Эй, айван çилçунат янаварăм,
Мĕн пăхатăн хыçа çаврăнса?
Тӳррĕн кас. Çулĕ такăр, юр тарăн,
Эпир хамăр — турхан та мăрса!
Хăтасем паян эпĕр, атьсемĕр,
Шухă чунлă та чăрсăр маттур!
Атăлçи çыннисем, ах! ан тейĕр —
Савăнса калаçма сăмах пур.
Хĕрĕрсем çурхи çĕмĕрт пек капăр,
Сăнĕсем пăхайса тăранми,
Уçă кăмăллă, ăслă та сапăр —
Ăçта пултăр татах аванни!
Эх, айван, юмахри çилçунатăм,
Ма юртатăн пуçна авăсса?
Е татах та килесшĕн çунатăн,
Е сисетĕн туйсем пуласса?