1
Сывлăша çурса ши-ши! янăрарĕ сасă. Каç сĕмлĕхне путнă пĕтĕм тавралăха хускатрĕ вăл. Ши-ши! чарăнма пĕлмерĕ тин çеç нумай хутлă çурт подъездĕнчен чупса тухнă Мĕлке. Хăй çинчен систерсе такама тем каласшăн тейĕн çав. Пӳрт çумĕнчи тĕмсем хӳттине пытаннă та шăхăрать те шăхăрать. Хăй вара куç илмесĕр те ала пек çутă тӳпене, те çак çуртăн пĕр хура чӳречине тинкерет. Ши! Ши-и!
Ыйха путнă мăнаçлă çурт лăпланма пĕлмен пĕччен сасса асăрхамасăр ларма тăрăшрĕ. Анчах кăлăхах. Акă тĕттĕм кантăксенче пĕрин хыççăн тепринче çутă чăлт-чалт çутăлчĕ. Яри уçса пăрахнă чӳречесенчен çурма хывăннă çын кĕлеткисем курăнчĕç.
— Хулигансем!
— Мĕн çĕр çĕмĕретĕр?
— Шуйттансем! Ни кăнтăрла, ни каçпа канăç çук çав мурсенчен!
— Пĕр-ик витре сивĕ шыв пуç çийĕн ярсан самант шăпланĕç те-ха.
Ча-аш-ш! сирпĕтрĕ такам шывпа. Лектереймерĕ. Тĕмсем айĕнче тăракан Мĕлке текех сас памарĕ. Анчах уçă чӳречесенчен илтĕнекен ятлаçу çаплипех янăрарĕ-ха. Çакăн сăлтавĕ пулнă Мĕлке вара пурпĕрех хăй вырăнĕнчен пĕр шит те сикмерĕ. Пуçне каçăртса тăваттăмĕш хутри кăшт çеç çутă кăларакан чӳрече çине пăхрĕ. Тĕксĕм çутăпа çунакан çак хупă чӳрече уншăн чи çут çăлтăртан çутăрах, чи ăш хĕвелтен хĕрӳрех пек туйăнчĕ. Туйăнчĕ кăна мар, çакна вăл хăйĕн чĕрипе туйрĕ.
Шăв-шав нумай вăхăтран кăна аран-аран лăпланчĕ. Тем самантран каçхи шăплăхра пĕртен-пĕр тĕксĕм чӳрече çути кăна юлчĕ. Акă ун сĕмĕнче пĕччен кĕлетке курăнчĕ. Васкамасăр, ерипен, темĕнле ярăнса тенĕ пек, утса пычĕ вăл чӳрече умне. Çавăн пекех ытлашши хускану тумасăр чӳрече чĕнтĕрне сирчĕ те... Турăçăм, мĕнле ĕлккен вăл! Уйăх шевлипе, темĕнле иксĕлми вăрттăнлăхпа çыхăннă çĕр çинчи Пирĕшти! Унăн кашни хусканăвĕ, кашни утăмĕ илем çуратать. Сирчĕ те... хĕп-хĕрлĕ кĕл чечек çыххине уçă кантăкран кăларса вăркăнтарчĕ.
— Хăвăн милĕкне илме ан ман!
Ăçта çухалчĕ Пирĕшти? Тин кăна çакăнтаччĕ-çке! Тин кăна... Халĕ те кантăк умĕнчех вăл. Сăнĕпе те, хăва пек çирĕп кĕлеткипе те улшăнман. Анчах текех... Текех Пирĕшти мар! Пĕр самантрах пĕтĕм тĕнче кутăнла çаврăнчĕ.
Чӳречерен вăркăнтарнă черчен чечексем çын урипе таптаннă асфальт çине вĕçсе анчĕç. Темĕн шăнтăр-р! турĕ. Те чечек туни, те юрату асаплă сас кăларчĕ. Мĕлке çаплах хускалмарĕ. Вăл хăиĕн чĕрине çара алăпах çăлса кăларнине туйрĕ. Ырату... Чăтма çук вăйлă ырату. Анчах Мĕлке черчен чечек мар, вăл ку ыратăва пĕр сассăр чăтса ирттерĕ. Тӳпери пин-пин çăлтăрпа тулли уйăх та, вăштăркка, кăшт сивĕрех сывлăш хумĕ те çак ыратăва, куççульпе тулнă мăшăр куçа курмарĕ те, туймарĕ те. Ун ыратăвне Пирĕшти те пĕлеймĕ.
2
Ташша тухма илĕртсе чĕнекен хаваслă кĕвĕ бар алăкне кăшт уçсанах илтĕнет. Ева йывăçран касса эрешленĕ пысăк алăка хăнăхнă йăлипе яри уçса кĕчĕ. Барăн пысăках мар залĕнче пĕр-ик мăшăр ташлать тата тепĕр темиçе мăшăрĕ сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса ларать. Сывлăшра тĕрлĕ йышши хаклă эрех, одеколон-духи, пирус-сигарет, мăшăрсем ларакан сĕтелсем çинче çунакан çурта шăрши тăрать. Анчах çакă никама та пĕртте кунтан хăваламасть. Пачах урăхла. Çак хутăш шăршă, тĕрлĕ тĕспе вылякан çутă хăйсен ытамне кĕрсе ӳкме чĕнеççĕ. Ева тӳрех бара иртрĕ. Кунта пĕччен тунсăхлакансем те пур иккен. Çӳллĕ пукан çине меллĕрех вырнаçсанах хĕр хăйĕнчен инçех мар ларакан каччăна асăрхарĕ. Çут çанталăк панă илемпе тата пысăк вăйпа выляса тăракан кĕлетке, вĕттĕн-вĕттĕн кăтраланакан типтерлĕ кастарнă йĕпкĕн хура çӳç, çаврака пит çинчи кăшт чутласах çитереймен пысăк сăмса, хулăн, анчах каччăн илемне пачах пăсман тута. Унра хăй патне илĕртекен, çав вăхăтрах хăйĕнчен хăвалакан темĕнле вăй пур.
