халĕ тата пачах ун-кун шутлас килмест.
Лена /паçăр Наташа каланăран аса илчĕ хĕр ятне Микола/ тухасса кĕтес темерĕ вăл, хваттер алăкне тачă хупса коридора шăппăн тухрĕ те шăпах çак хута килсе чарăннă лифта ларса пĕрремĕш хута анчĕ. Урама тухрĕ, пĕр хушă тавралăха сăнаса тинкерчĕ. Çанталăк ирех çапла илемлĕ тăнă-ши вара паян? Тин кăна асăрхарĕ Микола: иртен-çӳрен çынсем те савăнăçлă пек курăнаççĕ, хĕвел те сап-саррăн çутатать пек тата. Вăт япала! Çак çуртăн улттăмĕш хутне хăпарса аннăшăнах тĕнче çапла улшăнса каймалла мар ĕнтĕ. Ялан пурнăç çинчен шутласа çӳренĕрен тавралла мĕн пулса иртнине те пачах курма, манма пуçламан-ши Микола? Машина патне çывхарнă май хыçалти ларкăч çинче Наташăпа Алик чуп туса ларнине те асăрхарĕ вăл. «Çук, тем тесен те ыр çынсем мар. Унта та тӳсеймеççĕ-çке. Самантлăха кăна иккĕшне хăвар. Чылайлăха тăрса юлсан вара? — хăй пĕрремĕш хут çак Лена ятлă хĕре курсан çуралнă, халĕ тĕл пулнă хыççăн пĕрремĕш сывлăм пек туйăнакан таса шухăшĕсене вăйпах хирĕçлесе мăкăртатрĕ каччă. — Тармаллах пуль. Ăçта та пулсан вăлтса хăварса вĕçтерес хамăн çулпа».
Лена нумай тăмарĕ. Кĕске сăран юбкăпа шурă, витĕр курăнакан блузка тăхăннăскер, вăл подьезд алăкĕнчен пирĕшти пек тухса тăчĕ. Миколăн чĕри кăртах турĕ. Ай-яй, кун пек те илемлĕ пулма пултараççĕ-и хĕрсем? Пĕрремĕш хут курнă чухне ун пекех марччĕ-çке. Илемлĕччĕ-ха, пĕр сăмахсăрах çапла хакламаллаччĕ ун чухне те. Халĕ вара çак пĕтĕм чиперлĕх хăйĕн мар, такамран вăхăтлăха кивçен илсе хăй тăрăх сапаланă пек туйăнчĕ. Курнă-ши вăл халиччен çакăн пек чипер пике? Çулталăк пач чарăнмасăр шутласан та аса илеес çук. Мĕншĕн тесен курман! Пĕр чарăнми, куç шăтса юхасла тинкерес килет ун çине, утни тата... пĕр; çынна та вырăнта тăма памасть пуль. Вăл ăçта кайнине пĕлес тесе урасем хăйсемех хыçалтан илсе пырасси те инçе мар. Нивушлĕ паян Микола унпа юнашар ларса пырĕ, калаçĕ, кулĕ?.. Ĕненме май çук та, анчах Лена ун патнеллех утса пырса хыçалти алăкран сиксе тухнă тус-юлташĕсене сывлăх сунчĕ ав, Миколăпа юнашар малти ларкăч çине; ларчĕ. Салона самантрах антăхтарса яракан духи шăрши тулчĕ. Микола куç хӳрипе пăхса хальхинче ун сылтăм аллин пӳрни çинче çĕрĕ çуккине асăрхарĕ. «Аха, вечеринкăсене чĕнсен качча кайман иккен эсĕ!» — чун чĕри тем пек çапла вĕчĕрхенме чарчĕ пулин те, иккĕленӳ шухăшĕ çуралчех ун. Мĕншĕн çапла шанмасть вăл — хăй те чухламасть. Яла канмалли кунсене кайсан ашшĕ ăна хăш-хăш чухне тĕрткелесе те илет.
— Паян клуб пуриншĕн те уçă, эс вара килтех пăнтăхса ларатăн. Тумалли ĕçсене хамах пурнăçлăп, — Микола каçа юлсан та картиш-пахча таврашĕнче уткаласа çӳренине курсан сăмахлать вара вăл. — Мĕскер эс пачах та çамрăк çын пек мар? Салтака кайнă чух хĕрсем ăсатмарĕç сана кĕтсе илмерĕç. Халь тата мĕн амакĕ? Çӳç шураличченех аннӳ пĕçерсе панине çисе пурăнас тетĕн-им? — Ашшĕ ятлаçнă пекех пулчĕ-ха, анчах Микола ăна хăлхана та чикмест.
— Ман валли хĕр ӳстереймеççĕ пуль, — тет кăна.
Амăшĕ вара, ывăлне ӳкĕтлесе те сивлесе каласа курманскер, кун пек чухне те сăмах чĕнмест. Ирина йăмăкĕ кăна тепĕр чухне: «Сана клубра кĕтетĕп!» — тесе кĕпе аркисене вĕлкĕштерсе тухса чупать. Пиччĕшĕ ялта чухне ăна çăмăлрах: клуба кайнăшăн ашшĕ нимĕн те каламасть. Амăшĕ вара тутăр вĕçĕпе куçне шăлкаласа кăна илет. Темшĕн хурланать ĕнтĕ.
— Ну, йĕкĕтсем, çулсем ăçталла выртĕç? — пин çул паллать тейĕн вĕсене Лена. — Сирĕн шухăшăра пĕлес килет.
— Малтан лавккана, — терĕ тӳрех Алик хăшĕ те пулин сăмах хушса ĕлкĕриччен. — Уни-куни илмелле те тĕнче хĕрне те кайма юрать. Çапла-и Микола?
— Сире Микола тесе чĕнеççĕ-и? — куçĕ çап-çавра пулса кайрĕ Ленăн. — Ой, епле хитре ят! Мĕншĕн маларах паллаштармарăр вара хăвăрпа?
— Хăçан «маларах»? — апла та капла шухăшсемпе тулса кайнă кăмăлĕ тăкăсран калаçасшăнах пулмарĕ Микола.
— Тахçан, эсир мана киле ăсатнă чух.
— Уй, эсир курнăçма та ĕлкĕрнĕ-им? — çуйăхса ячĕ Наташа. — Эпир сюрприз тăвасшăнччĕ. Пĕр кунхине каланă каччă шăпах Микола-и вара?
— Çавă. Хăй нимĕн те шарламарĕ-им?
— Унран сăмах туртса кăлараятăн-и вара? — тусĕ вырăнне хуравларĕ Алик.
Çакă вăйă кăна пулнине, лартас спектаклĕн пĕр пĕчĕк сценки иккенне Микола ăнланчĕ ĕнтĕ. Ун пирки сăмах пулнах вĕсен. Асту пуль, пач нимĕн те шутламасăр-калаçмасăр çапла çураçтарма хăтланса çӳрет пуль Алик. Малтанах ун пирки тем каласа пĕтернĕ-ха ĕнтĕ. Усаллинех мар пуль-ха, ун пек сăмах калаттармалли пăтăрмахсем туса кăтартман Микола. Шанса пĕтер икĕ вĕçлĕ чĕлхеллĕ çынна. Вăл сăмах калама пуçласан сехет те шаккама чарăнать пуль. Кампа мĕн чухлĕ сăмах вакламаллине шутласа тăмасть çав Алик. Мĕнле лару-тăрăва лекет, çавăнтан пĕтĕмпех килет.
...Атăл хĕрринчи улах вырăна каçхи сакăр сехетре çитрĕç вĕсем. Çулла пулсан та кунта çын нумай çӳремест иккен. Çанталăк шăпах вĕсем валли ятарласа янтăланă евĕр: хĕвел йăлкăшать кăна, тăрсан-тăрсан Атăл çинчен ăшă çил хумĕ капланса килет. Подьезд умĕнче чарăнмасăр сăмах юхтарнă хыççăн хула урамĕсемпе сехете яхăн çаврăнса çӳресе те пĕр хускалмасăр тата калаçмасăр ларнă Лена кунта хăйне ирĕке тухнăнах туйрĕ. Машина чарăннă-чарăнманах салонран ту качаки путекки пек сиксе тухрĕ те пушмакĕсене хывса персе пĕчĕк ачалла ахăлтатса Атăл хĕррипе шыв сирпĕтсе чупма пуçларĕ. «Вăт тиха, — хĕр мĕн хăтланнине курсан Наташа та кулмасăр чăтаймарĕ. — Читлĕхрен тухман-ши вăл? Микола, кайса чар-ха ăна, савăннипе шалалла кĕрсе ан кайтăр. Тем сиксе тухĕ тата. Кунта икĕ ураллă «акулăсем» те пур теççĕ. Çаклансан? Эпир Аликпе «уçланкă» хатĕрлетпĕр».
Лена пĕрремĕш хут шыв курнă пĕчĕк ача евĕр сиккелесе шыв сирпĕтсе çӳренĕрен Миколăн та пусăрăнчăк кăмăлĕ çĕкленчĕ. Вăл пушмакне хывса печĕ те хĕр патне чупса анчĕ. Ăна пырса тытса каялла илсе хăпарас терĕ вăл. Анчах Лена çакна сисрĕ пулмалла та тара пачĕ малалла. Микола вара ун хыççăн чупса пуçларĕ хăвалама! Анчах çук, вăр-варах парăнаканни мар иккен ку тиха-чиперкке! Ахаль те кĕске сăран юбкине икĕ аллипе тытса татах çĕклерĕ те тара пачĕ. Çурта пек урасем вĕлтлетни кăна курăнса юлчĕ хыçран сирпĕнсе пыракан шыв пĕрчийĕсем анакан хĕвел шевлисемпе йăлтăртатнă май. Чупассипе нихăçан аптăраман Микола шăлне çыртсах хыççăн вĕçтерчĕ. Акă ĕнтĕ машина, Аликпа Наташа курăнми пулчĕç, анчах хĕрпе каччă хушшинчи инçĕш кĕскелмерĕ-ха. Чăн-чăн пăлан пырать тейĕн умра шыв сирпĕнсе кăна юлать. Çак самантра хăй чăнах та намăс курасса ăнланчĕ Микола: енчен те вăл Ленăна хăваласа çитеймесен кайран унран кулса вилĕç. Ку хĕрсем чĕлхерен кивçене кайманни паçăрах палăрчĕ. Эппин, вĕсенчен мĕн те пулсан кĕтсех тăмалла. Шăлне çыртса чупнă маях каччă умри хĕр сасартăках çухалнине асăрхарĕ. Кăшт шаларах чупса кĕнĕччĕ вăл, Атăл шывĕ чĕркуççи таран вырăнпа илтерсе пыратчĕ. Пĕр вырăнта шыв ункă-ункă пулса тавраналла саланчĕ. Туйрĕ каччă: хĕр асăрхамасăр тарăн çĕре анса кайрĕ. Тем самантра тĕлĕнмелле вăй хутшăнчĕ çав вырăна çитсе ним шутламасăрах чăмса тарăн вырăнта хĕре шырас терĕ кăна — чарăнса ĕлкĕреймерĕ, хăй те пуçĕ курăнмиех шыва анса кайрĕ. Сывлăшĕ пĕтиччен, вăйĕ юлмиччен хыпашларĕ тарăн вырăна, анчах хĕр кĕлетки алла лекеймерĕ. Унтан вăйран кайса сывлăшсăр антăхса çитнĕскер шыв çине сирпĕнсе тухрĕ те пит-куç çинчи шыва сăтăркаласа тасатнă хушăра хăлхине юнашарах Лена кулнă сасă кĕрсе кайрĕ.
— Мана шыратăн-и? — Микола пуçне çĕклерĕ те çыран хĕрринче хашкаса сывласа тăракан йĕп-йĕпе Ленăна асăрхарĕ. — Эп паçăрах тухнă. Сана пулă тытма чăмрĕ тесе. Шӳрпе çиес килмен-ши кун Атăл хĕрринче, мĕншĕн хуран илмерĕмĕр-ши тесе шутласа тăратăп... — каллех ахăлтатса ячĕ те каялла, ăна кĕтсе тăмасăрах тусĕсем юлнă еннелле вĕçтерчĕ.
