Пĕрремĕш чăваш сăмахне çырма вĕрентнĕ Нина Николаевна Дубовăна (Павловăна) — халаллатăп.
Анатьялăм — Тимĕрçен,
Савнă ялăм, тăван ен.
Ентешсем, ан тăвăр айăп,
Тунсăхларăм пит сиртен.
Сан çинчен паян сăмах.
Пулаймарăм эп вăрах.
Санăн ырă çыннусемсĕр
Аякра чух пач хăрах.
Астăватăп кив çурта,
Юнашар — лутра кĕпер.
Халĕ çук вĕсем унта,
Ыттисем — çаплах чипер.
Çырмана чупса анан —
Вак пулăпа вăл пуян,
Тимĕрçен çырми тесессĕн —
Савăнмаллăх пур ачан.
Кутăн чăмать кăвакал,
Нăрик! сыснасем кал-кал.
Çуллахи шăрăх çитсессен
Шур типет, шыв-шур сахал.
Хĕл çитсессĕн çунашка
Çавăтатпăр. Аришка
Мăнакка çуртне кĕрт хӳнĕ,
Юрĕ питĕ кăпăшка.
Акă — хатĕр тăвайкки,
Кĕç якалĕ ик айкки.
Ярăнса анмашкăн ырă,
Тĕнчере çук кун пекки.
Аслă Мункун каçхине
Вут чĕртетчĕç Çаранра.
Çывăрма хушмасть анне,
Ан çырттăр пăрçа ара.
Капăр кĕпе тăхăнса,
Тепĕр кун ирпе-ирех,
Тухнă хутаçсем тытса
Çăмарта пухма тӳрех.
Кĕреннине, хĕрлине,
Сухан хуппи тĕслине,
Кăвакпа пĕветнине —
Илнĕ йăлт мĕн лекнине.
Пулкаланă хушăран
Е пĕремĕк, е канфет
Ывăç çине хуракан, —
Йăлт паян аса килет.
Çакă ырă йăлана
Пăрахтарчĕç каярах.
Халĕ çĕнĕрен — сăна! —
Чĕрĕлсе пырать ара.
Çитмен пурнăçран та мар,
Аякран килет тымар.
Эпир выçă лармастпăр,
Чăваш ятне ямастпăр.
Тимĕрçен çынни пуян,
Вăл нихçан пулман наян.
Ялăн варринче, курсамăр,
Çын кĕрлет: пасар паян!
Йăкăртатрĕ пасара
Катярисăн арăмĕ.
Çула майăн кумине
Хăйĕнчен вăл хăвармĕ.
Альтук инкен çук чару —
Сутма васкать хăярне.
Тепри çавăтнă пăру,
Илсе тухать выльăхне.
Пасар кунĕ пирен ял
Такана пек хумханать:
Вырăс анать саларан,
Мишер васкать катаран.
Малтикасри ачасен
Мишер сăнĕ пур, теççĕ.
Вĕсене, сутма килсен,
Тен, пасартан илеççĕ?
Ирçелсемпе кивьялсем,
Улхашсемпе пухтелсем,
Капăр тумлă ентешсем —
Эпир пурте чăвашсем.
Пасар кунĕ килĕрен
Кăмакасем хутаççĕ.
Пĕрне-пĕри чĕререн
Ăш кукăльпе сăйлаççĕ.
Пасар пекки ку чухне
Кашни ялта пухăнать.
Асилсессĕн иртнине
Темшĕн кăмăл хуçăлать.
Хамăр ялах таврăнар,
Пасара çитсе курар.
Пĕлнĕ çывăх çынсене
Сума суса асăнар.
Кам çакскер галифепе?
Сăран атă уринче.
Мăйăхне шăлса ирпе,
Çитнĕ Элекçей пичче.
«Выльăх тухтăрĕ» тесен
Пĕлменни те çук ăна.
Килти выльăх чирлесен
Кĕттермест вăл, пулăшать.
Халь те пулин шӳтлесе
Калаçаççĕ ял çинче:
Тухнă çакскер ирлесе
Пасара пĕррехинче.
Пĕрне ĕне кирлĕ, тет.
Пушмак пăру суйлама
Тухнă майăн пикенет
Тухтăрпа канашлама.
Вылъăх-чĕрлĕх ретĕнче
Курать Лекçей пиччене:
Ăшă кулă питĕнче,
Пырса тăрать чĕнсенех.
Хыпашлать унтан-кунтан,
Хак парать кĕç пăрăва.
Калаçать çынпа чунтан:
— Питĕ лайăх ăрăва.
Кур-ха эс, çилли мĕскер?
Питĕ лайăх ăратти...
Выльăх тухтăрне çакскер
Итлесе тăрать ватти.
Леш çаплах парать канаш:
— Ӳкĕнмĕн, ĕнен мана.
Пăрăва туян, юлташ,
Чĕн мана та хăнана...
«Лăх, лăх, лăх!» — кулать пасар,
Хуçа тăрать вăтанса.
Çамрăк вăкăр, пушмак мар
Тухнă-çке вăл çавăтса...
Кӳршĕ Натали çитет,
Мĕншĕн-тĕр хăй ĕсĕклет.
Лекçей пиччене чĕнет,
Пулăшу пама хистет.
Чирлĕ мăнтарăн сысни,
Ни çини çук, ни ĕçни.
Хаш! сывлать те мăш! тăвать,
Усси çук вăрах кĕтни.
Элекçей пичче васкать,
Супăньпе алне çăвать.
Супăнь шывĕпе ăшне
Сыснанне вăл тасатать.
Савăн, Натали акка,
Ан шыра эс пур-çука!
Ăна тухтăр çăлнишĕн
Тав туса çĕкле курка!
Ашшĕ ĕçĕ пурăнать, —
Хĕрĕнче çунат сарать.
Широков Лисукĕ, кур!
Усалран пач тасатать.
Ячĕ пирĕн таврара
Халь чĕлхе çинчех ара.
Выльăха мар, вăл çынна
Чир-чĕрсенчен хăтарать.
Чĕмпĕр Ен кĕнекинче
Ячĕ пур куннехинче.
Фурашована çырнă
Ылтăнпа — вула, тĕнче!
