Пĕрремĕш пайĕ
Иртĕхеççĕ çамрăксем, иртĕхеççĕ... Чарас — чаракан çук, хăйсене хăйсем алла илме шалти чарак çук.
Кăшт сăра-эрех сыпкаласан каччăсем ăйăрлансах каяççĕ: кашни утăмра кĕсре шырама тытăнаççĕ. Пурте мар, паллах, Нестăр йышшисем. Пăхăр-ха, ячĕ кăна мĕне тăрать — ашшĕ-амăшĕ ăçтан тупса панă-ши? Тусĕсем ăна хăйсене майлă çавăрттарса янратаççĕ: «Мистăр». «Мистер» ĕнтĕ тĕрĕсрех. Мистер теме хăй çумĕнче мĕн пур-ши? Сăнĕ-пичĕпе палăрсах каймасть, чĕлхи япшарах мар, ăс-тăнĕпе уйрăлçа тăмасть, укçи-тенки хăçан пур, хăçан çук... Чăрсăрлăхĕ ытлашшипех ĕнтĕ, çав кăна: именмесĕр-вăтанмасăр çыпçăнать хĕрсем çумне. Лешсене, апăршасене, ялтан куçса килнĕскерсене, чĕтрете-чĕтрете пăхăнтарать. Уйрăмах общежитире пурăнаканнисене хăй ташшине ташлаттарма хăнăхтарса çитерчĕ. Хĕрсен, хӳтĕлекен çук тăк, ăçта кайса кĕрес? Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çакланкалаççĕ Нестăр-Мистăр серепине.
Тусĕсем те иртеймеççĕ унран. «Ку ман пулать, ку — сан», — пайлать вăл общежити çывăхĕнче шăл çеммисене асăрханă-асăрхаман чипертереххисене суйласа.
Икĕ юлташĕпе пĕрле Лена тĕлне пырса тухсан та Нестăр иккĕленсе тăмарĕ.
«Ку — ман, хам пуçласа парап. Кайран хăвăр пайлăр», — хĕр шăпине татса пама васкарĕ ун тулли ура хырăмĕсене куçпа хыпашланă май. Лена, çичĕ-сакăр утăм маларах пыраканскер, арçынсен сăмах-юмахне аванах уйăрса илчĕ, анчах путсĕр калаçăва илтнине систермерĕ. «Юхтарăр сĕлекĕрсене...» — йĕкĕлтешрĕ хăй ăссĕн. Чĕнмерĕ хĕр, çаврăнса пăхмарĕ, каччăсем хăваласа çитме тăчĕç кăна — уттине хăвăртлатрĕ. Лена хăш общежитие кĕрсе каясса кĕтсе ун хыççăнах йĕрлерĕç арçынсем. Вĕсене малтанлăха çитрĕ те: пуç каçăртса çӳрекене ăçта шырамалли паллă. Нестăр вара куç хыврĕ тек пĕр-пĕр чиперука — ĕç ăнтармасăр лăпланаймасть. Ĕç ăнтарасси уншăн — хĕр-хĕрарама хăйне пăхăнтарасси. Йăпатса-и, илĕртсе-и, хăратса-и е сăра-эрехпе аптратса-и — пурпĕрех. Ленăна мĕнле çавăрас пирки пуçне ватмарĕ: малтанлăха ăна вăлтана çаклатмалла — паллашмалла, ăс-тăнне минретмелле, унтан «хĕве хупмалла»... Кайран курăнĕ: килĕшсе кайсан кассăн-кассăн йăпанма юрĕ, кăмăла каймасан иккĕ-виççĕ тĕл пулни те çитĕ. Кашни хĕрарăмпа çывăхланмассерен хăй пурăнакан общежити пӳлĕмĕнчи чӳрече янахне çĕçĕпе картласа паллă тăвать. Вăл картсене ĕненсен... Пĕтĕм общежити хĕрĕ ăна куçран пăхмалла тейĕн. Акă Ленăн та черет çитрĕ пулать-и-ха?
Тантăшĕсенчен хĕр илткеленĕ-ха Нестăр пирки, ăша илмен вĕсем асăрхаттарнине — «Мистăр» юнашар общежитире пурăнать, пуçтахланма, çапăçма кăмăллать тенине. Ку таранччен каччăсемпе хутшăнсах курман Ленăна сĕмсĕр Нестăр хăйне йĕрлеме тытăнни çав териех шиклентермерĕ: ялтан килнĕренпе хăюланса çитнĕ ĕнтĕ, унсăр пуçне тата вăл нихăçан те хăравçăсен шутĕнче пулман. Анчах та пĕррехинче, шăматкун, каç пулттипе, хĕрсен пӳлĕмĕн алăкне такам хыттăн пырса шаккасан шартах сикрĕ. «Ку çавах! — иккĕленсе тăмарĕ хĕр: ыттисем пек пӳрнисемпе ерипен тăкăртаттарса тăмарĕ кĕтмен хăна, «Эп килтĕм! Йышăн!» тесе асăрхаттарнăн тăнкăртаттарчĕ. — Мĕн тăвас? Уçмалла-ши, уçмалла мар-ши?»
Нестăр тек шаккамарĕ. «Эп санпа выляма килмен!» — тенĕн йышăнчĕ хĕр арçын алăка тăнкăртаттарнине. Хăйне мĕн хушнине пурнăçланăн алăк патнерех пычĕ:
— Кам унта?
— Тух, курăн, — кăнттаммăн хуравларĕ хулăн сасă — Ан ăяла. Унта кĕтетĕп.
Ăçта кайса кĕчĕ-ши хĕр халиччен каччăсемпĕ шăл йĕрсе йĕкĕлтешме хăнăхни? Пулас упăшки кил умне пырса тăнине сисрĕ тейĕн, сас пачĕ:
— Юрĕ.
Тăват-пилĕк минутран ытла кĕттермерĕ хĕр, тумланса тухрĕ. Пĕрремĕш хута ансан каччăна асăрхарĕ те хăюлансах кайрĕ: Нестăр пĕччен мар, тепĕр икĕ юлташĕпе. «Ку манран та хăравçăрах иккен, хĕр патне те хуралсăр çӳремест, — терĕ хăй ăшĕнче. — Пăс кăларать кăна».
— Кама мĕн кирлĕччĕ? — çӳхерех тутисене илемлĕн выляткаласа тикĕс те вĕтĕ шăлĕсене кăтартрĕ Лена. — Виçĕ каччăн мĕн шухăш?
Нестăр, ытларах хĕрĕн çинçе пилĕкне, чăмăр кăкрисене, тулли урисене куç хывнăскер, пурте сисмеллех пуçне пăркаласа илчĕ. «Чиперук тееймĕн те, йăпанмалăх пур», — виçелерĕ хăнăхнă йăлапа.
— Ку — Нестăр, — чи тĕрекли енне тĕллерĕ каччăсенчен вăтамми.
— Кайрăмăр, — чĕнчĕ лутрараххи.
— Уçăлма. Ялан килте ларнипе ватта юлан, — унчченех хатĕрлесе хунă сăмаха кăнттамраххăн çавăрттарса хучĕ Нестăр.
— Ăçтан пĕлетĕр эсир эп килте ларнине? — тĕлĕненçи турĕ хĕр.
— Разведка ĕçлет, — пуçтахланчĕ вăтамми.
— Разведка? Çарта пулнă пекех калаçатăр вара, — ют çынсенчен ютшăнсах каймарĕ Лена. «Тăван йăваран, общежитирен, тухиччен хуçаланса юлам-ха, — тенĕ пек тыткалама тăрăшрĕ хăйне. Картса хучĕ: — Кусене парăнма васкам мар-ха. Техучилище пĕтернĕ те пуç каçăртса çӳреççĕ. Сăмса шывĕсем... Ку таранччен çемçешкесен тĕлне леккеленĕ те паттăра тухнă... Курăпăр-ха, кама кам çăварлăх хыптарĕ».
