Çăварни эрни пуçланчĕ...
Эх, ăçта эреш çуна?
Çунине халь шӳç тупанччĕ —
Тĕлĕнтертĕр таврана!
Пушкин калашле, кӳлем-и
Ватăлми йăлттам ямба?
...Килĕшмерĕ çил-хӳре ман, —
Çырлахас пуль хорейпах.
Ав, пускил те ыр сунать-çке:
Пур-ха, тет, уяв çуни.
Ĕрĕхтер, тет, çил çунатăн —
Кĕр-кĕрлетĕр çăварни!
Йĕс шăнкравлă пĕкĕ, карăн!
Анăç çилĕ вĕрнĕçем
Вĕл! вĕçеççĕ ярăм-ярăм
Хĕрлĕ-хĕрлĕ хăюсем.
Купăс каласа çитер-ха
Пикшикпе Хурăнлăха...
Çил-тăман çулран çĕтертĕр, —
Шиклентермĕ яшлăха!
.. .Уявпа ятуллă-туслă,
Çак çуна çине пĕрле
Эс ларинччĕ — йăлтăр куçлă
Тин çураçнă пикелле,
Тăлăгата эп çупăрлайăп:
Пултăр, пултăр йăвара
Чун иленнĕ сарă кайăк —
Ăнкаратăр хăвăрах!
Юр юрлатăр, ăшшăн култăр,
Ыррине çеç шантарса.
Чунри савăк туйăм юлтăр,
Тĕлĕкри пек, тап-таса.
...Çăварни эрни пилленĕ
Сăнара пуçа тайсан,
Ан тăрсамччĕ эс ĕшеннĕн,
Нарăсри сӳрет-асам!
Каç пулать... Тăнларăм авăк:
Тунсăхлаиă таврара
Янрамарĕ ут шăнкравĕ
Ни тура, ни анатра.
Йăшрĕ кăмăлăм çуначĕ:
Шăпăртах Самуккасси.
Халь ăçта эреш çунаçăм,
Иртнĕ çамрăклăх сасси...