Пĕлтĕр кайрĕç хуçисем куçса,
Лаç кăна халь юлнă пахчара.
Вĕлтĕрен, мăян тивет куçа.
Хăрнă улмуççи ларать аран.
Çук кунта шăв-шав. Сайра кăна
Сукмакпа утса иртет этем.
Тухрĕ сар кушак.
Тен, вăл — хăна?
Тен, ахаль çӳрет вăл пуш çĕрте?
Çук, ахаль чупмасть-мĕн, йăлăнать,
Çын иртсен пĕрле илме ыйтать.
Хуçисем сăртра ун, аякра,
Пурăнаççĕ тăххăрмĕш хутра.
Вăл çӳрет кунта ир-каçĕпе.
Хырăм выçă. Сивĕ. Йĕп-йĕпе.
Хуçисем килессине кĕтет,
Çын иртет те, «çакă мар-ши?» — тет.