Эпĕ халь ниçта та васкамастăп,
Васкамалăх пĕр сăлтав та çук.
Çĕр каçма паян киле каймастăп,
Пушă кил, унта никам та çук.
Кĕтекен çын пурччĕ, анчах кайрĕ,
Тем çитмерĕ: уйрăлчĕ манран.
Юрату вучахĕ хĕмленмерĕ,
Эпĕ хам та сивĕнтĕм унран.
Чĕрере пуш-пушă, çатăр сивĕ,
Ăшăтмасть чуна халь нимĕн те.
Урамра янрать пĕр çепĕç кĕвĕ,
Пурнăçра куратăн темĕн те...
Ах, мĕнле чуна йăпатмалла-ши,
Симĕс тунсăха та сирмелле?
Мăшăра ăçта шырамалла-ши,
Вăхăта епле ирттермелле?..
...Эпĕ халь ниçта та васкамастăп.