Каччăсем пĕр-пĕрне куç хĕссе илчĕç: рольсене пайланă вĕсем — хăшĕ хăйне мĕнлерех тыткаламаллине калаçса килĕшнĕ.
— Çар тармасть. Унччен ирĕкре савăнса юлмалла, — сăмах хушма черет çитрĕ лутрараххин.
— Савăнни курăнсах каймасть, пĕр хĕр патне виççĕн çӳретĕр, — тĕртсе илчĕ Лена.
— Кансĕрлетпĕр-и? — меллĕ самант тупăннăшăн хĕпĕртерĕ вăтамми. — Апла пулсан... Мистăр, эпир кайрăмăр.
— Отчет пухăвĕччен, — теме систерсе урамалла васкарĕ лутрараххи те.
— Эпир те кайрăмăр пуль? — чĕнчĕ ăна каччă тепĕр самантран.
— Ăçта? — иккĕн кăна юлсан хĕрĕн хăюлăхĕ чакмарĕ.
— Хăв ăçта сĕнен?
— Ак тата, эп пулса тăтăм-и сĕнекенни?
Эх, кăштах сăра-эрех ĕçнĕ пулсан Нестăр хĕре çапла пуçтахланма ирĕк паратчĕ-и? Тытнă та çавăтса кайнă кирлĕ çĕре! «Пăх-ха ăна, пуççаптарса тăрать. Юрĕ, курăпăр-ха... Кайран-малтан макăрмалла ан пултăр...» — чунĕ вĕчĕрхенчĕ каччăн.
Урама тухса хĕре хулĕнчен çавăтсан Нестăр-Мистăра вăй кĕнĕ пек пулчĕ. Кăшт юнашар утсан-утсан арçын аллине хĕр пилĕкĕ çине хучĕ, тепĕртакран, ăнсăртран тенĕ пек, тĕрĕслемелĕх, ăна купарчи çинерех антарчĕ. Хĕр самантрах тавçăрса илчĕ каччă кăмăлне, анчах та хирĕçлеме тăхтарĕ. Ку Нестăра хăюлантарса ячĕ: пысăк ал лаппипе хĕре хытăрах çупăрласа çумнерех туртрĕ.
— Тен, хамăр пата каятпăр? Общежитие... — терĕ арçын, Лена килĕшессе шанма хатĕрскер.
Тăп чарăнчĕ хĕр, каччă аллине вăшт кăна сирсе печĕ çумĕнчен:
— Ытла хăвăрт мар-и? Шăл çемми лекрĕ пек-и каллех? Эп уçăлса тăрантăм. Эс вара... Вĕçтер тусусем патне, отчет пухăвне. Савăнтар черетлĕ айванккана çаклатрăм тесе.
— Чим-ха, чим... — лайăхмарланса хĕрелмерĕ каччă, йăнăшне — ытла хăвăрт чарак çухатнине — тӳрлетме васкарĕ. — Ăнсăртран пулчĕ.
— Ăнсăртран — кĕмсĕрт. Çапла-и?
— Ну чĕлхӳ те вара сан... Кам лартса панă-ши?
— Мана чĕлхе лартса панă, сана... — тăп чарăнчĕ хĕр.
— Ну, кала, кала.
— Юрĕ, пĕр-пĕрне ăнлантăмăр. Уйрăлма вăхăт.
Лена çаврăнчĕ те килнелле çул тытрĕ. Нестăр хыçран хăваламарĕ, хĕр куçран çухаличчен сăнаса тăчĕ: ку таранччен капла «ĕç кăларайманни» пулманччĕ. «Тыткаларăшне пăхсан тӳрех çавăтса кайма май пур пек, сăмахне итлесен... чĕрĕп тĕк чĕрĕп: алсасăр тытаймăн...» — кăтăрт-кăтăрт пуç хыçма тиврĕ услапăн.
* * *
Ни пĕчĕк, ни пысăк хулара курас темесен те тĕл пулатăнах пĕрре асăрханă çынна. Юнашар общежитисенче пурăнакансен вара ăçта кайса кĕмелле? Асăрхан е ан асăрхан — куç тĕлне лекетĕнех. Лена урамра темиçе хутчен Нестăра сăмси вĕçĕпе лекесле иртсе кайрĕ — сывлăх сунса чăрманмарĕ. Хăйĕнчен мăшкăлланăнах туйăнчĕ ку каччăшăн. Тӳсĕмĕ пĕтрĕ ун: çитет ята ярса, вĕрентсе илмелле пуç каçăртса çӳрекен пушмак пăрăва. «Стратеги» тĕллевĕ паллă, «тактикăна» улăштармалла: кăшт тӳсĕмлĕх çитермелле, мĕскĕнтерех курăнмалла. Тĕв турĕ Нестăр: тепре тĕл пулсан Ленăна вĕçертмĕ.
Нумай кĕтме тивмерĕ, лавккара пырса тухрĕç вĕсем пĕр-пĕрин тĕлне. Лена, тавар суйласа илнĕскер, касса патне черете тăнăччĕ, каччă ăна асăрхарĕ те хăй мĕн туянма шутланине мансах юнашар пырса тăчĕ.
— Пурнăçсем мĕнле? — терĕ тӳрех. — Кун чухлĕ кучченеçпе мĕн тăван вара?
— Кăшт самăрланасшăн-ха, ытла типсе хытрăм, — ячĕшĕн сăмах хушрĕ хĕр.
— Уяв таврашĕ мар-и?
— Çук-ха.
— Яла пуçтарăнман-и?
— Иртерех-ха.
— Эс ăçтисемччĕ-ха? Хăш районтан?
— Мĕне кирлĕ сана?
— Мĕнле мĕне кирлĕ? Тăрук евчĕ яма тивĕ...
— Эс чăннипех «ăнсăртран — кĕмсĕрт»-çке, — уяса тăмасăр хуравларĕ Лена.
— Ниепле те ăнланаймастăп, мĕне пĕлтерет вăл ăнсăртран — кĕмсĕрт тени?
— Аннӳнтен ыйт. Ăнлантарĕ, ăс парĕ.
— Анне çук çав ман. Пĕчĕкрен тăлăх ӳснĕ, — суеçтерчĕ каччă. — Ăс паракан пулман, — хаш сывларĕ юнашар тăракансем илтмеллех.
Тăруках улшăнчĕ Лена кăмăлĕ: сăлтавсăрах чĕрре кĕнĕн туйса илчĕ хăйне. Каçару ыйтасси те кĕç-вĕçчĕ — Нестăр пуçне унталла-кунталла пăркаласа такама шырани пӳлчĕ: «Юрĕ-çке, ку услапа шеллесе улăштараяс çук...»
Каччă лавккана тусĕпе, Илюшпа, пырса кĕнĕччĕ. Вăл хăйсем патне çитсе тăрса кансĕрлесрен асăрханчĕ Нестăр. Илюш, сиснĕ пекех, касса черетне васкамарĕ. Нестăр Лена хыççăн урама тусĕсĕрех тухрĕ.
— Ним те туянмалла марччĕ-и вара сан? — ыт ахальтен, кирек кампа чухне те сăмах чĕнмесĕр утма-тăма хăнăхманран ыйтре хĕр.
— Ой, мансах кайнă, сана курнипе çухалса кайрăм мар-и? — питĕ меллĕ пулса тухрĕ асăрхаттарни каччăшăн: тусне систерсе хăвармалла — хыçран ан пытăр. — Çăкăр туянмаллаччĕ. Кăштах кĕтсе тăр-ха, эп виç çеккунтрах... Момент!
