Класра 20 ача: 10 арçын ача, 10 хĕрача. Парттăсем хушшине икшерĕн ларса тухрĕç. Пурте савăнăçлă, пурин умĕнче те — тĕрлĕ тĕслĕ чечексен çыххи. Çĕнĕ вĕрентекен те вĕсене чунтанах килĕшрĕ. Унăн ячĕ те илемлĕ: Илембина Николаевна. Мĕнлерех янравлă илтĕнет-ха тата. Паллашу кунĕ аван иртрĕ. Илемпи ăш-чиккинче паян çуркуннехи евĕр пылак туйăм хуçаланать. Телейлĕ вăл паян. Учительсем те ăна килĕштерчĕç, вăл та — вĕсене.
Вера аппа паян туя хатĕрленнĕ пек ăшталанать: икĕ пысăк кукăль пĕçерчĕ, сăра вĕретрĕ, хур пусрĕ. Пӳртрен тухакан тутлă шăршă урамаллах сарăлнă. Кăмăлĕ те аппан уçă. Вăл йăлтах хатĕрлесе çитерсен Илемпие кĕтме пуçларĕ.
Сергейăн та кăмăлĕ аван. Мĕн тăвăн, юратса пăрахрĕ вăл Илемби Николаевнăна (ăна Сергей çапла чĕнет), ун сăнарĕ куç умĕнчен кая пĕлмест. Хăйĕн туйăмне палăртмасть çеç хальлĕхе. Хĕрпе юлташла, шăкăл-шăкăл калаçать. Çав тери туслашса кайрĕç вĕсем çак 3-4 кун хушшинче. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ пек. Вера аппа вара ăшĕнче ĕмĕтленкелесе те илет:
— Эх, Илемпи ман кинĕм пулинччĕ, тăван хĕре юратнă пек юратăттăм, Тур хуштăрах çапла пулма.
— Тинех, Илемпи килет, — терĕ Сергей хĕре хирĕç кĕл чечек çыххи йăтса тухса. — Ку Сире, Николаевна юлташ.
— Тавах сана, Сережа, мĕн тери хитре чечексем, мана кун пек илемлĕ çыхă халиччен никам та парнелемен, — терĕ те хĕр каччăна пит çăмартинчен чăпăрт чуптуса илчĕ. Темĕн чухлĕ тăсĕччĕ каччă çак саманта. Анчах, шел, ун пек тума май çук.
Вера аппасен килĕнче савăнăçлă уяв пулчĕ. Илемпи çав кун юлташĕсенчен саламлă пилĕк телеграмма илчĕ. Пурте ăна телей тата ăнăçу сунаççĕ.
Вăхăт хăвăрт шăвать. Акă юр та ларчĕ: Илемпи куллен шкула çӳрерĕ. Таврăнсан хваттер хуçине пулăшрĕ, уроксене хатĕрленчĕ. Шăматкунсенче ялти клуба тухкаларĕ. Çамрăксем кунта усал мар. Питĕ туслă пурăнаççĕ.
Илемпи тепĕр çамрăк учительницăпа Маринăпа туслашса кайрĕ. Вăл çак ялтанах, пĕлтĕр институт пĕтернĕ.
Халь — чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, ырă кăмăллă, лайăх хĕр. Марина ялта никампа та çӳремест, такама вăрттăн савать. Ăна пĕр Турă çеç пĕлет. Çак вăрттăнлăха вăл юлташне те каламасть, вăхăт çитсен пĕлтерĕп-ха, тет. Ăçта каймалла пулсан та вĕсем Илемпипе пĕрле çӳрерĕç.
Хăйĕн класĕпе çамрăк учительница тахçанах пĕр чĕлхе тупнă ĕнтĕ. Илемби Николаевнан урокĕсем интереслĕ иртеççĕ. Ачасем чылай саспаллипе паллашрĕç. Хăшĕсем сыпăкăн-сыпăкăн вулаççĕ те.