Икĕ ывăл — ик тăван
Ӳснĕ Элекçей пиччен.
Паян акă — мĕн тăвăн? —
Пĕри çеç ыр-сыв пĕччен.
Ятлă-сумлă тăвансем —
Вăрçă ветеранĕсем.
Тараватлă Чĕмпĕрте
Тымар ячĕçĕ вĕсем.
Ик тăванăн яшлăхĕ
Иртнĕ Аслă вăрçăра.
Иван Алексеевич
Асли пулнă-ха ара.
Мĕн пур тĕлпулусене
Чĕнсен пырса çӳренĕ.
Çамрăк ăру вĕсене
Çăвар карса тимленĕ.
Хветĕр пичче юрăпа
Тыткăна илет çаплах.
Ĕмĕр туслă ырăпа, —
Ырă чăваш — çук сăмах!
«Тимĕрçен» те «Тимĕрçен» —
Çапла ятлă пирĕн ен.
Ăçтан тухнă сăмахĕ?
Çакна пур-ши пĕлекен?
Пĕри калать — тимĕр çын,
Пулнă, имĕш, ку енче.
Теприн — чĕлхийĕ çинче —
Пурте пĕлнĕ тимĕрçĕ.
Таврапĕлӳçĕ çапла
Каласа ăнлантарать:
«Çăл тымарĕ» пулнине,
Имĕш, сăмах пĕлтерет.
Мĕн калас? Çук мар ĕнтĕ
Çакă сăмахра чăнни,
Виçĕ ял усă курать
Çăлăн тăрă шывĕпе.
Анатри, Тури, Кивви —
Пурте танлă, Тимĕрçен.
Кӳршĕ ялсем чăвашăн
Тымар илнĕ пĕр тĕпрен.
Унта-кунта пĕвесем,
Пахча тытнă хĕррипе.
Эрешленĕ кĕперсем
Илемлетеç тĕррипе.
Хĕл ларсассăн, мунчара
Çапăнса — çара пакка
Тимĕрçен çынни тăрать,
Кĕç тухса сикет вакка.
Крещенке иртсен тата
Кĕпе-йĕм чӳхенине,
Пăр касса турттарнине
Кунсерен куран кунта.
Пит илемлĕ пулмалла
Тирпей кĕртсен çырмана,
Ял-йыш ăçта канмалла?
Чун туртни — çырма кăна.
Çийĕ тĕкĕр пек çиçет,
Малаллах чĕнет инçет.
Пысăк вăрман çук пулин те,
Çырта йăмра — ретĕн-рет.
Çимĕк çитсен Çăлвара
Ĕçчен çын васкать вара
Юрламашкăн, вăй виçме,
Çерем çинче, сулхăнра.
Юмановсем, Дубовсем —
Пурте маттур чăвашсем.
Савăнаççĕ, юп кураççĕ
Çавă савăк кун вĕсем.
Ача вĕрентекенсем —
Хамăр ялăн çыннисем.
Çын çинче те ятлă-сумлă —
Эс çакна тӳрех сисен.
«Маççей», «Маççей», тееççĕ —
Тимĕрçенсем пĕлеççĕ,
Ялти ăста шоферне
Хисеплесе чĕнеççĕ.
Тепĕр Дубов пур ялта,
Кĕнĕ вăл фронтра вута.
Музейпе чапа тухнă
Таврăнсан тăван ялта.
Нина Николаевна
Мăшăрĕ ун — тав ăна! —
Хытă тăрăшрĕ пĕрле
Çывăрма манса çĕрле.
Пĕррехинче туристсем,
Пĕрлешӳллĕ Штатрисем,
Музее килсе курчĕç
Инçетри çак хăнасем.
Чăваш çăкăр-тăварне
Астивни — паха парне.
Кун пеккине курман теç,
Тĕрлĕ çĕрте пулсан та.
Юрă-ташă кĕрлесе
Тăчĕ çав кун урамра.
Çӳремест çын кĕленсе,
Тĕшши — пирĕн туслăхра.
Вăрман çук пулсассăн та,
Тискер кайăк пур пулас.
Ял çынни хушамата
Ячĕшĕн кăна памасть.
Кашкоровсем пур ялта,
Соболевсем таранах.
Вăрманти пек-çке йăлтах —
Курнă-илтнĕ Убана.
Кайăк-кĕшĕкĕ те пур,
Кайăк-кĕшĕк — хăй тĕнче.
Журавлев пур — комбайнер,
Кураков та çĕр çинче.
Çырмара ишет караç,
Хушамат пулмасть-и раç?
Карасев таврашĕсем
Ятлă-сумлă ĕçченсем.
Пулнă пулмалла гусар
Гусаровсен йăхĕнче.
Çакна çеç пусса калар:
Çавăн пек çынсем çинче
Тытăнса тăрать тĕнче.
Тимĕрçен пурнăçĕнче
Нумайăн йĕр хăварни.
Курни çинчен, пулнине
Çырас терĕм ял çинчен.
Нумай çӳретчĕç ялта
Куçсем сиплетĕп тесе.
Те сипленĕ, те сарнă
Куçăн трахома чирне.
Амун карчăкĕ килте
Астăватăп ларнине.
Пĕчĕк йăмăка чиртен
Еплерех «сипленине».
Илчĕ аллине сар çу,
Йăваларĕ хырăмне.
Турткаларĕ кĕç ун-кун, —
Татрĕ ача пурнăçне.
Иртрĕç тĕттĕм вăхăтсем,
Краççын лампи — музейре.
Чирлĕ çынна тухтăрсем
Сиплесе чĕртеç, эре.
Çĕнĕ ял урамĕсем
Куç умĕнче тăраççĕ,
Çĕнĕ ĕмĕр çыннисем
Вăйĕсене хураççĕ.
Пĕри — тыр-пул ӳстерет,
Тепри — выльăх ĕрчетет,
Ача-пăча сиктерет,
Çитменнине çитерет.
Çитнĕ тейĕн çак ырса
Аслă, ешĕр улăхсем.
Сурăхсем çӳреç хырса
Типнĕ-хăрнă курăксем.
Хирсем тăрăх тар тăкса
Нушаланать ĕç çынни.
