Юлашки хут ытамунта эп санăн,
Юлашки хут пăхатăп куçунтан.
Юлашки хут эп — санăн, эсĕ — манăн,
Юлашки хут асамлă ăшшунта.
Акăшсем савсассăн уйрăлмаççĕ,
Акăш пулаймарăмăр санпа.
Ик енне çулсемĕр пайланаççĕ,
Уйăрать паян пире шăпа.
Маншăн мар эс алăк ыран уçăн,
Маншăн пулмĕç ăш сăмахусем,
Манăн хул çине пуçне таяймăн,
Мана мар-çке шырĕç куçусем.
Уйăхпа хĕвел тухаççĕ уйрăм,
Уйрăлаççĕ анăç-тухăçра.
Пĕр-пĕринсĕр уйрăм çутă шуçăм
Санпала кĕтетпĕр пурнăçра.