Илемпи хайĕн ĕçне тата та аванрах йĕркелес тесе класри ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе паллашма шутларĕ. Паян акă виçĕ çемьере пулса курма ĕлкĕрчĕ. Кил хуçисем ăна тарават кĕтсе илчĕç. Камăн-ха хăйĕн ачин пĕрремĕш вĕрентекенĕпе паллашас килмĕ? Паллах, пурин те.
Хваттере килсе кăшт хыпкаланă хыççăн Илемпи Петрова Аллочкасем патне кайрĕ. Хĕрача урокра çав тери тимлĕ итлет, хăвăрт астуса юлать. Вăхăт-вăхăт çеç куçĕсем салхулланаççĕ те Алла тахçанччен пĕр çĕре тĕллесе пăхса ларать. Сăлтавне хĕр тавçăрать-ха. Илтнĕ вăл: хĕрача ашшĕпе çеç пурăнать, амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ачи ун чухне виççĕре çеç пулнă. Ашшĕ, Петров Николай, шофер пулса ĕçлет. Темшĕн авланма васкамасть хăй. «Хĕрачине чĕререн юратать вăл, уншăн тем тума та хатĕр», — теççĕ ялта. Алла çеç ăна савнă арăмĕ çинчен минутсерен аса илтерет. Вăл — каснă-лартиă амăшĕ. Кольăн мăшăрĕ машинăпа аварие лексе вилнĕ. Нумай та пурăнайман вĕсем пĕрле. Шăпах тăватă çул.
Аллăсен пӳрчĕ пысăк та хăтлă. Хапха умĕнче сарă «КамАЗ» тăрать. «Эппин ашшĕ килте-ха, килни ахаль пулмарĕ. Ман вĕренекен епле пурăннине курса тухăп, чылайăшне ыйтса пĕлĕп», — çапла шутласа çитсе тăчĕ вăл хапха умне. Кил картишĕнче типтерлĕ, пĕр çӳпĕ те курăнмасть. Илемпи хапхаран кĕрсенех, ăна хирĕç тем пысăкăш овчарка йытă сиксе тухрĕ. Хĕр хăранипе кăшт кăна кут çине ларатчĕ. Чĕлхине те çухататчĕ пуль-и тен, пӳртрен кил хуçи вăхăтра тухман пулсан.
— Динго, вырăнна кай, мĕнле япала вăл тата, çын çине вĕретĕн, — терĕ хулăн сасăллă çамрăк арçын, Илемпи патнелле çывхарса. — Ан хăрăр тархасшăн, çыртмасть вăл пирĕн. Илемпи аран-аран тăна кĕчĕ. Йытăран ачаранах çав тери хăрать вăл. Лăпланса çитсен Кольăпа тата Аллăпа пĕрле каçса кайсах кулчĕ.
Çапла паллашрĕç Илемпипе Коля. Çав каç вăрахчен ларчĕ учительница Петровсем патĕнче. Алла чĕрĕлчĕ тейĕн, пĕрмай кулчĕ, савăнчĕ. Пӳрчĕ вĕсен чăннипех те илемлĕ. Çак çуртра хĕрарăм çук тесе пĕртте калаймăн: таса та çутă пӳлĕмсем ăшă парса тăраççĕ. Коля Илемпие чей ĕçтерчĕ, пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Тумхахлă пулнă унăн пурнăçĕ. Çамрăкранах ашшĕпе-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Виçĕ пичче пĕрле çитĕннĕ вĕсем. Салтакран килсен Кольăна тĕп кил вырăнĕнче çурт лартма пулăшнă. Халь хăйсем, Бориспа Федя, хулара. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, икшер ача. Ялан пулăшаççĕ вĕсем шăллĕне. Тăван кил вучахне сӳнтересшĕн мар. Коля шофера вĕренсе тухсан салтака кайнă. Салтакра Тăван çĕршыв чиккине сыхланă. Унтан килсен тӳрех авланнă вăл. Нумай çул хушши туслă çӳренĕ хĕре качча илнĕ. Пĕр çултан вĕсен хĕрача çуралнă. Анчах та çак телейлĕ çемье пурнăçĕ тăватă çула çеç тăсăлнă çав.