Микола хăйне Лена яка пăр çине лартса хăварнине ăнланчĕ. Паçăр хĕр мĕнле инкеке лекнине лайăхах та ăнланса юлаймасăр хăй те асăрхамасăр тарăн çĕре сиксен, Атăл тĕпĕнчи хăйăра инкеке лекнĕ пикене шырас тесе хыпашласа çӳренĕ вăхăтра малалла мĕн пулса тухасса шутлама та пултараймарĕ вăл. Халĕ вара, шыв тĕпĕнчи хăйăрпа вак чулсене «тĕрĕслесе» тухсан тин пуçне пырса çапрĕ: ишме пĕлмесен мĕн сиксе тухĕччĕ хĕрпе? Çавăншăн илсе килчĕ-им вĕсене кунта? Хăй тăр ухмаха тăрса юлма-и? Йĕпе шăши пек шыв юхтарса ут халь Лена хыççăн. Хĕр лере çитсе Аликпа Наташăна вăл шывра мĕнле шăмпăлтатнине каласа пачĕ пуль-ха. Хăй тарăн вырăна анса кайсан Микола ăна çăлма хыççăн сикессе шута илчĕ-ши ĕнтĕ? Хĕр чĕринче хĕрĕх чун вырнаçать тесе ахальтен каламан çав. Çав хĕрĕх чуна юрамалла халь Миколăн. Пĕринпе те пулин аран-аран мирлешкелесе пурăнасшăн вăл, анчах май çук иккен. Вăл ав май килнĕ чухне ура хурса такăнтарасшăн тăрăшать. Час тата мăшкăлласа илет. Йĕркеллĕ паллашма мар, иккĕ курнипех çапла кулсан малашне мĕн тумалла? Вечеринка мĕнле ирттермелле? Тытайман пулă шӳрпи çисе-и?
Çапла шутлакаласа Микола тавралла çын таврашĕ курăнмасть-и тесе футболкипе джинс шăлаварне хывса пăрчĕ, унтан юлташĕсем патне сулланса çитрĕ. Кунта «уçланкă» сарма ĕлкĕрнĕ иккен. Аликпа Микола лавккара мĕн туяннине пĕтĕмпех кăларса хунă. Лена сарса хунă пит шăлли çинче урисене икĕ аллипе ыталанă та шухăша кайса ларать. Наташа ăна тем ăнлантарать.
— ...ухмах мар-и эс çапла пĕчĕк ачалла хăтланма! Çыннине йĕркеллĕ курман хăв, тĕрĕслес кăмăл кĕрсе кайнă тата, — илтрĕ вăл ятлаçнин! çывăхарах çитсен. — Йĕркеллĕ каччă тупса паратăп терĕм, эсĕ вара шанăçа тӳрре кăлараймарăн.
Миколăна курсан Алик Наташăна темĕн каларĕ, лешĕ Ленăна ятлаçма чарăнчĕ.
— Сире, йĕпе чăхсене, типĕтме кăвайт чĕртмелле пуль-ха та, анчах кунта ирĕк памаççĕ ĕнтĕ, — тусĕ çине чеен пăхса илчĕ Алик, — Çĕр çинче юратни çитмест, шыва кĕрсе кайнă. Мĕн, унта лайăхрах-им? Эп хăтланса курман, пĕлместĕп. Мана вĕрентĕр-ха, Наташăпа туса пăхар.
— Сан чĕлхӳне касса хурсан çатма çинчи çу та типсе каять ĕнтĕ, — йăл кулчĕ Наташа. — Шыва кĕмесĕр урăх вырăн çук-им? Вĕсем хăть мĕн хăтланччăр. Кама мĕн килĕшет...
Микола Лена çине пăхса илчĕ. Хĕр нимĕн пулман пекех ăна куçĕсенчен тӳррĕн тинкерсе йăл кулчĕ. Калăн, пин çул паллаççĕ пĕр-пĕрне, арлă-арăмлă пулса вунă ача çуратса çитĕнтернĕ, пĕр-пĕрне юлашки ӳт татăкĕ юлмиччен пĕлеççĕ. Вăт пыр та калаç çакăн хыççăн ку херпе. Пули-пулми çын мар, ăна парăнтарас, хăв майлă çавăрас тесен пĕр-ик шăла та катма тивет пуль. Вăрман хĕрне анса юлсанах шухăш вĕçнĕччĕ качча пуçенче: харсăр çынна лартса килчĕ ун чухне. Тепри пулсан куççульпе çăванса леçсе яма ыйтĕ, çуран çапла каçа юлса çитсен атте çапса пăрахать тесе йăлăнĕ. Ют каччăпа алăк умне пырсан ашшĕпе амăшĕ пуçран лăпкаççĕ тейĕн. Ун чухне пушшех те патак лекет-ха хăйне, Çĕр хута ют каччăсемпе машинăпа янкăлтатса çӳретĕн тесе...
— Юнашар ларма именетĕр-им, е ман çине питех те кӳренсе тарăхни халĕ те иртмерĕ? — шухăшне татрĕ Лена сасси. — Ун пек чухне сивĕ шывпа çăвăнаканччĕ ман асатте, — шăлне йĕрчĕ вăл. — Эпир çăвăнса илтĕмĕр пуль. Эппин, тарăхни те иртнĕ.
Багажникра Миколăн улăштарса тăхăнмалли япаласем выртаканччĕ. Кирлĕ пулать тесе шортипе футболка яланах илсе çӳрет. Анчах халь хăй кайса улăштарса тăхăнсан Лена тата Аликпа Наташа мĕн шутлĕç? Единоличник, акă кам пулса тăрĕ вĕсен умĕнче. Ленăна илсе парсан? Çавах тăхăнмасть, пĕрре пăхсах паллă. Тата вĕсем ăна пысăк, тăхăнсан ăшĕнче çухалса та кайĕ. Çавăнпа пуçне килнĕ шухăшне пăрахăçларĕ те хĕр çумне ларчĕ.
— Сиксе чĕтреме пуçличчен çынсем пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе ăшăнаканччĕ, — çак самантпа усă курмасăр юлать-и Алик? — Эпир Наташăпа типĕ çынсем, сире хамăр çума тĕршĕнтерсе ăшăтаяс çук ĕнтĕ. Иксĕр пĕрле йĕпеннĕ, иксĕрех ăшăнăр. Юнашар ыталанса ларас тесе сăлтавне тупма пĕлеççĕ тата... — Миçе йĕп тирнĕ-ши ун чĕлхи çине? Вăрманта асăрхамасăр çăварне уçса çывăрнă пулĕ, чĕрĕп кĕрсе кайнă та каялла тухайман...
Микола тин хăй кăштах чĕтреме пуçланине туйрĕ. Анса ларма хатĕрленекен хĕвел пайăркисем халĕ тек ăшăтаймаççĕ, ăна шанмалли çук. Япалисене хывса пăрнă пулсан та вĕсем вĕр типĕскерсем мар çав. Лена, ав, çаплипех ларать. Ăна сивĕ мар-шим? Блузки çăт çыпçăннă та ун кĕлетки çинчи пĕтĕм йĕрĕ палăрать. Тӳрех паллă, шăннă ĕнтĕ, эппин Микола хăй çумне тĕршĕнессе кĕтмест-ши?
— Кунта хамсăр пуçне никама шанмалли те çук пуль, — сасартăк таçтан хăюлăх пухса персе ячĕ Микола. — Лена, кил хам çумарах, тĕршĕн, ак, час ыталаса илетĕп те машина ăшне хупатăп.
Çак сăмахсене мĕнле каланинчен Микола кайран, темиçе çул иртсен, пĕрре мар шутласа тĕлĕнетчĕ. Анчах ун чухне, Атăл хĕрринче, шыва чăмса хĕр умĕнче намăс курсан хăй çапла калаçасса кĕтменччĕ. Шалти темле туйăм çак алхасуллă çамрăк хĕре мĕнле пусарас, тавăрас тесе илĕртрĕ пулинех. Çавăнпа Лена çумне ларнă-ларманах ăна туртса илчĕ те ыталарĕ. Çакна курса тăракан Аликпа Наташăн тем калама хатĕрленсе уçăлнă çăварĕсем шанках хытрĕç. «Вăт парать те именчĕк Микола!» -тесе шутларĕç ĕнтĕ вĕсем. Вăл вара кăшт çеç ирĕлсе каятчĕ. Шыва сиксе тухнă хĕр çапла вĕри пуласса шутланă-и? Пачах та. Самантрах кĕлетки тăрăх хĕртен килекен асамлă вĕри хум чупса саланчĕ, Ленăна татах та хытăрах ыталаса чăмăртама хистерĕ. Анчах пур туйăмăн та хăй вăхăчĕ пуррине яланах астăвакан Микола хăйне чарчĕ. Халех ытла шала кĕрсен вечеринка хыççăн тем-ха унта. Ав, Алик пластмасса стакансене шампань эрехĕ тултарчĕ, вĕсен еннелле тăсрĕ.
— Пĕр тумлам сыпман-ха хăйсем, тата пĕр-пĕрне иккĕмĕш хут кăна куратпăр теççĕ, ыталанма та ĕлкĕрчĕç, — терĕ пĕр стаканне Миколăна, теприне Ленăна тыттарса. — Эпир Наташăпа пĕр-пĕрне çур ĕмĕр пĕлетпĕр, халĕ те чуп туса курман.
«Çапла пуль, — ăшĕнче ахăлтатрĕ Микола. — Эп Лена патне кĕрсен машинăра ыталанакансем камсемччĕ-ха? Калаçан та вара, халиччен чуп тунипех çырлахман пуль-ха».
Шампане хĕрсен сывлăхĕшĕн, çут çанталăк илемĕшĕн ĕçрĕç. Микола тытса кăна пачĕ. Çак тарана çитсе те руль умне эрех-сăра сыпса ларман вăл. Ку йăлана нихăçан та пăсмастăп тенĕ пĕрре, сăмахне тытасах тет.
— Ай-уй, ĕçмен каччăсем те пур иккен çĕр çинче? — ун ытамĕнчен хăтăласшăн пек хуллен турткаланса тĕлĕннипе çăварне карчĕ Лена. Саккускă тесе Болгари пăрăçне нумайрах хыпмарĕ пуль те?
— Сире киле йĕркеллĕ илсе çитересшĕн, çавăнпа, — терĕ йăл кулса Микола.
— Кам каларĕ паян киле каятпăр тесе? — Наташа Алика аллинчен тытрĕ. — Тепрер черкке шур эрех яратпăр та, пире нимĕнле кил те кирлĕ мар. Кунтах мĕнле ырă.
Çук, кусем каçа çакăнта ирттерме тахçанах калаçса татăлнăскерсем. Миколăна çураçма шутлаççĕ. Шăпах çапла, хăть мĕнле Турă, анне ячĕпе тупа тусан та. Çак шухăш пуçран паçăртанпах кайманран каччă чĕри яштах турĕ. Чăнах! Çавăн пек тухать вĕт! Ăхă, комеди лартса ларасшăн эппин ăна. Юрать, тĕп рольне кам вылĕ, курăпăр. Анчах Микола çак каç кунта иртекен пăтăрмахра хăй тĕп вырăнта пулмасса тахçанах пĕлнĕн çак шухăш пуçа пырса кĕрсен кăштах хумханса илчĕ те лăпланчĕ. Ăна вырăнтан хускатма çăмăл маррине Алик пĕлет-ха. Апла, мĕншĕн çак вăййа тапратма тĕллев тытнă вăл? Лена качча кайнăскер марччĕ-и-ха? Ун сылтăм аллинчи вăта пӳрнинче çĕрĕ пурччĕ. Çапла, мĕн те пулин куриччен чи малтан çакна асăрхарĕ Микола ун чухне. Юриех тăхăнса çӳремеççĕ ĕнтĕ вĕсем. Тен, яла кайнă чухне юттисем ан çулăхчăр тенĕ? Аха, качча кайнă ку, упăшки пур, эппин, çыхланма хăрушă тата тем те пĕр. Хăйсене хӳтĕлемелли темле меслет те шыраса тупĕç хальхи хĕрсем. Çĕрĕ тăхăнниех инкекрен хăтарсан! Паян вара ун пӳрнисенче нимĕн те çук. Кунта темле вăрттăнлăх пытаннах. Серепене çакланиччен малтанах пуç тавралла питех те лайăх çавăрмалла мар-ши? Халех авланмалла мар тесе тупа тунă вĕт-ха эс. Çамрăк-ха, пурнăç йĕрĕ çине ӳкмен, Ирина йăмăкне качча парас-ха малтан тесе каланăччĕ ашшĕне пĕррехинче. Эппин, сăмаха тытмалла. Ăна çилпе вĕçтерсен арçын юлашки кăна пулăн.
