Иван пичче пурнать ман кӳршĕре,
Ватах та мар, пĕлместĕп миçере.
Пур ямахачĕ: арăм, ывăлсем,
Ӳссе вăй илнĕ çамрăксем.
Эх, пĕвĕпе патвар
Ӳсеççĕ хĕрĕсем,
Хитрескерсем.
Кил-çурчĕ япăх мар,
Кăшт кивĕрех пулсан та — питĕ.
Хуралтăра: кĕлет, вите тата ытти те.
Кил картинче пур тĕрлĕ
Хур-кăвакал та выльăх-чĕрлĕх.
Тавах Турра, пурнаççĕ хирĕçӳсĕр,
Иван пичче пулман нихçан та ӳсĕр.
Хуçалăхра йĕркелĕх яланах.
Анчах...
Пĕр ăшă ирхине
Тем пулчĕ пиччене...
Шуйттан çури çакланнă пуль чунне.
Лара-тăра пĕлмесĕр уткалать,
Чарăнаймасăр калаçать.
Çитет, тен, пурăнмашкăн кив çуртра,
Чӳречисем ун ансăр та маччи лутра.
Пăсатăп та тĕпрен
Тăватăп кирпĕчрен
Кермен.
Каланă — тунă.
Сисмерĕ те ял-йыш — пăсса та хунă.
Иртет виç кун, виçĕ эрне —
Ял-йыш курмасть ĕç пынине.
Иван пичче çухатнă канлĕхне
Лавккасенче куллен чупать,
Темскер шырать —
Хăй каламасть-ха сăлтавне.
Сăмах кăна çӳрет ялта:
Çитмест иккен хăма, пăта,
Час-час халь эпĕ куршĕрен
Шăв-шав илтетĕп ирпелен.
Иван пичче, сăмах çӳрет,
Эрех сыпма пуçланă, тет.
Ял-йыш курать:
Хуçалăх юхăнать.
Пур ял-йыша пĕлсе тăма
Каласшăн хам сăмахăма.
Ĕçне тума тытăниччен,
Ишсе те çĕмĕрсе пăрахиччен
Çакна шута илесчĕ маларах:
Çĕмĕресси тăвассинчен çăмăлтарах