Вырăспала вырăсла,
Тутарпала тутарла
Пултаратăп калаçма,
Яр уçатăп чунăма
Чĕлхем пăртак такăнсан,
Кăштах карта лармасан
Мана хатĕр пулăшма
Мана хатĕр ал пама
Вырăс тусăм вырăсла,
Тутар тусăм тутарла...
* * *
Эп илтетĕп çаплах Хусанкай сассине,
Вăл тăван чĕлхеме пуç тайма чĕннине.
* * *
Митта Ваçлейĕн юррине,
Вăл халăха ыр суннине.
Тăван чĕлхешĕн çуннине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне!
* * *
Туятăп эп Ухсайра
Тăван чĕлхемĕр хăватне.
Янравлă сăвă-юрăра
Эпир яман чăваш ятне.
* * *
Юрий Сементере
Тус-тăванăм Сементер, —
Чĕлхемĕршĕн пĕрлешер!
* * *
Аристарх Дмитриева
Эс çĕклетĕн тăван чĕлхене
Çут хĕвеллĕ тĕнче тӳпине.
* * *
Петĕр Эйзина
Санра чăвашлăх вăйлине,
Санра чĕлхемĕр илемне
Туйса тăратăп яланах —
Тавах сана, чунтан тавах!
* * *
Хуначи Юмарта
Юмарт, ăнлантăм эп сана —
Ал патăн, тусăм, эс мана.
Çаплах Митташăн сас палар,
Чĕлхемĕре пĕрлех упрар!
* * *
Любовь Фёдоровăна
Хĕрӳ чĕреллĕ çамрăксем,
Тăван чĕлхемĕр ăстисем,
Вăй-хал сунатăп эп сире —
Ыр ятăр пытăр ĕмĕре!
* * *
Юрий Артемьева
Ăс-хал пиллетĕн кашнине,
Тăван чĕлхешĕн кĕрешен.
Пĕрле тăрсассăн ĕç умне
Ялан хастар пулма хистен.
* * *
Тăванăмсем, хастар пулар,
Çунат çумне çунат хушар,
Çут çăлтăрла çунса тăрар,
Тăван чĕлхешĕн сас парар!
* * *
В.Г. Егоров профессора
Эс çывăх, ырă çын пулса,
Çунатлă ăс, вăй-хал пухса
Пире вĕрентрĕн хаклама
Тăван чĕлхемĕр хăватне,
Тăван чĕлхемĕр илемне!
* * *
Иван Ахрата
Чăваш сăвви-юррине,
Атте-аннемĕр чĕлхине
Пуçа таяр, хисеплер,
Çӳлтен çӳле шав çĕклер!
* * *
Тутарстанăм, сана асăнсан
Куç умне тухать мар-и Хусан.
Чăвашла передача унтан
Илтсенех савăнатăп чунтан.
* * *
Михаил Ставские
Ялан çапла пĕрле пулар,
Тăван чĕлхемĕре упрар!..
* * *
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхем,
Эс çав тери сăпай, чипер.
Çунатлă çул сана пиллем,
Çитес çĕре пĕрлех çитер...
* * *
Тавах, тăван чĕлхе, сана,
Тавах сана упракана —
Вăл маншăн çывăх тус-тăван,
Унпа çула тухма аван.
* * *
Тăван чĕлхем, илемӳпе
Эс паллă халĕ тĕнчипех.
Чипер, хитре эс Нарспи пек,
Эс çирĕп хурçă Çеçпĕл пек.
* * *
Манас марччĕ тăван ĕмĕрне
Атте-аннемĕр пире суннине,
Пуç таяр-ха чăваш чĕлхине,
Пуç таяр-ха çĕр пин юррине.
* * *
Асран кайми ман тус-юлташ
Тăванăм, Валентин Урташ!
Çук, эс вилмен — юрру пуртан,
Чĕлхемĕре юратнăран.
* * *
Эс — ман телей, эс — ман илем,
Ытарайми тăван чĕлхем!
* * *
Тăван халăх парнине —
Атте-аннемĕр чĕлхине,
Чăваш çĕр пин юррине,
Чăваш çер пин тĕррине,
Ан мансамăр, çамрăксем,
Ан мансамăр, ачамсем,
Ан мансамăр, мăнуксем,
Ан мансамăр, тăвансем.
* * *
Петĕр Осипова
Чунтанах юратрăн, хисеплерĕн,
Хамăрах тăван чĕлхемĕре,
Чăваш ятне, чысне çĕклерĕн,
Çăлтăру сан çӳллĕ тӳпере.
* * *
Айхине
Асилетĕп çаплах Айхие,
Çеçпĕл сăнлă чăваш поэтне,
Вăл çĕклерĕ Европа шайне
Тăван халăх сăвви-юррине.
* * *
А.К. Еремеева-Миттана
Ялан асăмра эс вĕрентнĕ кунсем —
Тавах уншăн сана, тавах чун-чĕререн.
Эс чăваш чĕлхине, сăввине-юррине
Юратса пурăнма тивĕçтертĕн пире.