Кĕркунне. Кун тăршшĕ кĕскелчĕ, çĕр вăрăмланчĕ. Çанталăк çумăрланчĕ, сивĕнчĕ. Кăмпа вăхăчĕ çитрĕ. Эпир кӳршĕсен лашипе вăрмана кайрăмăр. Вăрмана кăмпана каякансем питĕ нумай. Вăрман пире каш кашласах кĕтсе илчĕ. Мĕн тери ырă вăрманта! Кăкăр тулли пĕрре сывлама мĕне тăрать! Вăрман хуçи пӳрчĕ патĕнчен иртрĕмĕр. Ленин карти патне çитрĕмĕр те лашана чартартăмăр. Нинук çул çинчен вăрманалла кĕчĕ. Аннепе Марине иккĕшĕ çырма леш енне каçрĕç. Эпĕ тата Нинукăн ачи Сашук лаша патĕнче юлтăмăр. Нинук кăмпа пуçтарса мала кайнă, пире Сашукпа иксĕмĕре чĕнсе илчĕ, пĕрле малалла утрăмăр. Манăн аннепе Марине кая юлчĕç. Çул икĕ пая пайланчĕ: пĕри, мăн çулĕ, Логинов карти патне, тепри вăрман ăшнелле каять.
Пирĕн шкулта вĕреннĕ, вăрçăра пуçне хунă Алексей Романович Логинов Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе вăрманта йывăçсем лартса ӳстернĕ, ăна Логинов карти теççĕ.
Нинук вăрман ăшнелле кĕрсе лашана йывăç çумне çыхса хăварчĕ. Пире вăл: «Ниçта та ан кайăр», — тесе каларĕ, хăй кăмпа пуçтарма кайрĕ. Эпĕ Сашукпа пĕччен юлма питĕ хăрарăм. Кăштахран анне çитрĕ. Вăл çул хĕрринче кăмпа нумаях тупайман.
Пире каллех çапла каларĕç: «Лаша урапи çинчен анма ан та шутлăр», — терĕç.
Пире кăмпана илсе кайманшăн эпĕ питĕ хытă кӳрентĕм. Нинук çитрĕ. Пĕр витре кăмпа татнă. Вăл татнă кăмпине михĕ ăшне пушатрĕ те пире те пĕрле илсе кайрĕ. Ай турух! Мĕн чухлĕ кăмпа! Йывăçсем кутĕнче, тункатасем хĕрринче уплюнккасем тĕми-тĕмипе лараççĕ. Эпĕ самантрах виçĕ витре кăмпа пуçтартăм. Пирĕнпе пĕрле Сашук та упаленет. Нинук тăватă витре пуçтарчĕ. Çумăр вĕтĕртетме пуçларĕ. Хĕвел те тарса пытанчĕ. Тавралăх тĕттĕмлене пуçларĕ. Нинук кĕсье телефонĕпе аннене шăнкăравларĕ, эпир лашапа мăн çул çине тухрăмăр тесе каларĕ. Вĕсем, Маринепе анне, çĕтсе кайнă. Анат енче кăмпа нумай тесе анаталла утнă, унтан çĕтсе кайнă, ăçтан тухмаллине пĕлмен. Çумăр питĕ хытă çума пуçларĕ. Вăрман хуçи пӳрчĕ патĕнче машина тăрать. Марине пиччĕшĕ машинăпа йăмăкне хирĕç килнĕ. Эпир аннепе Маринене кĕтмĕпĕр тесе киле кайрăмăр. Çул япăх тата пылчăклă пулнипе урапа шăвать. Кăмпасем тăкăнса пыраççĕ. Сасартăк лаша тулхăрса каялла чакма пуçларĕ. Çул çинче çĕлен явкаланать иккен. Çĕленĕ хуп-хура, икĕ метра яхăн вăрăм вăл! Мĕн тумаллине пĕлместпĕр, чĕтреме ертĕмĕр. Таçтан шăши чупса тухрĕ. Вăл çĕлен хӳри çумĕпе чупса кайрĕ те çĕлен ун хыççăн шурĕ. Лашана хулăпа çапса чуптартăмăр. Çав шăши пирĕн пурнăçа çăлчĕ. Лашана вилĕмрен çăлчĕ. Питĕ паттăр шăши. Медале тивĕçлĕ шăши. Киле çитнĕ çĕре шыв пирĕн витĕр тухрĕ. Часах анне машинăпа çитрĕ. Эпĕ чей ĕçмесĕрех çывăрса кайнă. Юлашкинчен эпĕ чирлесе ӳкрĕм.
Çапах та кăмпана кайни мана питĕ килĕшрĕ.