Çак вăхăтра юлташĕ стакансене каллех тултарчĕ. Хальхинче Алик вĕсене шурă эрех ячĕ. Микола çавах ĕçес çуккине туйса виçĕ стакан кăна хатĕрлерĕ, тусне вара минерал шывĕ ярса пачĕ. Хĕрсем тута тăснине асăрхарĕ Микола, анчах мĕн тăвăн, унăн киле йĕркеллĕ çитмелле. Тата питех ĕçсех каяканскер мар вăл. Сайра-хутра, ывăнсан-тусан пĕрер черкке яркалать. Урăх çук. Çуран чухне туйра е салтак ăсатнă, çуралнă кунсенче пĕрер сыпса парĕ — çитнĕ. Мĕн усси пăру пек лĕрккесе лартнинчен тесе шутлать вăл. Хĕрхенет çавăн пек анрашакансене. Эх, ирхине тăраймаççĕ вара, пуçĕсем кунтăк пек ĕнтĕ. Ĕçе çитсен те руль умне лараймаççĕ хăшĕсем. Мухмар шăршине ирттерес тесе тем те пĕр чăмлаççĕ. Вĕсен ĕçĕнчи миçе çын çул çине анкă-минкĕ тухса ГАИ инспекторĕсен аллине лексе правасăр тăрса юлчĕ ĕнтĕ. Микола ухмахах мар-ха ун пек хăтланма. Хĕрсем калĕç вĕсем, пурне итлесен чăнкă çыран умне сиксе тухасси те ним мар. Вара унтан ӳкмелли кăна юлать. Паян пĕрре йăнкăр-янкăр анса кайса курчĕ те ĕнтĕ.
Йĕпе тумĕ витĕр хутса кăларнă кăмака пек вĕри çапакан Ленăна хăй çумĕнчен пачах уйăрас килмесен те Микола кун пек нумаях ларма май çуккине чухласа хĕр пилĕкĕ çинчи аллине пушатрĕ. Çак темиçе минут хушшинче каччă ытамĕнче вылямалла евĕр кăна пулнă хĕр кун пеккине кĕтмерĕ те пулмалла: Микола ăна татах ыталаса ларать тесе ĕмĕтленнĕ-ши мĕскĕн хĕр чĕри — ун çине тайăнса кĕлетки çемçелнĕрен алă пушансанах хыçалалла сулăнса каям пек турĕ.
— Эс ыйха путман пуль те, — аллине хĕр çинчен пачах илсе тӳрленсе ларса кăнттамăн персе хучĕ каччă. — Мана кун пек ларма меллĕ мар. Ан ятла ĕнтĕ, тепĕр чухне ыталăп, шурă шăлĕсене кăтартса йăл кулчĕ вăл.
Спектакль кăтартма хатĕрленеççĕ пулсан, унти пĕр тĕп рольне харсăррăнах йышăнмалла, кутăн ача пек юнтарса ларнипе нимĕн те тухмасть.
Тĕрĕс калать тата тепĕр чухне Алик!
Шампань эрехĕ хыççăн шуррине тутансан çын хăвăртрах йăвашланать теççĕ те, Алик хăйне чиперех тыткалани курăнать-ха, Ленăпа Наташа пичĕсем вара самаях хĕрелчĕç. Вĕсен пуçне кайрĕ пулмалла сыпнă хаяр шĕвек. Калаçăвĕ те паçăрхи мар, тыткаланисем те çемçелнĕн курăнаççĕ. Алик çакна курса-сиссех тăрать — кăштах ун-кун çинчен сăмах выляткаласанах татах тепрер стакан тултарчĕ те хĕрсене сĕнчĕ. Лена хальхинче те турткаланмарĕ, тытнă-тытманах стакана çавăрса хучĕ. Наташа вара темиçе хутчен йăлăнтармасăр ниепле ĕçеймерĕ. Паллă ĕнтĕ, ун каччи юнашар, ăна çураçмалла мар, хăюлăх кирлĕ мар вĕсене. Йĕпе чăх та мар вăл тата Алик шăнса чирлесрен ĕçмеллех тесе хистесе ларнине итлесе пĕр сумсăр стакан хыççăн стакан пушатма. Лена вара Миколăпа питех çывăхах паллашас тесе хăюлăх пуçтарать-ши эрех ĕçсе? Ытла ун пекех ирĕкленмесен те юрать ĕнтĕ, Микола ĕçекен хĕрсене кăмăлламасть. Çакăн пек хитре хĕрсем ӳсĕрри тата пушшех кăмăллă мар. Куç хывнăччĕ-çке ăна пĕрремĕш хут курсан! Вăт мĕнле йăнăшатăн иккен пурнăçра! Çак кĕрекере саркаланса ларса тата тепĕр хутчен курса ĕненмелле иккен кампа çыхланнине. Халĕ хĕр иккĕмĕш стакан тĕппипех пушатнă хыççăн темшĕн ун чунĕнче çав Ленăна пĕрремĕш хут курнă чухне çуралнă туйăм вĕçсе тухса çухалчĕ пек. Ун умĕнче вăл хитре урисене юриех илĕртмелле куç кĕски тĕлнех пăрса хунă хĕр мар. Кам? Хăш спектакльте мĕнле роле вылякан чаплă артистка? Халĕ те вăл кĕске сăран юбки айне ниепле те пытарайман урисене хăй айĕнчи ал шăлли вĕçĕпе витесшĕн хăтланать. Анчах вăл резина мар, тăсăлмасть. Те лайăхмарланать ĕнтĕ каччăсем умĕнче урисем ытла та ирĕккĕн курăннăран? Наташăнах ав нимĕнле именӳ таврашĕ те çук. Ларнă та пĕрре Алик çумне, ура таçта çитичченех курăнать-и, кăвапа тухса кайнă-и — ним те мар. Улаха килнĕ-çке, эппин, мĕнрен тата камран вăтанмалла? Çаппа-çарамас авкаланса-хуçкаланса тем те пĕр кăтартни мар-çке.
Тĕлĕнмелле, хальччен таçта та пулса курнă, темле ушкăнра та ларнă, анчах икĕ хĕрпе пĕр каччă /хăйсăр пуçне/ çур сехетрех пĕр кĕленче пушатса хунине курман. Çак хушăра Наташа Алик ытамне шанчăкла кĕрсе ӳкрĕ, каччи сарнă «уçланкă» еннелле мĕн те пулин илсе хыпас тесе туртăнас пулсан та ăна кăштах сирмелле. Наташăна нимĕн те кирлĕ мар. Чим, футболкине туртса хывманни кăна мар-и-ха вăл? Кăвапи курăнмаллах çĕкленĕ. Тата пăртак та — икĕ пысăк çăмха сиксе те тухĕç. /Наташăн кăкăрĕсем хăйне кура мар çаврака та пысăккине паçăрах курса палăртнăччĕ Микола./ Пăчă тейĕн. Ăна кура лайăхах хĕмленсе çитнĕ Лена çĕр-çĕр ыйту паллиллĕ куçĕсемпе Миколăна пăталать. Выçса çитнĕ анчăк мар-и эс? Çак ыйтуллă куçсенчен кăштах та пулсан хăтăлас тесе Микола ура çине тăчĕ те машина патне утрĕ. Час тапратĕ те вĕçтерĕ вăл кунтан! Хăть мĕнле çитĕр килĕрсене.
Икĕ-виçĕ утăм турĕ-ши — çунтарса ярасла вĕри алăсем мăйран ытапаса илчĕç, пĕçертекен сывлăш хумĕ çӳçентерсе вĕрилентерчĕ. Лена! Чăтаймарĕ, Микола чăнах та ларса кайĕ те тек таврăнмĕ тесе шутласа пуçарăва хăй çине илес терĕ-ши?
Эпир кансĕрлетпĕр пулас кунта, — илтрĕ Микола Наташа сассине. Çавранса пăхас терĕ — Ленăн çунса тухасла пĕçерекен тути унăнне шыраса тупрĕ. Тĕнче çаврăнса кайрĕ, ура айĕнчен çĕр тухса вĕçрĕ. Вĕлерет! Пĕр намăс-симĕс те çук. Алик чăхлатса кулса ячĕ, Наташа ал çупать пулас — пурте таçта вĕçсе хăпарчĕç. Микола урисем утманнине туйрĕ. Ăçта çухалчĕ упа пек вăй-хăват? Пуçĕ сасартăк çаврăнса кайнипе минрерĕ пулин те хăлха хĕррипе Аликпа Наташа «кайрăмăр» тенине, Лена вара ăна татах хыттăнрах ыталаса пăчăртанине туйрĕ. Çырăнман спектаклĕн пĕрремĕш пайĕ çапла ăнсăртран тĕпсĕрлĕхе пăрăнса вĕçсе кĕрсе кайрĕ те куç умне сасартăк килсе карăннă хура каркăçпа вĕçленчĕ.
* * *
Аликпа Наташа тĕплĕн ăнлантарчĕç ăна хальхинче мĕн тумаллине, /Театрта ĕçленĕ чухне тĕп режиссер та роле сцена çине кăларма кун пек вĕрентмен пуль./ Лена килĕшесшĕн мар пулса тем пекех турткаланчĕ, анчах тусĕсем ăна парăнтарчĕçех. Пĕрре кĕнĕ шыва тепре чăмас мар тетчĕ Лена, хăçан та пулсан Микола, тен, хăех ăна шыраса тупĕ? Çук вĕт, яхăнне те ямарĕç лешсем, вăт вĕсен çак самантрах пĕтĕм ĕçе туса пăрахмалла. «Эс ан хăра, Микола мана итлет, — терĕ Алик яланхи пекех шăлне йĕрсе. — Ман ăна валли препарат пур! Ăна йăпăр-япăр çĕнтерейместĕн. Мĕн те пулсан урăххи, вăрттăнни кирлĕ. Ярса паратăп та — вăл веçех санăн пулать. Кайран хăть мĕн пултăр, пĕтĕмпех хам çине илетĕп. Сан пек хĕр çине те ăшă куçпа пăхмасан эп ăна хам туссен шутĕнчен чĕрсе пăрахатăп». Пăхман хĕвеле тем тусан та пăхтарма çуккине пĕлет Лена. Анчах ку хĕвелĕ пĕлĕт хыçĕнчен кăштах тухса йăл кулмарĕ-и? Çакна астуса Лена килĕшрĕ. Мĕн пулать те мĕн килет, пĕтнĕ пуçăм пĕттĕрех, енчен те май тухмасан вăл çак хуларан та тĕнче хĕрне тухса кайĕ. Никама курас, илтес те мар. Кĕрепле çине пĕрре пусса курчĕ вăл, хытах лектерчĕ, тепре ун пек хăтланас килмест те çав... Анчах чун-чĕрене мĕнле хушăн, вăл хăй хыççăнах сĕтĕрет. Миколăна курнă хыççăн...