Лена хуравласса кĕтсе тăмасăрах лавккана чăмрĕ Нестăр. Самантрах тупрĕ Илюша, касса патĕнче таваршăн укçа тӳлесе тăраканскере хыпаланса ăнлантарчĕ:
— Эп çаклатрăм лешне. Эс ан васка, тăр кăштах лавккара.
— Хăшне? — тӳрех тавçăраймарĕ Илюш. Çаклатмалли, куç хывни сахал-им вĕсен? Пĕтĕм тĕллевĕ çав та: ялтан куçса килнĕ хĕрсене, айвантараххисене, хула асар-писерне хăнăхса ĕлкĕрейменскерсене, шĕкĕлчемелле. Хула майрисене те тиркемеççĕ-ха, анчах вĕсемле укçа-тенкĕ ытларах тăкаклама тивет.
— Ну, лешне, пĕркун ĕç кăлараймаинине... Юрĕ, кайран... — Тусĕн аллинчи çăкăр буханкине туртса илчĕ те Нестăр урамалла васкарĕ.
«Сая каймарĕ, эппин, ăс пани», — мăн кăмăллăн хыçран пăхса юлчĕ Илюш.
Илюш — Лена патне общежитие иртнинче виççĕн пынă каччăсенчен вăтамми, çулĕпе чи аслăраххи. Çара та кайса килме ĕлкĕрнĕ, хĕрарăмсемпе хутшăнса та ытларах ăс-тăн пухнă. Пичĕ-куçĕпе, ӳт-пĕвĕпе пит илĕртӳллĕ тееймĕн те, çаврăнăçулăхĕ таçтан тупăнать. Пĕр сăмахпа, арçынсем калашле, — пултарать те пултарать. Çавăнпа çамрăкраххисемшĕн вăл — «авторитет».
Лена Нестăра кĕтсе пĕр вырăнта тăпăртатса тăмарĕ, анчах инçе те каяймаре, хăвăрт хăваласа çитрĕ ăна каччă.
— Пар, пулăшам, — тăсрĕ алне Ленăран сумкине илме тăрса.
— Хĕрарăм сумки хĕрарăма илем кӳрет, арçынна мĕскĕннĕн кăтартать, — йĕкĕлтешсе илчĕ Лена.
— Юрĕ эппин, — çырлахма тиврĕ Нестăрăн. — Хăвăн илемӳ хăв çумăнтах пултăр. Тивес мар.
Ытти чухне Нестăр сăмах-юмахĕ кăнттам тухакан, халĕ, тĕлĕнмелле çыпçăнса пычĕ. Те хĕре парăнас килменрен, те ун чĕлхи витĕм кӳчĕ — шухăшларах калаçрĕ вăл. Хăй çакна сисмерĕ те, анчах Лена ку таранччен ун али витĕр тухнă хĕрсенчен темпе уйрăларах тăнине туйса илчĕ. Çапла, темпе! Мĕншĕн тесен уйрăмлăхĕ нихăш енчен те куçа курăнмарĕ. Эппин вăл, уйрăмлăхĕ, шалта мар-ши, чунра? Анчах шалти, чунри, Нестăра нихăçан та илĕртмен-çке... Çитменнине тата ăна, вăрттăнлăха, çынна пĕрре-иккĕ тĕл пулнипех, ик-виç сăмах хушнипех асăрхаса ĕлкĕрейĕн-и?
Нестăрăн пули-пулми ыйтупа пуç ватма иртерех-ха. Хĕр пăрахса утманни те, сăмахлама чарăнманни те паха. Лена вара ют çынна хăвăрт хăнăхса çитрĕ, калаçать те калаçать — чĕлхе вĕçне мĕн килет, çавна пакăлтатать. Каччăшăн ку лайăх та, унсăрăн хăйĕн пуплеме тиветчĕ, Нестăр вара сăмах ăсти мар.
Хирĕç килекенсем хăйсем çине пăха-пăха илнине асăрхарĕ Лена. «Илĕртӳллĕ мăшăр пулса тăтăмăр-ши? Ак тата... — кăмăлне систермесĕр ăнланма тăрăшрĕ Лена. — Е Нестăра паллаççĕ-и? Апла пулсан ма сывлăх сунмаççĕ?..»
Каччă иртнинчи пек аллине ирĕке ямарĕ, сĕртĕнмерĕ хĕре. Общежити патне çитсен тин хăюланса сĕнчĕ:
— Кăшт уçăлса çӳрер мар-и?
— Ой, ывăнтăм эп. Апат пĕçермелле, — чăнласах хуравларĕ хĕр.
— Тен, каярахпа?
— Çук, ыран ир-ирех тăмалла. Пултараймастăп.
— Хăçан тĕл пулăпăр эппин? — хĕре вĕçертес килмерĕ Нестăрăн. — Эс калаçнине итлес килет ман, питĕ килĕшрĕ.
— Шкăлтатасси хĕрарăм ĕçĕ вăл. Хăвна сутса ярасран хăрамастăн-и?
— Хăтланса пăх малтан, ун чухне курăнĕ, — парăнас килмерĕ каччăн.
Çапла, сăмахпа перкелешсех, пĕр чĕлхе тупаймасăрах, уйрăлчĕç вĕсем. Ăнсăртран е хĕре ятарласа сыхласан кăна тепре тĕл пуласса шанмалли юлчĕ Нестăрăн. Ирĕксĕрех хăйсен общежитине таврăнма тиврĕ ун. Пӳлĕмĕнче Илюш кĕтсе илчĕ.
— Ну, мĕнле? Ĕç ăнчĕ-и? — пĕлме васкарĕ вăл.
— Эй, унпа... — алă сулчĕ Нестăр.
— Подумаешь... Атя вĕçтерер ĕлĕкхисем патне. Тен, çĕннисем те тупăнĕç... Хĕсмете тăриччен савăнса юл, унта самаях хĕсĕнсе пурăнма тивĕ.
* * *
Салтака каяссинчен пăрăнмарĕ Нестăр. Сержант пулса таврăнчĕ çартан. Хĕсмете тăриччен вара пĕлнĕ-палланă хĕрсемпе-хĕрарăмсемпе ырă курма васканăччĕ, çĕннисемпе те туслашнăччĕ. Пĕри, Нюра, ăна икĕ çул кĕтсе пурăнма шантарнăччĕ. Çук, сăмахне тытаймарĕ хĕр, качча тухрĕ. Каллех ĕрĕхçĕ пурнăçĕ пуçланчĕ каччăн. Ĕлĕкхилле ĕрĕхме тытăнчĕ вăл хăйне хĕсмете ăсатнă тусĕпе, Илюшпа.
* * *
Нестăр унчченхи заводрах ĕçлеме тытăнчĕ. Анчах хăвăрт йăлăхтарчĕ чун туртман ĕç. Милицие вырнаçма шухăш тытрĕ каччă. Щухăшĕ пиçсе çитиччен, тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухиччен, темиçе эрне те иртрĕ. Нестăр вăхăта сая ямарĕ темелле — авланса ĕлкĕрчĕ. Турă çырнине шыраса хăшкăлма тивмерĕ, палланăскерех çураçрĕ — Ленăна. Çар тумĕ тăхăниччен çăварлăх хыптарайманскере. Тĕрĕссипе каласан, хăй те ăнланса пĕтереймерĕ: те çемье ăшшине туяс килни ытларах илĕртрĕ, те яваплă ĕçе вырнаçас умĕн кăшт лăпланмаллине сисрĕ, те Нюрăна тарăхнине ирттерсе яма пăхрĕ çапла?..
Ленăна ăнсăртран общежитийĕ патĕнче тепре тĕл пулчĕ те хăпмарĕ унран: уçăлса çӳреме чĕнкелерĕ, хăнана йыхăркаларĕ, кино кайса курма сĕнкелерĕ... Хĕре тепĕр чух пӳлĕмне пырса та шыракаларĕ. Нестăр хăйĕн патне общежитие пынă чух Лена пытанкаларĕ-ха, анчах каччă ăна урамра асăрхасан тӳрех пăрăнма сăлтав тупаймарĕ, сăмах хушкаларĕ, юнашар уткаларĕ.