— Коктейль, — кĕскен хушрĕ хĕр кунти ĕçлекене. Барта ĕçлекен çамрăк каччă Евăран заказ йышăннă май хĕрпе калаçу пуçарма пăхрĕ. Анчах Ева унпа сăмахламарĕ. Ăна ытларах çак палламан каччă кăсăклантарчĕ. Кам вăл? Ева ку бара кашни каç тенĕ пекех кĕрсе тухать. Ыт ахальтен, пĕчченлĕх тунсăхне сирме кăна. Анчах çак сарлака хул-çурăмлă, çӳллех мар каччăна ку таранччен курман. Çак пĕлменлĕх вара хĕре тата ытларах кăсăклантарса ячĕ.
Килсе кĕнĕренпех хăйĕн енне тинкерсе пăхакан хĕре Артур та паçăрах асăрхарĕ. Ытла хитре тесе калаймăн ăна: типшĕмрех вăрăм кĕлетке, хулпуççи çине сапаласа янă çырă çӳç, тăрăхла пит. Тӳперен аннă Пирĕшти мар. Çак юлашки шухăш çуралсассăн Артур хăйĕнче тарăхупа кӳренӳ хумĕ вĕреме пуçланине туйса илчĕ. Куçĕ умне асфальт çине выртса юлнă чечексем шуса тухрĕç. Çак хĕр тути тĕслĕ хĕп-хĕрлĕ чечексем. Ыратупа тарăхăва путарас тесе каччă умĕнче ларакан эрех черккине ĕçсе пушатрĕ. Анчах ку ăна пулăшмарĕ. Вăл хăй ӳсĕрĕлме пуçланине кăна туйса илчĕ.
Çак вăхăтра залра тунсăхлă вальс кĕвви илтĕнсе кайрĕ. Каччă мĕншĕнне пĕлмесĕрех хĕре ташша чĕнчĕ. Вальс... Вальс... Тунсăх вальсĕ. Вăл ик чĕрене пĕрлештерме те, уйăрса яма та, пĕр-пĕрне пĕлменнисене паллаштарма та пултарать.
Артурпа Ева та ташă картинче паллашрĕç. Ева калаçăва тӳрех шӳт хумĕпе яма пăхрĕ. Ыйтусене типпĕн хуравланипех çырлахрĕ Артур. Тин çеç паллашнă хĕр ятне пĕлни те çителĕклĕ иккен уншăн. Ева кам пулни, мĕн ĕçпе пурăнни тата ыттине те пĕлес килмерĕ каччăн. Ун пуçĕнче пачах урăх сăнар. Чĕре ыратса, хĕссе илчĕ. Çак ыратăва пытарас тесе Артур хĕре вăйлăрах ыталарĕ. Хĕр çакна хăйне май ăнланчĕ курăнать. Вăл пĕтĕм кĕлеткипе каччă ытамне чăмрĕ, хулпуççи çинче выртакан аллисемпе ачашшăн ун мăйĕнчен çакăнчĕ. Çакă пĕтĕмпех Артура иментерчĕ. Анчах каялла çул çук ĕнтĕ. Вăл ирĕксĕртен тенĕ пек хĕр тутине сĕртĕнчĕ. Писев тутипе сăмсана кăтăклантаракан духи шăрши Артур пуçне çавăрса ячĕç. Халĕ ĕнтĕ вăл хăй Ева çумнелле туртăнчĕ. Ĕлкĕреймесрен хăранăн хĕр тутине ĕмрĕ, юнĕ вĕриленнине туйрĕ.
— Ăçта каятпăр? Сан патна е ... — тутаран тута самантлăх уйрăлсан пăшăлтатрĕ хĕр.
— Сан патна...
...Хаваслă кĕвĕ, шутне пĕлмесĕр ĕçнĕ эрех тата куçран пăхса тăракан хĕр Артуршăн ачаш юрату тĕнчине алăк уçрĕç.
3
Артур ирхине пуç ыратнипе вăранчĕ. Вăранма вăранчĕ, анчах яланхиллех хăвăрт сиксе тăрса зарядка тума та, сивĕ душ айне тăма та васкамарĕ. Паян ăна темшĕн хăйĕн чунĕпе кĕлетки темле майпа пĕр-пĕринчен уйрăлса кайнăн туйăнчĕ. Çакна ăнланма çук, ăна туймалла. Вун тăхăр çулхи кĕлеткере çитмĕл тăхăр çулхи е тата аслăрах чун ларать тенине ĕненме йывăр. Анчах вăл паян хăй туять-çке. Ватлăх тени эс миçе çултинчен килмест иккен. Пачах унран мар. Вăл пĕтĕмпех этем чунĕнчен, вăл мĕнле çулăмпа çуннинчен килет. Тин çеç пĕрремĕш утăмсем тăвакан пĕчĕк чун та çул шутне çухатнă ватă пек пурнăçран ывăнма е, пачах урăхла, çĕр çул ытла пурăнакан та пурнăç илемне çĕнĕрен уçма, çĕнĕлле юратма пултарать.