— Эпĕ татах пĕччен юлтăм. Юратнă хĕрĕм çеç мана çак тĕнчере пурăнма вăй-хал парса тăрать, — тесе вĕçлерĕ хăйĕн вăрăм сăмахне Николай. — Çапах та шанчăк сӳнмен-ха, эпĕ халь хĕршĕн çеç пурăнатăп.
Çак арçын чăтăмлăхĕпе ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнчĕ Илемпи, йывăр вăхăтра унран тĕслĕх илме сăмах пачĕ.
Вĕсем калаçса ларнă хушăра Аллочка çывăрса та кайрĕ.
— Ытла нумай лартăм-çке эпĕ, сире те канма вăхăт çитрĕ, — терĕ Илемли çемçе пукан çинчен тăнă май.
— Сирĕнпе калаçса ларма çав тери кăмăллă; вăхăт пулсан килсе çӳрер пирен пата, хĕрĕм те сире юратать, — тесе ăсатса ячĕ Николай çамрăк учительницăна.
Илемпи кĕçĕр çĕрĕпех çывăрса каяймасăр выртрĕ. Темĕн тĕрлĕ шухăш та пыра-пыра капланчĕ унăн пуçне. Куçа хупсан вара пĕрмаях ун умне Коля сăнарĕ туха-туха тăчĕ. «Нивушлĕ çынна пĕрре курсах кăмăллама пулать?» — терĕ Илемпи сасăпах. — Мĕншĕн-ха унăн сăнарĕ, куçĕсем, калаçавĕ мана туххăмрах тыткăнларĕç? Хĕр каланă сăмахсем каçхи шăплăха çурса ячĕç. Юрать-ха пӳлĕмре пĕчченех. Вера аппа кайри пӳртре çывăрать. Темшĕн çак самантра Илемпин Кольăна телейлĕ тăвас килсе кайрĕ. Мĕншĕн-ха ун арăмсăр пурăнмалла? Ăна халь питĕ йывăррине аван ăнланать-ха хĕр, эппин мĕншĕн вăл халиччен те авланман? Тен, Коля арăмĕ умĕнче тупа тунă. Çук-çук, Коля çинчен шутлама та кирлĕ мар. Вăл — атте-çке. Унăн чунтан юратнă хĕрачи пур. Манăн вара савнă çыннăм хальлĕхе çук та, тен, кам пĕлет, пулмĕ те. Илемпие савакансем çак çĕр çинче пур тата пĕрре кăна та мар. Анчах юратмасть-çке-ха вăл вĕсене. Хитре вĕсем, лайăх, пуяннисем те, чунпа ыррисем те пур вĕсен хушшинче. Телей тени пуянлăхран çеç килмест-çке. Юрату ытларах мĕнрен килнине, мĕншĕн икĕ чĕре пĕр-пĕрин патне туртăннине халиччен пĕр философ та тĕплĕн татса парайман-ха. Çак ыйтура темле асамлă вăрттăнлăх пур. Унăн тупсăмне вара пĕр-пĕрне чун-чĕререн ăнланакан çынсем çеç тупма пултараççĕ пуль.
Илемпи тем çинчен те шутларĕ, çапах ыйхи килмерĕ ун. Ывăнса çитнипе çĕре çити те шутласа пăхрĕ вăл, усси пулмарĕ. Ир енне çеç пăртак тĕлĕрсе кайрĕ.
Тепĕр кунне йывăртарах килчĕ паллах. Ачасем умĕнче çывăрса каяс марччĕ тесе Илемпи çине-çинех питне сивĕ шывпа çурĕ, хăйне савăнăçлăрах тытма тăрăшрĕ. Апла пулин те канманни хăйĕннех турĕ: куç хупăнчĕ. Телее, ачасем вăл кун лăпкăччĕ, хăйсем тĕллĕнех нумай ĕçлерĕç.
