Çут мерченлĕ тӳперен
Çăлтăр çумăрĕ çăвать.
Ăшшăн чуптуса питрен
Савнă тус мана савать.
Уйăх-кимĕ кӳлĕре,
Акăш евĕр çăвăнать.
Юратсам хĕрӳллĕрех,
Савнă тусăм, эс мана.
Ытакла-ха хытăрах
Шăм-шака çемçетмелле.
Манăн ытамра тăрах
Лăпкăн, шуçăм киличчен.
Ярапаллă хурăнсем —
Шупăр уртнă пикесем —
Ал çупаççĕ пикенсех,
Капăн, ташлама чĕнсе.
Тӳперен пĕр вĕçĕмех
Çăлтăр çумăрĕ çăвать.
Çук сăлтавĕ кĕвĕçме, —
Тусăм çав-çавах савать.