— Курнă-и эс хура пĕлĕтпеле шур пĕлĕт вăрçнине?
— Курнă-и эс тӳпе макăрнине? Кайьен юн тăкнине?
— Курнă-и эс хĕвел килти çăлри сарçу пек пулнине?
— Чуну ыратнă-и курсан шур хурăн хурлăн йĕнине?
— Пулăшнă-и хăвна йывăр пулсан та инкеклĕ çынна?
— Хăвăн выçă тусна панă-и эс юлашки çăкăрна?
— Пушхирте юлашки тумламна панă-и эс юлташна?
— Сикнĕ-и тарăн шыва çăлмашкăн путакан çынна?
— Аманнă кайăка пулăшма тĕлĕкре вĕçсе курнă-и эс?
— Тусне сутакан путсĕре ятлама сăмах тупнă-и эс?
— Кун пек ыйтусене паратăн эс мĕн-ма,
Курман пулсан çакна епле пултарăп-ха çырма?