Кунашкал пуççаптарни арçынна хăйне чăрсăртарах тыткалама кăна хĕтĕртрĕ. Вăл Ленăна çине тăрсах йĕрлени хĕр кăмăлне çемçетрĕ. «Чăнах та кăмăллать пулас мана... Эппин, ма пит хирĕçес? Ĕмĕр пĕччен çӳреймĕп. Теплерехскер тĕлне пырса тухăп тата... Кун хӳтти пур пек: ыттисене хăйĕнчен ирттермест, арçынлăхĕ куç кĕрет...» — пĕрре мар йăпаткаларĕ хăйне хăй хĕр. Тантăшĕсем вĕçе-вĕçĕн качча тухма тытăнни те улăштарчĕ ун кăмăлне: ватта юласран шикленме тытăнчĕ. Пуççаптармăш ютшăнма пăрахнине Нестăр туйрĕ, самантрах хуптĕрлесе илчĕ ăна. «Шухăшларăм та çапла йышăнтăм: канмалли кун сирĕн пата каятпăр. Çураçма! Пĕрлешетпĕр иксĕмĕр. Юлташсене асăрхаттарнă, машина хатĕр. Все!» — татса хучĕ вăл тепре тĕл пулсан хĕре çăвар уçма памасăр. Ячĕшĕн те пулсан турткаланаймарĕ Лена, чĕтресе илчĕ çеç: «Кусем яла çитсен тем кăтартĕç ĕнтĕ. Ялти çамрăксемпе хирĕçмелли тупмасан тем пекехчĕ...» «Туй тусах пĕрлешесшĕн-и вара?» — ним юрăхлăраххи ыйтма пĕлмерĕ хĕр. «Курăпăр унта», — шутламасăр тавăрчĕ арçын.
* * *
Туй килчĕ, туй кайрĕ — арăм пулса тăчĕ хĕр. Кăлăхах пăшăрханчĕ вăл, çапăçакан тупăнмарĕ: Ленăсен ялĕнчи каччăсем хăйсем юта хĕр илме кайни хăтарчĕ.
* * *
Юратнă-юратман япала пиçнĕ-пиçмен çăкăрпа пĕр — хăвăрт йăлăхтарать. Çемье пурнăçĕ Нестăршăн шăп çапларах пулса тухрĕ. Çитменнине тата вĕсен ниепле те йыш хушăнаймарĕ. Общежитири пӳлĕм вăй питти арçыншăн тăвăрланма тытăнчĕ. Хайхискер ирĕклĕхе туртăнма пуçларĕ, тахçанхи тусĕсемпе тĕл пулкаласан вĕсенчен уйрăлма васкамарĕ. Килне çĕр каçма таврăнайман чух сăлтав шыраса пуç ватма тивмерĕ — ĕçĕ çине йăвантарчĕ. Чухларĕ-ха Лена, чухларĕ арçын каллех ĕлĕкхи ĕрĕхçĕ сукмакĕпе сиккелеме тытăннине, анчах мĕнех тăвайăн: тытман вăрă — вăрă мар. Арçынна ытларах илĕртес шутпа — тантăшĕсем ăс панипе! — ар хутшăнăвĕсен вăрттăнлăхне вĕрентекен хаçат-журнала вулакаласа пăхрĕ, пиçсе те çитрĕ темелле: шухăшĕпе вырăн çинче чи ясар хĕрарăмран ирттерме хатĕр. Упăшкипе юнашар кĕрсе выртать те, таçта кайса кĕрет-çке кунĕ-кунĕпе мунча чулĕ евĕр хĕрӳлĕх пухни — кăшт ăшши панипех пăш! тухса каять. Хĕрарăм шанчăкне пурпĕр çухатмасть-ха, Нестăр ĕрĕхсен-ĕрĕхсен лăпланасса кĕтет. Лаплантăр-ха, вăлчине сапаласа пĕтертĕр-ха... Чим, авланичченех пĕтермен-и ăна? Ун айăпĕпех паян кун пӳлĕмĕнче пепке сасси илтĕнмест мар-и? Апла пулсан мĕне шанса пурăнмалла? Йĕксĕк вĕт вăл, йĕксĕк, çухалтăр куç умĕнчен...
Иккĕмĕш пайĕ
Упăшки каçа юлса таврăнасси йăлана кĕчĕ. Сăлтав хыççăн сăлтав шыраса пуç ватмасть Нестăр, ун ялан пĕр хурав: «Милицире тăрмашакансен нуши-терчĕ çапла». Лена шарлама пăрахрĕ: ĕрехçĕне хăй хăнăхнă йăли-йĕркинчен сивĕтеес çук вăл, тăн кĕртекен ăнсăртран тупăнсан çеç...
* * *
Пӳлĕме питĕрменни хĕрарама шартах сиктерчĕ. «Ирхине васкаса тухса чупрăм та çаплах хăварнă-ши вара? Анкă-минке кăларать ĕнтĕ ку Нестăр. Ăна тарăхнипех пуç ĕçлеме пăрахрĕ... — асăрханарах тĕртрĕ алăка вăл, ĕç хыççăн ниçта тытăнса тăмасăр килне васканăскер. Ак тамаша: упăшки унран малтан çитме ĕлкĕрнĕ. — Хĕвел тепĕр енчен тухма пуçламан-ши?»
«Мĕн сиксе тухрĕ?» — персе яма хатĕрччĕ Лена. Арçын маларах сăмах хушма ĕлкĕрчĕ:
— Ăçта çӳрен эс? Кĕçех пиллĕк...
— Вара мĕн? Ир мар вĕт, каç çеç пулать. Эс ирхине пиллĕкре таврăнсан та ху ăçта çӳренине ăнлантарса тăмастан. Ĕмĕрте пĕрре манран маларах çитрĕн пулать те... Тепĕр тесен... — ал сулчĕ хĕрарăм, сумкине урайне лартса хывăнма пикенчĕ.
— Сăмах пур-ха... — диван çинчен тăрса алăкăн-тĕпелĕн кускалама тытăнчĕ арçын.
— Мĕн тата? — упăшки халичченхинчен урăхлараххине асăрхарĕ арăмĕ. Мĕскĕнрех пек вăл, сасси йăвашрах, чăрсăрлăхĕпе хаярлăхĕ, кутăнĕ таçта кайса кĕнĕ.
— Вăн, тыт, вула... — сĕтел çинче выртакан хут татăккине тĕллесе кăтартрĕ арçын.
Лена кĕрĕкне çекĕлтен çакса тăмарĕ, хыçлă пукан çине пăрахса ячĕ те аттине хывмасăрах тĕпелелле иртрĕ, тетрадьрен çурса илнĕ клеткăллă листа çине кукăрткаласа çырнине сасăпах вулама пикенчĕ:
— Нестăр, сан пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Паян пиллĕкре Генăпа калаçма пыр. Нюра...
Арçын пуçне пĕксе алăк патнелле пăрăнчĕ. Хĕрарăм тавçăрчĕ: темле тискер ĕç пирки çăмах пырать. Анчах мĕншĕн ăна явăçтарасшăн упăшки? Ку таранччен Неçтăра арăмĕ кирлĕ пулманччĕ-çке, халĕ ун умĕнче кӳнтем ача пек пуç усса тăрать.
— Мĕне пĕлтерет ку? Мĕнле уголовнăй ĕç? Мĕнле Нюра? — тарăхса ыйтрĕ Лена.
Тӳрех хуравлаймарĕ упăшки. Кăшт тăхтасан тин çăвар уçрĕ:
— Ан кăшкăр-ха. Итле малтан...