Хăмăл, хыт-хура хырса, —
Çак пулать-и-ха çĕнни?
Районта ĕçленĕ чух
Кайкалаттăм фермăна.
Тарăхатчĕ Сербуков
Курăк çук тесе кăна.
Ĕлĕкрех ыраш та вир
Акнă — çакна пĕлетĕр.
Ку чухне хирте эпир
Муттиклетпĕр чĕкĕнтĕр.
Суйма памĕ ватă çын
Çапла картсан: ĕлĕкрех
Ялти ватă, çамрăк чун
Сахăр курнă тĕлĕкре.
Шăл хушшине хумалăх
Кӳрсе килнĕ ăнсăртран.
Тĕрекленчĕ ман халăх
Çак аякри вăхăтран.
Халĕ хирĕ-хирĕпе
Ӳстереççĕ «шурă чир»,
Çăвĕпеле-хĕлĕпе
Унпа çыхăннă эпир.
Кур: валюта пек çӳрет
Сахăр пирĕн хутлăхра.
Михĕпеле сĕтĕрет
Хресчен ăна кил-çуртра.
Пултăр-ха кăшман ăнса —
Çакă самай хăратать:
Пылакран йӳçĕ пулса
Пуç мимине анратать.
Лекес мар ун тыткăнне,
Халăха урăлтарас.
Ĕçленĕшĕн çынсене
Тивĕçлине тавăрас.
Ăнăçу ертӳçĕрен
Килни паллă-ха пире.
Вăл юраттăр чĕререн
Çынсемпе тăван хире.
Пур Юманов Юрире
Пархатарлă çак талант.
Фермăна тухать, хире —
Халăхпа пĕрле ялан.
Йăх тымарĕ çамрăкра
Сыхланса упраннăран,
Асла хурать çăкăра,
Ытларах çӳрет çуран.
Ертсе пырать чухласа
Ял хуçалăхне çакскер,
Чунĕ-юнĕпе таса,
Яваплăха туйнăскер.
Тулта — ахăрсамана,
Пурнăç хăмăчĕ пусать.
Вăл кĕмест сулăнкăна,
Хăйне тивĕçлĕ тытать.
Кăлтăк-калтăк çĕр çинче
Тулăх тырă сĕрĕшет.
Ĕçĕ — халăх умĕнче,
Ял чысĕшĕн кĕрешет.
Пур Ваштаховсем ялта,
Чăннипех çĕр ăстисем.
Пынăран ялан малта
Çын çинче ыр ячĕсем.
Алла-аллăн тытăнсан
Çын туман ĕç çук ара.
Пуç тавра шухăшласан,
Ял хăвачĕ — туслăхра.
Кам пĕлмест Чумакина?
Ахаль çын ачи анчах,
Халĕ кур-ха эс ăна,
Математик, чăн ăсчах.
Углевсен кил-йышĕнчен
Тухнă тепĕр паллă ят.
Кашни ет — хăй пĕр тĕнче,
Кашни чаплă хушамат.
Куккăр Михаль тееççĕ,
Пулнă чаплă тимĕрçĕ.
Ялта хакла пĕлеççĕ
Çакă çăмăл мар ĕçе.
Сымкка Печчи çитĕнсен
Тытрĕ çул Шупашкара.
Ячĕ çитрĕ çĕкленсе
Тĕп хула Мускав таран.
Ыр-тĕкел Чăваш тĕнчи
Çĕр çинче пурри çинчен
Хыпарлать чăваш ачи
Тĕнчери хаçатсенче.
Ананькка тесен ватти
Куç умне тухать. Ытти —
Вĕлле хурчĕ ĕрчетни,
Садра улмуççи чĕртни.
Горшевов пули-пулми
Чăваш мар, асрах кулли.
Анкартинче — кӳль пулли,
Тыр-пулли — пӳлме тулли.
Çакă ратнерен эсир
Тепĕр çемье пĕлетĕр.
«Ахалькка» теç вĕсене,
Чыслă, йышлă çемьене.
Шофер пулнăскер, эре,
Витя ĕçе пултарнă.
Çакă çутă тĕнчере
Ырă йĕр вăл хăварнă.
Ашшĕн ĕçне ывăлĕ
Малалла тăсса пырать.
Хĕрĕн ырă кăмăлĕ
Ачасене ăс парать.
Хĕрĕ тенĕрен, пĕри
Пирĕнпе пĕрле ĕçлет.
Чăваша — чĕри вĕри! —
Хаçатра çӳле çĕклет.
Калас пулать йĕркерен
Тепĕр сумлă çын çинчен.
Тухнă вăл çак çемьерен,
Ĕçлет ял музейĕнче.
Андриховсен ыр йăхне
Ывăлсем вăл парнелет,
Ĕçрен пушăрах чухне
Ал çырăвĕ хатĕрлет.
Ялăм пысăк, йăх нумай,
Пурте тивĕç мухтава.
Сăвă-юрă юхнă май
Хуть ярса пар Мускава.
Шут ĕçĕнчи тивĕçе
Пĕлмĕç-и хĕрарăмсем?
Ярса илнĕ ку ĕçе
Хăй аллине арçынсем.
Кушты Хветĕрпе Лекçей,
Яровов Лĕнькки, Илья,
Андрейч Стюков, — ак телей! —
Кăларать-хушать-илет.
Шута илĕр çак шайпа
Дуннясен Миккалайне,
Çак касăри Хвечапа
Горбуновсен Ваççине.
Конторщиков Володи...
Виçере ун çуначĕ.
Халăх мулне шутланă —
Çынсен ĕçне хакланă.
Кăвак çутă сăн илсен
Камсем хире утаççĕ?
Палларăр пуль, — Жидковсем
Çĕн каçалăк уçаççĕ.
Касăлать хура тăпра,
Çĕр вăраххăн çĕнелет.
Хушăнса пырать тупра,
Тăван хир илемленет.
Комбайнер Володин пур,
Имуллин Костя асра.
Чумакинсем, шута хур,
Вĕсем — пирĕн касăра.
Пулнă теççĕ мыскара
Пĕр хĕрарăм аптрасан,
Пулнă хырăмĕ хура
Ача çуратма кайсан.
