Астăватăп: тырпул вырнă вăхăт...
Пичче кайрĕ тухса вĕренме.
Ир ăсатрĕ ăна пĕтĕм Сăкăт
Пил сунса: вĕренмешкĕн кĕме
Эп ачаччĕ ун чух — шухăшсăрчăк,
Ăнланман вĕренни кирлине.
Пулнă эп пĕчĕк арăш сулланчăк
Ăнланма пĕлменскер: çук мĕнне.
Астăватăп, аннеçĕм каларĕ
Пиччене тухас умĕн çула:
«Çăмăл пурăнăç саншăн пулмарĕ,
Йывăр пулĕ татах малалла.
Хула пурнăç ял пурнăçĕ мар вăл,
Кашни утăм укçа-тенкĕрен.
Вĕренсе çын пулсассăн, ачамăм,
Эс ан ман Сăкăтри кил çинчен».
Пичче кайрĕ те эп тăрса юлтăм
Тĕршĕнсе аннен пĕвĕ çумне.
Вăрахччен эп ăна алă султăм,
Вăл çухалчĕ куçран ял хыçне,
Вăхăт иртрĕ... Çулсем юхса кайрĕç
Пăчанар шывĕпе хумханса...
Вăхăт çитрĕ: çулсем ман пуç тайрĕç
Вĕренӳн чыслăхне ăнланса.
Астăватăп: тырпул вырнă вăхăт...
Тухса кайрăм эп те вĕренме.
Ир ăсатрĕ мана пĕтĕм Сăкăт
Пил сунса: вĕренмешкĕн кĕме.
Пăлханса ман анне тăрса юлчĕ
Тутăрне куççульпе йĕпетсе.
Уйрăлма аннерен йывăр пулчĕ,
Аннен пек килчĕ ман чун кӳтсе.
Астăватăп аннеçĕм каларĕ:
— Пурпала çитĕнмен эс, ачам.
Пире пурăнăç майсăр туллăрĕ
Çуккине куртăн эс сахал мар.
Хула пурнăç тем-тепĕр кăтартĕ,
Йывăр пулĕ, чăтсам та тӳссем.
Ыр тусассăн çынна — Турă картĕ
Яланах санпа пулччĕр туссем.
Вăхăт шурĕ... Çулсем юхса кайрĕç
Пăчанар шывĕпе Атăла
Çӳçсĕм те ман пăртак кăвакарчĕç
Аннен пек пуç пырать ватăлса.
Пичче ман алă пĕр çул тултарчĕ,
Эпĕ хам хĕрĕх виçĕ çулта.
Анне пилĕ пире пурнăç пачĕ,
Сăкăт пилĕ кăларчĕ çула.
Сăкăтри кил — ачалăх сăпкийĕ
Ачашлать лăпкаса чĕрене.
Сăкăт тăрăхăн кĕллĕ тăприйĕ
Вăй парать тăван çĕр ачине.
Сăкăтьен — килĕшӳллĕ тавралăх,
Сăкăтьен — кăшт айванлă ачалăх
Сăкăтьен, пире патăн пуласлăх
Сăкăтьен, эсĕ пирĕн яланлăх.
Ĕмĕрӳ сурпан пек вăрăм пултăр
Хушпу кĕмĕлĕ пек çутă пултăр.