— Ак тата... Тĕлĕнтерсех яратăн. Ку таранччен сана эп итлени кирлĕ пулманччĕ-иç. Арăм пуррине асаилтĕн тĕк — ырра мар. Тăна кĕмеллех çаклантăн-и вара?
— Çакланни качки...
— Апла пулсан мĕн кавлесе тăран? Ăнлантар йĕркеллĕ: кам вăл Гена, кам вăл Нюра?
— Пĕлместĕн эс вĕсене, хам та йĕркеллĕ палламастăп.
— Апла пулсан ку хут ăçтан килсе выртнă? Форточкăран вĕçсе кĕнĕ-и?
— Чим-ха, эс, чим. Итле кăштах.
— Чăнласах калаçасшăн-и? Халичченхи пек чышкăласа итлеттересшĕн мар-и вара?
— Таçталла ан пăрăн-ха эс. Пулнă-иртнĕ, вăл урăх япала, — хăюланса пычĕ Нестăр. Ирексĕртен хăй еплерех серепене çакланнине каласа пама пуçларĕ: — Темиçе эрне каялла ăнсăртран Нюрăна тĕл пултăм...
— Кам вăл Нюра? — пӳлчĕ Лена.
— Тахçан юлташлăччĕ унпа...
— Хăçан тахçан?
— Санпа пĕрлешиччен.
— Пĕлсе пĕтер сана, те пĕрлешиччен паллашса çӳренĕ эс такамсемпе, те пĕрлешсен?..
— Мĕн, итлесшĕн мар-им эс?
— Юрĕ, юптар эппин.
— Юптармастăп, чăннине калап.
— Атя яра пар, — аттине хывма хатĕрленчĕ Лена.
— Ăнсартран тĕл пултăм урамра Нюрăна. Калаçса кайрăмăр, — асăрханарах суйларĕ Нестăр сăмахĕсене. — Качча кайнă иккен вăл эп çарта чухне. Кунтан инçех мар пурăнаççĕ. Ача садĕнче ĕçлет няня пулса. Упăшки — строитель, укçа тума Мускава çӳрет.
— Эс вара, ĕлĕкхине аса илсе, упăшкасăр тунсăхлакан хĕрарăма йăпатма васканă. Çапла-и?
— Çук, ун пек мар, — тунма тиврĕ арçыннăн. Инкеке лекрĕ пулсан та тĕрĕсçине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа тăрас çук-ха вăл. Нюра патне эрнере пĕрре кĕрсе тухма тытăннине те нихăçан систерес çук. Хĕрарăма хăй çулăхрĕ, ун çумне çыпçăнчĕ. тееймĕн, паллах, Нюра унпа тĕл пулсан пăрăнса утма васкаманни, кăмăллăн калаçни, çурчĕ умне çитиччен юнашар утма именменни илĕртрĕ ăна. «Хăнана чĕнмĕн-и?» — терĕ те Нестăр, хĕрарăм хирĕçлемерĕ. Малтанлăха чей ĕçнипе çырлахрĕç вĕсем, тепрехинче тутлă эрех кĕленчи пушăтрĕç тĕ çемçе вырăн çине выртса ĕлĕкхине асаилчĕç. «Ма кĕтсе илмĕрĕн эсĕ мана çартан таврăнасса? Сăмах патăн вĕт», — хĕрарăма айăпласа ыйтрĕ арçын. «Хăв мана ун чухне нимĕн те шантарса каламарăн та... — ӳпкелешнĕн хуравларĕ Нюра. — Хăвах каламанччĕ-и-ха эп сан пĕрремĕш те, юлашки те мар тесе?» «Çаплах каланă-и?» — чăнласах астумастъ Нестăр. «Каларăн çав. Унсăр пуçне... ăслă арçын шăтăк шăрçана качча илмест терĕн. Хăв вара ĕмĕрепе шăтăк шăрçа шыраса çӳрен. Мана та эсех пăсса хăвартăн...» — кăмăлсăрланчĕ хĕрарăм. «Эп сана мăшкăлламан вĕт», — тӳрре тухма васкарĕ Нестăр. «Ытлашши павраса вырт-ха. Тĕртетĕп те сирпĕтетĕп ак çумран, — хăйĕн çылăхне йышăнас килмерĕ Нюрăн — Киле те тек кĕртместĕп». «Юрĕ-çке, юрĕ, лăплан, — хĕрарăма ыталаса кăкăрĕпе пусарчĕ арçын. — Канлĕ санпа, питĕ канлĕ. Эрнере пĕрре кĕрсе çӳрĕп сан пата. Кичем вĕт пĕччен. Хирĕç мар пуль?»
— Ăнланмастăп, эсир темиçе эрне каялла ăнсăртран тĕл пулнă та, паян сĕтел çине çав хут килсе выртнă, — каллех тетрадь листине илсе ăна кутăн-пуçăн çавăркаласа пăхрĕ Лена. — Мĕн чăмласа тăран эс? Мĕн тунă эс вăл хĕрарăма? Ма чĕнет вăл сана?
— Пĕлместĕп. Ĕнер вĕсем патне кĕрсе тухнăччĕ эп, — аранах хал çитерчĕ арçын вăрттăнлăхне пĕлтерме. — Лавккара куртăмăр та пĕр-пĕрне, ячĕшĕн кĕрсе тухма чĕнчĕ. Эп, ухмаххи, шутласа тăмарăм, интересшĕн кĕрсе курам терĕм. Хăнана пуш алăпа каймастăн вĕт, çур литр туянтăм.
— Вара? — чăтăмлăхĕ пĕтрĕ Ленăн.
— Ну, мĕн ĕнтĕ... Ларатпăр çапла ĕçсе кухньăра. Такам хваттер алăкне тултан шаккарĕ. Хытах шаккать, чарăнмасть. Нюра шăтăкран пырса пăхрĕ те чĕтресе ӳкрĕ: «Упăшка», — тет. Мускавран тепĕр икĕ кунтан таврăнмаллискер маларах çитнĕ иккен.
— Çав кирлĕ те сире, — ылханса илчĕ Лена. — Тупнă улах лармалли.
— Мĕн улахĕ унта? Интересшĕн çеç кĕнĕ эп, — тарăхтарать Нестăра арăмĕ йĕкĕлтешни.
— Çапла ĕнтĕ. Пĕтĕм пурнăçу та сан интересшĕн çеç вĕт.
Ытти чухне пулсан арçын арăмне хăр-хар кăна кăшкăрса пăрахĕччĕ. Кăшкăрма кăна-и? Итлесе тăмастчĕ ăна. Итлеме те мар — сăмах та пуçлас çукчĕ. Халĕ те иккĕленме пуçларĕ: вăрттăнлăхне уçса парса кăлăхах хушша кĕртмерĕ-ши Ленăна? Нюра çырăвне кăтартса йăнăш тумарĕ-ши? Хăйĕнех татса памалла марччĕ-ши пăтăрмаха? Çухалса кайрĕ çав, канашласа пăхма никам тупăнманран çапла пулса тухрĕ.
Лена унран упăшки сĕнӳ-канаш çеç мар, пулăшу та кĕтнине ăнланчĕ. Анчах арçынна шеллес шухăшлă мар вăл: ку таранччен Нестăр мĕн тăвас килнĕ, çавна тунă, арăмĕн кăмăлне шута илмĕн, вăл хирĕç çăвар уçма тăрсан усал сăмахпа пӳлсе хунă, алă çĕклесси те пулкаланă. Тăруках çуначĕ усăнчĕ «ăмăрт кайăкăн», меллĕ самантпа усă курса вырăна лартмалла мар-ши аскăнчăка? Упăшкине тăрă шыв çине кăларма вăхăт çитмерĕ-ши?