Тухтăр, курнăскер çакна,
Тĕпчесе пĕлме васкать.
Леш суймасть, паллах, ăна:
— Тракторист ман упăшка...
Сахалланчĕç Медковсем,
Кӳршĕ ялта пурнаççĕ.
Аптрамаççĕ юлнисем,
Чăваш ятне ямаççĕ.
Пĕри тухрĕ пуçлăха,
Санькка тесе чĕнеççĕ.
Пирĕн ялсем туслăха
Хакламашкăн пĕлеççĕ.
Кăмака тăвать Еня,
Надиванов, теç ăна,
Ылтăн алăллă çынна,
Унăн мăшăрĕ — Нина.
Сумĕ пур-çке çын çинче,
Илнĕ ахаль мар медаль.
Ку чух килти арчинче —
Упранать медалĕ халь.
Икĕ ывăл çитĕнет
Ятлă мăшăр çемйинче:
Энтри халĕ хĕсметре,
Асли — академинче.
Выльăх тухтăрĕ пулса
Кĕç Валери таврăнĕ.
Кам пĕлет, Турри çырсан,
Çулĕ ялах çаврăнĕ?
Аппансен йăхĕ тавра
Çырса пĕтерме те çук.
Вĕренет халь Мускавра
Ман хресна ывăл Сашук.
Ашшĕ тава тивĕçлĕ —
Пырать шкула вăл ертсе.
Амăшĕ те пĕр ĕçлĕ,
Çӳрет унтах илтерсе.
Çылăх пулĕ, ял-йышсем,
Мишшука асăнмасан.
Малăй Саньккипе вĕсем,
Тухнă вăрçă тапрансан.
Пĕри — ман хресна атте,
Тăрăшнă вăл ялпора.
Тепĕрин тĕпре вите —
Кун кунланă конюхра.
Конюхсем ялта нумай,
Шутласах тухас, тăхта:
Таниле Виччи тата
Ярускин Ваççи кунта.
Блюдин Мăккăль ăйăрĕ
Чапа тухнă Чĕмпĕрте.
Конюх Ятман Тимĕрĕ
Кая юлман пĕрре те.
Чыслас килет сăвăпа
Пĕлнĕ çывăх çынсене.
Асăнатăп ырăпа
Медковсен Хĕвеклине.
Ирне-каçне пăхмасăр
Тухса утнă уй-хире.
Уйрăм-уççи курмасăр
Инке кайнă чир-чĕре.
Кӳршĕ Вирккапа, ара,
Пулнă маттур, ĕçченсем.
Халĕ акă канура,
Çитĕннĕ мăнукĕсем.
Астăвап Хурамалта
Шур сухаллă Тимуша,
Кин шырарĕ вăл шултра,
Кинсĕр — пурăнăç нуша.
Рябовсем — ман пĕлĕшсем,
Çăра юнлă йăх вĕсем.
Йĕкĕрешсем çуратса
Ӳстереççĕ юратса.
Тĕлĕнтермĕшĕ ялтах,
Пĕлтĕм тĕл пулсан йăлтах:
Пур-мĕн хамăрăн асамçă
Чăваш арăмĕ, вăртах.
Ахлатать çын, ухлатать,
Шăм-шакки ун ыратать.
Тебисен Зини сиплевçĕ
Самантрах-мĕн сыватать.
Тинкерсе пăхса тăрать,
Чир-чĕр сăлтавне шырать,
Шăмă хуçăлнă е сикнĕ —
Рентгент пек, пăхса курать.
Кĕç васкать вăл пулăшма,
Юмахри пек, кулăшла.
Юмах мар — чăваш Ванга
Хăватпа сиплет çапла.
Фермăра е уй-хирте,
Профкомра, ытти çĕрте
Е, Юман поэт каларĕш,
Çур ял Разинов пирте.
Çтепан Разин йăхĕнчен
Тухнă тейĕн хушамат.
Шутламанччĕ халиччен
Эп кун çинчен, хăямат!
Тутар ялĕн пуçлăхĕ
Тухрĕ ман тăван ялтан.
Икĕ халăх туслăхĕ
Килет мар-и авалтан.
Ку вăл Разинов Санюк,
Унăн мăшăрĕ Натюк.
Çитĕнеççĕ ачисем,
Çĕнĕ чăваш чĕпписем.
Тусся хушамат вара
Тĕл пулать питех сайра.
Обуховпа Хованский
Вырăс кĕнеç йăхĕ-çке.
Офицерсем пуррипе
Ахальтен мар пуль ĕнтĕ
Савăнаç Хованскисем.
Тăрать юнĕ вĕресе.
Кулине пурнать пĕччен
Пракова хушаматпа.
Ваççи хĕршĕн кайиччен
Ярăннă çунашкапа.
Камăн? Боронихинсен
Çурчĕ кермен пек вĕсен.
Захаров Петяпала
Çӳренĕ чупса шкула.
Салюков Евкен Васильччă
Чĕррĕн тухать куç умне.
Тытса пычĕ — кервен çынччĕ —
Вăл ялпо тилхепине.
Салюков таврашĕсем —
Ăспа-тăнпа чиперсем,
Тӳрĕ чунлă ĕçченсем,
Хурăнташ пире вĕсем.
Манас çук Валентюка,
Сăвăрмастчĕ пур-çука,
Мĕнпур чыслă стройкăна
Йыхăратчĕçĕ ăна.
Таниле ачи Хветĕр —
Тепĕр сумлă Салюков.
Ывăл-хĕрне пĕлетĕр,
Ашшĕ пек, ят-сумлă ав.
Риммапала Роза, кур,
Ĕрчетеççĕ çĕнĕ йыш.
Иккĕш те ĕçчен, сатур,
Лăпкă мар çавах та ăш.
Хуйăх пусать чĕрене
Яш салтака асилсен.
Татрĕ унăн пурнăçне
Чечен вăрçи, мур илен!
Сендеркинпа Карасев
Пулнă афган вăрçинче.
Йăлт каласа параççĕ
Мĕн курни-илтни çинчен.
Каччăсем пуçне усман,
Ырă-сывă иккĕш те.
