Лаштра юман — уйра,
Курак — турат çинче,
Юрлам-и пĕр çавра?
Тĕлĕнмелле тĕнче.
Килет те шухă çил,
Юман сăмах пуçлать,
Мана парать пек пил.
Ах, мĕншĕн ăш вăркать?
Лаштра юман çинче
Тен, ман шăпам паян?
Тен, кайăк юрринче
Пуçланнă вăл тахçан?
Тен, урăхла йăлтах?
Тен, хам та эп хам мар?
Тĕлĕнмелле сăмах,
Тĕлĕнмелле сăнар!..