Шăнкăрав пулсанах ку çын Микола иккенне Лена чĕрипе туйрĕ. Акă вăл, алăк умнех килчĕ. Пушă хваттер, никам та çук, ыталаса чăмăрта та каласа пар пĕтĕм туйăмусем çинчен. Арçын пĕрре хĕрарăм ытамне лексен... Парăнать, ăçта кайса кĕтĕр вăл! Лена пек хĕрарăм умĕнче те арçын сăмсине усса тăрсан? Çук, çул çине тухсанах ун çине хăмăр куçĕсене ывăтнă каччă халĕ унран пăрăнĕ-и? Нимĕнпе чарма çук туйăм тапать чунра. Ăçта кайса кĕрес? Нивушлĕ вăлах? Чăн та, Наташăпа Алик пек çураçтарма пĕлекен çын çук тĕнчере. Лери театр артисчĕсем мар кусем. Эппин, чăн та, пурнăç малалла йĕркеленсе кайĕ? Тем пекехчĕ; Пĕр самант алăка уçма тăхтарĕ çамрăк хĕрарăм. Шалти туйăмĕсемпе кĕрешрĕ те кĕрешрĕ. Уçмасан — мĕн шутлани, ĕмĕтленни пĕтĕмпех саланать, пĕтет. Уçсан вара? Палласа илеймĕ тен? Тепре шăнкăрав парсан уçатăпах тесе тăратчĕ кăна — "кайăк" темиçе хутчен вăрăммăн юрласа илчĕ. Итлемен урисемпе тăнк-танк пускаласа алăк патне çитрĕ чĕтрекен аллисемпе çăрана хыпашласа уçрĕ. Çавă ĕнтĕ, кам килтĕр тата ун патне! Эппин, Наташăпа Алик пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хăтланаççех, Ирхине Наташăпа сире ун патĕнче кĕтĕпĕр терĕç Алика хĕрсем, анчах Лена темле тăрăшсан та унта кайма хăват çитереймерĕ. Ăçта çухалать ун тепĕр чухне татса каякан пĕве шывĕ пек харсăрланса юхакан хăюлăхĕ? Çук, паян ниçта та каясси пулмасть тесе тусĕ патне каччăсене кĕтмĕ каймарĕ, ĕç хыççăн тӳрех киле таврăнчĕ. Наташа кунне темиçе те шăнкăравласа ун кăмăлĕпе кăсăкланчĕ, каланă вăхăта çитмесен тустаратăп пĕрре теçе ятлаçам пекки те турĕ. Итлемерĕ Лена, намăса çухатас марччĕ терĕ ăна шалти туйăмĕ. Хыççăн чупнă пекех пулать те-ха. Мĕн, хĕр сăпайлăхĕ пачах та ирĕлсе çухалнă тесе шутлаччăр-и? Кăмăл пулсан, Микола Аликпа Наташа хатĕрленĕ вечеринкăна пыма килĕшсен, тен, кунта килĕç? Ун чухне вара, тен, сасартăк каччă чунĕнче мĕн пуррине пĕтĕмпех каласа парĕ те, ниçта каймасăрах çак алăк умĕнчех е ĕмĕрлĕхех уирăлса кайĕç е?..
Пер кана Миколăна куçран пăхса тăчĕ вăл ирĕлчĕ, путрĕ унра. Ак вăл, ун çуррийĕ. Ăна никама та памĕ. Паçăр шутланă тĕллевне пурнăçа кĕртме темиçе çеккунт кăна кирлĕ. Анчах çав пăхăнтарас йăла ăçтан тапса тухать-ши? Çук вĕт, кунта та пулсан тутине тăсрĕ, йĕркеллĕ паллашса пĕтмен çынна кӳрентерчĕ, Наташăпа Аликăн «генеральнăй планне» пăсса хучĕ. Çук иккен, Микола чĕринче те пушă вырăн юлман. Ахальтен пĕрре алăк патĕнчен пăрахса кайнă çын тепре таврăнмĕ. Ку — шăпа.
Атăл хĕрри, Атăл хĕрри... Тĕнче çыннине тĕл пултаратăн, пĕрлештеретĕн, уйăратăн. Мĕскер шухăшĕ пырса кĕчĕ ун чухне Лена пуçне? Ăна тĕрĕслесшĕнччĕ-и вăл? Çавăн пек тĕреклĕ çын та ун пек хĕр умĕнче аптăрасан вара? Кăмăлĕ çав тери çĕкленнĕччĕ, çавăнпа тытса чараймарĕ хăйне. Мĕн пулнă — пулнă, анчах та Алик çывăх юлташне хайхи препарата ярса парасса ĕмĕрне те шутламан. Эрех ĕçсе ура çинче аран тăраканскер, Микола машинин рульне тытса Лена пурăнакан çурт умне çитнине те халĕ хăрушă тĕлĕк пек астăвать. Центнера яхăн таякан Миколăна киле мĕнле сĕтĕрсе юкнĕ-ши? Тата мĕн тума? Пуçне шампаньпе шурă эрех çапнăран пурнăçри пĕтĕм пулăм хуçи пек туйрĕ пуль çав ун чухне Лена хăйне. Такам çырса панă сценарипе каллех сцена çинче вылять-ши вăл? Вăрттăн шухăш пурччĕ çав. Микола ун пулмасан та чĕрене лашлаттарса çурса пăрахнă чипер йĕкĕтрен пĕр пĕчĕк пепке илсе юлмалла. Хăйĕн пулас пурнăçне çапла курчĕ вăл. Пурăнсан-пурăнсан, кун пекех лайăх фирмăра тăрăшсан укçи-тенки те аванах пухăнĕ. Вара хваттер илсе кунта тĕпленме те юрать. Мĕн кирлĕ ăна тата? Арçын? Пуян хĕрарăм çавна тупаймасть-и вара? Ав, шакла пуçа пĕрре сăмса пăрса кăна кăтарт — тем тума хатĕр вăл Ленăшăн. Унсăрах та шаршанĕпе хатĕрлесе хурĕ вĕсене хваттер алăкĕ умне те, офис кантурĕ умне те. Тата мĕн? Ача... Чуна йăпатса пурăнма пĕр ача. Юратман çынран çуратас килмест ăна, ак, тупăнчĕ те, Лена аллине кайăк вĕçсе кĕнĕнех. Анчах хăй тĕллĕн кĕчĕ-и вăл унта?
Ирхине Микола аслатирен тарнă пек сирпĕнсе тухса кайсан Лена ăнланчĕ: вăл ун пулас çук. Ку качча ытла та çăмăллăн çăварлăхлама май килмест. Мĕн тумалла? Чунĕ тăвăнса килчĕ ун, хурахлатса кăшкăрса хыççăн вирхĕнес терĕ — урисем самантрах тăлланчĕç. Юрамасть капла. Пуçра шухăш вĕлтлетсе илчĕ: «Ку хулара юлма юрамасть сан». Микола ун пирки халь юхха тесе кăна шутлĕ. Татах намăс курчĕ, татах вараланчĕ. Татах тухса каймалла-ши вара? Анчах ăçта? Нивушлĕ çапла ĕмĕрĕпех хăв шăпунтан тарса çӳреме пулать? Хăçан та пулсан унпа килĕшсе лăпланмалла та... Çук пуль çав, Ленăна ун пек çырса паман.
Шăв-шава илтсе тепĕр пӳлĕмри Аликпа Наташа та вăранчĕç. Лена макăра-макăра япалисене пуçтарнине курсан веçех ăнланчĕç вĕсем: ĕнерхи спектакль тахçан сцена çине сăнарсем кăларнă çак артисткăшăн вĕçленнĕ. Наташа ăна лăплантарма пăхрĕ — кăлăхах.
— Мĕн тăвăпăр халĕ? — ăçта çухалнă Аликăн ĕнерхи хăюлăхĕ, правурлăхĕ? Çулламан пăру пек тăрать вăл Лена умĕнче. Ăнланать ĕнтĕ хăй айăплине, сисет мĕскĕн чунĕ Микола ăна çапла хăтланнăшăн нихăçан та каçарас çуккине. Вăйпах юраттарасшăн пулчĕ... Ĕç тухмарĕ, Микола тухса сирпĕнчĕ. Урăхла май килтерме юрамастчĕ-им вара! Сутрĕ вĕт-ха вăл тусне, ĕмĕр каялла тавăрмалла марах сутрĕ. Çывăх юлташпа çапла тумалла марччĕ те çав... Вăл телейлĕ пултăр терĕ-çке Алик. Анчах телее вăйпах, ултавпа илеймĕн. Атăл хĕрринче «уçланкă» сарса, шампаньпе шурă эрехпе туянма хăтланчĕ вăл Микола валли телей. Малалла мĕн? Хăть çакăнтах сирпĕнсе кай, анчах пуçларăн пулсан вĕçне çитер! Эппин Лена куççулĕ çине пăхнипе пурнăç телейлĕ килмĕ. Халех тытса чармалла ăна, сулахай аллине çакланнă телейне вĕçертмелле мар, сылтăммипе çирĕпрех тытса пурнăç тумалла.
Чарчĕ ăна Алик, мĕншĕн тесен çак пулнă пĕтĕм пăтăрмахшăн хăй айăплине туйрĕ вăл. Лена телефон кĕпçине тытса такси чĕннĕ хушăра ваннăйран çăвăнса тухрĕ, Наташăна та хăвăртрах хатĕрленме хушрĕ. Çак
хушăра Лена хăй пӳлĕмне кĕрсе ларса пĕр авăк куççулĕпе çăвăнчĕ те алла хутпа ручка илчĕ. Асне килнĕ шухăшсене çырса хута тирпейлĕн тăватта хуçлатрĕ. Сĕтел çине хурса хăварас — кам вулĕ? Микола паянах кунта тепре çаврăнса çитессе чунĕ туять. Эппин, хваттер алăкĕ хушшине хĕстерес те автовокзала вĕçтерес. Çапла турĕ те. Алик пĕлет: автовокзалран вăл таçталла та васкасах ларса кайĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессинелле чупаççĕ-çке автобусĕсем, лар та кай, ăçта кирлĕ çавăнта илсе çитерĕç. Çавăнпа Лена панă хваттер уççине илмерĕ. Ют çын хваттерне мĕнле шанса илсе юлĕ вăл. Хуçисене шыраса тупар малтан тесе вăхăта юриех тăсрĕ. Чăн та, хваттер хуçисем килĕнче мар. Те пахчара ĕнтĕ. Кăштах кĕтсе пăхар тесе ларчĕç. Килмерĕç. Лена ниçта кайса кĕреймерĕ çак вăхăтра. Унăн ку хуларан халех таçта-таçта тухса тарас килчĕ. Тем пăтранса пурăнса Микола пек качча та çавăраймарĕ, сивĕтрĕ кăна. Мĕн тума кирлĕччĕ ăна Атăл хĕрри? Эрех ĕçмесĕр каччăпа калаçаймастчĕ-им вара? Тем туса хурĕччĕ хăйĕнпе Лена çав кутăнла хăтланнисене асран сирес тесе — çук çав, ун пек пулмасть.
Юлашкинчен хура «Волга» аэропорталла вĕçтерчĕ. Микола пĕр самант тулхăрса çӳресен кăмăлĕ çаврăнасса пĕлет Алик. Çавăнпа та вăхăта тăсас, Ленăна лăплантарса унпа тепре тĕл пултарас терĕ. Наташа нимĕн те чĕнмерĕ. Вăл тусĕн шуралса кайнă пичĕ, чĕтрекен тути çине пĕрре пăхса илчĕ те ăнланчĕ: кунта сăмах ытлашши. Алик шухăшланă пекех Микола лăпланса вĕсене шыраса туптăрах. Унсăрăн...
Çитсенех курчĕç вĕсем кунта Микола машини ларнине. Лена татах та хытăрах хăраса ӳкрĕ. Чĕтреме ернĕскер калаçайми, утайми пулса ларчĕ. Куçĕ умне кукша пуç сăнарĕ шуса тухрĕ тата. Мĕн тума çак вăхăтра унăн курăнса ахаль те асапланса куççуль юхтаракан çамрăк хĕрарăма тамăках антарса лартмалла? Хăйĕнпе çывăх пулманшăн, ăшшăн калаçманшăн, унăн кăмăлне тивĕçтерменшĕн чиперккене халь курăнса та пулин тавăрма шутларĕ-ши тата? Микола тата... Тен, вăл хăйĕнпе çапла хăтланнăшăн тавăрма килнĕ? Тусĕсене чĕри çурăлса каясла тархасларĕ кунтан халех каялла илсе кайма. Çук, яхăнне те ямарĕç. Кăштахран вăл Микола тĕлсĕр сулланса çӳренине курчĕ, машина ăшне тĕлĕкри пек ларнине, унта вара пĕр хускалмасăр шухăша путнине те асăрхарĕ. Эппин, тавăрма мар, Лена çак каç хыççăн Шупашкарта текех тытăнса тăраймасса чунĕпе сиссе ăна юлашки хут курма килнĕ? Тен?.. Хăй те сисмерĕ çамрăк хĕрарăм, урисем ун еннелле утрĕç. «Тапранса кайиччен çитсе каçару ыйтас...» — мĕлтлетет пуçра шухăш. Çак спектакль пуçĕпех вĕçленесси нумай юлман пек туйрĕ чунĕ. Мĕншĕн театр училищине вĕренме кĕрсе артистка пулчĕ-ши? Халĕ вара ак мĕнле сиксе тухрĕ: сцена çинче те спектакль, пурнăçра та спектакль. Вăл вара унта та кунта артистка... Хăшне тивĕçлĕрех выляса пĕтерсе пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тухмалла?
