Тин çеç хĕвел тухса çĕкленнĕ вăхăтра
Ыр тĕлĕк курнă чух тăрук вăрантăм.
Алăк уçса сас тунă-мĕн сестра...
Вăраннăшăн эп хытă пăшăрхантăм.
Ах, хура куç, илемлĕ сарпике,
Кала-ха, мĕншĕн, мĕншĕн ир çӳретĕн?
Эс татрăн вăхăтсăр ман ырă тĕлĕке,
Мана кун-çул çеç кирлĕ — ху пĕлетĕн.
Кун-çул! Ăна халь çеç эп куртăм тĕлĕкре,
Пĕлесчĕ санăн мĕн тери хаваслăх
Çав ырă самантра хускалчĕ чĕремре.
Мĕн калăттăн, мана эс ăнланас-тăк?..
Юлташсемпе пĕрле ем-ешĕл улăхра
Пыратпăр пек утса, юрлатпăр юрă.
Илемлĕ мăн хула курнать пек аякра,
Çĕршыв чĕнет янравлăн: «Пурăн... Пурăн...»
Умра Мускав, умра ак Ленин тăвĕсем,
Ак университет, епле вăл капăр!
Тинех çывхарчĕç ман чи çутă ĕмĕтсем,
Михал ВасильчМ. В. Ломоносов палăкĕ тавра тăрсах пăхатпăр.
Салам, ăслăлăхăн чи аслă корифейĕ!
Пире чĕнет вăл: кĕрĕр, алăк уçă.
Чупсах пыратпăр—кам малтан çитейĕ...
Çав самантра вăратрăн, хура куçăм.
Вăрантăм вăхăтсăр, каллех эс ман умра.
Каллех укол, татах çак шурă пӳлĕм.
Анчах Мускав кĕрлет, шавлать ав урамра,
Тапать çăлкуç пек пурăнăç хĕрӳллĕн.
Ман ĕмĕт те хĕрӳ—ман кантăк умĕнче
Юрлать саркайăк çут хĕвеллĕ куншăн.
Епле чипер, епле илемлĕ çут тĕнче,
Ӳсентăраншăн, пĕтĕм чĕрĕ чуншăн!