— Атя-ха, савниçĕм, тумлан-ха, çитсе килер, — хывăнма чарăнчĕ Лена. — Ахальтен чĕнес çук-ха сана. — Унтан, тăрук тавçăрса, тĕлĕннĕн ыйтрĕ: — Итле-ха, ку çыру пирĕн пата мĕнле лекнĕ? Кам килсе панă ăна?
— Нюра хăй пулас... — хăюсăртараххăн хуравларĕ арçын. — Почта ешчĕкне ярса хăварнă.
— Ăçтан пĕлет вара вăл пирĕн тĕле?
— Хамăр балкона тĕллесе кăтартнăччĕ эп ăна... Урамра тĕл пулсан... — Ĕнентермеллех ăнлантараймарĕ Нестăр.
Иккĕленнĕçем иккĕленмелли тупăнса пырать хĕрарăмшăн.
— Хамăр хваттере те çавăтса килмен-и-ха эс ăна? Эп çук чухне. Эсир ăнсăртран пĕр-икĕ хут кăна тĕл пулнипех çырлахман курăнать, — Лена упăшкине хăй хыççăн илĕртнĕн тумланма пикенчĕ. Хушса хучĕ: — Тăр, тăр, тумлан! Çавăтса кай еркĕнӳ патне.
— Нимле еркĕн те мар. Каларăм-иç... — Ирĕксĕртен тенĕ пек вырăнтан хускалчĕ Нестăр.
* * *
Чылайранпа çавăтăнса утман Ленăпа Нестăр. Çавăтăнма мар, мăшăрĕпе юнашар та утас килмест хĕрарăмăн, анчах ăçта кайса кĕрĕн, шухăш тытнă тăк — çитсе килмелле кирлĕ çĕре. Килне, тен, пĕчченех таврăнма тивĕ, халĕ вара упăшкинчен тăват-пилĕк утăм юларах пырать. Чĕннĕ хваттер алакĕ умне çитсен тин Нестăрпа çуммăн пырса тăчĕ. Çул тăршшĕпе пĕртен-пĕрре сăмах хушрĕ Лена:
— Мĕншĕн эсир, хĕрарăмун упăшкипе иксĕр, мĕн калаçмаллине ĕнерех калаçман?
— Курман эп ăна. Нюра балконран сикме хушрĕ те... — пытарса тăраймаре Нестăр.
— Балконран? Эс çавăн пек хăравçă-и? Манпа çеç пит паттăр иккен, — чăннипех тĕлĕнчĕ Лена.
«Хăнасен» нумай кĕтме тивмере, яр уçăлчĕ те алăк — кил хуçи курăнса кайрĕ.
Хытса тăчĕ Нестăр:
— Гена?
— Эс-и? — тĕлĕнсе пăхрĕ кил хуçи. — Мĕн çăмăлпа вара?
Анчах пĕр-пĕрне алă памарĕç вĕсем. Шарламасăр тăчĕç пĕр хушă пĕлеççĕ-иç пĕр-пĕрне. Иккĕшне паллашма ăнсăртран, çур çул каялла, тӳр килнĕччĕ: Нестăр ĕçтешĕсен кĕрекине лекнĕччĕ вĕсем темле майпа.
— Акă, — кĕсйинчен Нюра çырнă йыхрав хутне кăларса кăтартрĕ Нестăр.
— А-а-а... Эсĕ иккен ман арăм çумне çулăхаканни. Пуçанасем эппин эпир санпа. Ну маттур та! Кĕр-ха! — хуçаланса калаçма тытăнчĕ Гена. — Такама кĕтсен те сана кĕтменччĕ. Шутларăм çав ахаль ал мар, милици алли тесе. Ахаль çын ун пек пултараяс çук.
Лена арçынсем сăмахпа перкелешнине итленĕ май куç айĕн кил хуçине тĕпчесе пăхрĕ: «Ман упăшкаран нимпе те катăк мар. Хул-çурăмĕ çавнашкалах, çӳллĕшĕпе те пĕрешкелех. Сăнĕпе чипертерех те... Мĕн çитмест-ши вара арăмне? Мĕнпе юрайман ăна?»
— Кĕр, кĕр! — çине тăрсах чĕнчĕ Гена. Нестăр арăмне куçĕпе сиввĕн виçелесе илчĕ. — Ку мĕнле катемпи сан? Мĕн тума сĕтĕрсе килтĕн?
— Эп мар... Хăй... Арăм... — тӳрре тухнăн хуравларĕ Нестăр.
— Вĕçтер кунтан! Хĕрарăмсем кирлĕ мар пире, — Ленăна хăвалама пăхрĕ кил хуçи, тĕртсе яма та хатĕр.
Ленăна ку килĕшмерĕ, икĕ арçын хушшине чăмса ыттисенчен маларах хваттере кĕрсе тăчĕ вăл. Ун хыççăн упăшки те темиçе утăм ярса пусрĕ.
— Ĕнер кунта эс хуçаланнă эппин. Ку сукмака тахçанах такăрлатнă курăнать. Ырă курнă ман арăмпа, кайран тăн кĕртсе хăварнă. Паллами тунă вĕт эс ăна, — Гена унччен хатĕрлесе хунă сăмахĕсене пăхмасăр сăвă каланăн, куçĕсене хаяррăн çиçтерсе шакăртаттарчĕ. — Хăвăн арăмна пӳрнепе тĕкĕнместĕн пулĕ-ха, çыннăнне мăшкăлласа, хĕнесе çӳрен!
— Хĕнесе? — ăнкарса илеймерĕ Нестăр.
— Мантăн та-и? — чĕрре кĕрсе пычĕ Гена. Унтан пысăк пӳлĕм еннелле пуçне пăрса кăшкăрчĕ: — А ну, тух-ха кунта, катемпи хăраххи!
Пӳлĕм алăкĕ ерипен-ерипен уçăлчĕ те, шалтан халат уртса янă хĕрарăм кăштăртатса тухрĕ. Ăна курсан Лена ахлатса ячĕ: хĕрарăмăн пичĕ шыçса тухнă, вырăн-вырăнпа мăкăль. Гена арăмĕ патне тап-тап утса пычĕ те ун çинчи халата карт туртса пилĕкĕ таран антарса лартрĕ.
— Ак ку тата мĕн? Сан ĕçӳ мар-и? Пăх, савăн! — арăмне Нестăр еннелле тĕксе ячĕ вăл. — На, илсе кай, пурăн икĕ арăмпа савăнса!
Хăйне арăмĕ умĕнчех мăшкăллама пикенни хытах тиврĕ Нестăр чунне, чĕнмесĕр.. тăма чăтăмлăхĕ тек çитмерĕ ун:
— Эс мана кам вырăнне хуран? Айван тетĕн-им? Пӳрнепе те тĕкĕнмен эп сан арăмна.
— Мĕн тунă апла эс кунта? — парăнма шутламарĕ кил хуçи.
— Ним те туман. Ларнă çеç эпир.
— Нимĕн те пулман терĕм-иç, — сас пачĕ чĕмсер Нюра.
— Сана кам ирĕк панă çăвар уçма? Шăп тăр! — чышкине чăмăртаса арăмне юнарĕ Гена. Унтан каллех Нестăр çине сиксе ӳкрĕ. — Эс мар тетĕн... Апла тăк кам хĕненĕ ăна? Эс ăна хĕнесе пĕтернĕ те тухса тарнă.
— Тĕкĕнмен эп ăна! — сасне хăпартрĕ Нестăр та.
— Çавăнпа балконран сиксе тартăн-и?
Нестăр хальхинче хирĕç тавăраймарĕ. Гена вара пуçтахланса пычĕ:
— Эп сана тупаймастăп терĕн-и? Нюра пĕтĕмпех каласа пачĕ. Эс ăна хĕненине те, мăшкăлланине те.
