Чăваш литератури пĕрремĕш утăмсене XIX ĕмĕр вĕçĕнче кăна тунă пулин те халăх ӳнерĕнче самай тарăн йĕр хăварма ĕлкĕрнĕ. Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Яков Ухсай, Илле Тăхти, Иван Мучи, Илпек Микулайĕ, Юрий Скворцов, Хветĕр Уяр, Александр Артемьев... Вĕсен ятне малалла та малалла тăсма пулать. Петĕр Ялгир хатĕрленĕ «Литературный мир Чувашии» спровочникра пурĕ 600 ытла хушамат — чăн та чăваш литератури питĕ анлă.
Пирĕн электронлă вулавăш кашни çыравçăн пултарулăхĕпе паллаштарма тĕллев лартнă. Унсăр пуçне пирĕн вулакан умне кашни хайлава çитерес ĕмĕт пур. Пĕччен ку ĕçе туса пĕтереймĕн, çавăнпа та эсир пулăшасса шанатпăр. Пулашнишĕн ахаль тумăпăр — укçан тӳлĕпĕр.
Хакĕсем çакнашкал:
* А5 форматлă пĕр страницăшăн — 10-15 тенкĕ.
* А4 форматлă страницăшăн — 20-30 тенкĕ.
Текстсене эсир хăвăр та тупма пултаратăр, эпир хамăр та сире тупса пама пултаратпăр. Пĕр кĕнекене сканерласа йăнăшсене тӳрлетсе тухнăшăн вăтамран 3000-4000 тенкĕ лекме пултарать. Йăнăшсем сахал хăварсан — укçине ытларах тӳлĕпĕр. Сканерланă хыççăн йăнăшсем нумай юлнă пулсан — вĕсене тӳрлетме вăхăт самай кирлĕрен, паллах, укçине те ытларах парăпăр (çавна пулах хакне тĕппĕн кăтартман).
Пире ытларах çак хайлавсем кăсăклантараççĕ:
● А. Артемьевăн «Салампи» повеçĕ;
● Денис Гордеевăн повеçĕсем;
● Трубина Мархви хайлавĕсем;
● тата ыттисем.
Пулăшас кăмăл пур пулсан p-code@mail.ru адреспа çыру çырăр — мĕн тумаллине çырура тĕплĕнрех ăнлантарса парăпăр.
Ĕçре:
(Кунта пулăшу ĕçне хутшăнакансем хăш хайлавсемпе ĕçленине палăртăпăр. Ĕçе туса пĕтерме пултарасса шанăç пур пулсан)
● Н. Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕ (6 кĕнекине те сканерлама хатĕр...);
● А. Артемьевăн «Салампи» повеçĕ;
● К. Турханăн «Йăмраллă ял» повеçĕ;
● А. Емельяновăн «Хура кăрăç» кĕнекийĕ;
● М. Ухсайăн «Кăра çилсем» кĕнекийĕ;
Туса пĕтернĕ:
● В. Енĕшĕн «Чи пĕчĕк патшалăх» кĕнеки (Еремеевсем).
● А. Мышкинăн «Атте пилĕ» кĕнеки (Еремеевсем)
● Д. Гордеевăн «Хĕрес хывнă хĕвел» кĕнеки (Татьяна Цыркунова)
● Çемен Элкерĕн «Хĕн-хур айĕнче» сăвăллă повеçĕ (Татьяна Цыркунова)
● Л. Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» повеçĕ (Олеся Панкратова)
● Тихăн Петĕрккин «Çил-тăвăл» повеçĕ (Олеся Юматова)
● Çемен Элкерĕн «Хурапа шурă» ятлă çырнисен пуххи (Татьяна Цыркунова)
● Валеньтина Эльбин «Юнтарнă пĕлĕт» повеçĕ (Олеся Панкратова)
● Тихăн Петĕрккин «Кушкă ачи» повеçĕ (Олеся Юматова)
● Александр Алкан «Хĕçпе çурла» романĕ (Татьяна Цыркунова)
● Архип Александровăн «Вăрман ачисем» кĕнекийĕ (Александр Васильев)
● Влас Иванов-Пайменĕн «Кĕпер» романĕ (Владимир Петров)
● И. Салампекĕн «Пирвайхи юрату» романĕ (Олеся Юматова)
● Г. Красновăн «Хĕрлĕ тюлпан» кĕнекийĕ (Еремеевсем)
● Трубина Мархвин «Хĕллехи каçсенче» кĕнекийĕ (Владимир Петров)
● А. Талвирăн «Пăва çулĕ çинче» романĕ (Олеся Юматова)
● Ю. Мишшин «Кăвак çĕмрен» романĕ (Олеся Панкратова)
● Хветĕр Агиверĕн «Сар ачапа сарă хĕр» повеçĕ (Олеся Юматова)
● А. Емельяновăн «Çавал сарăлсан» романĕ (Олеся Юматова)