Мĕн чуль ăсамлăх сан куçусенче:
Кăвак тӳпе хĕвелĕ вĕсенче.
Вăл курăнать çут кӳлĕ евер тарăн,
Сисмесĕрех унта путма пултарăн.
Мĕн чухлĕ ăшăлăх куçусенче:
Чĕрĕлекен тавралăх вĕсенче.
Чун-чĕреме çунат, вăй-хал параççĕ,
Умри пуласлăха шанма хушаççĕ.
Мĕн чухлĕ вăрттăнлăх куçусенче:
Çут çăлтăрсен ялтравĕ вĕсенче.
Шуçамчченех сӳнмест вĕсен кăварĕ,
Çавна пула вăйланчĕ чун пушарĕ...