Эпĕ ялтан темиçе çул каярах тухса кайнă пулин те, сан ытамнах васкатăп. Тăван çĕр, тăван кĕтес, тăван ял, тăван шкул, тăван кил... Чуна çывăх та асамлă сăмахсем! Эпĕ çарран чупнă урамсем, улăх-çарансем. Шăркана ларнă ыраш пуссисем. Шур пĕркенчĕк пĕркеннĕ çĕмĕртсем. Эпĕ шăмпăлтатнă Шапа çырми, ыраш пăтриллĕ Чăнлă шывĕ, витĕр курăнакан Сĕве.
Мана вăй-хал панă Çĕр-анне! Симĕс курăк çинче çӳрекен сап-сарă хур чĕпписем. Çаран çинчи куççуль пек таса сывлăм шывĕ. Каçхине купăс сассиллĕ, юрă-кĕвĕллĕ урам, Микулара карталанса вăйă калакан, кĕркунне ĕç вĕçленсен улах ларакан хĕрсем. Хушпу тăхăннă туй арăмĕсем. Шур пĕркенчĕк айĕнче хĕр йĕрекенсем. Вăхăт иртнĕ май çак йăла-йĕркесем нумайăшĕ манăçа тухрĕç. Анчах та ача чухнехи çак пылак асаилӳ чунра ырă туйăм çуратать, çав вăхăтрах шухăша ярать. Çитес ăрусем валли упраса хăварайăпăр-ши çак пуянлăха? Пирĕн хушăра сайралса пыракан ватăсем вĕсене хăйсемпе пĕрле илсе каймĕç-ши? Пире халĕ нимĕн те кирлĕ мар-и? Кайран чавса çывăх та — çыртма çук пулса тухмĕ-ши?