Сар хĕвел! Ăмсанатăп сана:
Савнине ăшшуна параятăн.
Савнине ăшшуна параятăн,
Шевлӳне ун çине яраятăн.
Çил ачи! Ăмсанатăп сана:
Савнине тутинчен чуп тăватăн.
Савнине тутинчен чуп тăватăн,
Ун çӳçне юратса ачашлатăн.
Юр пĕрчи! Ăмсанатăп сана:
Савнине сĕртĕнсе кăтăклатăн,
Савнине сĕртĕнсе кăтăклатăн,
Куç харшийĕ çине лараятăн.
Çăлтăрсем! Ăмсанатăп сире!
Савнине каçсерен кураятăр.
Савнине каçсерен кураятăр,
Тен, кампа ларнине те сăнатăр.