Мулкач ыйхипе те пулин каçхине
Хуйха йăлт манса, çывăрса ман илесчĕ:
Тăван халăха, ыран мĕн кĕтнине
Пĕлӳçĕ пулса, паян манăн пĕлесчĕ.
Тăван халăха терт хупласшăн пулсан,
Мĕнпур вăй-халпа ман ăна пулăшасчĕ.
Тăван çĕр çине вутлă çумăр çусан,
Çил-тăвăл пулса, çумăра хăваласчĕ.
Типсе тертленсен Çĕр-анне шăрăхра,
Ăш çумăр пулса, çӳлтен ман анасчĕ.
Хĕлле, питĕ сивĕ чухне таврара,
Хĕвел ман пуласчĕ, Çĕре ăшăтасчĕ.
Телей упраканĕ-асамçă пулса,
Кашни çынна манăн телей парнелесчĕ.
Никам çĕнейми Улăп-паттăр пулса,
Этем инкекне ним юлми пĕтересчĕ.
05.08.2006.