— Мĕ-ĕ-ĕн? Мăшкăлланине? — тӳсĕмĕ пĕтрĕ Нестăрăн, сылтăм чышкине чăмăртаса кил хуçи патне пырса тăчĕ вăл, сулахай аллипе ăна кăкăрĕнчен ярса тытрĕ. — Нуккă тепре кала-ха!
Лена чупса пырса икĕ арçын хушшине хĕсĕнсе кĕрсе тăчĕ.
— Ан çап, Нестăр, ан çап, — ӳкĕтлеме тытăнчĕ упăшкине. — Эс айăплă, эс айăплă. Ан çап.
— Ай-уй, эс тата кам майлă? Сан упăшку ман арăмпа асса пурăнать, эс вара, катăк, ăна хӳтĕлен. Иксĕмĕрĕн пĕр шухăшлă пулса тăн кĕртмелле вĕсене, иккĕшне те тавăрмалла. Ăнланмастăн-и çавна? — Лена çине сиксе ӳкрĕ Гена. — Тасал кунтан! Тухса вăркăн! — Хытах тĕртсе ячĕ хĕрарăма. Лена упăшкин уринчен такăнчĕ те стенана пырса çапăнчĕ.
— Кам хушнă сана ман арăма тĕкĕнме? — Хытăрах ярса тытрĕ Нестăр кил хуçине.
— Манăнне — юрать, санăнне — юрамасть! Çапла-и? — шăлĕсене шатăртаттарса илчĕ Гена. — А ну яр-ха! Атту...
— Мĕн атту?
— Яр тетĕп! — Хытах тĕртрĕ Гена Нестăра.
Анчах Нестăр аллине вĕçертмерĕ, хăйне ют çынна тĕкĕнтерме хăнăхманскер сисмерĕ те кӳрентерекене чăмăрĕпе тӳнклеттерчĕ.
— Ай! — теме çеç ĕлкĕрчĕ кил хуçи. Çурăлса кайнă тутинчен юн юхса анчĕ. — Ле-е-екрĕн!.. — Юртан купаласа пăрпа шăнтса тунă кĕлеткелле хытса ларнă арăмĕ çине тепĕр хут сиксе ӳкрĕ: — Мĕн тĕлĕрсе тăран? Саншăн патак çимелле-и ман? Эп сире... — Вирхĕнсе тухса кайрĕ тулалла.
Лена Нюра патне пычĕ. Шеллесе пăхрĕ хĕрарăма, хĕрхенсе ыйтрĕ:
— Кам каплах амантса пĕтернĕ сана? Нестăрах-и?
— Çук... — аран-аран çăварне уçрĕ хĕрарăм.
— Апла пулсан ма чĕнтертĕн ăна?
— Гена хушрĕ...
— Вăл хĕнерĕ-и сана?
— Аха... Çĕрĕпе... Çара кут кăларса ярас вĕçне çитерчĕ. Кайран... кайран... — ӳлесе макăрса ячĕ. — Ирхине... милицие хут кайса партарчĕ. Унтан сирĕн пата ячĕ...
— Акă мĕнле иккен... — Итленĕ май Лена Нюрăна ăшĕнче тиркеме те ĕлкĕрчĕ: «Мĕн тупнă ун çумĕнче ман арçын? Ни пичĕ, ни кучĕ... Манран чипертерех хĕрарăм тупнă пулсан татаччĕ... Мĕскĕн...» Паçăрах ыйтас тенине асаилсех кайрĕ: — Пирĕн тĕле ăçтан пĕлетĕн вара эс? Унччен те пулса курнă-и?
Нюра хуравласа ĕлкĕреймерĕ, хваттер алăкĕ яр уçăлчĕ те — Генăпа пĕрле тăватă милиционер кĕчĕ тăчĕ. Кĕчĕç те тăп чарăнса тăчĕç: иккĕшĕ Нестăра палласа илчĕç.
— Эсĕ-и? — терĕ аслă сержант пакунĕлли. Гена еннелле çаврăнчĕ: — Вăл çапрĕ-и?
— Вăл, — çирĕплетме васкарĕ кил хуçи.
— Ну, пуçанасем... Мĕн тумалла вара ман халь сирĕнпе? — тавралла пăхкаларĕ аслă сержант. Генăпа Нестăра иккĕшне те палланăран йывăрлăха лекрĕ вăл. — Тен, мирлешетĕр? — Нюрăна асăрхарĕ. — О-о, хытах лектернĕ-çке. Эсех-и? — сивлесе пăхрĕ Нестăра.
— Ухмах-им эп? — Паллакансем килсе кĕни кăштах лăплантарчĕ Нестăра. — Хăй вăл...
— Тен, хама хамах çапрăм? Икĕ свидетель те кунтах. — мирлешме шутламарĕ те Гена. — Тытса кайăр ăна, — хушрĕ пакунлисене унчченех, кăнтăрла, хăй майлă çавăрма ĕлкĕрнĕскерсене. Ятарласа чĕннĕччĕ вăл вĕсене пиллĕк валли çурчĕ патне. Анчах тусĕсем Нестăра та палласса пач кĕтменччĕ.
— Пĕлместĕп, тем тумалла сирĕнпе, — ун-кун пăхкаларĕ аслă сержант. — Хăвăрăн пĕр-пĕринпе татăлмалла та... Мĕне кирлĕ çынсене култарса çӳрени?
Пакунлисем малтанхи харсăрлăхне çухатнине кура Нестăр хăюланса пычĕ. Сасне хăпартарах калаçма тытăнчĕ:
— Пуçтарса кайăр хăвăртрах пурне те. Мĕн ăна пуççапса тăратăр? Татса парăр лере...
Нестăр хăйне хушасса кĕтмесĕр алăк патнелле туртăнчĕ. Аслă сержант пӳлчĕ ун çулне.
— Тăхта, тумланччăр пурте. Гена, атя. Арăмна пĕрле ил.
— Эпĕ вара? — Ку таранччен чĕмсĕр тăнă Лена сас пачĕ тăрук.
— Эс-и? Вĕçтер килне, — хушрĕ милиционерсенчен пĕри. — Мĕн тума кирлĕ эс?
— Çук, каймастăп. Пĕрле пыратăп. Упăшкаран юлмастăп, — хăюланса хирĕçлерĕ Лена.
— Эс-и? — Тĕлĕнсе пăхрĕ аслă сержант. — Пит пырас килет тĕк... Атя, сан валли те вырăн тупăнĕ.
Лена ăна-кана тĕшмĕртсе тăмарĕ, ĕç вĕçне тухас килнĕрен ыттисемпе пĕрле пуçтарăнчĕ. Унсăр пуçне ку таранччен упăшки тарăхтарнине манса ăна хӳтĕлеме хатĕрленчĕ: хура пулсан та хальлĕхе хăйĕнех вĕт? Гена упăшкине ятарласа çаптарнине аванах курчĕ-çке. Урама тухсан та, вĕсене черетпе пĕрерĕн-пĕрерĕн çăмăл машинăна хыçалти алăкран кĕрсе ларма хушсан та пăрăнса юлмарĕ.
* * *
Малтанлăха тăват çынран пĕри те çăвар уçмарĕ. Нестăра милицире айăплассинчен ытла арăмĕ умĕнче епле тӳрре тухасси ытларах асаплантарчĕ. Нюра айванланса ют арçынпа çыхланнăшăн ӳкĕнсе ĕсĕклерĕ. Гена арăмĕпе Нестăра тавăрассишĕн çунса шăлĕсене хăйрарĕ. Лена вара вĕсемшĕн виççĕшĕшĕн намăс курма тивнĕрен канăçсăрланчĕ: «Пăх-ха... Ăс çитереççĕ вĕт... Арăмĕ — ют арçынна килне çавăтса кĕме те, упăшки — ăна айăпласа милици аллине пама та... Ман ухмаххи тата... Чечня паттăрĕ темерĕн! Контушеннăй! Балконран сиксе хăтăлап тенĕ пулать. Тинех шалчи тулчĕ-ха! Тултăрччĕ... Тупнă вара хăйне валли». Манран чипертерех пулсан татаччĕ...» Тӳсеймерĕ хĕрарăм, тем астарнăн пурте илтмелле персе ячĕ:
— Лайăхраххи тĕлне лекеймерĕн-им? Ну-и еркĕнӳ сан, Нестăр, ни рожи, ни кожи!