* * *
...Куçне уçсан малтанах хăй ăçтине ăнкарса выртрĕ Микола. Унтан сасартăк тăрса ларчĕ, хăй мĕн курнине ĕненмерĕ. Таçтан кĕвĕ илтĕнет, ют пӳлĕм, юнашар... нимĕн тăхăнман та витĕнмен Лена... Çывăрать. Пĕчĕк ача пек. Тин кăна амăшĕн кăкăр сĕтне çисе тăраннă ача... Çăтса ямалла чипер те чуна вырнаçмалла мар çывăхскер. Микола тепре кăшт кăна хускалтăр — çак савăнăç çухалать те. Вăл вара çумри савнийĕ вăранса тăрса ларнине тĕлĕкре курчĕ-ши — йăл! кулса илчĕ те каччă выртнă еннелле нихăçан та уйрăлас мар пек тĕршĕнчĕ, аллине хучĕ.
Анчах вырăн пушă пулнине туйрĕ пулас та, ăна картах туртса илчĕ. Кăвар çине сапнă шыв пек пăсланса кайма хатĕр Микола — час тытса тепре туртса ӳкерет те икĕ çара кĕлетке пĕр-пĕрне лексе ирĕлет. Çырăнман спектаклĕн иккĕмеш пайĕ пуль ку...
Антракт умĕн мĕн пулнăччĕ-ха? Мăя çунтаракан алăсем ыталасан Атăл хĕррипе сыв пуллашаймарĕ те вĕт. Машина патне пăрăнса утсан Лена пырса тытрĕ, çунтарчĕ, урасен айĕнчи çĕре таçта кăларса печĕ... Микола киле каясшăнччĕ. Анчах çитеймен. Аликпе Наташа та кунтах мар-и-ха? Лена хваттерĕ! Машина урамра! Асран кайнă чăваш, Микола! Миçе çитнĕ-ши? Ир пулнă. Кунта мĕнле çитнĕ вăл, мĕншĕн нимĕн тв астумасть? Тăхта, тăхта, вăл хĕрĕнкĕленнĕ Ленăна тепĕр хут ыгалам пекки тума хăтланнă чухне Алик кĕсьерен тем кăларчĕ. Пĕр аллинче Миколăна памалли минералка шывĕччĕ ун. Çывратмалли эмел... Нимĕнле май шыраса та ĕçе вĕçне çитерейменрен Алик çапла хăтланчĕ пулать апла. Вара çывратса ярса мĕн тĕллев тытнă? Нивушлĕ çак спектаклĕн çапла аталанмалла? Вĕçĕ хăçан? Ултавлă мар-и вăл?
Хальхинче хĕре тĕртсе ярсах сиксе тăчĕ Микола. Унта-кунта йăваланакан япалисене хăпăл-хапăл тăхăнчĕ те алăк патне васкарĕ. Тепĕр пӳлĕмрен харлаттарни илтĕнет, радиола темĕнле каналпа кĕвĕ шăрантарать. Алăк хăлăпне тытма ĕлкĕрчĕ кăна — халат уртнă Лена васкаса тухрĕ, алăк урлă тăчĕ.
— Каçар, — терĕ вăл пуçне усса. — Енчен те халĕ тухса кайсан — мана урăх кураймастăн. Эпĕ те кунтан, санпа пĕр вырăн пайланă хваттертен ĕмĕрлĕхех каятăп. Тем пулчĕ, çав вăрман хĕрринче уйрăлсан яла çитичченех сан пирки шутларăм, манаймастăп. Качча кайнăччĕ эп, анчах упăшкапа уйрăлнă. Нумай пурăнаймарăмăр. Ача та пулмарĕ, — тахçанах мĕн калас тенине хатĕрлесе хунăскер, пĕр сывлăшпа тăкрĕ хĕр.
«Санпа пулать тесшĕн мар-и эс?» — чутах персе яратчĕ Микола.
— Мĕн пулнă пирĕн хушăра? — хĕр куçĕнчен чăр! пăхрĕ Микола.
— Юрату, — тем самантра ыталаса илчĕ Лена каллех. — Халиччен курман та илтмен, туйман юрату.
Пуçран тукмакпа çапрĕç-ши, тĕртсе кăларса ячĕç-ши — машинăра кăна тăна кĕчĕ каччă. «Аншлаг, — минретрĕ шухăш. — Пĕр билет та çук. Вăйлă спектакль! Артисчĕсем!..» Ăçти шуйттан шăтăкĕнчен сиксе тухаççĕ ун çак çынсемпе чухне «спектакль», «артистсем», «тĕп роль» сăмахсем? Калăн, вăл çĕрĕн-кунĕн театрсене силленсе çӳрет. Мĕн тума кирлĕ ăна, Миколăна, пурнăç пирки кăна шутлакан çынна, çав сцена çинче исскуствăлла хăтланни? Унсăрах вăхăт çитмест, тата çавăнта çитсе суя япаласем пăхса лармалла ун. Амăшĕн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçа кĕменнипе те пушшех кураймасть вăл çак искусство çыннисене. Лена артистка мар пуль те... Вăл кам, ăçта ĕçленине те ыйтман. Те кăмăл пулман, те вăхăт çитмен.
Хваттерти алăк патĕнче выртакан машина çăраççине куç хӳрипе асăрхаса илнĕскер хăпăл-хапăл «Жигулие» хускатрĕ те руле кăнттамăн çавăркаласа çул çине тухрĕ, общежити еннелле вĕçтерчĕ Микола. Çитсен вăшт-вашт! пӳлĕмне хăпарчĕ, вырăнĕ çине тăсăлса выртрĕ. Шухăша путрĕ. Акă ăçта илсе çитерме пултарать иккен вăл пурнăç тени! Унталла-кунталла çаврăнса пăхма ĕлкĕриччен хĕр ытамне кĕрсе ӳксе ун вырăнĕ çинче çĕр каçма та пултарчĕ. Халиччен пĕрре те кун пек сиксе тухманччĕ-çке. Пач хĕр ыталаса курман мар-ха, анчах ыйхă эмелне ĕçтерсе ним туйми туса çĕр каçма хăварни вара — тĕлĕнтермĕш. Алик хăех шутласа тупнă-ши çакна е Лена ыйтнă.
Кун пек выртнипе ним усси çуккине туйса хăпăл-хапăл сиксе тăчĕ, çиелти тумне труççи таранччен хывса персе душа тухса вĕçтерчĕ. Унтан каялла чупса кĕчĕ, ал шăлли тупрĕ, каллех пӳлĕмрен вут пек тухрĕ. «Тасалмалла, хăвăртрах çăвăнса тасалмалла!» — мĕлтлетрĕ ун пуçĕнче пĕр шухăш. «Мĕншĕн çав териех пĕрхĕнсе тухрăн Лена патĕнчен? Тен, хăвăн телейрен тартăн?» — хыçран хăвалать тепри. Юри тенĕ пекех тата душра сивĕ шыв çук иккен. Вăт тамаша, кунта та ăна вĕрипе кăна ăшалантарасшăн. Пĕр ăнмасан нихçан та латти çук çав. Урăх çынпа çакăн пекки пулса иртнине пĕлсен Микола çапса пăрахсан та ĕненмĕччĕ, камит каласа паратăн тесе кулса вилĕччĕ. Халь ак хăй çак мыскарара çаврăнать те, ăçта кайса кĕрĕн, ĕненмех тивет.
Каллĕ-маллĕ кумса çӳресе капланнă тарăхăвĕ чакма пуçларĕ. Пӳлĕмĕнче унта-кунта персе пĕтернĕ тумĕсене пуçтарса çумалли япаласем патне хучĕ, шифоньертан урăххисене кăларса тăхăнчĕ. Хăй тĕрĕс мар хăтланнăшăн вĕчĕрхенмерĕ ун чунĕ, Алик çапла тунăшăн, хăйне улталанăшăн нихçанхинчен хытăрах тапрĕ чĕри. Халь пуçтарăнса Лена патне кайса юлташне тытса лăскас, хăйне панă эмеле ывçипех ĕçтерес килчĕ. Халь те унтах Наташăн вĕри ытамĕнче рехетленет пуль-ха. Анчах шухăша кайрĕ те... кам айăплă вăл çапла çулламан пăру, мемме пулнăшăн? Вăл айваннине пĕлсе юлташĕпе хĕрсем çапла хăтланчĕç вĕт! Эппин, халиччен хăйне пур çĕрте те асăрхануллă тытакан Микола тесе шутлани ирхи тĕтре пек Атăл тăрăх саланчĕ. Вăхăт пăхрĕ: тăхăр сехет иртнĕ. Çук-ха, хальччен анраса выртмаççĕ пулĕ Аликпа Наташа, Ленăн та вырăн ăшăтасси пирки асра та çук пуль-ха. Йĕрсе куççулĕ те юлмарĕ пуль. Пур тарăхăва пусарса ун патне çитсе каçару ыйтмаллах. Кайран мĕн пулать те мĕн килет, Лена пек хĕрсене кӳрентермелле мар. Пĕрле пулĕç-и, çук-и — ун пирки халĕ шухăш çук, анчах вăл Микола асĕнче хăть мĕнле пулсан та ăшă йĕр хăварнă. Тен, çав ăшă йĕре вĕрилентерме те пулĕ? Атăл хĕрринче мĕн хăтланни, турткаланмасăрах эрех ĕçни пирки пуçа ватни вырăнлă мар халь. Туртать çав Лена патне, темле хăватпа тапса туртать хĕр Миколăна. Киревсĕррĕн тарса тухни ун кăмăлĕ путсĕр иккенне тепĕр хут çирĕплетни мар-ши? Тахçан пĕрех шыраса тупатăп тесе тупа тунăччĕ мар-и хăй умĕнче Микола? Çавна халь хăех чăна кăлараймарĕ вĕт. Тĕл пулса хутшăнусене майлаштармалла кăна пекчĕ те...
Машинне тапратмарĕ Микола, çитес çĕре çуранах çитес терĕ. Шăмат кун пулнăран-ши, урамра халăх питех те сахал. Гастроном умĕнче ват хĕрарăмсем чечексем сутаççĕ. «Илмелле Лена валли, чечек çыххи курсан темĕнле хĕр чĕри те ирĕлĕ», - хăй паян пĕрремĕш хут чи ăслă шухăш тупнăн хĕпĕртерĕ ăнăçсăр каччă. Çул урлă каçрĕ те чи хитрине суйларĕ. Хаклашмарĕ те, кĕсьери мĕн пур укçине кăларса тытарччĕ кăна. Хĕпĕртенĕ карчăк ун хыççăн телейлĕ куçĕсемпе пăхса юлчĕ. Тен, паян вунă чечек çыххи сутсан та кун чухлĕ укçа тăваймĕ вăл? Ун хаклашмасăр сутăннă чечек çыххийĕ вара телей сукмакне такăрлатма пулĕ? Туянакан питех те пăлхавлă сăн-питлине асăрхарĕ çав карчăк.
Лена подьезчĕ патне çитиччен вунă минут çеç иртрĕ пуль. Гастроном умĕнченех курчĕ-ха унтан хура машина тапранса кайнине. Чĕри теме систерсен те çакна вырăна хумарĕ. Хулара кашни çурт умĕнчен вун-вун; машина хускалать пуль ирсерен, пурне те шута хурсан.
