Юрату сӳннĕ чух пĕрисем, тен, туллин ахăлтатĕç.
Теприсемшĕн пулсан — сӳнсе ларĕ çап-çутă хĕвел.
Хăшĕсем тарăхса пĕрчĕн-пĕрчĕн ука вĕçне татĕç,
Тăшмансем савăнсах юрату çине çакĕç йĕвен.
Чĕлпĕртен уртăнса, арçури пек сиксе тапаланĕç,
Лекрĕ-лекрĕ! тесе тытса хупĕç хӳме-картана.
Сӳнекен юрату умĕнче ан шыра лăпкă канăç:
Юрату çуралсан та, вилсен те — асап пĕр танах!
1968, çу, 12.