Хальхи вăхăтра хулара кăна мар, ялта та лаша çинчен сайра илтме пулать. Пирĕн кукаçи вара, Константин Степанович, унсăр пĕр кун та пурăнаймасть. Вăл лашасене питĕ хытă юратать. Вĕсен çемьинче тĕрлĕ урхамах пулнă. Кукаçи тепĕр чух вĕсем çинчен кунĕпех каласа пама пултарать. Уйрăмах вăл çырă лашине килĕштерни палăрать, Чĕкеçĕм тесе асăнать.
Урхамах кашни кунах кукаçипе мĕнле те пулин ĕç тунă. Сăмахран, çуркунне суха тунă, çулла утă кĕртнĕ, хĕлле вутă турттарнă. Çапла вара пĕррехинче кукаçи Çĕрпӳ пасарне кайнă. Лашине хăйпе пĕрле çавăртса лавккасем хушшинче атă-пушмаксем пăхкаланă. Пасарта питĕ нумай çын пулнă, вĕсен хушшинче тĕрлĕ шухăшлисем: пĕрисен атă илес шухăш, теприсен пылпа сăра, виççĕмĕшсен мĕн те пулин çаратас шухăш.
Пасар тăрăх çӳресен-çӳресен кукаçи пĕр вырăна канма ларнă. Лашине курăк çитĕр тесе вĕçертсе янă. Хăй вара хутаççинчен пĕремĕк кăларнă та, унталла-кунталла пăхкаласа çинĕ. Ак тата тамаша, пасара чикансем пырса çитнĕ. Кукаçи вĕсем çине те пăхкаланă, мĕншĕн тесен чикансем хăйсене май ытла та хитре тăхăннă-çке. Ăнсăртран вĕсем кукаçине çавăрса илнĕ те хăйсен юррисене юрлама пуçланă.
Вăхăт нумай та иртмен, ватă кукаçин чĕри шартах сикнĕ, вăл лаши çинчен асаилнĕ. Унта та пăхать, кунта та пăхать — унăн юратнă çырă урхамахĕ ниçта та çук. «Ăçта-ши ман лашам, манăн Чĕкеçĕм?» — тесе лашана шырама тытăнать. Шырасан-шырасан кукаçи пуçне пĕр шухăш пырса кĕрет: «Чикансем вăрласа кайрĕç-шим вара ман лашана?» Çапла вара кукаçи пуçне усса киле çитнĕ. Мĕн пулса иртни çинчен килтисене каласа панă, пĕтĕм килйышпа хуйха ӳкнĕ.
Çапла вара темиçе кун иртнĕ. Кукаçи ăшĕнче, чунĕнче пысăк тунсăх. «Мĕншĕн-ха эпĕ лашана вĕçертрĕм?» — тесе хăйне хăй ӳпкеленĕ.
Пĕррехинче кукаçин мăнукĕ, Ваçли, урама мечĕкпе выляма тухнă. Унта вылянă чухне ăнсăртран унăн мечĕкĕ çырманалла кусса аннă. Инçех те мар, вăрман уçланкинче, çынсем калаçни, лашасем кĕçенни илтĕннĕ. Ваçли упаленсе, хуллен-хуллен хырăмпа шуса лашасем патнелле çывхарнă. Ак тамаша, хура тата шурă лашасем хушшинче çырă лаша симĕс курăк çисе çӳренĕ. Унăн урисене тăлланă, хăйне вĕренпе кăкарнă. Чĕкеç темĕн сиснĕ пекех хыттăн кĕçенсе илнĕ. Акă инçех те мар чикан лашасене чăпарккапа çатлаттарса илнĕ.
Ваçли хăйсен юратнă лашине палланă, унăн чĕри кĕç-вĕç сиксе тухасла тапнă. Мĕнле те пулин часрах кукашшĕне пĕлтерес тесе хырăмпа шуса, кайран питĕ хăвăрт чупса, мечĕк çинчен манса кайсах килелле вĕçтернĕ.
Ырă хыпар кукаçин куççулне кăларнă. Вăл лашана мĕнле те пулин киле илсе килесси çинчен шутланă.
Самай тĕттĕмленсен, кукаçипе Ваçли шиклене-шиклене лашасем çӳренĕ вырăна пырса тухнă. Утсене вăхăтлăха тунă картана хупса хунă. Чиканĕсем вара кăвайт йĕри-тавра ларнă та хăйсен чĕлхипе темĕн çинчен тăрăшсах калаçса ларнă. Ваçли вăрттăн, çĕлен пек шуса, Чĕкеç патне кĕнĕ. Хăй пĕчĕк пулин те лаша çине хăвăрт сиксе ларнă. Çилхисенчен тытса карта хĕррине çитнĕ. Унччен те пулман, ача çырă лашапа карта урлă сиксе каçнă. Темиçе утăм тусанах лаша, ирĕке тухнишĕн савăнса пулĕ, савăнăçлăн кĕçенсе янă. «Çук, халь тин эсир мана тытаймастăр!» — тесе каласшăн пекех туйăннă. Кукаçин вара сăмахпа каласа памалла маар пысăк савăнăç пулнă.
Халĕ Чĕкеç пирĕнпе мар ĕнтĕ. Çапах та эпир ăна асаилетпĕр, ун çинчен манса каймастпăр.