«Хăвана патаклансан аваймăн,
Наяна эс пуртă тыттараймăн.
Вĕренсен ачаранпах ĕçе,
Харампыр каяймĕ ĕрчесе.
Ĕçшĕн çуннипех мăнуксене
Юратăтăп», — тетчĕ асанне.
Хам мăнукăмсем халь улттăн-çиччĕн,
Пĕринчен-пĕри маттур та вичкĕн.
Хăнана килсессĕн виç куна
Вĕсене пар эсĕ ĕç кăна!
Хыпăнаççĕ çитнĕ-çитменех,
Пулăшасшăн ват кукамăшне.
— Вуттуна татса-çурса хуратпăр,
Пур çимĕçсене те шăваратпăр.
Пăчкă-пуртă — акă вăл, умрах,
Пĕтересчĕ ку ĕçе часрах!..
Хĕвел пек сăн-пичĕсем хаваслă,
Хурçăях пăчки те çивĕч саслă, —
Йывăçа шăлĕсемпе кăшлать,
Çамрăк алăра пĕр ĕç ташлать.
Кăлт та калт! тăваççĕ пуртăсем,
Вакланса пыраççĕ çуркамсем.
Нимери пек, тимлĕн вăй хураççĕ,
Пĕр-пĕрне васкавлăн пулăшаççĕ.
Каçсерен кашни ик витрепе
Кӳлĕ шывĕ чăмпăл тунипе
Пахчари пур йывăç-çимĕçсем
Чалт! пуçне çĕклеççĕ ешерсе.
Вĕсене пăхса, йăлт тĕлĕнетĕп,
Иртсе кайнă кунăма йĕрлетĕп.
Шухăш çаврăнать таçтан-таçтан, —
Çут куççуль тумлать ик куçăмран.