Тимĕрçен ятне яман
Душман тапăннă çĕрте.
Еçтюк Ванюш, кӳршĕсем,
Радио итлеттерет.
Райкки, мăшăрĕ, хĕрсе
Хаçат-журнал валеçет.
Тăвансем Алешкинсем
Савăнап ăратлипе.
Мухтанатăп — Павловсем
Ят ямаççĕ çемйипе.
Шурмакинсем — хăтасем,
Нефегдовсенчен — кинсем,
Ярускинсем — ыр кумсем, —
Çур ял пирĕн тăвансем.
Кужаковсем те çавах
Çурри вĕсенчен хăрах.
Хвечи — сăмах ан кала! —
Çĕре кĕчĕ çамрăкла.
Кушак Зинави ачи —
Тĕнче шайлă вăй виçен.
Куля ятлă спортсмена
Панă пирĕн Тимĕрçен.
Ялан шакла пуçпала
Çӳрет пирĕн ялпала.
Кама манса хăварнă?
Капустă Санюк юлнă!
Калани тӳрре килет, —
Çынна выльăх страхласа
Тепĕр Капустин çӳрет
Инкексенчен сыхласа.
Ял-йыш пуйса пынă май
Страхагентăн ĕç нумай, —
Кашни хуçа пурлăхшăн,
Килне-çуртне страхласшăн.
Нянюк арăмĕ тесен,
Пĕлменни те çук вара.
Çур ĕмĕр ытла, пĕлсем,
Тăрăшать вăл лавккара.
Улькка акка çулĕпе
Ывăлĕ утса пырать.
Ялта хĕлĕ-çăвĕпе
Тăрăшса сутă тăвать.
Кинĕ унăн — медсестра,
Шыраман ăна ютра —
Кӳршĕ Пухтел ялĕнче
Ӳснĕ ашшĕ килĕнче.
Курак Миккалай кинĕ,
Çав ялтанах килнĕскер,
Вăй хурать пульницара.
Кирлĕ-ши тата мĕскер?
Унăн аккăшĕ, Лидя,
Кăмăлланă ман яла.
Ик ялшăн та вăй çитĕ,
Ан кала, сахал тесе.
Ютсем мар хĕр-тăнтăшсем,
Кинсем пулса тăнăран.
Пысăк хуйхă-суйхăсем
Ма пулаççĕ хушăран?
«Качча хирĕçле тухсан
Пулмасть пурнăç ăнăçлă», —
Тенĕ мар-и. Астусам,
Тĕрĕс пурăн, пул ăслă!
Пĕлнĕ юлташ мăшăрĕ
Пуçне хучĕ сарăмсăр.
Ку кăна та çитмерĕ —
Кил-йыш юлчĕ ывăлсăр.
Астăватăп мăнакка
Каланине пĕр вуçле:
— Телей пулĕ-ши хĕрĕн, —
Качча каять хирĕçле.
Мĕне сиснĕ ват чĕре?
Çăмăл марччĕ калама.
Ваттисем хушман хĕре
Тăванне качча пама.
Автан Ваççи сăмахлă,
Калĕ: «Мана хăварнă...»
Каçар, Ваççа, çылăхлă,
Йышăр пысăк, кăварлă.
Уйраймарăм ушкăнран
Тимсĕртерех пулнипе.
Хальлĕхе, хăвах куран,
Çырлахтар мĕн çырнипе.
Савиновсем — чун уççи,
Çынисем маттур тата.
Аннапа Çеркей Ваççи
Вĕрентнĕ ялти шкулта.
Çав шкула Итэсь Ваççи
Уçнă ман тăван ялта.
Хĕрĕ — Ваççа Аниççи
Çунат сарнă çак унта.
Кайран, пирĕн вăхăтра,
Пысăк, кивĕ чул çуртра
Тăрмăшаççĕ Вишневсем,
Георгаев — мăшăрсем.
Ырă ят çӳрет ялта
Мăкăльтян Печчи çинчен.
Çулпа çамрăк пулсан та
Тухмасть шухăш пуçĕнчен.
Техникăпа туслă та —
Ăна юсать, тирпейлет.
Ачисене пит ăста
Хăй пек пулма вĕрентет.
Астуковпа Марьинсем
Юлчĕç пулмалла манса.
Пур вĕсен машинисем
Курнă пуль, туссем, ларса.
Бензовозпа ĕçленĕ
Муляков Иван пайтах.
Пирĕн ялта тĕпленнĕ
Сумлă шоферсем татах.
Митрофанов пур, Çумкка,
Çав ĕçченсенчен пĕри.
Ӳт-пĕвĕнчен тăпăлкка,
Кăвар пек çунать чĕри.
Камăн ятне асăнман —
Ан çилленĕр-ха мана.
Тен, васканă, астуман,
Вырăн çук, тен, — çав кăна!
Сăвă хĕрет — вăй кĕрет,
Туссене епле манас?
Палаккăр Кули çӳрет
Машинипеле мăнаç.
Ваççиль Танилччă Кули
Çĕре кĕчĕ вăхăтсăр.
Умăмрах ăшă кулли,
Чуна тăлăх тантăшсăр.
Саймул Иллене шеллеп,
Ачи питĕ маттурччĕ.
Садков Саньккапа эпир
Вылянă сцена çинче.
Кăтри Толипе шкулта
Вĕреннĕ эпир ялта.
Ток çапрĕ те вĕлерчĕ,
Пире çапла уйăрчĕ.
Блюдин Якку Иванĕ —
Ĕçчен ял-йыш тăванĕ,
Элли Якку Ваçлейĕ —
Хастар кил-йыш телейĕ.
Эп Гусаров Петĕре
Манса кайнă тетĕр-и?
Пĕрле ӳснĕ тантăшсем —
Ĕмĕр асăнма вĕсем.
Мулкач Миккалай туса
Савăнатăп курсассăн.
Яровов Тяпан Вали,
Пур сăмахăм сан валли.
Сименовпа Яровов
Йăх пĕрлешнĕ шăллăмра.
«Хисеплĕ чукунçулçă»
Ят халĕ — Валерăра.
Хулара пурăннăран,
Хушăран унта куран.