Вăраннăранпа вăхăт чылай иртрĕ. Пурпĕрех çемçе вырăн çинчен çĕкленес килмест. Тепĕр тесен ăçта васкас — паян ун канмалли кун. Артур куçне хупса выртрĕ, тепĕр хут çывăрса кайма тăрăшрĕ. Анчах пулмарĕ, юнашар пӳлĕмре телефон шăнкăртатрĕ. Ăна никам та тытмарĕ: хваттерте пĕчченех ĕнтĕ вăл. Лешĕ вара пĕр вĕçĕмсĕр шăнкăртатрĕ. Тăма тивет.
— Алло, — кăмăлсăррăн илтĕнчĕ ун сасси.
— Алло, Артур. Эсĕ-и ку? Салам!
Каччă самантлăха чĕмсĕрленсе ларчĕ. Кам мурĕ калаçать унпа? Пачах палламан хĕр сасси.
— Алло. Мĕншĕн чĕнместĕн? Япăх илтĕнет-им? — çаплипех калаçрĕç телефон трубкинче.
— Салам. Чиперех илтĕнет. Эп... — малалла мĕн каламаллине пĕлмесĕр сăмахне çăтрĕ каччă. — Эпĕ ку, Ева! — Артур хăйне палласа илейменнине ăнланса ятне каларĕ хĕр. — Палларăм. Ĕçсем мĕнле? — Аван. Ĕнер мĕн калаçса татăлнине манмарăн-и? — М-м... — Эсĕ манпа пĕрле çуралнă кун уявне пыма пулнăччĕ. — А-а! Астăватăп, манман. — Апла пулсан халех ман пата вĕçтерсе кил. Адрес астăватăн-и? — Халех тухатăп... Артур хĕре халех тухатăп терĕ пулин те, ытлах хыпаланмарĕ. Малтан çур сехете яхăнах ваннăра, кайран кухньăра вăхăт ирттерчĕ. Вара тин васкамасăр хваттертен тухса кайрĕ. Ева пурăнакан çурт тĕлне çитнĕ чух хĕр шăпах алăк питĕретчĕ. Артура кĕтсе илес шанчăка çухатнăран пĕчченех кайма тухнă ĕнтĕ вăл. Хĕр хăй кăмăлсăр пулнине палăртмарĕ, качча çавăтрĕ те, вĕсем урама тухрĕç.
4
Ĕçкĕ-çикĕ ирттерме пысăк сăлтав кирлĕ мар иккен. Мĕн ĕçмелли кăна пултăр — сăлтав яланах тупăнать. Хăш чух сăлтавĕ те пачах кирлĕ мар.
Артуршăн та юлашки вăхăтра çакăн пеккисем тупăнсах пычĕç. Чи пысăкки вара Ева пĕлĕшĕсемпе паллашни пулчĕ. Текех вăл пĕр çĕр те килте ирттермерĕ. Кашни каçах çуралнă кун ĕçкинче паллашнă Коля ятлă хусах (лешĕ ытларах хăйне Коля тете тенине кăмăллать) хваттерĕнче пулчĕ. Сĕм çĕрлеччен, çур çĕр иртсе ик-виç сехетчен, картла вылярĕç вĕсем. Вĕсем тенĕрен, унсăр пуçне кунта яланах тата тăватă каччă пухăнчĕ. Кĕленче тĕпне кăмăллакан Коля тетĕшĕ кашнинче кама та пулсан ик-виç литр эрех тупса килме кăларса ячĕ. Вара ним сăлтавсăрах çапла, картла вылянă май, тăн çухатиччен тенĕ пек ĕçсе ӳсĕрĕлчĕç. Тепĕр тесен, çул çитмен Эдикпа Славике те, тин çеç çирĕм урлă каçнă Юрăпа Сашăна та нумай кирлĕ пулмарĕ. Артур та ик-виç черкке хыççăнах хăйне вил ӳсĕр туйрĕ. Пĕр Коля тетĕшĕ кăна юлашки тумламчченех ура çинче тăчĕ. Паллашнă самантранах çак хусаха Артур уйрăмах тимлĕн сăнарĕ. Ун кашни сăмахне, кашни хусканăвне.
Хваттер хуçи вăтăр урлă каçнă, лутра та имшеркке кĕлеткеллĕ арçын. Сăнĕнче тискерлĕх çук ун. Илемлĕ теме те пулать ăна. Анчах чунĕ... Хусахăн кăмăлĕ кашни вун минутра улшăнса тăрать. Пĕрре вăл ырă, ытла та ырă, тепре — хаяр. Урса кайнă тискер чĕрчун пек хаяр. Çакнашкал самантсенче çынна çапса пăрахма та, вĕлерме те пултарать вăл. Куçра чун ӳкерĕнет теççĕ. Çавăнпах пуль Коля тетĕшĕн куçĕ темле хаяр, тискер тата тĕссĕр. Чĕрĕ пурнăçăн пĕр таппине те палăртман вилĕ куç.
Çемйи те, çывăх тăванĕсем те çук пулас хусахăн. Ун пĕтĕм пурнăçĕ темĕнле тĕтрепе сырăннă. Коля тетĕшпе пĕр пилĕк минут калаçсанах унран инçерех пулас кăмăл çуралать. Çакна Артур пĕрремĕш тĕлпулурах ăнланчĕ, кайран та туйсах тăчĕ. Çапах хăй кашни каçах хусах хваттерне çӳрере. Çакна вăл хăвăрт хăнăхрĕ. Йăлана кĕртрĕ.