Нестăрпа Нюрăн пӳлмелле пек Ленăна. Çук, вĕсем чĕнмерĕç, Гена чунне тиврĕ хĕрарăм сăмахĕ. Кăшкăрса пăрахрĕ:
— Эс хăвна пăх! Ахальтен ютта чупать-им упăшку?!
Хальхинче Нестăр чăтăмлăхне çухатрĕ. Арăмĕн хӳттине кĕрсе сурчăкне сирпĕтрĕ:
— Хуп çăварна! Атту хам хупап!
— Эс-и хупаканни? — асăрханма манса тавăрчĕ Гена. — Кил-ха кунтарах!
Пакунлисен аллинчи патакĕсемпе юнаса чарма тиврĕ шăв-шава.
* * *
Милици çурчĕн йăли-йĕрки пуриншĕн те пĕрешкел: лекрĕн тĕк унта — хут çыраççĕ, алă пустараççĕ, пĕр-пĕр сăмахпа асăрхаттарса-хăратса кăларса яраççĕ. Ун хыççăн вара — пĕр-ик кунтан-и, эрнерен-и е каярахпа — хăш-пĕр вак-тĕвеке тĕплĕнрех ыйткалама чĕнсе илме пултараççĕ, хăш чухне тек асаилмеççĕ те.
Нестăрăн вара кăшт чупкалама тиврĕ хăнăхнă сукмакпа — «расследовани» сăмах çыпçăнчĕ ун çумне: милицире ĕçленине кура унăн пуçлăхĕсем валли хăй чăннипех çылăха кĕни-кĕменнине ăнлантарса темиçе хут çырма тиврĕ. Йĕрки çапла: милици йышĕ таса пулмалла — хăшĕ те пулин ята ячĕ тĕк васкаса хăтăлмалла унран, е вăл ĕçре юрăхлăскер тĕк — хăвăрт кăна тӳрре кăлармалла. Нестăр хăй ĕçтешĕсемшĕн пули-пулмискер маррине туять: Чечняна тепĕр çур çуллăха йĕрке сыхлама каякансен шутне кĕртрĕç ăна каллех. Нушине ăнланса хута кĕрекенсем самантрах тупанчĕç унăн — ăс пама васкарĕç.
— Эс чăнах пӳрнепе те тĕкĕнмен-и вăл хĕрарăма? Кала тĕрĕссине, хăвнах çăмăл пулĕ, — ĕнентерме пăхрĕç çывăхрах çыннисем.
— Эп ку таранччен хĕрарăм курман-им вĕсене вăйпа мăшкăллама? Тĕрĕссипе каласан, хăйсем черет тăраççĕ. Ку та... Çамрăк чух ăшши кăмăла кайнăччĕ те, тепре тутанса курас килчĕ. Хăй те хирĕç тăмарĕ, çав шухăшпах чĕнчĕ. Кам пĕлнĕ упăшки кĕтмен çĕртен персе çитессе? — Ытлашши суеçтерме мĕне кирлĕ халь Нестăра? — Тульккăш темле çирĕплетсе парас?..
— Ăс парам-и? — тавçăрулли тупăнчĕ тăрук. — Чунне уçса калаçтармалла вăл ясарккана. Мĕн каласа панине çырса илмелле.
— Мĕнле калаçтарăн ăна, катăкскере? Мĕнле çырса илĕн?
— Эп пĕлеп. Пур ман. Иксĕре пĕрле чĕнтеретпĕр те урама кăларса яратпăр. Эс вара, хĕрарăм патши, веç çырса ил... Диктофон пур ман, цифровой. Виçĕ сехет чарăнмасăр ĕçлет. Вăл кăна хăтарайĕ сана. Яснă? — хăйĕнпе хăй савăнса тапăртатса илчĕ тавçăруллă каччă.
Палăртнă пек турĕç те. Диктофон уссине курчĕ-курчех Нестăр. Иккĕшне унпа пĕр вăхăталла милици çуртне тепре чĕнтерсен Нюрăна çур сехет ытла уттарса çӳрерĕ урамра. Те вуннă, те çирĕм ыйтрĕ пĕр сăмахах:
— Хĕненĕ-и эп сана?
— Çук, — тĕп-тĕрĕссине хуравлать хĕрарăм.
— Пĕрре те пулсан çапнă-и?
— Çук.
— Апла пулсан милицие ма хут çыртăн?
— Упăшка çыртарчĕ. Çĕрĕпе хĕнерĕ. Чутах çарамас кăларса яратчĕ урама.
— Эп хĕнемен, эппин, сана. Кала тепре! — кăшкăрарах ыйтрĕ Нестăр хĕрарăм хуравĕ диктофон çине лайăхрах çырăнтăр тесе.
— Хĕнемен тетĕп-çке! Хĕнемен! — хирĕç кăшкăрать Нюра тĕпчесе йăлăхтарнăран.
Нестăр юлашкинчен ытлашшипех хăюланса кайрĕ. Генăна тăн кĕртсе илме шут тытрĕ.
— Эппин, атя иксĕмĕр сан патра мĕн пулнине, тĕрĕссине, йышăнар. Ĕç пĕтрĕ те. Ют арçынпа ют хĕрарăм савăшса илнĕшĕн милици айăпламасть, — калаçăва пĕтĕмпех вĕçне çитерес килчĕ ун.
— Савăшни качки... Çавăн пек савăшаççĕ-и? — ерипен, диктофон аран-аран çырмалла хуравларĕ хĕрарăм.
— Мана вара питĕ килĕшрĕ. Тепре хăçан тĕл пулăпăр иксĕмĕр? Тульккăш хальхинче хамăр патра? Килĕшетпĕр-и? — шăл йĕрчĕ Нестăр.
— Санпа-и? Каллех патак çиме-и? Мана хӳтĕлесе пĕр утăм тумарăн.
— Мĕнле тумарăм? Ак ку мĕн? — тăрук кĕсйинчен диктофон кăларса хыттăнах илтмелле ячĕ ăна арçын.
— Эс, эс... Мĕн хăтланан? Мана вĕлерттересшĕн-и? — сиксе ӳкрĕ Нюра, анчах диктофона туртса илеймерĕ.
— Шăпах сана хӳтĕлесшĕн те. Чи малтан милицие упăшку мана айăпласа çыртарнă хута пăрахăçлаттаран. Унтан хамăр калаçăван темиçе копине тавăпăр: упăшку валли, ман арăм валли, тепри милицире кирлĕ пулĕ... Пĕри иксĕмĕр валли... Сывалса çитсен май тупса, пĕр кравать çине выртса пĕрле итлекелĕпĕр ăна. Арăмпа урăх пурăнассăм çук ĕнтĕ, сана та упăшку тек пĕрле усрамĕ. Эп вара... Сан пеккисем, ача çуратса ӳт шăнăрĕсене çемçетменнисем, илĕртеççĕ мана. Туйрăн пуль?
Нюра тек пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Чупса тарчĕ. Тепĕр темиçе эрнерен вара хулари ĕçне пăрахса яла куçса кайрĕ.
* * *
...Нестăр унтанпа тата темиçе авланма ĕлкĕрчĕ. Хăйĕнчен вунă çул кĕçĕнрех хĕрарăмпа пурăнать халь. Ыттисем хыççан чупма пăрахман-ха. Килĕнче, тумбочкинче, тахçан айван Нюрăпа калаçнине диктофонпа çырса илнĕ аудиокассета выртать.