Шыв çинче шап-шур тĕтре тăратчĕ,
Çутататчĕ уйăх таврана.
Çуллахи илемлĕ, лăпкă каçчĕ,
«Юрататăп», — терĕн эс мана.
Çут тĕнче пĕр саманта шăпланчĕ
Çаврăнма, тен, чарăнчĕ пуль çĕр,
Пĕр сăмах асамĕпе хăвачĕ
Чĕрере хăварчĕ тарăн йĕр.
Ĕмĕре пуль теттĕм пирĕн туйăм,
Иксĕлмиччĕ шанчăкăм чунра.
Çук-çук, çук, пӳрмерĕ пире, тусăм,
Пĕр çулпа утмашкăн пурнăçра.
Пĕччен мар халь эпĕ те, ав, эс те,
Чĕресем çеç тăлăх ĕмĕре.
Манăçми тĕтреллĕ каçсене те
Халь санпа куратпăр тĕлĕкре.