Илемпи хăйне хăй тăрăхларĕ, темĕнле шухăшсемпе аташса выртнишĕн вăрçрĕ. «Пирен Кольăпа нимĕн те пулаяс çук», — тесе пĕтĕмлетӳ турĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Ĕçсем аванах малалла шăваççĕ. Илемпи класĕ яланах çутă та таса, ачисем тавçăруллă та пултаруллă. Пур паллах, иккĕн-виççĕн кахалтараххисем те. Халь вĕсем те ыттисене хăваласа çитме пуçларĕç. Илембина Николаевнăна чун-чĕререн хисеплени куçкĕретех. Шкулти учительсен коллективĕ те çакна асăрхарĕ. Директор малтан та çамрăк учительницăна таçтан курсанах хыттăн саламлатчĕ. Халĕ вара çурăмран лăпкаса: «Маттур, маттур, эпĕ хавас», — текелет. Илемпие ăçтан юратмăн: лăпкă та сăпайлă вăл, çынпа ăшшăн калаçать, вăхăтĕнче хавасланма, пĕчĕк ача пек савăнма пултарать. Тутине усса чăркăшланса ларнине никам та курман. Çамрăкраххисем унтан канаш ыйтаççĕ, Илемпи патне ăна-кăна ыйтса пĕлме çӳреççĕ. Чăннипех те кĕнеке нумай вуланă ăслă çынпа калаçма çăмăл та аван. Калаçнăçем калаçас килет. Мĕншĕн тесен калаçу пушă мар, хăвăншăн усăллине, çĕннине чылай пĕлетĕн.
Урамра шартлама сивĕ. Йĕри-тавра шурă юр. Çанталăка пăхмасăрах яп-яка пăр çинче ачасем хăшĕ йĕлтĕрпе, хăшĕ ахаль ярăнаççĕ. Хăш-пĕрисем вара кăçатă тĕпне çĕтеççĕ. Çĕтĕлмесĕр ăçта кайтăр вăл, çавăн чухлĕ ярăн-ха. Ача-пăча йĕлтĕрпе тата çунашкапа тăвайккисенче те ярăнать.
Илемпи те паян ачасене уçăлма илсе тухасшăнччĕ, çапах та ытла сиввипе тăхтама шутларĕ. «Ăшă кунсем те пулĕç-ха, — терĕ вăл ачасене — паян вара елка теттисем ăсталама юлăпăр.» Пурте хаваспах килĕшрĕç. Çĕнĕ çулччен шăпах пĕр уйăх, анчах вăл та питĕ хăвăрт иртсе каясси паллă.
Тепĕр кунне Петрова Алла шкула пымарĕ. Темĕскер пулман-ши тесе пăшăрханса ӳкрĕ Илемпи. «Кăнтăрла иртсен ятарласа кайса килĕп-ха», — терĕ хăй ăшĕнче. Уроксем пĕтсенех учительница хваттере каймасăр тӳрех Петровсем патне уттарчĕ.
Пӳртре пăчă. Кайри пӳртĕнче никам та çук. Илемпи кăпăр-кăпăр малтине кĕчĕ. Йывăç кравать çинче Алла выртать, çывăрать пулас. Илемпи тенкел илсе çумне пырса ларчĕ те аллине хĕрача пуçĕ çине хучĕ. Пуçĕ чăтма çук пĕçерет. «Ай-уй, кунăн температура çав тери пысăк пулас», — текелесе Илемпи тухтăр патне тухса чупрĕ. Ялти пульница çывăхрах. Киле тухтăр самантра килчĕ. Вăл пынă çĕре Алла пĕр таблетка аспирин ĕçнĕччĕ ĕнтĕ. Илемпи кухньăра апат пĕçеретчĕ. Тухтăр пынă вăхăтра Алла вĕри сĕт ĕçсе ларатчĕ. Алевтина Владимировна хĕрачана тимлĕн тĕрĕслерĕ, им-çам парса хăварчĕ. Ангина иккен ун. Пырĕ вăйлă шыçнă.
— Хĕрачана çак кунсенче урама кăлармалла мар, ăна лайăх пăхмалла, — тесе хăварчĕ тухтăр. — Ашшĕне те кала, пĕр-ик кун ĕçе каймасан та юрĕ.