Хăвна пурнăçра ытла та телейсĕр, ытла та пĕччен туйнă чух, чĕрене йывăр шухăшсем кăшланă вăхăтра чи сиплĕ эмел — манăçу. Пĕр тĕлсĕр ĕçсе лартни вара пурнăçа çăмăлрах курăнма пулăшать-мĕн. Темиçе сехетлĕхе çеç пулсан та. Çакă Артура питĕ кирлĕ. Ыр канаш, пурнăçа ăнланма пулăшни те мар, пĕр манăçу çеç. Çавăнпах каччă кашни ир амăшĕ вăрçăнине пăхмасăрах каçсерен çакăнта килет. Ахрашуллă ĕçкĕ-çикĕре чун вăйсăрлăхне хăйĕнчен хăй пытарать.
5
Кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне иртрĕ. Анчах Артур çак вăхăтра хăйне кăшт та пулин телейлĕрех, кăшт çеç лăпкăрах пулнине туймарĕ. Пачах урăхла. Уншăн халĕ сарă кун та кун мар, тĕттĕм те — çĕр мар. Пуçри кашни шухăш тинĕс хумĕ пек вылять. Тайкаланмасăр утма та манса кайрĕ пулас. Яланах пуç ыратни, шăм-шак йывăрри асаплантарать. Кун çумне урăлнă самантсенче пуçланакан кăмăл-туйăм ыратăвне хушсан çĕр çинчи тамăк — акă мĕн пулать.
Тасалăхпа илемлĕх янравне илтми, туйми пулма пуçларĕ. Пурнăçĕ темĕнле тĕпсĕр шурлăх пек пулса тăчĕ. Çăтать те çăтать, чыхăнтарать, путарать. Çак пурнăçăн кашни сехечĕ, кашни минучĕ ăна темĕнле чăнкă çыран патнелле илсе пычĕ. Тĕксе яма меллĕ самант кĕтрĕ. Çакна каччă хăй те аван сисрĕ, анчах хирĕçлеме вăй çитереймерĕ.
Мĕнпе вĕçленнĕ пулĕччĕ-ши çакă, енчен те...
...Каллех Коля тетĕш хваттерĕнче пухăнчĕç. Анчах кĕçĕр вĕсен ушкăнне тепĕр çsy хушăнчĕ. Юрăпа пĕрле ун юлташĕ — вун пилĕк çулхи Толик килчĕ. Тĕлпулу яланхиллех ĕçкĕрен пуçланчĕ. Сăлтавĕ те пур. Йыша çĕнĕ çын — Толик — кĕнĕ. Паллашăва, паллах, «çуса» çирĕплетмелле.
Славик тупса килнĕ аншарлин пĕрремĕш черккине пурте ним каламасăр тĕппипе ĕçсе ячĕç. Никам та ĕçместĕп тесе кутăнлашмаре. Анчах черккесене иккĕмĕш хут тултарсан юлашки вăхăтра вар ыратнипе аптракан Эдик ăна пушатма васкамарĕ.
— Эсĕ тата мĕн хĕрарăмланса ларатăн? — тӳрех сассине хăпартса ыйтре çакна асăрханă Коля тетĕш.
— Ман вар ыратать-ха. Касать... — кил хуçи урса кайма пуçланине туйса юлашки сăмахне çăтса ячĕ Эдик.
— Мĕн?! — мĕкĕрсех ячĕ лешĕ. — Ĕç!
Коля тетĕшне хирĕçлени мĕн патне илсе çитернине лайăх пĕлекен Эдик урăх пĕр сăмах та каламарĕ. Черккене алла тытрĕ, ерипен тути патне илсе пычĕ. Анчах... Ĕçсе яма васкамарĕ. Коля тетĕш пуçне айккинелле пăрнă самантпа усă курса тулли черккене çурăм хыçнелле ӳпĕнтерме пăхрĕ. Мĕскĕн! Хăйне мĕн кĕтнине пĕлес тĕк çак наркăмăша вăл шăла çыртса çăтса янă пулĕччĕ. Анчах пĕлеймерĕ. Эдик хăтланăвне куç хӳрипе курса юлнă Коля тетĕш пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса тискер чĕрчун евĕр урçа каqрĕ. Хăйĕнчен ик-виç утăмра ларакан Эдик хыçне пĕрре сикcе çитрĕ те лешне çӳçĕнчен ярса тытрĕ. Ыратнипе Эдик кăшкăрасшăнччĕ, сасси тухма ĕлкĕреймерĕ. Кил хуçи аллинчи эрехе ун çăварне ӳпĕнтерчĕ. Эдик пуçне пăркаларĕ, арçын аллинчен хăтăлма тăрăшрĕ. Май килмерĕ. Çăтса ĕлкĕреймен эрех Эдик янахĕ тăрăх юхса анчĕ. Кăвайт çине типĕ çап пăрахнăн Коля тетĕшне çакă тата ытларах уртарса ячĕ. Вăл чыхăна-чыхăна каякан ачана çӳçрен вăйлăрах та вăйлăрах туртрĕ.
— Çăт! Çăт! — ура тапса çухăрчĕ тискерленнĕ арçын. Аллине лекнĕ çамрăк ача сывлайми пулнипе кăвакарнине те, кĕлетки пукан çинче лĕнчĕр кайнине те пăхмарĕ.
Çак ĕç пĕтĕмпех ик-виç минут хушшинче пулса иртрĕ. Пӳлĕмри çамрăксенчен нихăшĕ пĕр сăмах калама ĕлкĕреймерĕ. Тискер ĕçе Артур та сăмахсăр пăхса тăчĕ. Анчах Эдик кĕлеткинчи пурнăç çиппи ерипен-ерипен çӳхелсе, кĕскелсе пынине курсан чăтаймарĕ, пĕтĕм вăйне пухрĕ те Коля тетĕшне янахран янклаттарчĕ. Лешĕ самантрах стена çумне пырса çапăнчĕ. Вара... урайне лĕштĕр шуса анчĕ.
