Хур кайăксем иртеççĕ картипе…
Куçран çухалчĕç уйăн катипе.
Сасси ӳксе юлать ял варрине.
Чуна çуран сăмахĕ мĕн çинчен?
Пĕлместĕп эпĕ кайăк чĕлхине,
Мĕнех хăварчĕ хăйĕн чĕринчен…
«Тен, таврăнатăп, — терĕ. — Çур çитсен,
Çырма тулсан, çут кӳлĕсем çиçсен».
Асамлă сас тăрать ман хăлхара,
Умри уй-хир пушаннă, хуп-хура.
Çу алă пачĕ мар-и кĕр кунне, —
Илсе ывтам-и тунсăхăм чулне.
Хур кайăксем килеççĕ çуркунне,
Кĕтме эп тухăп ăшшăн ун чухне.
Саламлама-и манăп туссене,
Кăнтăр енчен килен мăшăрсене.