Аттепе ирех паян
Тул çутăлнă-çутăлман
Вăрмана лаша кӳлсе
Кайрăмăр-çке кăмпана.
Хам тилхепене тытса,
Но-но-но! тесе пырса
Юртăпа та сиккипе
Чуптаратăп кĕсрене.
Урхамах мана итлет.
Сиккипе вăл пынă май
Манăн чунăм савăнать.
Мухтаса атте калать:
— Ах, эс, ывлăм, пит маттур,
Юратсан эс лашана
Малашне ута кӳлме
Вĕрентетĕп эп сана.
Савăнса ши! шăхăрса
Эп пыратăп ахăрса.
Ак кĕретпĕр вăрмана,
Тăрататăп лашана.
Юртăпа киле килме,
Вăй та кĕтĕр-ха тесе
Лашана эп хаваспах
Утине парап хурса.
Ак пире кĕтнĕ пекех,
Вăрманта мĕн чул кăмпа!
Кăрăçпа уплюнккана
Эх тататпăр савăнса!
Карçынкка тулсассăнах
Кайрăмăр эпир киле.
Пиччепе анне чăнах
Пит мухтарĕç-çке пире.
Çак пуянлăх вăрманта,
Вăйĕ-халĕ лашара.
Учĕ сывă пулсанах
Çăмăллăх пулать чăнах.