Аякра та пур вĕсем,
Хамăр ялăн çыннисем.
Уйрăмах ютра чухне
Юп кӳрет чăваш чĕлхи.
Кăларса парать чунне
Хамăр ял çынни хайхи.
Тăп! машина чарăнать —
Кужаков тăра парать.
Милици тумĕпеле,
Тăнăç пурнăçа сыхлать.
Кураков Ванюш паян
Пысăк чинлă çын куран.
Майора çити вăл ӳснĕ,
Кама тухĕ-ши ыран?
Ишеккей Валюк — таксист,
Ентешрен ютра ан пис.
Машини парать-тĕк сас —
Хăнана чĕнет вăл, сис!
Виктор Вирушне куратăп
Ăнсăртран эп урамра.
Уншăн чиксĕр савăнатăп,
Туйăнать ялан çумра.
Пĕррехинче пӳлĕме
Пырса кĕчĕ ватă çын.
Тӳрĕ килчĕ пуплеме —
Хамăрьял, тет, Тимĕрçен.
Ваççа пичче самаях
«Тĕнче касса» çӳренĕ.
Ырса çитсен, каярах,
Чĕмпĕрте вăл тĕпленнĕ.
Семзикеев хушамат
Ку чух ялта çук-и, тен.
Пулнă вăхăт, пулнă ят,
Ыр-сыв пурăннă этем.
Улькки хĕрĕ чун илсе
Тухнă çакă çемьерен,
Качча кайнă çитĕнсен —
Илнĕ Нефедов Евкен.
Семзикеев Сергейĕ
Падеркинсен йăхĕнчен.
Улькка ашшĕ — телейĕ —
Пач пĕлменччĕ халиччен.
Пухăннă та ялсенчен
Ентешсем-инженерсем,
Охотник Леня панчен
Тухма пĕлмеççĕ вĕсем.
Самолетпа пĕлĕте
Медков Витя улăхать,
Курăр ентеш-йĕкĕте —
Тăван яла саламлать.
Чĕмпĕре те çитрĕмĕр,
Халĕ яла таврăнар.
Куртăмăр та илтрĕмĕр —
Пăртак чуна кантарар.
Учителĕм ватăлчĕ
Çулсем иртсе пынăран,
Сывлăхĕ те хавшалчĕ,
Çăмăл мар килнĕ куран.
Маншăн çамрăк-ха, ара,
Сăнĕ çуталать умра.
Çаплах юлнă асăмра,
Пулни-иртни урокра.
Арифметика паян,
Задачăсем шутлатпăр.
Сивĕ-çке, çавăнпалан
Нăштик-нăштик! сывлатлăр.
— Çичĕ вырăнлă числа
Калăр-ха, — тет учитель.
Кам кахалрах, кам ăслă —
Унăн пĕлес килнĕ пуль.
Йăмăкпа эпир — туссем,
Урокра пĕрлех, пĕр класс.
Пĕр-пĕрне, пĕлес килсен,
Пулăшма питех хавас.
Вĕрентекен сисиччен
Йăмăка илтет хăлха.
Чышрĕ аяк пĕрчинчен:
— Валя, мана кала-ха!..
Ним уяса тăмасăр
Персе ятăм пĕр сăмах.
Калани пач усăсăр,
Айăпĕ тивет хамах.
Алă çĕклет йăмăкăм,
Хăй илтнипе савăнса.
Йăнăш пулчĕ, ăнлантăм,
Хам ларатăп шăпланса.
Нина Николаевна
Пăхрĕ куçлăх айĕнчен.
— Çич вырăнлă числана,
Зина, каласам, пĕлсен.
Йăмăкăм сиксе тăрать
Питĕ хĕпĕртенипе.
Илтнине персе ярать,
Кĕç шăпланать кулнипе...
Эпир йывăра илмен,
Çырлахтарнă пĕтĕмпех.
Пĕрне-пĕри кӳренмен
Хальхи хăш-пĕр çынсем пек.
Аптрамаççĕ çавăнпа
Çăмха Ваççи пеккисем,
Аслăраххисем çулпа,
Нуша курса пиçнисем.
Хамăр ялăн çыннисем
Çăвар карсах итлеççĕ,
Вăрçăн тискер çулĕсем
Асĕсенче юлаççĕ.
Çăмха Ваççи тенĕрен,
Мускавра ĕилет илет...
Ун сăмахне çĕнĕрен
Каласа парас килет.
Инçе çул кайма билет
Кирлĕ пуйăссем çине.
Ман ентеш пырса çитет
Шĕкĕр Мускав хулине.
Çăмха Ваççи Мускавра пулса иртнĕ мыскара çинчен каласа кăтартни
Пăхрăм-пăхрăм, чупкаларăм,
Вокзал тăрăх анраса.
Черет тăма шутларăм,
Укçа-тенкĕ кăларса.
Сехет иртет черетре,
Эп çаплах кайри ретре.
Çĕлен евĕр явăнать,
Манăн чĕре пăлханать.
Фронтовик, разведчик пулнă
Çамрăк чух эп вăрçăра.
Курмаллине йăлт эп курнă,
Орденсем те пур ара.
Çăмăллăх та пулма тивĕç
Черетре чухне пире.
Тупăнать-çке пĕр-пĕр кĕвĕç,
Ваттине хирсех сирет.
«Мĕн тăвас?» — тесе шутларăм,
Аса илтĕм яшлăха.
Аптрамастчĕ ман шăм-шакăм
Питĕ кирлĕ хутлăхра.
Уртрăм икĕ урана
Ĕнсе хыçне хыçала.
Кам кунта паллать мана?
Шурăм ал вĕççĕн шала.
«Инвалид» пулса-çке тăтăм
Эпĕ çавă самантра.
Турăм утăм хыççăн утăм,
Çывăхартăм — ĕç хутра!
Çул параççĕ мана шăпăрт,
Кураканĕ — пĕр шеллет.
Çаплалла туянтăм хăвăрт
Таврăнма киле билет.
* * *
Аптраман Çăмха Ваççи
Таврăннă чухне килне.
Мыскари — мĕн каласси! —
Тивĕçлĕ саманине.
Ват çынна тăнланă май
Хамăр йăх килет аса.
