Вăрмантан инçетре,
кĕл купи хушшинче
Пĕр-пĕчченçĕ ларатчĕ ват йывăç.
Час-часах канăçне çухатса каçсенче
Туйăнатчĕ сывланăн вăл йывăр.
Çил-тăманлă çĕрле хăлаçланчĕ пĕрре,
Хатĕрленнĕ пекехчĕ вĕçмешкĕн.
Тен, юманлăх çумне кĕрес тетчĕ çĕре? —
Шел, кунтах кĕрĕслетрĕ çак мĕскĕн.
Пач кĕтмен самантра хăвăлта хăраса
Тин вăраннăн çĕкленчĕ мăн кайăк.
Ахлатса та йĕрсе, тăвăла тарăхса
Сĕм вăрман еннелле вĕçсе кайрĕ...
Унтанпа кайăксем — йывăçсен чунĕсем —
Çуйхашса вĕçнĕнех туйăнасшăн...
...Тен, хаяр этемкке чĕринче те вĕсем
Хĕрхенӳлĕх йăви çавăрасшăн?