— Алла, мĕншĕн аçуна ăнлантарса каламарăн, çапла юрать-и вара, — терĕ Илемпи хĕрачана çăмлă тутăрпа чăрканă май.
— Ман вăй кăна çук, эпĕ паян шкула каяймастăп терĕм те вăл юрĕ эппин терĕ, — ăнлантарчĕ чирлĕскер учительницăна.
Эмел ĕçсен Алла утнаккăланнă пек пулчĕ. Илемпине темĕскер каласа пачĕ. Куланçи турĕ. Илемпи çав вăхăтра тутлăлла куймак тата çу çинче пĕчĕк кукăльсем пĕçерчĕ. Пӳрте тутлă шăршă сарăлчĕ. Холодильникĕнче аш-какай, сĕт-çу — туллиех. Илемпи Коля ĕçрен киличчен пĕр сĕтел ĕçме-çиме хатĕрлесе хучĕ. Халь, вăл килессе кăна кĕтет. Киле каймалла-çке. Вера аппа та çухатрĕ пуль ăна. Ырана валли плансем те çырмалла.
Алла уçăлчĕ. Çирĕ те кравать çине кайса выртрĕ. Вăйĕ çукрах-ха. Çиме вара аван çирĕ хăй.
— Эсир тутлă пĕçеретĕр, чĕлхене çăтса ярăн, эх, манăн та анне,.. —терĕ хĕрача ассăн сывласа.
Илемпи куççульне аран-аран тытса чарчĕ.
— Мĕскер эс, Аллочка, сан аçу та тутлă пĕçерет теместĕнччĕ-и-ха эсĕ? — çемçен ыйтрĕ учительница хумханнине пытарма тăрăшса.
— Пĕçерет те-ха, анчах ман анне пĕçернĕ апата та çиес килет-çке, тата аттен манпа вăрах калаçса ларма вăхăчĕ те çукрах, — терĕ Алла куççульне аллипе шăлса. Анчах вăл юхма чарăнмарĕ. Илемпи хĕрача çумнерех ларчĕ те ăна ыталаса илчĕ. Сахал ларчĕç-и вĕсем капла, нумай-и, шăп çак вăхăтра Коля кĕрсе тăчĕ. Ку ӳкерчĕк ăна хумхантарса ячĕ. Илемли вара хăвăрт кăна тăчĕ те хĕре майлаштарса вырттарчĕ.
— Ыранччен, Аллочка, — терĕ учительница, — шкула хальлĕхе ан çӳре, хамах килĕп.
Вĕсем Кольăпа кайри пӳлĕме тухрĕç. Илемпи ăна хĕрĕ чирли çинчен каларĕ. Тухтăр мĕн каланине пĕлтерчĕ.
— Тавах Сире, Илембина Николаевна. — Эппин, ыран хăвăрах килетĕр, — терĕ Коля хĕре куçран пăхса.
— Килетĕп, паллах, уншăн ан пăшăрханăр, çапах та тухтăр сĕнĕвĕ пирки хăвăр та шутласа пăхсамăр, — тесе Илемпи алăк патне пычĕ. Коля чей ĕçме ларма ӳкĕтлесен вара сĕтел хушшине ларса тухрĕ. Килне ăна паян Коля ăсатса ячĕ. Темĕн чухлĕ тав сăмахĕ каларĕ вăл хĕре кĕçĕр, уйрăлас умĕн хĕрĕн аллине тытса чăмăртарĕ.
Çĕнĕ çулччен нумаях та юлмарĕ. Алла вара çав-çавах сывалса çитеймерĕ-ха. Ӳсĕрме пуçларĕ вăл. Илемпи вĕсем патне кашни кун пĕр сиктермесер çӳрерĕ. Туслашрĕç Илемпипе Коля çак хушăра. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан пулчĕç. Анчах юрату çинчен пĕр сăмах та каламан: Коля та, хĕр те.
