Кашни пĕлет аван: çĕршыв мăнаçлă,
Илем тени таçта та пур тĕнчен.
Казах çыннин ав уйĕ-хирĕ аслă,
Çанталăк ырăрах Кавказ енче.
Çапах та эпĕ пурпĕр юрататăп,
Çырма-çатраллă Чăваш Ен, сана.
Кунта хама телейлĕрех туятăп,
Кунта вĕçевлĕрех ман чун-çунат.
Кирек ăçта пулсан та ăмăрткайăк
Тупать часах çуралнă йăвине.
Этем те çавнашкал — таçта та кайĕ,
Анчах та манмĕ вал тăван килне.
Хĕрӳ чĕре пурăнаймасть тапмасăр,
Чăн-чăн этем — хăй çершывне савмасăр.