— Пĕрмаях пăнтăртатăп,
Вăйлататăп эп кĕвве.
Мансăр пулаймасть оркестр —
Пулĕ музыка шĕвек, —
Терĕ Параппан мăнаçлăн
Çумĕнчи пĕр Баяна.
Лешĕ кӳршине пат татрĕ:
— Тĕлсĕр, — терĕ, — мухтанан.
Вăл ыйтуллăн пăхса илчĕ
Шавлă Пăнтăр-пăнтăра:
— Ху оркестрсăр, тăванăм,
Мĕскер тăвăн-ши вара?