Каччă ларать ман çумра,
Кăн-кан пăхса илкелет,
Ыталаса чуп тумасть,
Çупса ярассăм килет.
Ют ял хирĕ — аслă хир,
Вир акмалăх çĕрĕ çук.
Ют ял ачи — ют ача,
Калаçмалăх ăсĕ çук.
Пахча витĕр çул турăм,
Хăвăрт пулчĕ юр айне.
Сар ачапа туслашрăм —
Илчĕ ют ял пикине.
Шĕшкĕлĕхпе утнă чух
Мăйăр татас килет ман.
Урампапа пынă чух
Каччă шырап-çке ялан.
Çĕн пӳрт умĕ — шурă юр,
Хăçан кайса пĕтĕ-ши?
Арçын ачасем пĕчĕк,
Хăçан ӳссе çитĕç-ши?
Нăййин-нăййин пыл хурчĕ
Сар чечеке иленнĕ.
Манăн савни пит вăрттăн
Пĕр инкене иленнĕ.