Микула хуçа пуян.
Халĕ вăл миллионĕр.
Ахаль мар-çке ресторан
Илнĕ хăйĕн аллине.
«Эпĕ ылтăнлăп сана», —
Мана чĕнчĕ ĕçлеме.
Кĕртрĕ вĕл ресторана
Çынсене килентерме.
Черккесем шакка-шакка
Чарăнмасть зал шавлама.
Эп тухап çарапакка
Ӳсĕрсемшĕн ташлама.
«Çĕлен пек эс авкалан,
Çиçтĕр вут-хĕм сăн-питрен!» —
Кăшкăраç мана ялан.
Ташлап стриптиз каçсерен.
Манăн ташă çеммипе
Купăс йĕнĕн туйăнать.
Тен, чăваш илемĕпе
Суттунишĕн кулянать?
Эп савап ял каччине.
Вăл юратĕ-ши мана?
Хывăнăттăм каçхине
Эп пĕр ун валли кăна.