Лашана пĕрремĕш хут
Курнине эп астăватăп:
Эпĕ пĕчĕкчĕ ун чух,
Аннепе пĕрле пыратăп.
Уй тăрăх, алран тытса
Анне мана çавăтатчĕ.
Хĕр ан ывăнтăр тесе
Манпа ерипен пыратчĕ.
Çутçанталăк пит чипер,
Эпир савăнсах пыратпăр,
Хĕвелĕн пайăрки çине
Куçсене хĕссе пăхатпăр
Хĕвел пирĕн çине пăхать,
Кайăксем хитре юрлаççĕ,
Пĕлĕт тӳпере чупать,
Çĕр çинче вара чупаççĕ
Хурт–кăпшанкăсем, вĕсем
Нихăçан та ывăнмаççĕ.
Хайĕн пурнăçĕ çинчен
Кунĕн–çĕрĕн шухăшлаççĕ.
Эпĕ хам та пĕчĕк те,
Курăкран кăштах çеç çӳллĕ.
Хурт-кăпшанкă пурнăçĕ
Маншăн питĕ илертӳллĕ.
Лартăм эп чĕркуçленсе,
Чечеке пăхма пуçларăм.
Анне ларчĕ юнашар.
Унпа эпĕ асăрхарăм
Мĕнле вĕлле хурчĕ килчĕ,
Ларчĕ вăл чечек ăшне.
Сĕткене ĕмме тытăнчĕ
Хăйĕн вăрăм сăмсипе
Хурт–кăпшанкăн ĕç çине
Лартăмăр эпир пăхса.
«Мĕн тери ĕçчен ку халăх» —
Тесе илтĕм шутласа.
Эп куçа çӳле çĕклерĕм,
Пăхатăп тĕленсе кайса —
Хамăн пуç панче куратăп
Куç, хăлха, çăвар, сăмса.
Аннерен часрах ыйтатăп:
«Кам ку? Эп ăна курман!»
Анне мана ăнлантарчĕ:
«Лашана эс палламан.
Çак чĕрчунсем питĕ ырă,
Никама усал тумаççĕ,
Çынна авалтан вĕсем
Питĕ нумай пулăшаççĕ.
Лашаран эс ан хăра
Вăл та вара хăрамасть.
Лашана ачашласан
Вăл санран ниçта тармасть».
«Çук, çук, эпĕ хăрамас.
Ман унпа ярнас килет!»
«Ку Мишша пиччен лашийĕ,
Акĕ вăл хăех килет».
«Наталин ярнас килет-и?
Ухса лар, ярăнтарап», —
Мишша пичче кулса илчĕ, —
«Кил таран пырса ярап».
Аннепе эп ухса лартăм
Ыр лаша Орлик çине.
Ăнсăртран çап-çутă пулчĕ
Çирĕм çиçĕм çиçнĕ пек!
Лашан çурăмĕ çинче
Ик пысăк çунат тӳрленчĕ.
Темиçе хут сулса илсен
Орлик сывлăша çĕкленчĕ.
Вĕçсе кайрăмăр эпир,
Çӳлелле кăна пăхатпăр.
Хĕвелĕн пайăркисемпе
Тытмалла эпир вылятпăр.
Орлик савăнса сикет
Пĕр пĕлĕтрен теприн çине.
Пĕлĕтсем вара хăйсем
Çĕклесе илĕç пире.
Пĕр пĕлĕчĕ, чи вăйли,
Çав тери çӳле çитерчĕ,
Çич тĕслĕ кĕвенте таран
Вăл пирĕнпе пĕрле çĕкленчĕ.
Асамат кĕперĕ пысăк,
Лартăм эпĕ ун çине.
Çаврăнса пăхса эп илтĕм —
Мĕн тери кунта хитре!
Кайăк–кĕшĕк вĕçсе кайрĕ,
Вĕсенчен кашни юрлать,
Пĕлĕт хĕрелме пуçларĕ —
Паллă ку: хĕвел анать.
Шухăша эп кĕрсе кайрăм,
Анчах тухрăм эп унран.
Ман пите такам йĕпетрĕ:
Ку ĕçе тунă лаша.
Йĕри–тавра пăхкаларăм —
Эп пырап уй варринче.
Çич тĕслĕ квенте курмарăм…
Вăл пулнă ман ĕмĕтре.
Пĕлĕтрен çĕре эп антăм.
Пăхрăм эп анне çине,
Вăл мана хыт ыталарĕ
Тата илчĕ куç хĕссе.