Ирхи йăлтăр шевле вылямасть нумай хушă:
Хĕвел умĕн килет те каять хĕвелпе...
Савăнатăп, сар хĕр, çĕр çинче эсĕ пуршăн,
Эсĕ маншăн — сӳнсен те — сӳнми çут шевле.
Çил ачи пекех эс — вĕлтер-вĕл сапаланчăк,
Кăмăлушăн чуну — вĕç-тăррисĕр инçет!
Капăра ăмсанан куçусем те вылянчăк —
Çут тĕнче илемне ăнланатăн тин çеç.
Уçă кăмăллăскер, чун-чĕрӳ те яр уçă.
Кам иленмĕ сана, йăлтăр ирĕк шевле?
Анчах темшĕн вăрах вылямасть ирхи шуçăм:
Хĕвел умĕн килет те, каять хĕвелпе.