Ĕнер пулнă хута вĕçнĕ пек хăпарчĕ, кирлĕ хваттер шăнкăравне алли; хăех шыраса тупрĕ. Куçĕсем вара алăк хушшине хĕстернĕ пĕчĕк хут татăкĕ çине тĕллерĕç. Шăнкăрава пусрĕ вăл, шанчĕ кам та пулсан алăк уçасса, мĕншĕн тесен вуламасăрах ăнланчĕ çав хут çинче мĕн тата ăна кам, кам патне çырнине. Пĕрре... иккĕ... пилĕк хутчен. Хваттерте сас çук, çара унчченхи пек шăнкăлтатса уçăлмарĕ. Чечек çыххи тытнă алли ураинелле усăнчĕ, шăнкăрав пусни хут татăкне илчĕ.
«Савнă тусăм Микола, — вуларĕ вăл çак пĕчĕк кăна хут татăкĕнчен тем хăрушă япала сиксе тухассăн йĕркесене куç хӳрипе кăна тинкерсе. — Эсĕ çак хваттер алăкне тепре килсе шаккасса темшĕн чĕре систерет. Анчах кунта мана тупаймăн. Эпĕ санпа выляс теменччĕ, каçар çапла пулса тухнăшăн. Пĕлмен эпĕ Алик ун пек хăтланасса. Мĕн пĕчĕкрен артистка пулма ĕмĕтлентĕм те чăнахах та сцена çине тухма пултартăм. Эпĕ артистка. Эпĕ санпа вылянă пек туйрăн пулĕ. Тĕлĕнмелле, анчах ку хутĕнче выляймарăм. Вăйă мар, чăн-чăн пурнăç пулчĕ маншăн санпа иртнĕ икĕ тĕл пулу. Арçурирен тарнă пек тухса кайсан спектаклĕмĕр вĕçленнине туйрăм. Çавăнпа санпа ĕмĕрлĕх сыв пуллашатăп. Санран мĕн илмеллине илтĕм. Ун пирки нихăçан та пĕлеймĕн. Мана ан шыра, пĕрех тупаймăн. Сывă пул. Салампа саншăн чĕри кĕлленнĕ Лена».
Чечек çыххи урайне ӳкрĕ, Миколăн пуçĕ усăнчĕ. Шутланă пекех, спектакль иккен. Анчах сцена çинчи мар, чăн пурнăçри. Лена та чăн-чăн артистка. Тĕп геройĕсем камсем, çапла пуçланмасăрах вĕçлемчĕ-ши, халăх курмасăрах чаршав хупăнчĕ-ши? Унпа вылярĕç кăна. Иккĕ курнипех чун-чĕрине канăç паман кăвар сапса хăварнă Лена-артистка, тахçан çывăх тусĕ тесе шутланă Алик тата Наташа. Микола Ленăпа пĕрремĕш хут тĕл пулсанах ясар шухăшпа пăтраннăччĕ, çак чипер пикепе ешĕл вăрманта пĕр самантлăх кăмăлне тивĕçтересшĕнччĕ. Чим-ха, пĕрремĕш хут тĕл пулсанах... Пĕрре кăна курнă-ши ăна Микола? Çук, чăнах. Лена вара ăна? Çак иртнĕ пĕтĕм пулăма такам аллипе хитре сценари çырса хатĕрленĕн туйăнчĕ качча. Чăнах çапла мар-и? Эппин, Лена ăна икĕ хутчен кăна курман, маларах та асăрханă. Мĕншĕн Наташăпа Алик шăпах ун патне илсе кйлчĕç, вечеринка ирттерме Ленăна чĕнчĕç?..
Микола хĕр кӳршисем патне шăнкăравларĕ. Анчах кунтан та никам сас памарĕ. Шăмат кун килте лармалла пек-çке? Çак самантра ун пуçне сасартăк килсе тапăннă урнă вĕлле хурчĕ пек шухăш вĕçсе кĕчĕ: «Аликпа Наташа ĕçĕ ку! Мĕнле парне илтерчĕç вĕсем Ленăна манран? Нивушлĕ?..»
Хăй çапла шутлама пултарнинчен пуçне сулсах тĕлĕннĕ каччă чечек çыххине Ленăн хваттер алăкĕн хăлăпĕ çине майлаштарса хĕстерчĕ те картлашкасем тăрăх шăкăлтаттарсах чупса анчĕ. Урама тухсан пĕр авăк сывлăша тарăннăн туртса сывларĕ. Иртсе çӳрен çын ун кăвакарса-шуралса кайнă сăнне курсан сехри хăпнипе тӳрех «васкавлă пулăшу» чĕнме чупĕ. Юрать никам та курăнмарĕ.
Пĕр хушă çапла тăрсан Микола общежити еннелле чупрĕ. «Хăвăртрах! Хăвăртрах!» — пĕр сăмах кăна тӳнклеттерчĕ пуçне. Пӳлĕмне çил пек хăпарса машина докуменчĕсене, çăра уççисене илчĕ те çавăн пекех каялла анчĕ. Васканипе машинăн питĕрнĕ алăкĕ те уçăлмасăр тарăхтарчĕ. Нумай шутласа тăмарĕ — туртрĕ те алăк шăлтăр-палтăр уçăлса кайрĕ. Тепĕр çеккунтранах «Жигули» выç кашкăрла уласа ячĕ, урапасене чĕре çурмалла çухăртса вырăнтан тапса сикрĕ.
Чи малтанах автобус вокзалне вĕçтерсе çитрĕ Микола. Кĕрсе тухман пӳлĕм-зал, тăсесе сăнаман çын хăвармарĕ пуль, анчах Лена курăнмарĕ. Чĕрипе туять каччă: хĕр инçете кайма тĕллев тытнă, анчах халех тарма ĕлкĕреймен-ха. Вокзалтах пулмалла, анчах хăшĕнче? Тен, чукун çул... Темиçе минутранах ун «Жигулийĕ» кунта çитсе чарăнчĕ. Темиçе хут та кĕрсе тухрĕ вăл халăх хĕвĕшекен вокзала, перрон тăрăх каллĕ-маллĕ кумрĕ, çук, шыракан хĕр курăнмарĕ. «Справочная» тесе çырнă чӳрече патне пырса юлашки сехетре пуйăс ăçталла кайнине ыйтрĕ. Çӳçне тем амакĕпе сăрланă /ытла та çутă сарăран çапла шутларĕ каччă/ пике çур сехет каялла Канаш еннелле хуласем хушшипе çӳрекен пуйăс тапраннине пĕлтерчĕ. Канаш еннелле... Лена унталла çапса пăрахсан та каяс çук, мĕн çухатнă вăл хулара? Тăхта, аэропорта кайсан? Унтан тăрсан-тăрсан самолетсем вĕçкелеççĕ. Инçе çула тухасса çырурах систернĕ Лена кун пек пуйăссемпе аппаланас çук. Унăн пĕртен-пĕр транспорт - самолет çеç.
Аэропорта çитме ытла та инçе пек туйăнчĕ ăна— Юрать-ха алли-ури машинăпа çӳреме хăнăхнă, тепри пулсан паçăрах çул хĕрринчи виççĕмĕш юпана ыталаса выртĕ. Çапла каскадерла хăтланса сирпĕнсе çитрех сывлăш транспорчĕсен вокзалне. «Жигулине» сайра вĕçсе килекен пассажирсене илсе кайма хатĕрленнĕ çăмăл машинăсен ретне кайса лартрĕ те аэровокзала кĕчĕ. Касса умĕнче икĕ-виçĕ çын тăрать. Лена вĕсен хушшинче çук. Кĕтекенсен залне иртрĕ — кунта та асăрхамарĕ. Тен, столовăй-буфета çунакан чунне чей ĕçсе кантарма кĕчĕ пуль тесе унта уткаласа çӳрерĕ — усăсăр. «Эпĕ ун патĕнчен тарса кайни икĕ сехет кăна. Çак вăхăтра вăл ниепле те хуларан тухса каяйман. Вăт тăмана та эп! Мĕншĕн Аликран шăнкăравласа ыйтмарăм, тен, вăл пĕлетчĕ, ăна е Наташăна каласа хăварнă?» Васкаса тухса телефон патне пычĕ, анчах унпа шăнкăравлама май килмест. Миколăн карточка çук. «Пурнăçра чăнах та çапла килсе тухмаллаччĕ пуль, — аптăранă енне урамри сак çине тухса ларчĕ вăл. — Пăтрантăм-пăтрантăм, тен, хама пăтратрĕç, анчах каламарĕç — нимĕн патне те тăрса юлаймарăм. Тĕрĕсех калать Алик мана укçа хутаççи тесе. Пĕр тĕллевпе кăна пурнас çук çав, кашнине кирлĕ чухне ĕлкĕрсе пымалла». Шухăш хыççăн шухăш вĕçет пуçра, анчах пĕрне те вĕçне çитерме çук. Ĕнтĕ малалла ăçта каймаллине те пĕлмерĕ Микола. Халь тин Аликпа Наташа та пулăшас çук. Тата мĕншĕн пулăшчăр вĕсем, пĕрре хăйне май туса кăтартрĕç. Анчах мĕн усси пулчĕ унран? Нивушлĕ йĕркеллĕ калаçса, эрех-сăра ĕçмесĕр, ăна çывăрмалли эмел памасăр ĕçе вĕçне çитерме çукчĕ? Паллă, пĕтĕмпех паллă, çав чĕлхине ниçта чикеймен Аликах пуçарнă ку ĕçе. Ну, лекет те халь ăна. Тупать ăна паян Микола, пуçĕнчи пĕтĕм çил хăванĕ самантрах сирпĕнсе тухмалла янклаттарса ярĕ те пăрăнса утĕ. Микола аллипе тепре парсан унран çын пулмасть. Халех çапса пăрахмалла мар, тен, малашне те кирлĕ пулĕ-ха. Тульĕк хальхи пек хĕрсем тупса пама мар.
Машинăсем пĕрин хыççăн тепри вăшлатса иртеççĕ. Паянхи кун кунтан дачăсене, ялсене каяççĕ-килеççĕ пулĕ. Хула хĕррине вырнаçнăран, аэропорт тавраллах ялсем те дачăсем. Самолетсем чылай вĕçнĕ вăхăтра Микола пĕр хушă кунта пурăннăччĕ, общежити паманччĕ-ха ăна ун чухне. Тин кăна çартан таврăнса ĕçе вырнаçрĕ те тăванĕсем патне кунта вăхăтлăха пурăнма килчĕ. Малтанхи уйăхра çывăрса каяймасăр чун тухатчĕ вĕт. «Тимĕр кайăкĕсем» тата ун чухне час-часах вĕçсе килетчĕç те каятчĕç. Пуç тăрне персе анаслах туйăнатчĕ тепĕр чухне. Кунта пурăнакансем вара вĕсене хăнăхнă, хăнк та мар. Ĕçе кунсерен ыйхи тăранаймасăр килекен водителĕнчен пĕррехинче хуçи сăлтавĕпе кăсăкланчĕ. Печĕ ячĕ Микола. Тĕрĕс турĕ вĕт вăхăтра каласа. Тепĕр эрнеренех общежитире вырăн пачĕç. Çавăнтанпах унта пурăнать. Пурнăç иртнĕ май кунти лару-тăру та улшăннă ав. Кашни самантра тенĕ пек самолетсем вĕçмеççĕ, хăрушла сас çук.
