Çичĕ каç, çичĕ ыйхăсăр, вĕçĕ-хĕррисĕр каç канăç памарĕ мана пĕр ыйту. Мĕн-ши вăл хăюлăх, ăçтан тупмалла-ши ăна? Эрне иртсен, хам паян та çывăраймасса сиссе, телей шырама тухса утрăм. Тухасса тухрăм та-ха, анчах ăçталла каймаллине чухласа çитереймерĕм. Çула кĕскетес тесе малтан эпĕ, хула ачи, пĕр-пĕр яла çитсе курас терĕм.
Аслă çулпа утса пынă чухне мана пĕр лавçă хуса çитрĕ те çывăхри яла лартса кайма килĕшрĕ. Çынни çулланнăскер, ватталлах сулăннă теме те юрать. Чĕрĕпĕнни пек çӳлелле тăракан кĕске кастарнă çӳçĕ çурмаллах кăвакарнă. Самаях çаралнă лĕпки ахаль те пысăк çамкине татах та пысăкрах кăтартать. Хуп-хура куçĕ пысăк.
Хăй лашине хуçи питĕ килĕштерет пулас, юратса «Хушка» тесе чĕнет. Ăна вăл хăех тихаран ӳстернĕ, кӳлме вĕрентнĕ. Урапине те хăех ăсталанă. Хушка майĕпен утать, таканлă урисене васкамасăр иле-иле пусать, миçе пусăм тунине шутласа пырать тейĕн, пĕрехмай пуçне ухать, хӳрине чарăнмасăр енчен енне ывăтать. Хирĕç пулакан е иртсе каякан машинăсемпе мотоциклсем çине те, урапа кăкарнă тракторсем енне те хăрах куçĕпе те пулин пăхмасть.
Старикĕ тата калаçма юратаканскер пулчĕ, лашасем çинчен пĕр чарăнми калаçать. Мана, хула ачине, ахăртнех, чунра мĕн пуррине каласа парасшăн пулчĕ пуль. Лаша курмасăр, лаша утланмасăр, лаша кӳлме-тăварма пĕлмесĕр ӳснĕ ача ял ачи пулать-и вăл?! Лашасăр ял ял-им вăл?! Ял урамĕнче йăмри те кашлатăр, ял пĕвинче хур-кăвакалĕ какалатăр, ял урамĕпе урапа такăрттарса ирттĕр, турта хушшинчи амăшĕ умĕнче пĕчĕк тиха чупса-выляса пытăр, хапха айĕнчен пĕр-пĕр лĕв-лев сассине патăр — çавăн чухне кăна чăн-чăн ял вăл! Ак кĕçех укăлчана сурăхсем çĕнĕ курăк чĕпĕтме тухĕç, хамăрăн Кĕçтенттин тăванăмăр калашле, çемçе курăк çийĕнче путек сурăхĕ сиккелĕ. Мăйне пĕчĕк шăнкăрав çакнă тиха та ĕрĕхсе çӳретĕр çавăнтах. Çакă вăл ял илемĕ, пурнăç илемĕ, тĕнче илемĕ!
Çапла, лаша — ăслă выльăх. Ăнсăртран çын ури çине пуссан та вăл: «Ах, ыраттармарăм-ши?» — тесе калать, тет. Ĕне таврашĕ вара: «Тата хытăрах пусмаллаччĕ-ха», — тет имĕш. Мĕн яла çитичченех çапла калаçрĕ те калаçрĕ старик.
Яла çитеспе çанталăк пăсăлма пуçларĕ. Малтан кулачă пек пысăк курăнакан хĕвел пăнчă евĕр çеç юлчĕ. Хура пĕлĕтсем хăмăрланса-ăмăрланса ларчĕç, нӳрĕ çил вĕрсе ячĕ, ял хĕрринчи тип çырма леш енче кураксем халичченхилле мар канăçсăррăн кăшкăрашни илтĕнсе тăчĕ. Акă çил тата вăйланчĕ, ватă йăмрасем, çӳллĕ тирексем кашлама тытăнчĕç. Ял хĕрринче куçа шартса çиçĕм хуçăлчĕ, аслати калама çук мăнаçлăн та хăватлăн кĕрĕлтеттерсе ячĕ.
Хăранипе эпĕ хăвăрт урапа çинчен сиксе антăм. Çĕр çумне пĕшкĕнтĕм те тахăш самантра йытă çури пулса тăтăм, куç ăçталла пăхать — çав еннелле чуптартăм. Сисмен те тахăш вăхăтра эпĕ ял йĕри-тавра чупса çаврăнма та ĕлкĕрнĕ, çитменнине çав вырăнах çитсе тăнă. Пăхатăп — ман умра Хушка тăра парать. Шикленнĕскер каялла тарасшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕм, вăл ман енне утса пычĕ те хăйĕн çивĕч шăлĕсемпе хăлхаран ярса тытрĕ. Ыратнипе çухăрса ятăм. Лаша хăранипе ывăç хăвăлне кĕрсе лармалăхах пĕчĕкленчĕ. Эпĕ ăна илтĕм те таçта аякка, ял леш еннех персе ятăм. Хам хăюлăхран хам та тĕлĕнтĕм.
Самант-самантăн чарăнса уйсене-хирсене шăварчĕ çак ăшă та сиплĕ çумăр. Тин кăна тискеррĕн курăннă çанталăк çуталса илемленчĕ. Тӳпене перĕнекен йывăçсем пĕчĕкленчĕç, курăкпа тан пулса тăчĕç.
Пĕлĕт çине мĕнле çитнине хам та сисмен эпĕ. Тем пулса иртнĕ унта. Хамăн çулçӳреве малалла тăсма пикентĕм, анчах пĕлĕт çинчен ниепле те анаймастăп. Куляннипе йĕрсе ятăм, хăюлăх тупаймарăм ĕнтĕ тесе пĕлĕт çинчен сикрĕм те килелле вĕçтертĕм.