Тĕп хулара кун-çулăм иртнĕçемĕн
Пĕччен чухне ăш-чик вăркать-çке темшĕн:
Тăван ялтан кайса эп тĕрĕс турăм-ши,
Пин сукмакран пĕрне пĕлсе суйларăм-ши?
Асилӳре Турханăма куратăп,
Пир сумка çакнăскер, шкула утатăп:
Тирекпеле йăмра кашлавĕ хăлхара,
Леп çилĕ ăшшăн çупăрлать ман кăкăра...
Ӳсерехпе Пучамасран иртетĕп,
Ун сиплĕ çăл шывне ларса ĕçетĕп.
Тухатăп уй-хире. Пуç тăрринче — тăри,
Мĕн чухлĕ шухăш çуратать чунра юрри.
Юнашарах вăрман,
Мăнаç кĕрлевĕ.
Тем тĕрлĕ кайăксем юрлаççĕ евĕк.
Ухсай каланă пек: вăрман вăл чĕрĕ храм.
Ун илемне курсан пуç тайĕ кирек кам.
Юратнă вырăнсем!
Сире-и манăн?
Сар каччă савнă хĕршĕн тунсăхланăн
Ирпе каçпа та темсĕлетĕп уншăнах,
Йăмраллă ялăмшăн çунатăп çулăмпах.
Кунта кун курнă та, кунтах çын пулнă,
Кунта тăванăн ыр вăйне çеç туйнă.
Атте-анне çукпа пура пайланăçем,
Сисмен те, ӳссе çитрĕç пирĕн çунатсем.
Унтан кашнийĕ ĕмĕтне çиçтерчĕ:
Часрах, часрах вăл пурнăçпантăр терĕ.
Хаваслăччĕ эпир — пĕрле вĕреннисем,
Вăй-халлăччĕ эпир - пĕрле яш пулнисем.
Пĕрне-пĕри савакансем те пурччĕ,
Ăçтан пĕлес?
Кайран вĕсем тем курчĕç...
Ма пытарас?
Вут хыпнăччĕ мана кунта,
Сар çӳçлĕ пикене юратнăччĕ чунтан.
Çулсем юпленчĕç.
Юрату саманчĕ
Шап-шур тĕтре пек сирелчĕ, арканчĕ.
Паян та вутăш-хĕр чунă хумхантарать,
Кун-çулăм иртнĕçем чуна ыраттарать...
Сăваплă вырăнсем!
Сире-и манăн?
Тав сăмахне калас килет халь манăн.
Ӳстернĕçем куллен çĕршывăн хăватне
Пĕлетпĕр эпĕр туслăхăн вăйне, хакне.