Малалла мĕн пулассине Артур кĕтсе тăмарĕ. Унăн çак хваттертен, ирсĕрлĕхпе тулса ларнă вырăнтан, тасамарлăхран инçерех пулас килчĕ. Вăл урама ыткăнса тухрĕ. Каçхи сывлăш ăна уçăлтарчĕ, тарăху урăлтарчĕ.
Анчах каччă хăйне пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран пылчăкпа сĕрсе янăн туйрĕ. Çак пылчăк вара ӳте мар, чуна вараларĕ. Унран тарма та, ăна çуса яма та çук...
Коля тетĕшĕн янахне пăрса янăранпа эрне çурă иртрĕ. Çак вăхăтра Артур хăйĕн çĕнĕ тусĕсенчен пĕрне те тĕл пулмарĕ. Лешсем ăна шырамарĕç, вăл та вĕсемшĕн çунсах каймарĕ. Уйăх ытла кашни кун тăн çухаттиччен ĕçнĕ хыççăн каччă халĕ хăйне эрех ункинчен тухнăн туйрĕ. Вăл ирĕклĕ. Шел, телейлĕ мар. Ăна çаплах тем çитмерĕ. Чунĕ те çаплипех пушă. Çак пушăлăха яланах ăнланакан, пурне те каçаракан амăшĕ те, пĕрле выляса ӳснĕ, чи çывăх тусĕ Витя та нимпе тултараймарĕç. Чунĕ уйрăмах вăйлă кӳтсе килнĕ самантсенче чĕмсĕр гитара çеç кăшт лăплантарчĕ ăна. Гитара хĕлĕхĕн янăравлă сасси ун чĕрине темĕнле кăшт тунсăхлăрах, кăшт савăкрах кĕвĕ çуратрĕ. Шел, çак кĕвĕ пӳрнесем хурçă хĕлĕхе сĕртĕнме пăрахсанах çухалать. Яланлăхах, ĕмĕрлĕхех... Ун вырăнне вара тепри çуралать. Каллех вăхăтлăха, самантлăха кăна. Çĕнĕ кĕвĕ пĕрре кĕрхи çулçă вĕçевĕ пек çăмăл та лăпкă, тепре Атăл хумĕ евĕрех пăлханчăк.
Çакăн пек пăтрашура иртсе пычĕ Артурăн кашни кунĕ. Коля тетĕш хваттерĕнче курнă тискер ĕç усал тĕлĕк пекех манăçа туха пуçларĕ. Анчах темшĕн-çке хăш чух иртни хăй ытамĕнчен часах ярасшăн мар. Вăл инçетрен-и, çывăхран-и — пурпĕрех çаврăнса килет. Яланхиллех са-сартăк, ăна нихăш енчен те кĕтмен чух. Иртнĕ кунсен инкекĕ Артур патне те таврăнчĕ.
...Хăйне хирĕç калаçнине кăна мар, хăйĕнпе килĕшменнине куçпа палăртнине те чăтма пултараймасть Коля тетĕш. Ăна вара мĕн тăвас тенине тума чарчĕç. Нихăçан курман мăшкăл кăтартрĕç. Кам-ха тата? Темĕнле шăрчăк. Çук, кăна çапла манăçа кăларма юрамасть. Тавăрмалла. Çакă чи малтан ăна куçран пăхса тăракан шĕшлĕсемшĕн пысăк урок пулĕ. Авă мĕнлерех хытса тăчĕç вĕсем. Ăна, Коля тетĕшне, мĕнле тĕп тунине пăхса савăнчĕç. Анчах кăлăхах. Ку пуçламăшĕ кăна-ха. Коля тетĕшĕ хăйне хирĕçлекене каçармасть. Çакна яланах астуса тăччăр.
Çапла ерипен Артур пуçĕ çийĕн хура пĕлĕтсем пухăнчĕç. Каччă вара çакна пĕлмесĕр ним пулман пекех кашни каç хулан пушă урамĕсемпе çӳрерĕ. Ним тĕллевсĕр, ниçта васкамасăр. Вăрăм та сарлака, речĕпе лартса тухнă юпасем çинче йăлтăртатакан пин-пин çутăпа капăрланнă, тĕлĕрекен урамсем тăрăх. Илемпе киленсе, шăплăхпа йăпанса. Халиччен Артур каç тĕттĕмлĕхĕпе калаçма май пуррине шутлама та пултарайман. Халĕ акă... Чи лайăх итлекен вăл — шăплăх. Эс утатăн, утатăн... Вăл сан çумра. Умра та, хыçра та никам çук. Анчах вăл, чĕмсĕр шăплăх, сан çумрах. Хыçа та юлмасть, иртсе те каймасть. Сехечĕ-сехечĕпе калаçма пултаратăн. Вăл сана чармĕ, ывăнмĕ.
— Пăхăр-ха, кама куратпăр!
Хăйне пĕтĕм тĕнчипе те пĕр-пĕччен тесе шутласа утакан Артура çак сасă шарт сиктерчĕ. Янкăр кун аслати кĕмсĕртетнĕ евĕрех. Кăшт çухалса кайнă каччă пуçне ерипен сасă илтĕннĕ еннелле пăрчĕ. Унран ик-виç утăмра, пӳртĕн чи тĕттĕм кĕтессинче, Коля тетĕш тăра парать. Хыçаларах — хусах хваттерĕнче хӳтлĕх тупнă çамрăксем. Яланхи йышпах. Пĕр Эдик çеç курăнмасть.