Тăвансем питех нумай,
Анчах туп-ха шыраса!
Ултă ывăл асаттен,
Хăйпе — çиччĕмĕш арçын
Пулнă. Юлнă халь пĕччен
Лĕня пичче — ырă çын.
«Веделянчиков» йăхран
Тухнă тымар асаннен.
Килнĕ кукамай ютран,
«Рамашкасем» — асаттен.
Ырă-сывă пурăнать
Петĕр арăмĕ, инке.
Тараватлăн йышăнать
Эпир пырсан Çимĕке.
Самара кай, Чĕмпĕре,
Ытти пысăк хулана —
Чăнлă çĕрĕ пур-пĕрех
Илĕртсе тăрать чуна.
Эпĕ кам? Ял халăхĕ
«Хветĕр ачи» тет малтан.
«Чăваш халăх ăсчахĕ»
Пултăм пĕрремĕш кайран.
* * *
Çĕнтерӳ кунĕ паян,
Клуб умĕнче — ялавсем.
Кур: урам кĕрлет ян-ян!
Пухăнса çитеç çынсем.
Кунта Çăмха Ваççине
Курсан кăмăл çĕкленчĕ,
Çакă чăваш ачине
Вăрçă вучĕ пĕçерчĕ.
Анчах ачи аптраман,
Пулнă паттăр, пиçĕхнĕ.
Тăшмансенчен хăраман,
Орден-медаль тивĕçнĕ.
Сюмгин кăкăрĕ çунать,
Хĕлхем сапать çуталса.
Орден-медаль ялтăрать,
Вăрçă çулне палăртса.
Пулнă Ковпак çарĕнче,
Йывăр килнĕ хушăран.
Тăнă Жуков умĕнче,
Ăна курнă çывăхран.
Çулсем иртсе пынăçем
Ветерансен йыш чакать,
Разинов Пахвир пиччем,
Турра шĕкĕр, пурăнать.
Тухса килнĕ уява
Витя ывăлĕпеле.
Ăна пĕлнĕ эп аван
Ачаранах темелле.
Комсомол комитетне
Витяна суйланăччĕ.
Çамрăксен ĕçне-пуçне
Вăл хастар кӳлĕннĕччĕ.
Халĕ те-мĕн чиперех —
Ăна ĕçре мухтаççĕ.
Çамрăк чухнехи пекех,
Унран тĕслĕх илеççĕ.
Суçăр Михаль тетене
Ача-пăча çавăтнă.
Хăлхи илтет тĕнчене,
Чунпа çамрăк, савăннă.
Чипер кăна хĕрарăм
Ял халăхне саламлать.
Итлесенех чухларăм —
Тĕрĕс, çивĕч калаçать.
Алякка Валин хĕрĕ
Шупашкарта вĕреннĕ.
Унтан яла таврăнсан
Тăван шкула иленнĕ.
Телеевсем телейлĕ
Хăйсен маттур кинĕпе.
Чунĕпе те илемлĕ,
Ĕçре кунĕ-çĕрĕпе.
Таврăнар-ха уявах,
Татах пăхар сăнаса.
Чунăм савăнчĕ, чăнах,
Тĕрĕссипе каласан.
Мĕнле пурăннă ялта?
Мĕн енĕпе савăннă?
Мĕн ĕçленĕ — кур, йăлтах,
Камсем кунта пухăннă?
Уяв епле концертсăр?
Çамрăк ăру канăçсăр.
Улах кăтартаç атьсем,
Савăнаç ветерансем.
Тамара Петровнăпа
Любовь Андреевна
Хĕрсе кайнă çак шайпа,
Халăх ал çупать кăна.
Сцена çинче ветеран
Лука Михалч Кураков,
Итлесе ларсан куран —
Артистран кая-и вăл?
Юррине шăратнă май
Ун йăшаç суранĕсем,
Манăçаç-и, тен, самай
Вăрçă-харçă терчĕсем.
Асапланнă ентешсем,
Вилни пулнă выçăпа.
Асилеççĕ ваттисем
Шар курнисем вăрçăпа.
Хĕл ларсан çуркуннеччен
Пуçне ватнă ял çьгани:
«Мĕн çиес çĕн тырăччен? Мĕн акас?..» Çапла чăнни.
Салтак арăмĕ çинчен
Уйрăм кирлĕччĕ сăмах.
Халь, уяв кĕрекинче,
Вĕсем ларчĕçĕ çумрах.
Тăлăх арăмăн шăпи
Хăçан çăмăл пулнă-ха?
Вăл хăварнă хăтарса
Ялти выçă халăха.
Халĕ чир-чĕр çыпăçать
Йывăр асап тӳснипе.
Ватлăх кунсерен пусать,
Чылайăшĕ — туйипе.
Çамрăкланнă пек вĕсем,
Ешĕл тумлă урамра.
Иртнине асаилсе
Ларчĕç чаплă уявра.
Тусĕ Яровов Ваççин
Ларать сĕтел хушшинче.
Ун çумĕнче — Тяппанин,
Стюк Аниççи Теренин.
Кам ларать çак юнашар?
Анна Николаевна.
Унпала халь паллашар,
Вăл та уяври хăна.
Чăваш хĕрĕ çӳренĕ
Тăхăнса шур халатне.
Госпитальте сипленĕ
Америка салтакне.
Таврăнсан тăван яла
Тупнă телейне ĕçре.
Халь ăна çавăнпала
Йыш чыслать кĕрекере.
Тем, Портнова курăнмасть,
Нина Алексеевна.
Ун ятне ял-йыш манмасть,
Паттăр фронтовичкăна.
Пулнă хаяр вăрçăра
Чăваш хĕрĕ, тăкнă юн.
Кайран, мирлĕ вăхăтра,
Ĕçĕ сумлă пулнă ун.
Выльăх тухтăрне тухса
Выльăхсене сипленĕ.
Музей хорĕ çуралсан
Юр юрлама çӳренĕ.
Акă кунтах куратăп
Кушак Микиш мăшăрне.
Эпĕ унра туятăп
Тăван çĕршыв тĕрекне.
Вăрçă пынă... Йывăрпа
Чăваш хĕрĕ кĕрешнĕ.
