Мĕн пулчĕ-ши, Çĕршыв, сана —
Хавшатрăн улăп пек вăйна?
Те куçăхтарчĕç ют туссем,
Пуянлăхшăн çунакансем?
Пуян пулсан та, чухăн эс,
Çынсем кăнттам, çынсем çиллес.
Хăр-хар тăваççĕ ним çукран,
Сăмах чĕнмешкĕн аптăран.
Çĕршыв, мĕн пулчĕ-ши сана,
Тăрантараймастăн халăхна?
Ĕрчерĕç тĕрлĕ йăх-яхсем,
Вăр-хурахсем, пусмăрçăсем.
Вакла-вакла патшалăхна,
Сумсăрлатасшăн халăхна.
Çап-çут тăваççĕ хыснуна,
Епле сисместĕн эс çавна?
Хаксем кармашрĕç тӳпене,
Илеймĕн нимĕн кирлине...
Мĕн пулчĕ-ши сана паян,
Хăçан-ши пулăн эс пуян?
Иртеççĕ ларусем вĕçрен,
Усси çаплах çукрах вĕсен.
Кунран-кунах улшăнусем, —
Кăмпа пек шăтрĕç ушкăнсем.
Витĕнекен утиялне
Кашни туртасшăн хăй енне.
Ăçта пырса тухас капла?
Итле, Çĕршывăмçăм, кала!
Кĕрлет, пасарти пек, шăв-шав,
Усси... Усси сахал-ха, ав.