— Салам, — нимĕн те пулса иртмен пекех, анчах сиввĕн сывлăх сунса аллине тăсрĕ Артур.
Коля тетĕш те аллине тăсрĕ. Сасартăк вăл Артура хăй çинелле туртса илчĕ те ура лартса такăнтарчĕ. Çакна пачах кĕтмен каччă тăруках вĕçсе кайрĕ, çара асфальт çине тăсăлса выртрĕ. Пичĕ тăрăх вĕри юн юхса аннине туйса илчĕ. Тăма хăтланчĕ.
— Эсĕ! Эс... Ман çине ал çĕклеме-и? — Çук, кăшкăрса мар, шăл витĕр хаяррăн пăшăлтатрĕ арçын. Çĕлен евĕр. — Санпа тытăçса алла вараламастăп. Ман пушмак тĕпне тутанса пăх.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ... Артур çĕкленме пăхрĕ. Йывăр пушмак тĕпĕ ăна каллех асфальт çумне лăпчăнтарчĕ. Татах та татах. Каччă хăйне ура çине тăма парас çуккине ăнланчĕ. Пушмак тĕпĕ пĕрре хырăмран, тепре пуçран, унтан кăкăртан пырса лекрĕ. Хăвăрт, хăвăрт. Тапмассерен вăйлăрах. Артур хăйĕн кĕлеткине хӳтĕлеме пăхрĕ. Кăшт хутланарах выртса тепĕр хут тапасса кĕтрĕ. Акă пĕрре... Каччă пĕтĕм вăйне пухса хăйне тапакан урана ярса тытрĕ, хыттăн туртрĕ. Лешĕ çав самантрах çурăм çине тăсăлса выртрĕ. Кăна никам та кĕтмен. Çакăнпа усă курса Артур чĕркуççи çине сиксе тăчĕ. Анчах ура çине тăма ĕлкĕреймерĕ. Такам хыçалтан пырса мăн туяпа пуçран çапрĕ. Артур тăруках илтми, курми пулса ларчĕ. Хĕп-хĕрлĕ юн çӳхе йĕр хăварса çĕр çине тумларĕ. Унăн пĕтĕм кĕлетки, пушă михĕ евĕр, çĕр çине сарăлса выртрĕ. Пĕрре... иккĕ... виççĕ... Çаплипех тапрĕç те чышрĕç хӳтĕленме пултарайман каччăна. Пĕр-ре... ик-кĕ... Шучĕ çук. Пĕр-ре... Туйми пулчĕ. Ик-кĕ... Тăнне çухатрĕ. Виç-çĕ...
7
— Эх, çамрăксем, мĕн хăтланатăр-ха эсир? Мĕнлерех çепĕç сасă. Каччă турра ĕненнĕ пулсан çак сăмахсене тӳперен вĕçсе аннă таса пирĕшти каларĕ тесе шутлĕччĕ. Чĕлхепе мар, чĕререн юхтарса кăларса. Анчах каччăра ĕненӳ çук. Вăл турра та, пирĕштие те ĕненмест.
Каччăн сасă хуçине курас килчĕ. Мĕнлерех çын-ши вăл? Ватă е çамрăк? Темле пулсан та вăл илемлĕ çын. Чунĕпе илемлĕ. Кун пирки темшĕн пĕртте иккĕленмерĕ.
Каччă куçне уçма хăтланчĕ. Анчах куçĕ пур-ши е çук та-ши — çакна туймарĕ. Темшĕн-çке пĕр чĕптĕм çутă курăнмасть. Куç çинче темĕнле йывăр япала выртнă пек. Каччă тăрса ларма хăтланчĕ, анчах кĕлеткине çĕклеймерĕ. Пуç çаврăнать.
— Санăн хускалма юрамасть. Вырт, вырт, — илтĕнчĕ каллех паçăрхи сасă. Çăмăл та çемçе алăсем ăна хулпуççирен тытса каллех вырăн çине вырттарчĕç.
Мĕн пулнă ăна? Вăл аллине пичĕ патне илсе пычĕ. Куçне бинтпа хупланă. Мĕншĕн? Каччă аса илме тăрăшрĕ. Усăсăр. Асĕнче минут каялла илтнĕ сасăсăр пуçне нимĕн те çук. Ятне те астумасть. Тĕлĕнтермĕш. Мĕне пĕлтерет ку? Çак самантра çуралчĕ-ши вара вăл? Çапла туять-ши хăйне тин çеç амăш варĕпе уйрăлнă пепке? Çук, вăл пеп-ке мар. Тин çеç çуралнă ача пулма ун кĕлетки те ытла вăрăм, янах айĕ те мăклă.
Кам вăл? Мĕн пулнă? Каччă çак ыйтусен хуравне вырăн майлакан çынран ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Анчах тута-çăварĕ типнипе хăйăл-хăйăл тунисĕр пуçне пĕр сас та кăлараймарĕ. Лешĕ вăл мĕн каласшăн пулнине ăнланмасăр каччă тутине шывпа йĕпетрĕ те ун патĕнчен пăрăнчĕ. Çумри çын çапла ним ăнлантарса памасăр пăрăнса утасран хăраса ӳкнĕ каччă тăрук сиксе тăрса ăна алран ярса тытма хăтланчĕ. Елкĕреймерĕ. Пуçĕ вăйлă ыратса кайрĕ. Лĕклентерчĕ. Каччă хăй йывăррăн, çав вăхăтрах питĕ вăраххăн вырăн çине ӳкнине туйрĕ. Анчах кĕлетки тӳшеке перĕниччен те тăнне çухатрĕ, те вăйлăн çывăрса кайрĕ.
