Хăмла çырли пиçсе çитнĕ. Кашни килте тенĕ пекех ырă шăршăллă çырласем решеткесем хушшинчен хĕрлĕ пуçĕсене кăларса лараççĕ. Иртсе çӳренĕ чухне, хуçи асăрхаман вăхăтра, çак илĕртӳллĕ те пылак япалана татса çăвара хыпас килсех тăрать. Килти çырласем тутлах мар пекчĕ. Çынсен çырлисем пысăкрах та сĕткенрех курăнатчĕç. Кашни кунах эпир, ача-пăчасем, ял хĕрринчи кӳлле шыва кĕме çӳреттĕмĕр. Кӳлĕ çумĕнчех колхоз садĕччĕ. Тем те пурччĕ унта: пыл пек тутлă хăмла çырли те, шултра шăрçа пек хура хурлăхан та, тĕттĕм хĕрлĕ чие çырли те, тĕрлĕ тĕслĕ улма та... Анчах колхоз садĕнче хурал пурччĕ. Çак тутлă патшалăха Ванюк пичче сыхлатчĕ. Вăл кунĕн-çĕрĕн садра каллĕ-маллĕ утса çӳретчĕ. Унăн садра хурал çурчĕ те пурччĕ. Çӳресен-çӳресен вăл çав çурта кĕрсе выртса канатчĕ. Пĕрре çапла шывра кăвакалсем пек чăмпăлтатнă хыççăн хырăмсем выçса кайрĕç. Киле каяс килмест-ха пирĕн. Вара колхоз садне кĕрсе хăмла çырли çиес шухăш кĕрсе кайре. Çипуçсене тĕмĕ айне пытарса хăвартăмăр та выçă кушак хăйма чӳлмекĕ патне йăпшăнса пынă пек сад еннелле упалентĕмĕр. Манăн алă-урасем тӳрех чĕтреме пуçларĕç, чĕре тухса тарас пек тапма пуçларĕ. Чылай вăхăт хушши кĕтме тиврĕ Ванюш пичче хурал çуртне кĕрессе. Ăк, кĕтнĕ вăхăт çитрĕ те. Эпир пĕрерĕн карта урлă ялт та ялт хăмла çырли тĕммисем хушшине сикрĕмĕр. Нихçан çырла çисе курман пек икĕ алăпа харăс татса çăвара хыпатпăр. Килленсе чăмласа çисе ларма вăхăт çук, Ванюш пичче тухма пултарать. Пĕр сăмах чĕнмесĕр çырла хыççăн çырла хыпатпăр. Унччен те пулмарĕ тахăшĕ: «Ванюш пичче...», — терĕ те решетке урлă ялт сикрĕ. Эпĕ куç умĕнчи çырлана ытараймасăр хыпрăм та, ыттисенчен юлас мар тесе, хăранипе туххăм кăна сиксе каçрăм. Хыçран хуралçă сасси: «Эп сире çиччас...» — тенĕ сасă кăна илтĕнсе юлчĕ. Хăваласа çит унта пире... Сиксе каçрăм кăна, манăн чĕлхе хытă кăна ыратса кайрĕ. Нимĕн те ăнланмастăп. Манăн çăварта темĕнле тутлă мар муклашка кускалать. Хам хыçалалла пăхмасăр сура-сура чупатăп. Сывлăш пĕтсе ларчĕ, чĕлхе ӳсе пуçларĕ, ыратнипе эпĕ ăна çăвара чикмесĕр чупатăп. Çитрĕмĕр чупса кӳлĕ хĕррине. Чарăнмасăр хашкаса сывласа выртатпăр. Кăшт лăпланнă хыççăн пуçларăмăр асаилме... Кулса вилетпĕр. Манăн чĕлхе пашалу пек хăпарса кайрĕ, çăвара та вырнаçмасть, калаçаймастăп та. Эпĕ çырлапа пĕрле вĕлле хуртне хыпнă иккен. Эх кулчĕç те манран ун чухне... Тĕрĕсех каланă çав ватăсем: «Ăмсанакан ăссăр юлнă, хапсăнакан халсăр юлнă.» Виçĕ кун калаçаймасăр çӳрерĕм ун чухне.