Эп çыран ку енче,
эс çыран леш енче.
Çывăх мар, пит инçе
хушшăмăр. Ах, тĕнче!
Хушăра та шыв мар —
пирĕн иртнĕ çулсем,
Сисĕнмесĕр, шыв евĕр
юхса иртнисем.
Ах, епле çак шыв урлă
кĕпер хывмалла?
Вăй-хал çитĕ-ши? Пирĕн
пĕрле пулмаллах!
Çук, çапаймăн сăвай
шывăн тĕпĕ çукран.
Тытăнаймĕ кĕпер те
сăвай пулмасан.
Юмахри пек кĕпер
хывăттăм сан енне,
Сывлăшра çакăнса
тăракан пеккине.