8
Урса кайнă Коля тетĕш Артура тăнне çухатнă хыççăн та чылай вăхăт хушши тӳнккерĕ. Паçăрах хӳтĕленме пăрахнă кĕлетке кашни тапмассерен сике-сике илчĕ. Юн нумай çухатнăран каччăн ӳчĕ шурса кайнă. Часах вăл сывлани те илтĕнми пулчĕ. Артурăн чунĕ тӳпене хăпар-ма хатĕрленчĕ, анчах васкамарĕ-ха. Коля тетĕш мĕнле хĕненине айккинчен пăхса тăнă çамрăксем качча пӳрт хыçĕнчи çӳп-çап контейнерне кайса пăрахсан та васкамарĕ. Вăйлă та çирĕп кĕлетке, пурнăçшăн çунакан çамрăклăх çав-çавах парăнмарĕ. Пурнăçпа вилĕм пĕр пĕчĕк чуншăн кĕрешĕве тухрĕç. Çапăçу самантлăх çеç пулмарĕ. Вăл нумай сехете, эрнене тăсăлчĕ...
Артура çурт картишне типтерлесе тăракан Сантăр мучи тупрĕ. Ир-ирех тăрса тухнă мучи çакăн пек тискерлĕхе ку таранччен курман. Тискер чĕрчун туласа пăрахнă кĕлетке...
Çын тесе калама ытла та йывăр ăна. Сăнĕ пачах юлман. Кăвакарса хапарнă тути, çĕр тĕсĕ çапнă шыçмак куç, аран-аран тытăнса тăракан кĕпе-йĕм айĕнчи кăвакарнă ӳт тата кĕвелсе ларнă юн ытла та хăрушшăн курăнать. Сантăр мучин хăйĕн ĕмĕрĕнче чылай виле курма тивнĕ. Нумайăшĕн чунĕ ун аллинчех тухнă. Анчах кун пеккине хаяр вăрçă хирĕнче те курман. Ытла та çамрăк-çке! Çирĕм урлă та каçман пулĕ. Мĕн çитменнипе, мĕнле çылăхшăн пурнăçне татнă унăнне?
Хăранипе, тарăхнипе, хĕрхеннипе хытса кайнă мучи хăйне аран-аран алла илчĕ. Виле патĕнчен айккинелле пăрăнчĕ. Анчах ват çын шухăшĕ çаплипех пăтрашăнчĕ: «Васкавлă пулăшу» чĕнсе илмелле... Мĕн тума? Милицие шăнкăравламалла... Çапла, ку каччăн халь пĕртен-пĕр çул — морга. Урасемпе малалла...
Сантăр мучи çывăхри подъезда телефон патне утрĕ. Анчах пĕр-ик утăм тусанах çаплипех çĕтĕк-çатăк тултарнă контейнер ăшĕнче выртакан кĕлетке «мана вилнисен шутне кĕртме ан васка» тенĕн вăрăммăн йынăшса ячĕ. Мучи шарт! сикрĕ. Çавăнтах хăйне ятла пуçларĕ. Вăт ватсупнă! Чĕре таппине тĕрĕслемелли пирки аса та илмен-çке, вилнисен шутне кĕртме васканă.
Сантăр мучи ватлăха мансах контейнер патнелле чупрĕ. Çук, чупрĕ мар, вĕçрĕ. Пурнăçшăн кĕрешекен кĕлеткене тăвăр тимĕр ещĕкрен хăвăртрах кăларма хăтланчĕ. Вăйĕ çитмерĕ. Вара пĕр тăхтамасăр телефон патне чупрĕ. Иккĕленмесĕр «Васкавлă пулăшу» чĕнсе илчĕ.
Хĕрлĕ хĕреслĕ машина хыттăн кăшкăртса Сантăр мучи тупнă качча пушă урампа инçетелле илсе кайрĕ. Темшĕн çак пачах палламан каччăшăн хăйне яваплă туйса илнĕ мучи «Васкавлă пулăшу» машинине хĕрес хучĕ. «Çăлăр. Çăлăр ăна», — пăшăлтатрĕ тути.
9
Шăп та лăл тата виç çĕр вăтăр ултă сехетрен — вун тăватă кунпа вун тăватă çĕр иртсен — Артур тăна кĕчĕ. Ултшар сехете тăсăлнă виçĕ пысăк операци хыççăн тинех пурнăç урапи çине çирĕп тăчĕ. Тăчĕ теме, паллах, иртерех-ха. Артур тата темиçе уйăх вырăнпа выртрĕ. Тĕрлĕ тĕлтен хуçăлнă ура шăмми, аяк пĕрчисем ăна нумай вăхăт хушши гипсран кăлармарĕç. Çапах та халĕ вăл туйма, курма, илтме пултарать. Çакă пурне те — тухтăрсене, юлташĕсене, уйрăмах амăшне — питĕ савăнтарчĕ. Пурнăç çĕнтерчĕ.
Артуршăн та çакă пысăк савăнăç пулмалла пек, енчен те... Енчен те пĕр чăрмав пулмасан. Хăйĕн иртнĕ пурнăçне вăл пачах астумасть. Палланă пĕр сăн, пĕр сас çук ун асĕнче. Иртнипе çыхăннă нимĕнле шухăш çук. Артур асĕнче те, чунĕнче те пушăлăх. Нимĕн çырăнман таса тетрадь. Çак тĕнчене, хăй пурнăçне пĕтĕмпех çĕнĕрен уçма тивет унăн, Кашни сăна, кашни утăма.
