Кашни тĕнчере пĕрре çеç пурăнать.
Анчах кашниех хăйне май пурăнать.
Çĕр çыннăн — çĕр шухăш,
Çĕр ĕмĕт кашнин,
Кашни ĕмĕтне çитерме тăрăшать.
Пĕри çамрăклах ватă чунлă пулать.
Тепри ватăлсан та яш чунлă юлать.
Пĕрин ĕç нумай,
Теприн ĕçĕ те пĕтнĕ,
Ĕçчен çын ялан хăй валли ĕç тупать.
Кахалшăн кăна вăл нимле ĕç пулмасть,
Ĕçчен нимĕнле пĕр ĕçрен те юлмасть.
Çĕр çыннăн — çĕр шухăш,
Çĕр ĕмĕт кашнин,
Пĕр ĕмĕт те çыннăн çунмасăр тулмасть.