Алла, килте пулин те, программăпах вĕренсе пычĕ. Учительница унпа яланхи пекех çепĕç те кăмăллăн калаçрĕ. Хĕрача сывалсан питĕ хĕпĕртерĕ. Алла шкула пынă кун чăн-чăн уяв пек туйăнчĕ ăна.
Вера аппа Илемпие кунран-кун килĕштерсе пычĕ. «Хĕрĕм», — тее пуçларĕ вал ăна. Паян тата хуларан Сергей те килчĕ. Илемпие курсан ун куçĕ çулăм евĕр йăлтăра пуçларĕ. Хĕр те ăна хирĕç пур кăмăлтан йăл кулнă пулсан, Сергей Илемпие чупса пырса ыталаса илĕччĕ. Мĕн тери тунсăхланă вăл çак çамрăк учительницăшăн. Анчах хĕре хăйĕн туйăмне уçса пама вăтанать. Хулара ĕçе кайнă чух та, ĕçрен таврăннă чух та Илемпи çинчен шутлать. Хуравлĕ-ши хĕр унăн юратăвĕ çине е шап-шура тикĕс шăлĕсене кăтартса каçăхса кайса кулĕ-ши? Хуравĕ, паллах, тĕрлĕрен пулма пултарать. Шел пулин те, çын ăш-чикне кĕрсе пăхма май çук.
— Салам, хула каччине, — терĕ Илемпи алăк уратинчен каçнă каçман. — Мĕн илсе çитерчĕ сире тăван яла?
Ыйтăвĕ шӳтлĕ пулин те, Сергей пăртак аванмарланчĕ. Çапах та пуçне усмарĕ.
— Сывă-и, Илембина йăмăкăм, еплерех пурăнатăр, ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ? — тесе Сергей Илемпи аллине пырса чăмăртарĕ.
— Чиперех-ха, тусăм, алă усса ларма пĕрре те вăхăт пулмарĕ, — терĕ Илемли малти пӳртелле кĕнĕ май.
Клуба вĕсем кĕçĕр пĕрле кайрĕç. Шăматкун пулнă май паян ташă каçĕ. Апла пулин те Илемпин ташă ушкăнне тухма кăмăлĕ пулмарĕ. Сергей тем пек ӳкĕтлесен те хĕр вырăнтан та хускалмарĕ. Юлташ хĕрĕпе шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕ пулин те, Коля ун асĕнчен самантлăха та тухмарĕ. Куçне хупсан та Кольăн вăйлă аллисем хĕре ыталаççĕ пек туйăнать. «Шел пулин те, кун пек пулма пултараймасть çав», — шухăшларĕ Илемпи юлташĕ хайне çав вăхăтра пачах урăх япала çинчен ăнлантарнă чух.
«Авланнă-çке вăл, авланнă çын, анчах ун арăмĕ инкеке лексе вилнĕ, — терĕ хĕр юлташĕ кайсан, ассăн сывласа. — Эп ăна арăмĕнчен туртса илесшĕн çунман-çке. Енчен те вăл сывă пулнă пулсан, эпĕ, паллах, ун пек хăтланман пулăттăм.»
Залра вальс кĕвви янраса кайрĕ. Сергей Илемпие ташша тухма чĕнчĕ. Хĕр тухатчĕ те пуль-и, тен, енчен те алăк патĕнче сасартăк Коля курăнса кайман пулсан.
— Пĕтрĕ пуç, мĕн туса çӳрет вăл клубра çак самантра, — вĕлтлетсе илчĕ Илемпи пуçĕнче.
— Каçар Сергей, темшĕн ман паян пуç ыратать, тепрехинче санпа хаваспах ташлăп, — терĕ вăл тутине уçма ĕлкĕрнĕ каччăна. Лешĕ вара мăрт-март туманни çеç юлчĕ. Кĕвĕçтерес шутпа-ши, туххăмрах тепĕр хĕре чĕнсе кăларчĕ.