Пысăках мар палатăн алăкĕ пĕр сассăр, ерипен уçăлчĕ. Вырăн çинче выртакан Артур сасă еннелле çаврăнса та пăхмарĕ. Эмел ĕçтерме е укол тума килчĕç пулĕ. Килнĕ çын вара пĕр сассăр ун вырăнĕ патне утса пычĕ, çавăн пекех сассăр ура вĕçĕнчи пукан çине ларчĕ. Çак ик эрне хушшинче Артур патне тухтăрпа медсестрасăр пуçне никам та кĕмен. Вĕсем вара ура вĕçне пырса ларакан марччĕ. Каччă кăсăкланса пуçне çĕклерĕ. Ун çине куç илмесĕр алă çулалла çывхарса пыракан, туллирех те лутра кĕлеткеллĕ, таса сăн-питлĕ, типтерлĕ тумланнă хĕрарăм пăхса ларать. Пачах палламан... астуман çын. Анчах Артур куçран пăхсах вăл кам пулнине ăнланчĕ. Пысăк юратупа çунса тăракан илемлĕ те ăшă куç. Ăнланчĕ, анчах нимĕн те туймарĕ. Каччă чĕри пĕр ытлашши хускану та тумарĕ, куçĕ те хĕпĕртӳ палăртмарĕ. Хĕрарăм куçĕ вара шывланчĕ, тути чĕтрерĕ. Артур ăна хĕрхенчĕ. Ун ыратăвне çăмăллатас тесе май килнĕ таран ачашрах «анне» тесе чĕнчĕ. Чĕнчĕ, анчах çак кĕске сăмахăн пĕтĕм ачашлăхĕпе ăшшине, илемĕпе юратăвне, савăнăçĕпе черченлĕхне туймарĕ. Артурăн чĕри те, асаилĕвĕ те хускалмарĕ.
10
Вăл хăвăрт сывалса пырать. Ĕнтĕ унăн суранĕсем те ыратма пăрахрĕç, ӳт илсе тӳрленчĕç. Сурансем тӳрленчĕç, анчах иртнине çаплах аса илеймерĕ. Паллах, халĕ вăл хăйне тин çеç тăна кĕнĕ хыççăнхи пек ятсăр-шывсăр, иртнипе пуласлăхсăр, туймарĕ. Хăй, тĕрĕсрех каласан» пурте пĕлекен Артур çинчен нумай пăлет каччă. Мĕн юратнине, мĕне курайманнине, ĕмĕчĕсене, шухăшĕсене. Амăшĕ кашни килмессерен вуншар сăн ӳкерчĕк, вăл юратнă апат-çимĕç, тахçан килĕштерсе вуланă кĕнекесем илсе килет. Тĕлĕнмелле, Артур хăй тахçан пурăннă пурнăçа, хăй тунă ĕçсене, хăй каланă сăмахсене темле истори палăкне тĕпченĕ евĕрех тишкерет. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пайласа. Анчах çак çĕнĕрен уçăлакан пурнăçа темшĕн-çке «ман» тесе ниепле те йышăнмасть. Тем çитмест.
Пĕррехинче амăшĕ ăна пĕр хулăн тетрадь килсе пачĕ. Унăн кун кĕнекийĕ. Ку япала Артуршăн кăшт тĕлĕнмелле, кăшт кулăшларах пек туйăнчĕ. Çав вăхăтрах шиклентерчĕ те, хăратрĕ те. Халиччен Артур хăйне тĕкĕр çинчи пек çиелтен кăна куратчĕ. Япăххине те, лайăххине те çиелтен. Халĕ вара таçта шала, унсăр пуçне никам лекме пултарайман тĕнчене кĕмелле. Тахçан пĕр хăйĕн пулнă шухăшсене вуламалла. Çак шухăшсем килĕшмесрен шикленчĕ Артур. Вĕсем пачах урăх Артура кăтартасран хăрарĕ. Кун кĕнекине вуламасăр та пултараймарĕ. Малашне тулли пурнăçпа пурăнас тесен каччăн хăйĕн чĕринчи кашни шăйлăка мар пулсан та, нумайăшне ăнкармалла, пĕлмелле, сисмелле.
Сĕм çĕрлеччен вуларĕ Артур. Юлашки страницăна «çăтса» янă хыççăн вара тăруках чунĕ темĕнле çĕнĕ туйăмпа тулнине туйса илчĕ. Çук, иртнин пĕр пĕчĕк пайне те аса илмерĕ вăл. Анчах çак самантчен пушă пулнă чунĕ кун кĕнекинче çырăннă туйăмшăн, шухăшшăн çуннине ăнланчĕ. Мĕн чухлĕ юрату пулнă иккен унра! Юрату! Вăл Артура сывлама, ир тăрса каç выртма, пурăнма пулăшнă. Пултарĕ-ши паянхи Артур ун чухнехиллех пурнăçа вăйлăн юратма? Ун илемне, техĕмне туйма. Калама йывăр. Пысăк юрату пурăннă каччăра. Çав вăхăтрах пысăк курайманлăх. Кашни сив сăмаха, кашни кӳренĕве шута илекен курайманлăх. Икĕ пысăк вăй. Юратма,пурăнма, кĕрешме пулăшакан хире-хирĕçле икĕ вăй. Курайманлăх ыратупа çуралать. Анчах чĕрере юрату пур чухне вăл вăйсăр. Юрату кăшт çеç чаксан вара курайманлăх аркату çуратать. Çак аркату Артур чунне те пырса тивнĕ. Каччă çакна хирĕçлеймен...