Пĕррехинче эпир тантăшсемпе шыва кĕме кайрăмăр. Кунĕ лăпкă та тӳлек, хĕвел хĕртсе пăхать, ăшă çил çан-çурăма лăпкать. Пирĕн ял кӳлли икĕ урам хушшинче сарăлса выртать. Кӳлĕ йĕри-тавра çамрăк хурăнсем ешереççĕ. Шывра хур-кăвакал ишет, вăхăтăн-вăхăтăн чарлан вĕçсе иртет. Шывĕ тăрă, пулăсем ишсе çӳрени курăнать.
Кӳлĕ хĕррине çитнĕ-çитменех хывăнтăмăр та шыва сикрĕмĕр, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ишме пуçларăмăр. Эпĕ кӳллĕн тепĕр çыранĕ енне ишсе каçрăм. Кӳлĕ сарлака, çавăнпа хытах ывăнтăм. Шывран çыран хĕррине тухса канса илме шутларăм. Нумаях та лармарăм, кӳлĕ хĕрринчи тĕмсем хушшинче темĕнле чăштăртатнă сасă илтрĕм. Çав сасă еннелле утрăм. Утса çитрĕм те хăранипе чутах кайса ӳкеттĕм: ман умра шап-шурă лаша тăрать. Тĕкĕсем шап-шурă курăнаççĕ, кăнтăр кунĕнче çутатаççĕ. Çутăран мар-ха, лашан çамки çинчи мăйракаран тĕлĕнмеллипех-тĕлĕнтĕм эпĕ.
Ут тăпах тăрать. Мана вăл килĕше пуçларĕ. Эпĕ ун патнерех пытăм та ăна ачашларăм. Вăл темшĕн хăраса кайрĕ.
— Ан хăра, эпĕ сана тĕкĕнместĕп.
— Эсĕ мана ачашларăн, ăшă сăмахсем каларăн. Ку таранччен мана никам та ачашламан. Пурте мана курсан хăраса каяççĕ, часрах пăрăнса тараççĕ. Эсĕ пĕртте хăрамарăн, — терĕ лаша этем чĕлхипе. Манран хăраманшăн эпĕ санăн ĕмĕтӳсене пурнăçлама шантаратăп. Кам эсĕ? Мĕн ятлă?
— Мана килтисем Ксюша тесе чĕнеççĕ, эсĕ те çавăн пекех чĕнме пултаратăн. Эсĕ хăв мĕн ятлă?
— Эпĕ Милас ятлă, — терĕ шурă урхамах.
Утсем кĕçеннĕ сасă илтĕнчĕ.
— Манăн каймалла, мана туссем чĕнеççĕ. Эсĕ мана Милас тесе чĕнсенех эпĕ сан пата пулăшма килетĕп.
— Юрĕ, çулу такăр пултăр, — терĕм эпĕ.
Лаша хăйĕн мăйракине çавăрчĕ, мăйракаран хĕрлĕ çаврашка пулчĕ. Вăл çав çаврашка çине хăпарса ларчĕ те темиçе кнопка çине пусрĕ. Çак самантрах куçран çухалчĕ.
— Ксюша! — кăшкăраççĕ юлташсем.
Эпĕ хăвăртрах шыв урлă ишсе каçрăм. Вĕсем киле кайма пуçтарăннă. Эпĕ те хăвăртрах тумлантăм та, пурте пĕрле килелле утрăмăр.
Мăйракаллă лашапа паллашни çинчен никама та пĕлтермерĕм, кулса вилĕç тата.
Çак кунран пуçласа эпĕ телейлĕ пурăнатăп.