— Илемпи, каçарăр та, сире урама пĕр самантлăха тухма ыйтасшăн, — сасартăк илтĕнсе кайрĕç ума пырса тăнă Коля сăмахĕсем. Чи малтан хĕр ним тума аптрарĕ. Унтан: «Эпĕ тухатăп», — тесе алăк патнелле утса кайрĕ. Ун хыççăн — Коля. Телее, Сергей çакна асăрхамарĕ. Вăл хăйпе ташлакан хĕре хĕрсе кайсах темĕскер ăнлантаратчĕ.
Илемпипе Коля айккинелле утса кайрĕç. Николай хĕре аллинчен тытрĕ. Унăн алли хумханнипе чĕтретчĕ. Илемпи аллине туртса илмере. Пĕр хушă чĕнмесĕр утрĕç.
— Илемпи, эпĕ сире манăн арăм пулма килĕшме ыйтатăп, — терĕ Коля сасартăк хĕре ик аллинчен те тытса. — Çак кĕске хушăра эсир ман чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçма пултартăр.
Хĕр малтан çухалса кайрĕ. Коля калани уншăн кăнтăр кунĕнче аслати авăтнăн туйăнса кайрĕ. Мĕнле тĕлĕнмĕн-ха, юрату çинчен вĕсем пĕрре те калаçман вĕт.
— Эсир хирĕçлетĕр пулсан вара, эпĕ — сире тивĕçлĕ çын мар, — терĕ Коля Илемпи нимĕн те каламаннипе аптраса. — Каçарăр эппин, сире эп клуб патне ăсатса ярăп.
— Коля, эпĕ килĕшетĕп, — терĕ те Илемпи унăн кăкăрĕ çине пуçне хучĕ, макăрса ярас марччĕ тесе кăмăлне хытарма тăрăшрĕ, Телей куççулĕ вара юхрĕ те юхрĕ хĕрĕн сивĕпе хĕрелнĕ пичĕ тăрăх.
Коля ăна лăплантарма тăрăшрĕ. Мĕн тери телейлĕ çын вăл халь — Николай Петров. Ăна юратаççĕ, вăл та чĕререн юратать. Паянтан унăн хĕрачин амăшĕ пулать. Ĕненет вăл — Илемпи Аллăна нихăçан та кӳрентерес çук.
— Коля, эсĕ, тен, шӳтлетĕн? — ыйтрĕ Илемпи ăна куçран пăхса.
— Илемпи, чунăм, эп сан çинчен шутлама епле пăрахас тссен те, пултараймарăм, — терĕ Коля хĕре ăшшăн ыталаса. — Манăн çичĕ çулхи хĕрача пур-çке, эсĕ вара тин çеç чечеке ларнă сарă чечеке аса илтеретĕн. Санăн юратăвă йăлтах малалла пулма пултарать, тата эс — вĕреннĕ, ăслă çын, эпĕ вара... Арçын хăй сăмахне вĕçлеймерĕ, хĕр ун çăварне хăйĕн дĕчĕк аллипе хупларĕ те çапла каларĕ:
— Сан ачу халь манăн ача. Вăл пире тата ытларах çыхăнтарĕ. Юратма вара эпĕ сана çеç юрататăп. Ĕнен мана, Коля.
Çав шăматкунхи çăлтăрлă сивĕ каç икĕ чĕрене пĕрлештерчĕ, «Ĕмĕр сакки сарлака», — теççĕ ваттисем. Ку чăн та çапла: кампа кăна паллашмастăн, калаçмастăн, мĕн кăна курмастăн пулĕ çак çăмăлах мар пурнăç çулĕ çинче. Пурăнма вара яланах кирлĕ пек пурăнма пĕлмелле, унсăрăн ятна, чысна çухататăн.
Кольăпа Илемпи — телейлĕ. Çак хĕрӳллĕ юратăва Коля авланнă çын пулин те, Илемпие урăх каччă чунтан юратни те чăрмантарма пултараймасть. Вĕсем хăйсен пурнăçĕшĕн хăйсем хурав тытаççĕ. Çак хаваслă мăшăр пĕр-пĕрне çĕршер километрта тупма пултарнă-тăк, ытти чăрмавсене те çăмăллăнах çĕнтерĕ...