Ут туртмасан, урапа кусмасть.
(Ваттисен сăмахĕ)
Мĕн ĕлĕкрен чăвашсен пурнăçĕнче лаша тĕп вырăнта тăнă. Утсăр çемье начар пурăннă. Ака-суха тума та, çулçӳреве тухма та кирлĕ пулнă-çке урхамах. Лаша — этем пурнăçĕ. Ăна усракан тутă пулнă. «Лашана тăрантармаççĕ, вăл хăй тăрантарать», — тенĕ ватăсем.
Паянхи хĕвеллĕ ăшă кун Петĕр те килте ахаль ларас темерĕ, лаша кӳлсе Хусан пасарне кайса килме шутларĕ. Ĕнер анчах, авă, чалак лашин таканĕсене кӳршĕри Çтаппан улăштарса пачĕ. Çула тухма пĕтĕмпех хатĕр темелле. Хăйне валли апатланма хура çăкăр, пиçнĕ çĕрулми чикрĕ, лашине пама вара уйрăм миххе сĕлĕ тултарчĕ. «Тен, тырра сутса пĕтереймесен çĕр выртмалла та пулĕ», — тесе шутларĕ вăл.
Петĕр лашине кӳлчĕ те çула тухрĕ. Унăн урхамахĕ тĕреклĕ, станлă, пиçĕ. Акă вăл çил евĕр çул тăрăх вĕçтерсе пырать. Çĕлен-хура лашин тилхепине Петĕр çирĕппĕн ярса тытнă. Çав вăхăтрах вăл пушшине те алăран ямасть. Ял-ял витĕр, тĕпсĕр варсем урлă каçса аслă вăрман тĕлне çитсен канма чарăнчĕç хуçипе ут. Петĕр лашине тăварчĕ, сĕлĕ пачĕ. Хăй канма ларчĕ. Кĕтмен çĕртен сасартăк çил тухрĕ. «У-у-х-х!» — терĕ такам. Урхамах темĕскер сиснĕ пек кĕçĕнсе илчĕ. Пĕлĕт тĕксĕмленсе хуралса кайрĕ. Хĕвел таçта кайса çухалчĕ. Аякра мар чăштăр-чаштăр тунă сасă илтĕнчĕ, хумханнă кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетрĕ. Петĕр ура çине тăчĕ. Тӳпенелле тинкерчĕ те шикленнипе каялла кайсах ларчĕ, çӳç-пуçĕ вирелле тăрса кайрĕ, çурăмĕ çине сив тар тапса тухрĕ. Пĕр пысăк мăклашка çаврăна-çаврăна вĕсем патнелле çывхарать иккен. Акă çитрĕ те шурă çӳçлĕ, шурă сухаллă, шурă кĕпеллĕ, шурă йĕм тăхăннă старик пулчĕ те тăчĕ. Айăпсăр лаша хăранипе хăртлата-хăртлата хӳрине тăратса чупать. Çавра çилĕ вара шăхăра-шăхăра таврари мĕн пур япалана вĕçтерет. Йывăçсем çĕре çити тайăлаççĕ. Петĕр упалене-упалене урхамах патне çывхарчĕ. Ăна йĕвенĕнчен аран-аран ярса илчĕ. Шухă лаши çине утланса вăрмантан çиçĕм пек тухса ял еннелле çул тытрĕ.
— Эх-х! Кайрăмăр! — кăшкăрчĕ Петĕр. Вăл каялла çаврăнса пăхрĕ те — ун хыçĕнчен шурă анчăк пырать. Çил хытă вĕрнипе Петĕрĕн хура карттусĕ пуçĕнчен хывăнса ӳксе юлчĕ. Вăл лашине тата хытăрах хăвалама пуçларĕ. Çивĕч ут сарлака уй урлă темиçе çеккунтрах каçрĕ. Лаша хуйса кайрĕ. Чĕвен тăрса темиçе хут кĕçĕнчĕ. Петĕр лаши çинче чăн-чăн юланутçă пек ларса пычĕ. Шăмаç çырми урлă каçсан вăл тепре çаврăнса пăхрĕ — анчăк кĕпер айне ансах кайрĕ. Йӳрĕк лаша кал-кал чупма пуçларĕ. Петĕр те кăшт лăпланчĕ.
— Сутма пуçтарнă тырра та ĕнтĕ çил-тăвăл сапаласа пĕтерчĕ, карттуса та çухатса хăвартăм. Эй! Хуйхи-суйхи-и-и кунта! Çын пурнăçĕпе танлаштарсан ку вăл нимĕн те мар-ха, — тесе шутларĕ те Петĕр çунатлă урхамахĕпе тăван ялĕ еннелле васкарĕ. Паянхи вăрманта курнă тĕлĕнтермĕш пирки вăл никама та каласа памарĕ. Кун пирки хăвăртрах манса кайма тăрăшрĕ. Хусана çӳрекен çула вара улăштарчĕ. Вăрман хĕррине çитсен урăх хам ĕмĕрте нихăçан та чарăнмастăп тесе сăмах пачĕ.
Килне çитсен Петĕр ĕшенсе кайнă лашине тăварчĕ, апатларĕ. Хăй вара, ывăннăскер, çемçе тӳшек çине выртрĕ те тарăн ыйха путрĕ.
Тепĕр эрнерен кӳршĕри Нинук çăл патĕнче пухăннă çынсене темĕн каласа панине илтсен Петĕр те киле васкамарĕ. Вăл чарăнса тăрсах итлерĕ.
— Ман упăшка Сантăр ĕнер вăрман касма кайнăччĕ. Каçпа çапла вут купи çумне шап-шур тăхăннă старик пынă имĕш. Хăйĕн сухалĕ çĕре çитиех иккен. Питĕ хытă шăхăрса ярса çил-тăвăл çĕкленĕ тет çав амак. Сантăр тĕреклĕ те вăл ман, хăраса тăман, шуйттана вутпуççипе тивертнĕ. «Ап-ап-ап-ап!», — тесе кăшкăрса вăрмана шăтăр-шăтăр çĕмĕрсе кĕрсе кайрĕ тет хăй. «Çĕр каçа та вара урăх хăратса çӳремерĕ», — терĕ Сантăр.
— Лекнĕ-ха, иççмассана, пĕлет малашне мĕнле çынсене хăратмаллине, — терĕ Петĕр Нинук çине пăхса. Хăй вара витрисене тултарчĕ те кулкаласа килĕ еннелле утрĕ.