Микола ура çине йывăррăн çĕкленчĕ. Пĕрер пăт пуканĕ çакса янăн йывăрланнă урисене сĕтĕрсе хаçат киоскĕ патне утрĕ. Пĕр пăхсан, ăна кунта мĕн сăлтавпа килнине пĕлмен çын тесе калама пулать: шухăшсăр сăн-пит, куçĕсем таçта тинкереççĕ, анчах нимĕн те курмаççĕ пулас. Аллисем тĕлсĕррĕн усăннă. Ялан тӳрĕ те йăрăс кĕлетки кукăрăлнă. Çын мар, мĕлке таçта сĕнкĕлтетет тейĕн. Акă вăл киоск патне çитрĕ, кăштах тăчĕ. Кунта мĕн тума килнине хăй те чухламарĕ пулмалла, каялла çаврăнчĕ, каллех тин тăнă вырăна çитсе ларчĕ. Пушă. Чунра пушă, Умра пушă... Тĕнче пушă. Нимĕн тăвас килмест. Ларсан тăрас, тăрсан ларас, утсан тăрас килнĕ пек. Пуç пăтранать, унта темĕнле шухăшсем явăнаççĕ, пĕрне те вĕçне çитиччен ăнланма çук. Кун пек те пулать иккен вăл пурнăç теми. Мĕн çухатса çапла пушанса юлчĕ Микола? Пуçтарнă укçине çухатрĕ-и, машинипе çапăнса инкек тӳсрĕ-и? Ун пек пулсан капла туйăмсем хуçаланас çук унра. Таçта шалта, пушаннă чунра та кăштах тем юлнă-ши? Вăл систерет те ĕнтĕ çакна. Мĕн-ши, нивушлĕ çавă, кашни çыннах хăй вăхăтĕнче тем тĕрлĕ нуша кăтартакан, çавăрса çапса тепре ура çине тăратакан юрату тени? Нуша кăтартманччĕ халиччен вăл Миколăна. Эппин сасартăк килсе çавăрса çапрĕ. Çĕр çине икерчĕ пек лапчăтса хучĕ. Мĕнле пуçтарăнса каялла çын пулмалла? Ура çине тăма вăхăт мар-и? Сасартăк тата пуçĕ тăнклатса ыратма пуçларĕ. Ытла нумай лекрĕ çав ăна çак 12-14 сехет хушшинче. Тен çынсем Микола çак вăхăтра тӳснине çулталăк е вунă çул чăтаççĕ? Кам пĕлет çав.
Кăштахран каччă тепре аэропорта кĕрсе пăхма шутларĕ. Паçăрхи пекех унта-кунта кăна çынсем курăнкалаççĕ. Çӳлти хутри кĕтмелли залра та çав çынсемех пулас. Кафене каймарĕ те, пĕрех усси çук тесе аллине сулса урама тухрĕ. Кĕсйине хыпаласа пăхрĕ: çук. Э-э, мансах кайнă-çке сигарет туртманнине! Хуллен машини патне утрĕ. Паллакан çынсене курас мар тесе пуçне пĕкрĕ, татах кукăрăлчĕ. Çапла руль умне кĕрсе ларчĕ те куçне хупрĕ. Унтан сывлăш çитейменнипе хăй енчи алăк кантăкне антарчĕ, каллех куçне хупса ларкăч çине сĕвенчĕ. Куç умне вокзалра ларни, кĕтмен çĕртен палламан хĕр пырса тăни, вăл яла леçсе яма ыйтни хуллен шуса тухаççĕ...
— Каçарăр та, эсир хулана каймастăр-и? — таçтан аякран кĕчĕ ун хăлхине. Мĕнле палланă та çывăх сасă! Анчах Микола йăшăл та тумарĕ. Паян вăл никама та лартса каймĕ. Тен, текех кун пек ĕçпе ĕмĕрне те аппаланмĕ.
— Тем, çывăрать-ши, анчах кĕрсе ларчĕ-çке?— татах хăлхана пырса çапăнаççĕ сăмахсем. Çăва патне мар-и сире, кайăр урăххи патне, ан кансĕрлĕр иртнине лăпкăн куçĕ умне кăларса киленсе ларакан Миколăна.
Хыçалти алăк сасси илтĕннĕ пек пулчĕ. «Туйăнчĕ çеç, питĕрнĕччĕ вĕт», — шутлас темесен те вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. «Ларăр», — терĕ пулас вăл ун чухне хĕр çине пăхмасăр. Сасартăк мăй пĕçерсе кайрĕ, вĕри сывлăш хумĕ ăна пĕрре çӳçентерсе, тепре шăнтса пăрахрĕ. Шарт! сиксе тăна кĕчĕ Микола, сасартăк пулнипе малалла ывтăнса кайса пуçĕпе малти кантăка пырса çапăнчĕ.
— Ха-ха, вăранчĕ ыйхă чăпти, — илтĕнет уçă кантăкран паллакан сасă. — Атя, тăр, киле каймалла, çитсен мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлĕн.
Микола тинех çут тĕнчене таврăнчĕ. Урамалла тинкерчĕ — Аликпа Наташа йăлтăр-ялтăр кулăпа çиçсе тăраççĕ. Кашнине пĕрер çăпала пыл хыптарнă пулас. Кĕç Алик пӳрнипе вăрттăн хыçалти ларкăч çине тĕллесе кăтартрĕ. Микола каллех ларкăч çине таянса салонри куç кĕски витĕр пăхрĕ. Палланă урасем, сăран юбка, витĕр курăнакан шурă блузка... Халиччен вăл тĕнчере те курман илемлĕ Ленăн сăн-пичĕ... Куçĕсенче куççуль тинĕсĕ капланнă. Микола тинкернине курсан вĕсем татăлса анчĕç, Лена чăтаймарĕ, качча тепре мăйран ыталаса туртăнчĕ те пуçне ун хул пуççи çине хурса татăлса макăрса ячĕ...
Çĕр çинче тепĕр çемье çуралчĕ...
* * *
Ача садĕнчен пĕчĕк ачисене алăран çавăтнă ашшĕ-амăшĕ хуллен шăкăлтатса тухать. Урам алăкĕ пĕр хупăнать те уçăлать. Çитĕннисем пĕччен кĕреççĕ те каялла кăштахран пĕр е икĕ ача çавăтса тухаççĕ. Кĕçех алăк умне тĕм хура çĕнĕ йышши "Волга" çитсе чарăнчĕ. Унтан тухнă çӳллĕ патвар арçын васкамасăр садике кĕчĕ. Чи пĕчĕккисен ушкăнне иртрĕ вăл. Кунта виçĕ-тăватă ача кăна юлнă иккен. Вĕсенчен иккĕшĕ арçын патне чупса пычĕç те: «Елена Васильевна, пире илме атте килчĕ!» — тесе çуйăхса ун çине утланса та ларчĕç. Кĕçех воспитательница та курăнчĕ.
— Ну, мĕнлерех кун ирттерчĕç паян манăн шăпăрлансем? — ыйтрĕ арçын кăмăллăн ывăлĕсене ытамран вĕçертмесĕр. — Кӳрентермерĕç-и никама та, макăрса тарăхтармарĕç-и тата? Воспитательница йăл кулчĕ.
— Николай Сергеевич, каласан та ĕненмĕр, сирĕн ачасем пеккисем курман хальччен, — терĕ шурă çӳçлĕ арçын ачана ашшĕ çинчен хăй ытамне илсе. — Садике хăвăрт хăнăхрĕç вĕсем. Эрне анчах пулсан та пĕр куççуль тумламĕ те курман вĕсен куçĕсенче.
— Чăнах калать-и воспитательница? — çирĕпрех сасăпа ыйтрĕ Микола аслăрах ывăлĕнчен.
— Эпир макăрмастпăр, хĕр ачасем мар вĕт, — терĕ ача ашшĕ урайне антарсан тумтир шкапĕ патнелле утса.
— Юрать, питĕ лайăх, аннӳне каласа савăнтаратпăр ĕнтĕ. Вăл эсир итлекен ачасем пулсан питĕ хĕпĕртет вĕт, — кĕçĕннине япалисене илме пулăшрĕ ашшĕ.
— Мĕншĕн килмерĕ вăл паян? — ыйтуллăн тинкерчĕ çулталăк çурă
тултарнă Владик.
— Вăл сире тутлă апат-çимĕçпе килте кĕтет, — пуçĕнчен ачашларĕ ăна ашшĕ.
Ачасем тумланса воспитательпе сыв пуллашрĕç те, пурте урама тухрĕç.
— Атте, эп санпа юнашар ларам-и? — ыйтрĕ икĕ çул çурăри Вова.
— Эсир пĕчĕк-ха, сире халех мала ларма юрамасть. Çитĕнсе çитетĕр те юнашар кăна мар, ман вырăна та ларăр акă, — ăшшăн калаçса утать икĕ енчен икĕ ывăлне çавăтнă Микола.
Шупашкарăн çĕнĕ кăнтăр районĕнчи çур çул каялла хута янă тăхăр хутлă çурт умне çитсен машина чарăнчĕ.
— Атте, кур-ха, асаннепе анне балкон çине тухса тăнă, — машинăран тухнă-тухман кăшкăрчĕ Вова. — Пире çухатман-и вĕсем?
— Çук пуль, эсир садикрен лайăх кăмăлпа таврăннмне кĕтеççĕ, -савăнăçлăн йăл кулса Микола Ленăпа амăшне аллипе сулчĕ. — Асанне хăнана килнĕ паян. Мĕнпе савăнтарăр-ха ăна?
— Садикре мĕнле вылянипе, — харăссăн кăшкăрчĕ те икĕ шăпăрлан юратнă çыннисене курнипе савăннăскерсем сиккипе подьездалла чупса кайрĕç.
Микола гаража кайса килнĕ çĕре пĕтĕм çемье сĕтел хушшине вырнаçма ĕлкĕрнĕ. Владик асламăшĕ çине хăпарса ларнă та хĕрсех тем каласа парать. Асли ним чĕнмесĕр ăна тăнлать. Вова вара сĕтел хушшинчен сиксе тухрĕ те ашшĕне хирĕç чупса пычĕ.
— Атте, асанне питĕ тутлă кукăль пĕçернĕ. Эсĕ ман пек чухне çавăн пеккине питĕ юратнă тет. Чăнах-и?
— Асаннӳ каларĕ пулсан чăнах вара, — ачана аллине илчĕ Микола. -Аннӳпе асаннӳне каласа патăр-и-ха садикре кун мĕнле ирттернине?
— Вова паçăрах каласа кăтартрĕ, — кухньăран тухрĕ Лена. — Владик вара халь те асламăшне тем ăнлантарать.
— Хăйсене лайăх тытаççĕ терĕ те воспитатель, çавăншăн мухтанать пулинех, — хуравларĕ Микола.
Хĕвел паçăрах анса ларнă. Садикре выляса та чупса, киле çитсен ашшĕ-амăшĕпе тата асламăшĕпе çăвар хупмасăр калаçса самаях ĕшеннĕ ачасем тутлă ыйха путнă ĕнтĕ. Миколăпа Лена тата амăшĕ телевизор
умĕнче лараççĕ. Çывăрма иртерех-ха, ыран канмалли кун, таçтах каяс çук. Çитес эрнере Микола йăмăкĕн Иринăн туй пулать те, çавна мĕнле ирттересси пирки сăмах ваклаççĕ çитĕннисем.
— Анне, эс ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ-и, каланă сăмахусем пурнăçа кĕчĕç-и? — сасартăк пуçне килсе çапнă шухăшсене сасăпах персе ячĕ Микола.
— Мĕн пирки эс, ывăлăм? — сасартăк пулнăран ăнкараймарĕ пулас амăшĕ.
Лена мăшăрĕ çине тĕсесе тинкерчĕ. Мĕн пирки ыйтать Микола?
— Ара, эсĕ ачаранпах артистка пулатăп тесе ĕмĕтленнĕ теттĕн. Пысăк сцена çинче выляс килнĕ санăн. Тата хулара пысăк хваттерте пурăнас килет теттĕнччĕ, — ыйтăвне кирлĕ мар вăхăтра пачĕ иккен Микола. Анчах халĕ каялла чакма çук.
Амăшĕ шухăша кайса телевизор çине пăхса ларчĕ. Çак вăхăтра вăл сенкер экран çинче мĕн пулса иртнине те курмарĕ пулас, ачалăхри шухăшĕсемпе пурнăçланман ĕмĕчĕсене аса илчĕ пулĕ. Чылай ларчĕ вăл çапла, пӳлĕмре телевизортан килекен сасăсем кăна илтĕнсе тăчĕç. Лена та шухăша путрĕ. Вăл тахçан Атăл хĕрринчи пек Микола çине таянчĕ те пуçне ун хул пуççийĕ çине хурса тĕлĕрнĕ пек пулчĕ. Кăштахран шăппăн пăшăлтатрĕ:
— Аннене кӳрентермерĕн-ши эсĕ?
