Пулла анчĕ Йăкăнат
Çутă кӳлĕ хĕррине.
Иртеймерĕ пĕр самант,
Шыва печĕ вăлтине.
Эх, ларать, эх, ларать
Пулăç пуçне каçăртса:
«Шампасем, тет, шакăрах
Кăларасчĕ, тет, туртса».
Пулă темшĕн-çке хыпмасть.
Çын эрех сыпать пăртак.
Кӳршинчен илет çыртма
Кивçенле пĕр-ик çăрттан.
Эх, ларать, эх, ларать
Пулăç каçăртса пуçа.
Шампасем шăкăрах
Кăларасчĕ, тет, туртса.
Пулăç пуçĕ усăнать,
Хăй шавлать: «Ма аптăрас?»
Вăлти туртнăн туйăнать:
«Тытрăм, тет» мăнттай карас».
Эх, туртать, эх, туртать.
Вăркăнса тухать вăлта.
Тытрĕ усĕр Йăкăнат
Пысăк çĕрĕк çăпата.