ЗАГС хĕрарăмĕ аптрарĕ
Мăшăрланакансемпе.
Пурăнсах каймаççĕ мар-и
Çĕн çынсем пĕр-пĕринпе.
Хăшĕсем суда утаççĕ
Уйрăлмашкăн уйăхран.
Теприсен чунсем хытаççĕ
Ăнсăртран çулталăкран.
«Мĕншĕн çĕнĕ ĕмĕрте те
Çирĕп мар хальхи çемье?
Вĕсене мур кансĕрлет, тен,
Янтратмашкăн пĕр çемме?» —
Шухăшлать апла, капла та
ЗАГС çынни яшсем çинчен.
Пĕр-пĕрин пирки ытла та
Пит сахал пĕлеççĕ, тен?
Çамрăксем валли тивет-мĕн
Халь ЗАГСа тăвар илме.
Регистрациччен сĕнесшĕн
Пăт тăвар пĕрле çиме.