Амăшĕ вăл мĕн каланине илтрĕ пулмалла, куçлăхне хывса аллине тытрĕ:
— Çук, кӳрентермен. Хам артистка пулайманшăн тата хулара пурăнма тĕпленейменшĕн пĕртте кулянмастăп халĕ, — амăшĕ ассăн сывларĕ. — Ун чухне пĕтĕм пурнăçа шухăшланă ĕмĕт-тĕллевре кăна кураттăм. Анчах пĕр ĕмĕт-тĕллевпе кăна пурăнма май çук иккен. Куллен иртекен пурнăç пирĕн ума тем те кăларса тăратать, çавăнпа пысăк улшăну пулассине нимĕнпе те чараймастăн. Манран артистка та пулас çукчĕ пулĕ тесе шутлатăп халĕ. Айван пулнă çамрăк чух. Халĕ аçупа иксĕмĕр пек лайăх пурăнакан та сахал.
Вăл пĕр самант шăпланчĕ те ывăлĕпе кинĕ çине пăхса кулам пекки турĕ.
— Ман ĕмĕте пурнăçа кĕртекенни эсĕ пултăн, Микола. Артистка пулаймарăм — артистка кин тупăнчĕ, хулана килсе кил-çурт çавăраймарăм — эсир, ак, мĕн пысăкăш хваттер туянтăр. Çакă мар-и пирĕн, аçула иксĕмĕрĕн, пысăк савăнăç. Ирина хĕрĕм те ырă çемье çавăрасса чун сисет ман.
Лена Микола çумĕнчен хăпрĕ те хунямăшĕ патне пырса ăна ыталарĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе питĕ килĕштернишĕн çав тери хĕпĕртет Микола. Аслă ывăлĕ çуралсан амăшĕ ялти пĕтĕм ĕçне пăрахса кинне пулăшма килчĕ. Çуратнă хыççăн ураланичченех пăрахса каймарĕ вара ăна. Микола кунĕн-çĕрĕн ĕçре пирки киле каçпа кăна çакланать. Мăшăрне пĕччен йывăр килессе чухлать вăл, çавăнпа амăшĕ пулăшма хаваспах кăмăлланишĕн çав тери савăнчĕ. Халĕ те ак тепĕр тăван амăшĕпе хĕрĕнчен те ирттереççĕ вĕсем. Час мĕн те пулин ыйту сиксе тухсан пĕр-пĕрин патне шăнкăравлаççĕ. «Артисткăсем пĕр-пĕрне ăнланаççĕ иккен, — шӳтлет тепĕр чухне Микола ашшĕ. — Юрать-ха бизнесменшăна качча илмерĕн».
Вăл шӳтлесе кăна калаçать ĕнтĕ. Лена текех сцена çинчи те, пурнăçри артистка та мар. Вăл кукша пуç фирминчен уйрăлса тухса хăйне валли тепĕр ĕç пуçарнă. Кун çинчен тата Лена Миколăпа пĕрлешни çинчен илтсен кукша пуç виçĕ кун ĕçе тухмасăр çухалса пурăннă тет.
Çакăн пирки пурне те пĕлекен Алик каласа панăччĕ. Кукша пуçа вара Миколăна та паллать иккен. Аэропортран килсен Лена унран тархасласа каçару ыйтсан тин пĕлчĕ вăл ăçта ĕçленине. Ун чухне Микола Ленăна нихăçан та каçармастăп терĕ. Мĕншĕн тесен каçармалли нимĕн те çук.
Хăйĕн çĕр питне куççульпе шăварса тархасламаллаччĕ пуль те-ха, анчах Лена ун чухне ăна çăвар та уçтармарĕ.
— Юрататăн пулсан ун пек сăмах калаçар мар тек, — терĕ çемçе аллипе тутинчен хупласа. Вĕсем урама тухасса Аликпа Наташа чылай кĕтнĕ тет. Мĕн чухлĕ — каламарĕç, хăйсем вара вăхăта пăхман.
— Юрĕ, паянлăха çитет пуль, — амăшĕ ура çине тăчĕ. — Сирĕн хăвăрăн калаçмаллисем те пур пуль-ха, эп кайса мăнуксемпе выртам-ха.
Амăшĕ çывăрмалли пӳлĕме тухрĕ. Лена телевизора сӳнтерчĕ те Ми-кола çумне пырса ларчĕ, ăна аллинчен тытрĕ. Кун каçипе ĕçлесе ывăнни самантрах иртнĕ пек туйăнчĕ çак вăхăтра Миколăна. Савнă мăшăрĕн çемçе те ăшă алли ăна çĕнĕрен çуралнă пек туйтарчĕ. Халĕ вăл тата тепĕр сменăна та тухса кайĕ. Вăрман касма кайсан пĕр делянкăна пĕчченех йăвантарса тухĕ-и тен? Авă мĕнле иккен вăл пĕр-пĕрне килĕштерни, ăнланни, пĕр-пĕрин патне туртăнни. Çавăн чухне чун çирĕплĕхне пухса Ленăна шырама чупса тухса кайман пулсан паянхи каç Микола çапла унпа юнашар ларса телейлĕ çăлтăрăн çиçес çукчĕ ĕнтĕ.
Пĕр хушă пӳлĕмре шăп пулчĕ. Уçă чӳречерен кая юлнă машинăсем çулпа вĕçтерсе иртсе шав кăларса хăвараççĕ. Микола сисмесĕрех тарăн шухăша путрĕ. Хăш вăхăтра мăшăрне ыталаса çумне ăшшăн чăмăртарĕ вăл? Лена ун çине пăхрĕ те мăшăрĕ таçта, хăй ăшне çухалнине туйрĕ. Пĕр хускалмасăр, мăшăрĕн шухăш çиппине татмасăр лăпкăн ун çине пăхса ларчĕ Лена. Мĕнле тупма пултарчĕ вăл çак ылтăн татăкне? Шутласассăн, çухатнăччĕ вĕт-ха. Аликпа Наташа сценарийĕпе хатĕрленĕ пьесăра тĕп роле ăна уйăрса пачĕç те, Лена вара ăна пурнăçлаймарĕ, çынна юрамалăх кăлараймарĕ сăнара. Кайран, вăхăт иртсен, ун чухне хăйĕн театртан чăнахах та каймалла пулнине ăнланса илчĕ. Мĕншĕн çапла чунне витерсех йышăнчĕ çак чăнлăха? Ăсталăхĕ пулманран-ши карьера пуçламăшĕнчех сасартăк тахçан чи çывăх çын пек пулнă мăшăрĕ ура хунăшăн-ши, е хăйĕнпе çавăн пек пулса тухнă хыççăн текехрен сцена çине тухма вăй-хăват юлманран-ши? Хăйне театр искусствине парăннă чăн-чăн артистка тесе шутлатчĕ. Анчах кун пек кăна сахал иккен. Ума тухса тăнă чăрмавсем умĕнче парăнмасан кăна чăн-чăн профессионала тухатăн. Вăл вара парăнчĕ те ăнман шăпи сĕтĕрсе пынăран пурнăçра та артистка пулса пăхас терĕ имĕш. Пĕччен, тăр пĕччен моноспектакль выляс кăмăл çуралчĕ-ши ун чухне? Миколăна хăй майлă çавăрас тесе ачапчалла хăтланни, ăна ăнран кăларса вырăн ăшне сĕтĕрсе кĕртсе вырттарни, кайран вара ăсран тухнă качча чĕлхе чаракне чараймасăр çĕрле унпа юрату пулса иртнĕ тесе суйни... Аса илсен? Хăраса каймалла пек туйăнать, анчах халĕ хăйсем мĕнле пурăннине, ун чухне Микола ăна шыраса тăнран тухнине пĕлсен — пурнăçĕ чăнах та çапла килсе тухмалла çырса панине ĕненет те лăпланать. Мĕн тăвăн, пурин те пĕр пек килмест, пурте телее пĕр евĕрлĕ туптамасть çав. Кам мĕнле пултарать, çавăн пек калăплать чăн пурнăçри телей кĕнекине. Авă, хунямăшĕ те ача чухне артистка пулма ĕмĕтленнĕ, сцена çинчен куракана савăнтарма-хурлантарма тĕллев лартнă иккен. Ĕмĕчĕ пурнăçа кĕмен пулсан та халĕ вăл хăйсем пек телейлĕ çын çук тесе шутлать. Мĕн тери ырă çын вĕт-ха вăл, унăн хунямăшĕ! Ырă çынран ырă ачах çуралать пуль çав, Микола та каснă-лартнă ун пек, Тăватă çул çитет ĕнтĕ пĕрлешни, унран вара пĕр сивĕ сăмах мар, йăл кулăпа ăшă калаçусăр, хĕрӳ юратусăр пуçне нимĕн те курман. Шутланă-и тахçан çапла килсе тухасса? Кольăпа пĕрлешсен шутланă та пуль, анчах нумайлăха тăсăлмарĕ унăн юратăвĕ. Халĕ ун пирки асра та çук. Ăçта вăл, мĕн тăвать, çавăнтах-и, çавăнпах пурăнать-и — пĕр тумлам та кăсăклану çук. Пурнăçра вăл пачах пулман пекех.
Микола куçне уçрĕ. Хăй çине таяннă чунтан юратнă мăшăрĕ тĕлĕрсе кайнă пуль тесе хусканма та хăрарĕ вăл. Пĕртте кансĕрлес килмест ăна, çĕр çинче çук телей парнеленĕ çынна. Çывăрса кайнă пулсан ак йăтса илĕ те вырăн çине кайса вырттарĕ. Вара вăл тутлă тĕлĕксем мĕнлерех курса лăпкăн çывăрнине, пин-пин хут юратса чуп тунă тутисене кăмăллăн хускатса çывăрнине пăхса киленĕ те çумне шăппăн выртĕ. Ыталĕ, юратĕ, çакăн пек нимрен те хаклă çынпа юнашар выртма пӳрнишĕн Турра тав тăвĕ.
Асăрханса хускалчĕ те Ленăна ларнă çĕртех алă çине хуллен йăтса илчĕ. Мăшăрĕн тути йăл кулчĕ. Тĕлĕкĕнче таçта вĕçнĕ пек туйрĕ ĕнтĕ. Шăппăн утса залран тухрĕ те Микола çывăрмалли пӳлĕме кĕрсе мăшăрне питех те асăрхануллăн вырăн çине хучĕ. Унтан каялла кайса çутă сӳнтерсе килчĕ. Лена кăштах куçса выртнă. Чечеклĕ халат аркисем уçăлса кайнипе каçхи лампа çутинче çав пĕрремĕш хут курнă чипер те илĕртӳллĕ урасем курăнаççĕ. Икĕ аллине те çумне хунă та лăпкăн çывăрать. Икĕ ача амăшĕ тесе кам калаять паян ăна? Микола мăшăрне чăрмантарас мар тесе вырăна сармарĕ, шкапран çӳхе çăм утиял илчĕ те каялла таврăнчĕ. Хуллен салтăнса мăшăрĕ çумне выртса утиялпа витĕнчĕ. Хĕрарăм вăл выртнине мар, ун ăшшине туйса сисрĕ пулĕ мăшăрĕ çумрине — ун еннелле çаврăнчĕ те тахçанхине аса илтерекен вĕри аллисемпе çатăрах ыталаса тытрĕ. Микола та чăтаймарĕ, мăшăрне çумне пăчăртарĕ.
— Эх, эс ман юратăвăм, мĕнле пурăнăттăм-ши сана курман пулсан? -пĕчĕк ача пек пăчăртанчĕ мăшăрĕ çумне Лена.
— Аликпа Наташа кумсене тав тумалла мар-ши пирĕн? — мăшăрĕн халат витĕрех çунтарса ямалла пĕçертекен кĕлеткине ачашлать Микола.
— Вĕсене те тав, анчах ман чи малтан сана кăна чи сăваплă сăмахсем калас килет. Эпир çапла хăтланнине чĕре патне кӳренӳпе илтĕн пуль тесе шутланăччĕ малтанах. Эсĕ вара тата хытăрах юратнă иккен мана, санпа ачалла выляма хăтланнă ăссăрскерне... — Лена татах тем каласшăнччĕ, анчах Микола хĕрӳн чуп туни ăна антăхтарса ячĕ те вăл юрату хумĕ ăшне путрĕ.
— Эх, эс те çав, ман артисткăм, санах шыранă ĕнтĕ эпĕ... — кĕчĕç ун хăлхине савнă мăшăрĕн сăмахĕсем.
Кăштахран Ленăн халачĕ вырăн çинчен урайне шуса анчĕ...