Суха тунă тракторпа,
Тырă-пулă ӳстернĕ.
Чыс-мухтав пуçлăхсене
Ваттисене манманшăн,
Уява килнисене
Чунтан савăнтарнăшăн!
Пулнă çивĕч те маттур
Яш чух Кужаков Егор,
Хир карапĕ çӳретнĕ, —
Чапа тухнă — пăх та кур!
Николай Герасимăч
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ,
Калама кăна çăмăл, —
Ферма ĕçне çĕнетнĕ.
Эллисем параççĕ сас,
Ăçтан пăрăнса каяс?
Сĕрме купăс пар — Ваççа
Чĕререн каять каççа.
Ветерансен ушкăнне
Вăл хастар ертсе пырать.
Сирсе пыма юшкăнне
Сĕрме купăс пулăшать.
Петр Николайч Элли —
Вилсе чĕрĕлнисенчен.
Пур ун асаилмелли
Пулни-иртнисем çинчен.
«Вилĕм хучĕ» килнине
Çемйи халь те астăвать.
Кулянтарнă чĕрине,
Куçĕнчен куççуль юхать.
Анчах Турă пăрахман,
Каччă чипер таврăннă.
Матĕрне аппаçăм ман
Тинех чунтан савăннă.
Савиновсен Хветĕрĕ
Алăстине маçтăрччĕ.
Авăн çапнă вăхăтра
Йĕтем çинчен анмастчĕ.
Асăнмаллисем нумай
Уяври кĕрекере.
Пĕрисем — ыр-сыв, самай,
Теприсем — «леш тĕнчере».
Праков Якку пиччене
Астăвать, манман ял-йыш
Ун çинчеи çамрăксене
Каласа парам-ха кăшт.
Партийĕн вунсаккăрмĕш
Съездĕнче вăл делегат
Пулнă. Мĕн çĕкленĕ? Ĕç!
Çапла юлнă ырă ят.
Вăл нумай çулсем хушши
Ертсе пынă колхоза.
Кил-йышра та ун ăшши
Кăварланнă тап-таса.
Унăн Праски мăшăрĕ
Виçĕ ача çуратнă.
Виççĕшне те ыр ашшĕ
Чун-чĕререн юратнă.
Эс шухăшлăн — темех мар:
Виçĕ ача çемьере.
Анчах вĕсен пĕр харăс
Çуралнă çакăн чухлĕ.
Паянччен пĕри ыр-сыв
Пурăнать — Çинук акка.
Çирĕм-вăтăрмĕш çулсем
Тăрса юлчĕç аякка.
* * *
Уяв килет вĕçленсе,
Ял юлать илемленсе.
Тар тăкать ял-йыш каç-ирĕн
Çуракинче ĕçлесе.
Çăкăр пултăр, тет килте,
Тăрăшса ĕçлет хирте.
Çĕр улми лартмашкăн вăхăт —
Ку йĕрки çапла пирте.
Кузнецов Петĕр тете
Тăхăнса ĕçри тумне,
Тасатать шăлса тирпейлĕн
Çерем шăтнă пӳрт умне.
Арккай Ваççи пахчинче
Шуçăмпалах ĕç çинче.
Выляса тăрать çап-çутă
Кĕреçи ун аллинче.
Шăтса тухĕ пăртакран
Кишĕрпе хăяр, сухан.
Витамин сахал-и кирлĕ
Этеме — çакна ан ман!
Ĕç пуçлаççĕ платниксем,
Вĕсен ылтăн аллисем.
Ваçлипе Зельтюк Кули
Ăсталаççĕ керменсем.
Вут вĕтеççĕ арçынсем —
Чун кĕнĕ пек пурттисем.
Сава евĕр якатаççĕ
Алри йывăçа вĕсем.
Ял урамĕ çуталчĕ
Кулиш урама тухсан.
Вунçиччĕре туйăнчĕ
Куçĕпе шартса пăхсан.
Ăмсанатăп ырăпа
Ун пек хитре сăнсене.
Мал ĕмĕтлĕ туртăмпа
Илĕртнĕшĕн çынсене.
Уба Çумкка — упăшки —
Каснă-лартнă хăй пекки,
Кукаçи вăл, асатте —
Мăнуксемпе хĕпĕртет.
Савăнатăп пĕр кана
Курса çакă кил-йыша.
Курни-илтни ялана
Вырнаçать кĕрсе ăша.
Фермăри çьшсем çинчен
Тăрас килет чарăнса.
Кăвак çутă киличчен
Кайнă вĕсем вăранса.
Чăрăлтатса сĕт юхать —
Римма ĕнесем сăвать.
Наталийĕн мăнукĕн
Хушăнса пырать ĕçĕ.
Карасевсен халь кинĕ
Чунĕ хушнипе килнĕ
Фермăна ĕне сума, —
Ырă çул сунар ăна!
Тантăшсем кунта чылай,
Инкепе кинсем самай.
Çамрăк вăкăр ӳстереççĕ,
Тынаран ĕне кĕтеççĕ.
Ĕçĕ çитнĕ — мăй таран,
Халь сире паллаштарам:
Паçняк Павăлĕн кинĕ —
Сендеркинсен Райкки вăл,
Натали инкен Нини —
Купцовсене кайни вăл.
Ямщикова Нинапа
Юнашар Нефедова,
Ял çинче Райкка ятпа
Вăл çӳрет, ыр ĕç тăвать.
Курак Хветĕр ачисем
Тăрмашаççĕ фермăра.
Рдюков Юрий... Май килсен
Купăсне тăсать клубра.
* * *
Ял-йышăма мухтаса
Çырас терĕм çак сăвва.
Юратса, тĕпе хурса,
Курнă-илтнĕ шăв-шава.
Тав Тимĕрçен чăвашне,
Ĕçлĕ, чĕрĕ сулăма!
Турă хуштăр малашне
Тăван ялтах тĕл пулма.
Анатралăм, чечеклен,
Самана утти санра.
Тăнăç пурăн, тăван ен,
Ĕмĕр пулăн асăмра!
Анат Тимĕрçен,
Чăнлă районĕ.
1998-1999 çç.